Раҫҫейре
![]() Раҫҫейре дача юлташлӑхӗсене пӗтересшӗн. Кун пирки РФ Президенчӗ Владимир Путин кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Ку ыйтӑва ЧР Ял хуҫалӑх министерстви ҫумӗнчи Общество канашӗн ларӑвӗнче сӳтсе явӗҫ. Малашне коммерциллӗ мар сад юлташлӑхӗ тата коммерциллӗ мар пахча юлташлӑхӗ ҫеҫ юлӗҫ. Пӗрремӗшӗнче пурӑнмалли ҫурт-йӗр хӑпартма юрать. Иккӗмӗшӗнче вара ял хуҫалӑх тӗлӗшпе усӑ курмалли ҫурт таврашӗ ҫеҫ хӑпартма ирӗк параҫҫӗ. Саккун 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «Мускав—Хусан» пысӑк хӑвартлӑхлӑ магистрале ҫитес ҫул тума пуҫласшӑн. Халӗ Мускавран Чулхулана ҫити магистраль проектне ырланӑ иккен. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче Раҫҫей Правительстви магистраль проектне юсама тавӑрса панине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. РФ Правительстви проекта ҫӗнӗрен тишкерме ыйтнине экспертсем патшалӑх хӑй хывакан укҫа сая ан кайтӑр тенипе сӑлтавланӑччӗ. Кӑҫал ҫул проектне туса пӗтермелле. «Мускав–Хусан» пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ магистрале тума пуҫлассине «Территория смыслов на Клязьме» Пӗтӗм ҫӗршыври форумра Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсен вице-президенчӗ Александр Мишарин ҫамрӑксен ыйтӑвне хуравланӑ май каланӑ. «Мускав—Хусан» магистраль 770 км тӑршшӗ пулӗ. Ӑна икӗ тапхӑрпа тума палӑртнӑ: «Мускав—Чулхула» тата «Чулхула—Хусан». Проект хакӗ — 1,2 трлн тенкӗ, ҫав шутран 613,5 млрд тенки пӗрремӗш тапхӑрта инфраструктура тума кайӗ, 501,4 миллиарчӗ — иккӗмӗшне валли. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() ШӖМ ӗҫченӗсем Эльбрус патӗнче ҫапӑҫусенче пуҫ хунӑ салтаксене асӑнса хӑма ҫакнӑ. Чӑваш хӑми унта канакан туристсене те питӗ кӑсӑклантарнӑ. Хӑмана ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Терскол поселокӗнче Эльбрус тӑвӗ патне ҫакнӑ. Чӑваш салтакӗсем ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуҫ хунӑ. Унта канакан туристсем ҫав хӑма патӗнче сӑн ӳкерӗннӗ. Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче экпедицие хутшӑнакансем 4100 метр ҫӳллӗшӗнче вырнаҫнӑ «Приют 11» штурм уйлӑхне ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Андрей Николаев Ӗнер строительсем хӑйсен професси уявне палӑртнӑ. Ҫурла уйӑхӗн иккӗмӗш вырсаникунӗнче ҫулсерен палӑртакан ҫак кунпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та саламларӗ. «Строителӗн пултаруллӑ ӗҫӗ кирек хӑш саманара та сумлӑ тата хисеплӗ шутланать. Сирӗн ӗҫӗре пула ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхӗ ӳсет, ял-хула инфратытӑмӗ лайӑхланать: пурӑнмалли хӑтлӑ ҫуртсем ҫӗкленеҫҫӗ, ку чухнехи вӗренӳпе медицина учрежденийӗсен, культурӑпа спорт объекчӗсен ҫурчӗсем ӳссе лараҫҫӗ, общество хутлӑхӗсем илемленсе хӑтлӑланаҫҫӗ», — тенӗ вӑл. Ҫак ӗҫре тӑрӑшакансене хисеп тунине Шупашкар район пуҫлӑхӗ Андрей Николаев та палӑртас тенӗ. Муниципалитетӑн ҫур ҫулхи ӗҫне пӗтӗмлетекен эрнекунхи пухура вӑл «авалхи професси ҫыннисене» саламланине пӗлтернӗ. Авалхи професси тесе хӗрарӑмсем ӳт сутса пурӑннине калаҫҫӗ те, залра ларакан строительсем ҫеҫ мар, ытти професси ҫыннисем те вӑрттӑн кулса илнӗ. |
Раҫҫейре
![]() РФ Ӗҫлев министерстви сусӑр ҫынсене ӗҫпе тивӗҫтерес йӗркене ҫӗнӗлӗхсем кӗртме сӗнет. Малашне хевтесӗррисене ӗҫ тупма кӑна мар, унта хӑнахма та пулӑшӗҫ. Шупашкарти нумай функциллӗ центрта ав 4 сусӑр ҫын ӗҫлет. Ӗстешӗсем вӗсене лайӑх кӑмӑлпа йышӑннӑ. Сергей Дацюкӑн куҫӗ япӑх курать. Вӑл ҫак центрат 1 уйӑха яхӑн ӗҫлет. Сергей Волков вара 2 ҫул ӗҫ тупайман. Вӑл шалкӑм ҫапнипе аптӑрать. Сергей кулинар тата медик профессийӗсене алла илнӗ. 20 ытла фельдшер-лаборантра ӗҫленӗ. Ӗҫпе тивӗҫтерекен центр ӑна та пулӑшнӑ. Пенси укҫи ҫитменрен вӑл савута ӗҫлеме кайнӑ. Халӗ савутра 4 сусӑр ҫын вӑй хурать. Вӗсене унта пур енлӗн те пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш программисчӗсем хатӗрленӗ программӑна Раҫҫейри программӑсен пӗрлехи реестрне кӗртнӗ. Раҫҫейри ӗҫсем унта 100 ытла кӗнӗ. Реестрти программӑсене влаҫ органӗсенче, патшалӑх учрежденийӗсенче усӑ курма сӗннӗ. Вӗсен шутӗнче «Omni-UtilitieS» автоматизациленӗ комплекс пур. Ӑна «ISERV» компанин ушкӑнӗ хатӗрленӗ. Приказа Раҫҫей Федерацийӗн ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Николай Никифоров иртнӗ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. «Omni-UtilitieS» автоматизациленӗ комплекс топливӑпа энергетика комплексӗн предприятийӗсенче расчет тума тата бизнес-процессене тытса пыма йӗркеленӗ. Хальлӗхе ку продуктпа Раҫҫейӗн 70 ытла регионӗнче усӑ кураҫҫӗ. Раҫҫей программисен Пӗрлехи реестрне пӗлтӗрхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче ӗҫлеттерсе янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «Кунта ҫур Чӑваш Ен пуҫтарӑнать», — ҫапла ҫавӑрттарса хучӗ Мускавра ӳт сутса пурӑнакан хӗрарӑмсенчен пӗри оперативниксене. Кӑларӑма ТВЦ телеканалпа кӑтартнӑ. Телеертӳҫӗ каланӑ тӑрӑх, хайсен ӳтне сутакансем хушшинче тӗрлӗ хаклисем тата темли те пулнӑ. Арҫынпа хӗрарӑм хутшӑнӑвӗсем йӑлӑхтарса ҫитернисем те хӑйсем валли чун киленӗҫне унта тупма пултарнӑ. Шалти ӗҫсен министерствин Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ автономи округӗнчи управленийӗн ӗҫченӗсем Кузьминка, Люблино, Рязань проспектӗнчи ҫӗр хута ҫул хӗррине тухса тӑнӑ кӗске аркӑллӑ хӗрарӑмсене тытса чарнӑ. Право хуралҫисен аллине 18-ӑн ҫакланнӑ. Вӗсен ҫулӗ — 24-ран пуҫласа 41-ччен. Телесюжетран хӗрарӑмсенчен пӗри унччен те йӗрке хуралҫисен аллине ҫакланни палӑрать. Анчах вӑл ҫакна йышӑнасшӑн мар, ун ячӗпе урӑххисем усӑ курма пултарнӑ тенине ӗнентересшӗн. «Кунта ҫур Чӑваш Ен пуҫтарӑнать», — тесе каланӑ май ыттисем ун ячӗпе витӗнме пултарнӑ тесшӗн пулчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Самарти этнокомплексра 23 наци картишӗ пулӗ. Вӗсене кӑҫал юпа уйӑхӗ тӗлне туса пӗтерӗҫ. Ҫак этнокультура паркӗ Раҫҫейри чи пысӑк комплекс пулӗ. Танлаштармашкӑн: ытти регионта 7-12 наци картишӗ ҫеҫ. Самарта вара 23 картишрен тӑракан архитектура ансамблӗ пулӗ. Кӑҫалхи юпа уйӑхӗччен 23 картише те туса пӗтерӗҫ. Кашни картишре наци вулавӑшӗ, алӗҫ мастерскойӗ, йӑла тата пултарулӑх япалисем пулӗҫ. Хальччен унта осетинчен хурал башнине, чӑваш пӳртне тунӑ ӗнтӗ. Тата йывӑҫ арман тума палӑртнӑ. Ҫитес ҫул наци уявӗсене ирттермешкӗн ҫуллахи сцена ӑсталӗҫ. Мероприятие 12 пин ҫын таран хутшӑнма пултарӗ. Ҫавӑн пекех ҫемье паркӗ пулӗ, унта 340 йывӑҫ лартнӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Пӗрремӗш канал Андрей Малахов телеертӳҫӗ хӑйсем патӗнчен кайма пултарассине комментарилеме килӗшмен тесе пӗлтерет «Интерфакс». Маларах массӑллӑ информаци хатӗрӗсем Андрей Малахов Пӗрремӗш каналтан каять, Пӗтӗм Раҫҫейри патшалӑхӑн телевиденийӗпе радио компанине куҫать тесе пӗлтернӗ. РБК канала пӗлтерекен ҫӑлкуҫ систернӗ тӑрӑх, Андрей Малахов ертсе пыракан «Пусть говорят» (чӑв. Калаҫчӑрах) кӑларӑма унччен тӑхӑр ҫул ӗҫленӗ продюсера каялла илсе пынӑ. Ҫакӑ телертӳҫӗне кӑмӑлсӑрлантарнӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри патшалӑхӑн телевиденийӗпе радио компанийӗнче те Андрей Малахов хӑйсем патне куҫма пултарассине комментарилеменнине кура «Пусть говорят» ертӳҫи ӗҫ вырӑнне улӑштарасси паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Айӑплава пурнӑҫа кӗртес службӑн Чӑваш Енри управленийӗнче хӑрушсӑрлӑх тытӑмӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ Станислав Андреев малашне Чӗмпӗр облаҫӗнче тар тӑкӗ. Унта ӑна облаҫри управленин пуҫлӑхӗн пуканне панӑ. Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекенсемшӗн Станислав Андреев кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнченпе хӑйсен ҫынни пулса тӑма ӗлкӗрнӗ тесен те юрать. Мӗншӗн тесен шӑпах ҫав вӑхӑтранпа вӑл Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Станислав Андреева ӗнер официаллӑ майпа облаҫ кӗпӗрнаттӑрӗпе Сергей Морозовпа, облаҫ прокурорӗпе Сергей Хуртинпа паллаштарнӑ. Чӗмпӗрсене Станислав Андреев тивӗҫе кирлӗ шайра тата тивӗҫлипе пурнӑҫлама шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |