Раҫҫейре
Федерацин налук службин сайтӗнчи «Налук тӳлекенӗн уйрӑм пӳлӗмӗ» фукнципе усӑ куракансем налукпа ҫыхӑннӑ хутсене пуштӑ урлӑ илме пӑрахӗҫ. Ун пек документсем хут ҫинче питех кирлӗ пулсан кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗсен ҫавӑн пирки налукҫӑсене хӑйсен Федерацин налук службин сайтӗнчи «Уйрӑм пӳлӗмсем» урлӑ пӗлтермелле. Капла ҫӗнӗлӗх кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ федераци шайӗнчи саккунпа ҫыхӑннӑ. Асӑннӑ официаллӑ хут Налук кодексне пырса тивет. Тепӗр майлӑ каласан, ҫав саккуна хӑш-пӗр улшӑну кӗнине пӗлтерет. Уйрӑм ҫынсене пурлӑх налукӗ: ҫӗршӗн, транспортшӑн тата пурлӑхшӑн илекенни — ытларах кӑсӑклантарать. Вӗсене кӑҫалхи раштавӑн 1-мӗшӗччен тӳлесе ӗлкӗрмелле. Уйрӑм усламҫӑсен, нотариуссен тата ытти хӑш-пӗр категорин «Уйрӑм пӳлӗмпе» малашне те усӑ курма юрамӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
«Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) бюджетлӑ авиакомпани билет хакӗсене ҫывӑх вӑхӑтра ӳстерме пултарать. Ҫакна унтисем хӑйсен принциплӑхӗпе сӑлтавланӑ-мӗн. «10 килограмм таран таякан багажа тата салона 18 тӗрлӗ япала хурассине тарифа кӗртӗпӗр», — ӑнлантарнӑ унтисем. Принцип енне каясси вара Ространснадзор авиакомпание хӗрарӑм рюкзакӗсене салона тӳлевсӗр хума хушнипе ҫыхӑннӑ. Капла хушупа килӗшмесӗр авиакомпани Мускаври Арбитраж судне ҫитнӗ, анчах тӳресем ӑна майлӑ пулман. Рюкзакпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах хӑй вӑхӑтӗнче РФ Патшалӑх Думин депутачӗпе Алена Аршиновӑпа сиксе тухнӑ. Ӑна ҫав хатӗршӗн хушма укҫа тӳлеттернӗ. Чечек пек чипер депутат кунпа килӗшмесӗр тӗрӗслевҫӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Билетсене йӳнӗпе сутакан авиакомпани тупӑшӑн пӗр пайне багажшӑн тӳлеттерсе тӑвать иккен. Тӳлевсӗр багаж списокне анлӑлатма тивсен авиакомпани билета хаклатасси пирки асӑрхаттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
2017 ҫулта Раҫҫей банкӗ 200 тата 2000 тенкӗллӗ укҫа кӑларасси пирки, вӗсем ҫине регионсенчи паллӑ вырӑнсене сӑнласси ҫинчен унчченех пӗлтернӗччӗ. Твоя-Россия.РФ сайтра халӗ сасӑлав пырать. Унта Шупашкарти Анне палӑкӗшӗн те сасӑлаҫҫӗ. Вӑл 5 пин ытла сасӑ пухнӑ. Чӑваш Енри халӑх кунпа ҫеҫ ҫырлахасшӑн мар. Ҫынсем тепӗр палӑкшӑн сасӑлама тытӑннӑ. Василий Чапаев палӑкӗ те 5 пин ытла сасӑ пухма пултарнӑ. Сасӑлав утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вӗҫленет. Унта малти вырӑнсене Атӑлҫи федераци округӗнчен ытти хула та тухнӑ: Хусан, Чулхула, Пермь, Сарӑту, Самар, Ӗпхӳ. Пӗтӗмпе конкурсра 36 хула тата 51 символ малта пыраҫҫӗ. Конкурс вӗҫленсен Раҫҫейри 10 хулана тата вӗсенчи 20 паллӑ вырӑна палӑртӗҫ. Виҫҫӗмӗш тапхӑрта икӗ ҫӗнтерӳҫе тата тӑватӑ символа суйлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Шупашкарти кӳлмек хӗрринче аякранах курӑнса ларакан Амӑш палӑкӗ Раҫҫей банкӗн банкноти ҫине куҫма пултарать. 200 тата 2000 тенкӗлӗх купюра ҫине ӳкерсе хума палӑртакан элемсене Твоя-Россия.рф сайтра сасӑласа палӑртнӑ. Малтанхи сасӑлавра Шупашкарти Амӑш палӑкӗ те ҫӗнтерӳҫӗсен шутне лекнӗ. 5-шер пин сасӑ ытла пухнисем шутӗнче республикӑн тӗп хулинчи ҫак палӑк та пур. Сӑмах май каласан, списокра интереслӗ кӳлепесем те пур. Сӑмахран, Воронежри Лизюков урамӗнче вырнаҫтарнӑ кушак ҫури палӑкне асӑнмалла. Пермьре тата вӑл тӑрӑхра пурӑнакансем «Пермь упин легенди» палӑка сӗннӗ. Уншӑн та 5000 ытла ҫын сасӑланӑ та ӗнтӗ. Виҫӗ тапхӑрпа пыракан конкурса Раҫҫей банкӗ ирттерет. Унӑн виҫҫӗмӗш тапхӑрне юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен саккуна улшӑнусем кӗртнӗ. Ку алимент тата налук тӳлеменнисене пырса тивет. Унччен кунашкал ҫынсен тӗлӗшпе икӗ асӑрхаттару панӑ хыҫҫӑн ҫеҫ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗнертен пуҫласа вара урӑхла. Халӗ суд приставӗ административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн протокол ҫырать те документа суда ярса парать. Ҫакна икӗ уйӑх алимент е налук тӳлемесен тӑваҫҫӗ. Вӗсене тӳрех административлӑ майпа явап тыттараҫҫӗ. Унпа килӗшӳллӗн, 150 сехет ӗҫлесе татмалла е административлӑ майпа арестлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Никитӑн телефонне тупма пулӑшнӑ Тумэн полицейский Велосипедпа тӗнче курса ҫӳрекен Никита Васильев халӗ Бурятие ҫитнӗ. Пӗр ялта чутах унӑн телефонне вӑрламан. Телее, гаджета тупма май килнӗ. Ӑна вӑрлани видеокамера ҫине лекнӗ, ӑна тупма полицейскисем пулӑшнӑ. Ку утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пулнӑ. Никита лавккана ҫӑкӑр илме кӗнӗ. Телефонне сумкине чикнӗ те велосипед ҫинчех хӑварнӑ. Вӑл лавккара пулнӑ чухне телефона йӑкӑртнӑ. Телефон ҫухалнине сиссенех Никита кун пирки патрульпе пост службин ӗҫченӗсене пӗлтернӗ. Никита ҫак ӗҫе икӗ ҫамрӑк тума пултарнӑ тесе шухӑшланӑ. Лешсем лавккаран инҫех мар тӑнӑ. Пӗри ҫавӑнтах юлнӑ, лешӗ телефон вӑрлани пирки пӗлмен ахӑртнех. Ӑна полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ, тӗпченӗ. Вӑл пулӑшнипе вӑрра та тупнӑ. Вӑл — 13-ри ҫамрӑк. Унӑн ашшӗ-амӑшӗ, тӑванӗсем тӗрмере ларнӑ-мӗн. Хӑй вӑрланине йышӑнман. Анчах ҫакна видеокамера ҫирӗплетнӗ. Телефона вӑл тӗмӗ ӑшне пытарнӑ, 5 симкӑна та кӑларнӑ. Телефона тупсан полицейскисем Никитӑна апатлантарнӑ, хӑна ҫуртне вырнаҫтарнӑ. Никитӑн ҫулӗ малалла Читана выртӗ. Унтан — Хабаровска, Владивостока. Хӗлле вӑл Кӑнтӑр-Хӗвелтухӑҫ Азире пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Енӗн тулли праваллӑ экс-элчи Леонид Волков тӗлӗшпе пуҫиле пуҫарнӑран ӑна килтен ирӗк ыйтмасӑр тухмалла мар тунӑ. Волков ҫак йышӑнӑва пӑрахӑҫалаттармашкӑн суда аппеляци тӑратнӑ. Экс-элчене килтен ирӗк ыйтмасӑр 2 уйӑх тухмалла мар тунӑ. Ӑна коррупци ӗҫӗ тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, Леонид Волков темиҫе ҫул хӑй тӗллӗн приказсем хатӗрлесе преми илнӗ. Пӗтӗмпе — 2,3 миллион тенкӗ ытла. Леонид Волков тӑратнӑ аппеляцие Аслӑ суд пӑхса тухнӑ, анчах ӑна пӑрахӑҫланӑ. Йышӑнӑва ҫаплипех хӑварнӑ: Леонид Волковӑн ирӗк ыйтмасӑр килтен тухса ҫӳреме юрамӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
«Раҫҫей хаҫачӗн» порталӗнче РФ Патшалӑх Думинче взрыв пулни пирки хыпар тухнӑ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку Парламентӑн Охота ретӗнче утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пулнӑ. Хими хатӑшӗллӗ баллон сирпӗннӗ-мӗн. Ытти ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, взрыв Георгий тӑкӑрлӑкӗнче пулнӑ. Вӑл та Патшалӑх Думин территорийӗнче вырнаҫнӑ. МИХсем хыпарланӑ тӑрӑх, баллонпа ӗҫленӗ монтажникӑн ӳчӗ пиҫсе кайнӑ. Анчах РФ МЧСӗн Мускаври тӗп управленийӗн сводкинче ку пӑтӑрмах пирки нимӗн те каламан. Ҫапла взрыва официаллӑ майпа ҫирӗплетмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Атӑлҫи федераци округӗнче ҫамрӑксен «IВолга-2016» канашлӑвӗ иртет. Унта Чӑваш Ен ҫамрӑкӗсем те хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен проекчӗсене хӳтӗленӗ. Пирӗн республикӑри икӗ ҫамрӑк ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Ирина Лось тата Анна Симакова хӑйсен проекчӗсене хӳтӗленӗ. Ирина 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ, вӑл 200 пин тенкӗлӗх грант ҫӗнсе илнӗ. Пике шкула ҫӳремен ачасен кариес аталанас хӑрушлӑха пӗчӗклетес енӗпе проект хатӗрленӗ. Анна Симакова вара «Астӑвӑм страницисем» проектпа ятарлӑ парне ҫӗнсе илнӗ. Вӑл Байконур космодромра пулса курӗ. Канашлӑва Китайри, Францири ҫамрӑксем те хутшӑннӑ. Яш-хӗр хӑйсен опычӗпе паллаштарнӑ. Жюри чи лайӑх проектсене суйланӑ. Чи маттуррисене ӗҫне пурнӑҫа кӗртмешкӗн грант панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Ачасен прависене хӳтӗлекен тулли праваллӑ элче Павел Астахов чӑнах та отставкӑна кайнӑ-им? Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем Астахов ӗҫ вырӑнӗнчен кайнине хыпарлаҫҫӗ. Кунашкал информацие www.rbc.ru сайтра пӗлтернӗ. Ку хыпар ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче тухнӑ. РБК, Кремль патне ҫывӑхскер, ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, Павел Астахов хӑй заявлени ҫырнӑ. Анчах элчелӗх аппаратӗнче ку информацие ҫирӗплетмен. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл халӗ Ют ҫӗршыв министерствин мероприятийӗнче-мӗн. Павел Астахов ӗҫрен кайни пирки сас-хура мӗншӗн тухни те паллӑ. Сямозерта ачасем шывра путнӑ. Пӗр хӗрача ҫыран хӗррине сывах тухнӑ. «Ну, мӗнле ишрӗр?» — Павел Астахов ҫапла ыйтни обществӑра ӑнланманлӑх ҫуратнӑ. Кун хыҫҫӑн халӑх тетелӗнче ӑна ӗҫрен кайма ыйтса ҫырма тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |