Раҫҫейре
![]() Иккӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуратакансене пирӗн ҫӗршывра амӑш укҫи панине пӗлетпӗр-ха. Вӑл тупрана ӑҫта-ӑҫта ярассине пӗчӗкшерӗн анлӑлатсах пыраҫҫӗ. Маларах ҫурт-йӗр туянма е тума, шкул пӗтерсен ачасене вӗрентме е пулас пенси валли хурса хӑварма кӑна юратчӗ пулсан халӗ ҫурт-йӗре юсама та тытма юрать. Ҫывӑх вӑхӑтра амӑш укҫине газ плити, газ колонки, газ счетчикӗ илме те тӑкаклама ирӗк парас шанчӑк пур. Амӑш укҫине пӳрте газ кӗртнӗ чух тытма юракан сӗнӳпе Иваново облаҫӗнчи депутатсем мускавсем патне тухнӑ. Иккӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ачана ҫуратсан паракан "кӗмӗле" ҫурт-йӗре юсанӑ чухне тӑкаклама юранине маларах каларӑмӑр-ха. Анчах уйрӑм ҫурта газификацилени ҫав шута кӗменнине кура амӑш укҫине вӑл тӗллевпе хальлӗхе усӑ курма май ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Кӑҫалхи ҫулталӑк вӗҫленмен-ха, РФ Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтӗлев министерстви вара 2017 ҫулта канмалли кунсене палӑртма ӗлкӗрнӗ. Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен канӑпӑр. Ун чухне раштавӑн 31-мӗшӗнче те ӗҫе тухмалла мар. Вӑл вырсарникуна лекет. Ҫавӑнпа халӑх уява лӑпкӑнах хатӗрленме пултарать. Ҫитес ҫул темиҫе уяв канмалли кунпа пӗр килет. Ҫавна май кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче канмаллине нарӑсӑн 24-мӗшӗ ҫине куҫараҫҫӗ. Кӑрлачӑн 7-мӗшне вара — ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗ ҫине. 2017 ҫулта нарӑсӑн 23–26-мӗшӗсенче, пушӑн 8-мӗшӗнче, ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗччен, ҫу уйӑхӗн 6–9-мӗшӗсенче, ҫӗртме уйӑхӗн 10–12-мӗшӗсенче, чӳк уйӑхӗн 4–6-мӗшӗсенче канӑпӑр. Каласа хӑварас пулать, ҫитес ҫул Республика кунӗ шӑматкуна лекет. Ҫавна май уншӑн хӑш кун канмаллине республика тӳри-шари хальлӗхе палӑртма ӗлкереймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейре чи туслӑ халӑх пурӑнакан хуласен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Шупашкар хӑш йӗркене йышӑннӑ? Шел те, тӗп хуламӑр ку енӗпе мухтанма пултараймасть иккен. Вӑл малти вырӑнсене йышӑнайман. Шупашкар танлаштарӑмра 48-мӗш вырӑна лекнӗ. Чи туслӑ хуласем — Грозный, Орск, Нальчик. Списока 100 хулана кӗртнӗ. Чи юлашки йӗркесене Калуга, Амур ҫинчи Комсомольск, Якутск хулисем йышӑннӑ. Танлаштарӑма хатӗрлемешкӗн 310 пине яхӑн ҫынран ыйтса пӗлнӗ. «Эпӗ кӳршӗллӗ пурӑнакан ҫынсем туслӑ, ырӑ кӑмӑллӑ» предложение 10 балпа хаклама ыйтнӑ. Шупашкарта 1155 ҫынран ыйтса пӗлнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Шупашкарти кадетсен 14-мӗш шкулӗнче вӗренекен Кристина Кузьминан ӗҫӗ (унччен вӑл республика шайӗнче мала тухнӑччӗ) РФ ШӖМӗ ирттернӗ конкурсра чи лайӑх 10 ӗҫсен йышне кӗнӗ. «Степа пичче полицейски» конкурса 94 ӗҫ финала тухнӑ. Тӗнче тетелӗнчи сасӑлавра чи лайӑххисене палӑртнӑ. 10 ӗҫсен йышне пирӗн ентешӗнни те кӗнӗ. Раҫҫей шайӗнче иртнӗ конкурса 5 пин ытла ӗҫ ярса панӑ. Ачасем пластилинран, тӑмран, ытти материалтан пуканесем, полицейскисем, ӑсталнӑ. Конкурс ҫӗнтерӳҫисен йышне Тутар, Пушкӑрт, Карачай-Черкес республикисенчи, Чулхула, Самар, Свердловск, Мурманск облаҫӗсенчи, Ханты-Манси автономи округӗнчи, Пермь крайӗнчи ачасем кӗнӗ. Вӗсене РФ ШӖМӗ парнесемпе хавхалантарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Паян, ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Мускаври Кремльти «Оружейная палата» (чӑв. Хӗҫ-пӑшал палати) музейне халалланӑ кӗмӗл укҫа тухнӑ. Ҫӗнӗ укҫа номиналӗ — 3 тата 25 тенкӗлӗххисем. Виҫӗ тенкӗлӗххин тӳнтер енне Мономах калпакне ӳкерсе хунӑ. Ӑна виҫӗ пин штук хатӗрлеме палӑртнӑ. 25 тенкӗлли ҫине Иванпа Петр Алексеевич патшасен иккӗллӗ тронне ӳкернӗ. Кун пеккине 1 пин штук кӑларӗҫ. Омска йӗркеленӗренпе 300 ҫул ҫитнине халалланӑ укҫа вара 3 тенкӗлӗх пулӗ. Раҫҫей Банкӗ «Вырӑс авиацийӗн кун-ҫулӗ» 1 тенкӗлӗх укҫа кӑларассине те пӗлтернӗ. Петергоф керменне 25 тенкӗлӗх кӗмӗл укҫа ҫинче сӑнлӗҫ. Вӑл «Раҫҫейӗн архитектура палӑкӗсем» ярӑмпа тухать. Нотариуссене халалланӑ укҫа та пулӗ. Ӑна ку тытӑма йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалланӑ. Питӗрти ХХ Пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗ те укҫа ҫине ҫырӑнса юлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Футбол енӗпе иртекен Тӗнче чемпионачӗ валли волонтерсем хатӗрлемешкӗн пуҫлаҫҫӗ. Унта Чӑваш Ен ҫыннисем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Кунашкал волонтер юхӑмӗ Раҫҫейре чи пысӑкки пуласса шантараҫҫӗ. Унта лекес тесен FIFA сайтӗнче заявка памалла. Чемионат 2018 ҫулта иртӗ. Ун валли 11 хулара волонтерсен 15 центрне тунӑ. Тӗнче шайӗнче иртекен мероприятире 15 пин ытла волонтер ӗҫлӗ. 2017 ҫулта Конфедерацисен Кубокӗ иртӗ. Унта 7 пин волонтер кирлӗ. Заявкӑсене кӗҫех, ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен, йышӑнма тытӑнӗҫ. Ӑна ru.fifa.com/volunteers сайта ямалла. Унта кирлӗ ыйтӑвӑн хуравне тупма, волонтерсен ӗҫӗ пирки пӗлме те пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Етӗрне районӗнче пурӑнакан ҫамрӑка «Вӗри чӗре» хисеп кӗнекине тата кӑкӑр паллине РФ премьер-министрӑн Дмитрий Медведевӑн арӑмӗ Светлана Медведева тыттарнӑ. Паттӑрла ӗҫӗшӗн ӑна «Орленок» уйлӑхра канмашкӑн путевка панӑ. Ку пӗлтӗрхи ҫулла пулнӑ. Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм ялӗнчи пӗвере арҫын ачасем шыва кӗме шухӑшланӑ. Анчах 10-ри Максим ӑнсӑртран путма тытӑннӑ. Кӑна иртсе пыракан хӗрарӑм курнӑ та пулӑшу чӗннӗ. Ҫакна ҫывӑхра пулӑ тытакан Павел илтнӗ. Вӑл путакан арҫын ачана ҫӑлма васканӑ. 7-мӗш класра вӗренекенскер ӑна ҫыран хӗррине туртса кӑларнӑ. Лешӗ тӑнне ҫухатнӑ. Сӑмах май, социаллӑ культура пуҫарӑвӗсен фончӗ 2008 ҫулта йӗркеленнӗ. Ӑна Светлана Медведева ертсе пырать. 2015 ҫулта награда илмешкӗн Чӑваш Енри 13 ҫамрӑка тата 3 организацие тӑратнӑ. Фонд вӗсенчен 2 ачана суйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чиновниксем халӗ Крым Украина куҫӗнчен пӑхманнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Украина малашне ҫурмаутрава электричество энергийӗпе тивӗҫтермӗ, мӗншӗн тесен халӗ вӗсен хӑйсен пур. Крымри Керченск пырӗ урлӑ выртакан энергокӗпере кӗске вӑхӑтра туса пӗтернӗ. Юлашки ӗҫе ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Энергокӗпере тунӑ ҫӗрте Шупашкарти «Электроприбор» савутра туса кӑларнӑ продукципе те усӑ курнӑ. Чӑвашри савут кун валли виҫмелли приборсене ятарласа кӑларнӑ. Вӗсем пулӑшнипе Крым Республикине энерги кӑлтӑксӑрах кайӗ. Энергокӗпере тунӑ чухне ҫӗр тӑрӑх 800 ҫухрӑм кабель хунӑ. Керченск пырӗ тӗпӗнче 230 ҫухрӑмлӑ электропередача линийӗсене хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлӗмелли кун умӗн РФ ШӖМӗ «Степа пичче полицейски» конкурс ирттерет. Унта ачасем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартаҫҫӗ, тӗрлӗ япаларан пакунлисене хӑйсем хатерлеҫҫӗ. Финала РФ ШӖМӗн сайтӗнче ирттереҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене онлайн-сасӑлав мелӗпе палӑртаҫҫӗ. Республика шайӗнче Шупашкарти кадетсен 14-мӗш шкулӗнче ӑс пухакан Кристина Кузьмина ҫӗнтернӗ. Вӑл, 3-мӗш класра вӗренекенскер, конкурса тӑмран ӑсталанӑ Степа пиччен кӳлепине тӑратнӑ. Халӗ Кристина финалистсен йышӗнче. Уншӑн РФ ШӖМӗн сайтӗнче сасӑлама пулать. Сасӑлав ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗччен иртӗ. Ҫав кун ирхи 10 сехетре сасӑлав чарӑнӗ. Сӑмах май, финала ачасем ӑсталанӑ 94 ӗҫ тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ачасем Раҫҫей кунне халалласа ӳкерчӗксем ӑсталаҫҫӗ. Вӗсен ӗҫӗсемшӗн онлайн мелпе сасӑлама пулать. Чӑваш Енрен конкурса 30 ӗҫ хутшӑнать. Ытларахӑшӗ — Шупашкартан, Ҫӗнӗ Шупашкартан, Ҫӗмӗрлерен. Конкурс «Эпӗ тӗнчене ӳкеретӗп!» ятлӑ. Ӑна патшалӑхӑн тӗп уявне — Раҫҫей кунне — халалланӑ. Конкурса 7–17 ҫулсенчи ачасем хутшӑнаҫҫӗ. Ачасем тӗрлӗ номинацире хутшӑнаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, «Тӑван ҫӗршыв мӗнрен пуҫланать?» ятли пур. Конкурса пӗтӗм ӗҫе хутшӑннӑ. Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен килӗшнӗ ӗҫшӗн сасӑлама пулать. Ун валли ҫак сайта кӗмелле: http://dobrayastrana.ru/nayti-svoy-risunok/chuvashskaya-respublika/page/4/. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ржанов Василий Тимофеевич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарта Чӑваш тӗп музейӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Одюков Иван Ильин, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |