Раҫҫейре
![]() Иртнӗ шӑматкун, чӳкӗн 4-мӗшӗнче, Раҫҫейре Халӑх пӗрлӗхӗн кунне уявларӗҫ. Ҫавна май ҫӗршыври кашни тӑрӑхра концертсем иртрӗҫ. Ҫав шутра — Красноярск хулинче те. Красноярск енӗнчи «Енисей» телеканал пӗлтернӗ тӑрӑх вырӑнти чӑвашсен хорӗ те ҫак уява хутшӑннӑ. Вӗсем халӑх умӗнче «Ҫурхи вӑрманта» юрра шӑрантарса панӑ. «Ах, юратупа выляма кирлӗ мар, Юрату вӑл, юрату вӑл, вӑйӑ мар» сӑмахсене Красноярск ҫыннисем хаваслӑн итленӗ, хӑлхисене чикнӗ. Халӑх пӗрлӗхӗн кунне Раҫҫейре 2005 ҫултанпа уявлаҫҫӗ. Ӑна 1612 ҫулта пулса иртнӗ пулӑма халалланӑ. Вӑл вӑхӑтра Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский тӗрле халӑха пухса Мускавран поляксен ҫарне хӑваласа янӑ. Паянхи уявӑн тӗп шухӑшӗ — халӑх пӗрлӗхне сума суни. «Ҫурхи вӑрманта» юрӑ вара Константин Евруков юрӑҫ репертуарӗнчен. Авторӗсем паллӑ мартан халӑх юрри шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин «Раҫҫей Федерацийӗнчи наци гвардийӗсен ҫарӗсем пирки» саккуна улшӑнусем кӗртнӗ. Унта плӑртнӑ тӑрӑх, малашне Росгвардин ҫыннисем регионти пысӑк должноҫри тӳре-шарана хураллама пултарӗҫ. Росгвардин ҫыннисем республикӑсен пуҫлӑхӗсене, облаҫсен кӗпӗрнаттӑрӗсене килӗшӳ туса сыхлама пултарӗҫ. Ку тӳлевлӗ пулӗ. Хакне правительство палӑртӗ. Укҫа-тенкӗ вара федераци хыснине кайӗ. Владимир Путин Президентӑн сӗнӗвне депутатсем пӑхса тухӗҫ. Хальлӗхе саккун вӑйра мар. Ӑна официаллӑ майпа пичетлӗҫ, ун хыҫҫӑн виҫӗ уйӑхран вӑл вӑя кӗрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Вӑрманта хӑрӑк-харӑк пуҫтарас тесен ятарласа ирӗк илмелле. Хӑш чухне ӑна 4 уйӑх таранах кӗтме тивет. Раҫҫейри парламентарире ку йӗркене ансатлатасси пирки калаҫаҫҫӗ. Ку ыйтӑва регионсем те тишкереҫҫӗ. Халӗ вӑрмансенче хӑрӑк-харӑк туллиех пулни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Ӑна вӑрманҫӑсем те тасатмаҫҫӗ, ахаль ҫынсене те ирӗк илмесӗр пуҫтарма памаҫҫӗ. Тепӗр тесен, ҫынсем хӑрӑк-харӑка турттарса вӑрмана тасатаҫҫӗ. Анчах хальлӗхе ҫак ӗҫе ирӗк илмесӗр тусан ют пурлӑха вӑрланӑ пек хаклаҫҫӗ. Куншӑн штрафлаҫҫӗ. Вӑрмантан хӑрӑк-харӑк пӗрмай турттарсан 2 ҫуллӑха тӗрмене ӑсатма та пултараҫҫӗ. Кӑҫал пуш уйӑхӗнче Патшалӑх Думин депутачӗсем ҫӗнӗ саккун проектне хатӗрлеме йышӑннӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ҫынсем вӑрманти хӑрӑк-харӑка тӳлевсӗрех пуҫтарма пултараҫҫӗ. Халӗ ку проекта регионсене янӑ, унта хӑйсене кирлине кӗртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() ШӖМӗн Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи уйрӑмӗнче ӗҫлекен участковӑй Татьяна Осокина «Халӑх участковӑйӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн финалне лекнӗ. Финал чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗччен иртӗ. Ҫак тапхӑрта «Халӑх участковӑйӗ» ята илессишӗн чи лайӑх участковӑйсем тупӑшӗҫ. Финал сасӑлав мелӗпе иртет. Татьяна Осокинӑшӑн эсир те сасӑлама пултаратӑр: https://www.kazan.kp.ru/daily/26750/3780121/?show.direction=future. Татьяна Осокина ҫынсене яланах пулӑшма хатӗр. Чылай чухне ҫынсем ун патне килти лару-тӑру пирки те калаҫма килеҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн ӗҫне питӗ юратать. Конкурсра мала тухнисене РФ ШӖМӗ парнепе, грамотӑпа хавлахатарӗ. «Халӑх участковӑйӗ» ята тивӗҫнӗ ҫынна вара «УАЗ «Патриот» парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Шупашкарти паянхи уяв. Cap.ru порталти сӑн ӳкерчӗк Ҫӗршывра паян, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, палӑртакан уяв ятне Раҫҫейре пурӑнакансенчен чылайӑшӗ пӗлмест. Халӑх шухӑшне тӗпчекен Пӗтӗм Раҫҫейри центр (ВЦИОМ) ыйтӑм ирттернӗ те ҫынсен 48 проценчӗ паянхи куна «канмалли тата тепӗр кун» евӗр йышӑннине палӑртнӑ. Мускавпа Питӗр хулисем политикӑран уйрӑмах аякра тӑнине ҫиеле тухнӑ. Унта пурӑнакансенчен 60 проценчӗ паянхи куна канмалли кун тесе каланӑ, уяв тенисем — ыйтӑма хутшӑннисенчен чӗрӗк пайӗ ҫеҫ. Хуравлама ыйтнисенчен 16 проценчӗ чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗ уяв тесе калама аптӑранӑ. Сӑмах май, Халӑх пӗрлӗхӗн кунне палӑртнине паян Шупашкарта 11 пине яхӑн ҫын хутшӑннине ӗнентереҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ. Уяв Хӗрлӗ лапамра иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Паян Раҫҫей Правительствинче Дмитрий Козак вице-премьер Регионсен аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлекен правительство комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта бюджет кредичӗсене реконструкцилессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ, дотаци парассипе ҫыхӑннӑ самантсене пӑхса тухнӑ, федераци хыснинчен куҫакан грантсем пирки калаҫнӑ. Ларӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. РФ субъекчӗсем харпӑр хӑй тупӑшне ӳстерсе пырассипе тимлӗ ӗҫлесен вӗсене федераци центрӗнчен пулӑшу пама май пуррине палӑртнӑ. Дмитрий Козак регионсем тухӑҫлӑ бюджетпа ӗҫлесен вӗсене пулӑшу май пуррине асӑннӑ. РФ финанс Министрӗ Антон Силуанов хӑйӗн докладӗнче РФ субъекчӗсене бюджета шайлаштарма 2018-мӗш ҫул валли пӑхса хӑварнӑ пулӑшусем ҫинчен чарӑнса тӑнӑ, вӗсен йӗркисемпе паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Каччӑн амӑшӗ тата Светлана Юлия Барановская телеертӳҫӗпе Ӗнер Пӗрремӗш каналпа телеэфира тухнӑ «Мужское/Женское» Чӑваш Енри пӑтӑрмаха кӑтартрӗҫ. Маларах, юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче Шупашкарти «Космос» клубра арҫынна вӗлернине сӳтсе явнӑччӗ. Хальхинче те саккунлӑхпа ҫыхӑннӑ темӑна хускатрӗҫ. Шупашката пурӑнакан Нататья Майорова унӑн Алексей ывӑлне хӗрарӑма пусмӑрланӑ тесе 7 ҫуллӑха айӑпсӑр хупнӑ тесе каларӗ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, 2015 ҫулта унӑн ывӑлне тата тепӗр икӗ ҫамрӑка хӗре Куславккари саунӑра мӑшкӑлланӑ хупса лартнӑ иккен: кама — ултӑ ҫуллӑх, кама — 7, 8. Пусмӑрланӑ текен хӗрпе, интернатра ӳснӗ Светланӑпа, каччӑ пӗрле пурӑнма шухӑшланӑ иккен. Светлана Солодякова сауна туалетӗнче виҫҫӗн пусмӑрланӑ тесе ӗнентерет. Саунӑна унӑн тепӗр хӗр тусӗ те пынӑ иккен. Анчах пусмӑрлаҫҫех пулсан мӗншӗн йӗрке хуралҫисене чӗнменни пирки ӗнентерӳллӗ хурав пулмарӗ. Телекӑларӑмра калаҫнӑ май Светлана каччӑсенчен пӗри хӑйне тӗкӗнменнине персе ячӗ. «Эсӗ Пӗрремӗш каналта. Ку вӑл — федераци шайӗнчи массӑллӑ информаци хатӗрӗ. Халӗ пире эсӗ каласа пани тӑрӑх ӗҫе ҫӗнӗрен пӑхса тухма эпир хистӗпӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Кӑҫал Раҫҫейре фанфурик сутма чарнӑ. Чӑваш Енре те ку енӗпе йӗрке ҫирӗп. Нумаях пулмасть Роспотребнадзор ку чарӑва малалла тӑснӑ. Ку сӗнӗве РФ Правительстви те ырланӑ. Роспотребнадзор юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче фанфурик сутма чарасси пирки пӗлтернӗ. Вӑл 180 кун вӑйра пулӗ. Фанфурик сутса чарнӑ хыҫҫӑн спиртлӑ шӗвексем чӑнах та сахалрах сутӑннӑ. Ҫапах ку йӗркене пӑсакансем пур, фанфурике вӑрттӑн ярӑнтараҫҫӗ. Чару хыҫҫӑн алкогольпе наркӑмӑшланса вилнӗ тӗслӗх те сахалланӑ. Сӑмах май, унчченхи чару срокӗ юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пӗтнӗ. Кун хыҫҫӑн фанфурик каллех сентре ҫине таврӑнма пултарнӑ. Анчах чару йышӑнни ҫакна тума май памӗ. Аса илтерер: пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Иркутск облаҫӗнче 70 ытла фанфурик ӗҫсе вилнӗ. Кун хыҫҫӑн ҫак шӗвеке сутма чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейре виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ача ҫуратакансене укҫан хавхалантарма йышӑннӑ. Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ӗнер ҫӗнӗ йышӑну кӑларнӑ. Унта 2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Чӑваш Ене ҫемьери виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ачасемшӗн уйӑхсерен пособи тӳлемешкӗн федераци укҫи илсе тӑма пуҫлӗ. Ҫӗршыв ертӳҫи «Раҫҫей Федерацийӗн демографи политикине пурнӑҫламалли мерӑсем ҫинчен» Указа улшӑнусем кӗртнӗ. Ҫапла вара ҫемьере 2012 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ачасемшӗн уйӑхсерен пособи тӳлемешкӗн регионсене федераци бюджетӗнчен укҫа уйӑрмалли никӗс шутланакан критерисене улӑштарнӑ. Финанса тивӗҫекен регион шутне малашне ача ҫуратаслӑхӑн суммарлӑ коэффициенчӗ ҫӗршыври вӑтам кӑтартуран пӗчӗкреххи мар, ҫуратаслӑх коэффициенчӗ иккӗрен иртменни кӗрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енре пурӑнакан хӗрарӑм 50+ телеканал кӑтартакан кӑларӑма хутшӑннӑ. Вӑл унта аслӑ ӳсӗмре ҫӳҫ ҫирӗплӗхне мӗнле упрамаллине каласа кӑтартнӑ. Нина Гречко «Раҫҫейри чи вӑрӑм ҫивӗт», «Шупашкарти чи вӑрӑм ҫивӗт» ятсене тивӗҫнӗ. Вӑл ҫӳҫе ҫирӗп ӳстермелли вӑрттӑнлӑхсемпе куракансене те паллаштарнӑ. Нина Гречко ҫамрӑк чухне ҫӳҫне ҫӑмарта саррипе ҫунӑ. Ун чухне унӑн ҫивӗчӗ алӑ туни хулӑнӑшех пулнӑ. Тата вӑл куракансене хӑйӗн рецепчӗпе паллаштарнӑ: хупах сӗткенне кӑлармалла. Е сухан хуппинчен е салтак тӳминчен настой хатӗрлемелле. Хура ҫӑкӑр та ҫӳҫе ҫирӗплетме пулӑшать-мӗн. Хӗрарӑм ҫӳҫе ҫунӑ чухне химипе усӑ курма сӗнмен. Вӑл ҫӳҫе ҫӳлерех асӑннӑ отварсемпе черетлесе ҫӳҫе чӳхеме сӗнет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |