Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн ҫӗнӗ консультаци канашне кӗнӗ. Вӑл орган ҫӗршыв ертӳҫине социаллӑ-экономика аталанӑвӗнчи ҫивӗч ыйтусене палӑртма пулӑшмалла.
Канаша РФ Президенчӗ Владимир Путин хӑйӗн хушӑвӗпе палӑртать. Ҫӗнӗ йыша хальхинче унчченхилле ҫирӗм регион ертӳҫинчен мар, вун саккӑртан йӗркеленӗ. Йышра малтан пулнӑ регион ертӳҫисенчен пайташлӑха Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Мускав мэрӗ Сергей Собянин, Калуга облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Анатолий Артамонов, Ростов облаҫӗн Пуҫлӑхӗ Василий Голубев, Краснодар крайӗ кӗпӗрнаттӑрӗ Вениамин Кондратьев тата Карачай-Черкесск Республикин Пуҫлӑхӗ Рашид Темрезов сыхласа хӑварнӑ. Ыттисене ҫӗршыв ертӳҫи ҫӗнӗ ҫынсене кӗртнӗ.