Раҫҫейре
![]() Тӗрӗсрех, юбилей тумасӑр перекетлесшӗн. Кун пирки «Известия» хаҫат пӗлтерет. Раҫҫейӗн правительстви ҫӗршыври хуласене кашни ҫӗр ҫулта кӑна юбилей тума укҫа уйӑрма тытӑнасшӑн. Унччен ҫӗршыв Президенчӗн указӗпе кашни 50 ҫулта пӗрре юбилей тума федераци хыснинчен укҫа уйӑрма пӑхса хӑварнӑ пулнӑ. Ҫулла Раҫҫейӗн Финанс министерстви президент указне хатӗрленӗ. Саккун вӑя кӗрсе пӗтсен ҫӗнӗ йӗрке 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗмелле. Ҫӗршывӑн тӗп финанс ведомстви шутласа кӑларнӑ тӑрӑх, хуласен уявне кашни 50 ҫулта пӗрре палӑртманнине пула самаях укҫа перекетленет тесе калаҫҫӗ. Ҫапла вара 2016–2018-мӗш ҫулсенче ҫӗршыв хыснинчи «кӗмӗле» 10 миллиард тенкӗ ытла перекетлеме май килет тесе пӗлтернӗ РФ Финанс министерстви. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Леонид Волков ентешсемпе калаҫать Ҫӗршывӑн тӗп хулинчи стройкӑсенче Чӑваш Енри ҫынсем сахал маррӑн тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫав ҫынсем хушшинче Мускаври строительство организацийӗсене ертсе пыракансем те пур. Вӗсемпе нумаях пулмасть Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков тӗлпулнӑ. Чӑваш Енре ҫуралса ӳссе Мускавра хӑйсен вырӑнне тупнӑ строительсене Леонид Волков Строительсен уявӗпе (ӑна иртнӗ канмалли кун палӑртрӗҫ) саламланӑ. Строительство экономикӑнпӗлтерӗшлӗ отраслӗсенчен пӗри пулни пирки калаҫнипе пӗрлех Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхпе чӑвашсен тӗп хулари ентешлӗхӗпе тата Чӑвашран тухнӑ, строительство бизнесӗнче тимлекенсемпе туслӑ ҫыхӑну тытас ыйтӑва та хускатнӑ. Икӗ енлӗ хутшӑнӑва йӗркелени хӑйсемшӗн те усӑллӑ пулассипе строительство предприятийӗсен ертӳҫисем те килӗшнине палӑртнӑ. Сӑнсем (9) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫывӑх вӑхӑтра пирӗн ҫӗршывра уйрӑм хушма хуҫалӑх тытакансене выльӑх-чӗрлӗхе тата кайӑк-кӗшӗке шутран ытла тытма чарма пултараҫҫӗ. Ку ыйтӑва хальлӗхе татса паман-ха — ҫитес вӑхӑтра ӑна Раҫҫей Правительстви пӑхса тухмалла. Кун пирки Дмитрий Медведев премьер-министр хушу панӑ. Уншӑн явапли тесе ҫӗршывӑн ял хуҫалӑх министрне Александр Ткачева палӑртнӑ. Министрӑн ыйтӑва Экономика аталанӑвӗн, Финанс министерствисемпе тата Раҫҫей регионӗсен ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсемпе пӗрле пӑхса тухмалла. Яваплӑ ведомствӑсен хӑйсен шухӑшне ҫитес уйӑхӑн 23-мӗшӗччен пӗлтермелле. Уйрӑм хушма хуҫалӑхра выльӑх-чӗрлӗхе шутран ытла тытмалла мар текен ыйтӑва унччен те хускатнӑ. 2009 ҫулта ку сӗнӳпе Ставрополь депутачӗсем тухнӑ. Халӑх тарҫисем хӑйсен шухӑшне хӑш-пӗрисем выльӑх нумай тытни вӗсен кӳршисене кансӗрленипе ӑнлантарнӑ. Анчах ун чух апла саккуна Патшалӑх Думи йышӑнман. |
Раҫҫейре
![]() Раҫҫей ҫыннисене 10 СИМ-карттӑран ытларах илме чарасшӑн. Ҫакна Раҫҫей банкӗсен ассоциацийӗ пуҫарасшӑн. Банкирсен шухӑшӗпе, ку ултавҫӑсене карас телефон операторӗсен шутӗнчен укҫа вӑрлама чӑрмантарӗ. Проект пайташӗ Денис Калугин пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе кашни ҫынна 10 СИМ-карттӑран ытлашши туянма чарасшӑн. Ун чухне картӑсене тӗрӗслекен пӗрлӗхлӗ тытӑм тӑвасшӑн. Банкирсем палӑртнӑ тӑрӑх, халӗ ултавҫӑсем телефон шучӗсенчен укҫа сӑптӑраҫҫӗ. Кӑҫал акӑ ҫӗртме-утӑ уйӑхӗсенче вӗсем ҫӗр-ҫӗр миллион тенкӗ вӑрланӑ. Операторсем ҫынсене номерсем чылай параҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри ҫӗр номер те илет. Ултавҫӑсем укҫана банкри шутран карас телефон шучӗ ҫине куҫарсан, унтан электронлӑ енчӗкрен ӑна илсен вара ултава чарма та ҫук. Анчах Ҫыхӑну тата Экономика министерствисем ку пуҫарӑва хирӗҫ. Мӗншӗн тесен ку тӳрӗ кӑмӑллӑ абонентсен прависене пӑсать. Ведомство каланӑ тӑрӑх, ку пур-пӗрех ултавҫӑсене тытса чарас ҫук. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫыннӑн мӗн чухлӗ СИМ-карттӑ илес килет, вӑл ҫавӑн чухлӗ туянма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Тӳре-шарана тата патшалӑх служащийӗсене халӑх тетелӗсенчи страницӑсемпе усӑ курма чарасшӑн. Ун пек саккун проектне ҫӗршывӑн Патшалӑх думин депутачӗсем кӗркунне пӑхса тухӗҫ. Халӑх тетелӗнчи страницӑсемпе усӑ курас тесе тӳре-шара тата патшалӑх служащийӗн пуканӗ пирки манмалла тенине пӗлтермест-ха ку. Ӗҫри компьютертан кӗме чарасшӑн. Кун пек чару кирли патне ҫитсе тухма ҫынсем ӗҫ пирки манса тӗнче тетелӗнче хӑйсен пӗлӗш-юлташӗсемпе юмах ҫапса лараҫҫӗ пуль тесе шанманни хистемен. Патшалӑх Думин информаиц политики енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ Вадим Деньгин чылай халӑх сетьне ют ҫӗршывра хатӗрлени пирки палӑртнӑ. Апла пулсан вӗсем урлӑ Раҫҫее хирӗҫ программа шайӗнче те усӑ курас хурӑшлӑх пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Мари Элти археологи шыравне пирӗн патри археологсем хутшӑнаҫҫӗ. Атӑлҫи археологи экспедицине хутшӑнакансем хушшинче ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем те, студентсем те пур. Вӗсем тӗрлӗ хуларан пуҫтарӑнса ӗҫе кӳлӗннӗ. Ҫав шутра Чӑваш наци музейӗн археологи тата авалхи истори секторӗн археологӗсем Александр Волковпа Рсулан Петров та пур. Мари Элти шыравра тӑм савӑт-сапа катӑкӗ, тимӗр укҫа, шӑрҫа, тетел путаркӑҫӗ, тӑм йӗтри, кашӑк-тирӗк тупнӑ та. Унсӑр пуҫне XVI–XVII ӗмӗрсенчи ҫӑвана тӗпчеме пуҫланӑ. Унта, археологсем каланӑ тӑрӑх, хулапа юнашар пурӑннӑ вырӑссене пытарнӑ. Ҫын пытарнӑ 162 шӑтӑк тупнӑ. Унта авалхи йӑла-йӗркепе килӗшсе тӑракан хӗрессем, ухӑ вӗҫӗсем, тупӑ йӗтри, шӑрҫа, йывӑҫран тунӑ хуралтӑсем асӑрханӑ. Сӑнсем (10) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() http://vchaspik.ua сайтри сӑн Шупашкарти пӗр ҫамрӑк арҫын Гиннесс рекорчӗсен кӗнекине кӗме пултарнӑ. 32 ҫулти программист тӗнчери чи пӗчӗк Рубик тӑваткала хатӗрлесе палӑрнӑ. Кун пирки vchaspik.ua сайт пӗлтерет. Рубик тӑваткала пуҫтарнӑ чухне чылайӑшӗ пуҫ ватать. Нумайӑшӗ унти тӗссене вырӑна лартассишӗн нумай вӑхӑт тӑрӑшать. Анчах тӑваткала темиҫе ҫеккунтра пуҫтарма пултаракансем те пур. Шупашкар каччи Евгений Григорьев — вӗсен шутӗнче. Евгений тӑваткала самантрах пухать. Ҫавӑнпах-тӑр программист йывӑртараххине шутласа кӑларнӑ. Программист лазер пулӑшнипе 1 сантиметр сарлакӑш Рубик тӑваткала хатӗрленӗ. Евгений ӑна виҫӗ минутра пухать. Евгений ҫакна шухӑшласа кӑларса Гиннесс рекорчӗсен кӗнекине кӗме пултарнӑ. Анчах Шупашкар каччи кунпа та ҫырлахасшӑн мар. Вӑл тата пӗчӗкрех тӑваткал тӑвасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрӗ Анита Цой Чӑваш Енри ҫемьене айӑплани пирки нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Lifenews сайтра каллех кун пирки ҫырнӑ. Анита Цой каланӑ тӑрӑх, Александровсем хӑйсен айӑпне йышӑннӑ. Юрӑҫ ку ӗҫе пӑнчӑ лартма та юрать тет, мӗншӗн тесен ку унӑн кӑмӑлне пӗрре те каймасть, йӗрӗнтерет. Анита каланӑ тӑрӑх, унӑн кун пирки аса илес те килмест. Ҫавӑнпа вӗсем ку ӗҫе вӗҫлеме палӑртнӑ. Анчах следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Александровсен ҫемйи айӑпа йышӑнмасть. Ҫемье каланӑ тӑрӑх, Анита хӑй хаклӑ япаласене ломбарда панӑ. Унӑн парӑмсем пысӑк-мӗн. Александровсем кредитпа туяннӑ машинине сутнӑ. Ҫакна унчченхи ӗҫ параканӗсене, Цойсене, миллион тенкӗ тӳлемешкӗн тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ӗнертен пирӗн ҫӗршывра Страховани исторйиӗсен бюровӗ ӗҫлесе кайнӑ. Унта ОСАГО тата каско килӗшӳ тунӑ урапа хуҫисем пирки хыпар пырса тӑрӗ. Унти кӑтартнипе страхлакан компанисем те, водительсем те паллашайӗҫ. Компанисем ҫӗнӗлӗх пулӑшнипе машина хуҫисем вӑл е ку водительтен страхлакан тӗслӗх час-час пулассипе пулмассине тӗшмӗртейӗҫ. Ӑна кура вӗсем клиентсене раснарах хакпа страхлассине палӑртайӗҫ. Килӗшӗве ӗнерччен тунисем пирки бюрова информаци ҫитеймӗ. Тулли хыпар тепӗр 2–3 ҫултан кӑна пухӑнайӗ. Страхлакан компанисем ҫӗнӗлӗхе ырласа йышӑннӑ. Ҫулта-йӗрте йӗркеллӗ тытман водительсен страхлакан урӑх компани шыранин усси пулас ҫук, мӗншӗн тесен мӗнпур хыпар пӗр ҫӗрте упранӗ. Ҫакӑн пек шухӑшлаҫҫӗ страхлакансем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Шупашкарти шыв управҫи Шупашкар шыв управлӑхне 68 метр ҫӳллӗш хӑпартмӗҫ. Ҫапла татса пама ҫӗршывӑн Президенчӗ Владимир Путин пӗлтерни пирки Чулхула облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Валерий Шанцев хӑйӗн блогӗнче ҫырнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, Атӑлти шыв шайӗ пирӗн патра хальхилле 63 метр кӑна пулӗ. Шанцев блогра ҫырнӑ тӑрӑх, ҫӗршыв Президенчӗ чулхуласене майлӑ пулнӑ, Раҫҫей правительствине Шупашкарти шыв управлӑхне 63 метр ҫӳллӗшӗнче хӑтлӑх кӗртме мероприятисен план-графикне хатӗрлеме хушнӑ. Ҫак ыйтупа Раҫҫей правительствинче пӗрремӗш канашлу иртнӗ те. Унта Чулхула облаҫӗнчи Балахна районӗнче пӗчӗк пусӑмлӑ плотина тӑвас ыйтӑва хускатнӑ. «Кӗрешӳ 30 ҫул пычӗ. Юлашки ҫулсенче вӑл уйрӑмах вӑйланчӗ. Анчах выляса илтӗмӗр», — тенӗ Валерий Шанцев кӗпӗрнаттӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евстафьев Николай Филиппович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |