Раҫҫейре
![]() Шупашкарти икӗ канмалли вырӑн хӑтлӑ вырӑнсен федераци реестрне кӗнӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче пӗлтерне. Реестра Раҫҫейри хуласенчи 125 канмалли вырӑн кӗнӗ. Вӗсен йышӗнчен иккӗшӗ – Чӑваш Енри. Мускав ҫыран хӗрри тата Константин Иванов скверӗ хӑтлӑх кӗртес енӗпе Раҫҫейре палӑрнӑ. Ку архитекторсен тивӗҫӗ. Вӗсем хӑ йсен пултарулӑхне ҫак шайра кӑтартса Шупашкара юратнине палӑртнӑ. Кунта Шупашкар ҫыннисен тӳпи те пур. Вӗсем хулари чылай вырӑна хӑтлӑх кӗртнӗ чухне айккинче юлман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Росприроднадзорӑн Юграри управленийӗн ертӳҫин тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама Чӑваш Енри ҫынна шаннӑ. Федераци шайӗнчи надзор органӗн Ханты-Мансийск тӑрӑхӗнчи пуҫлӑхӗн тилхепине вӑхӑтлӑха тыттарнӑ этем Улатӑрта ҫуралнӑ. Вӑл — 50 ҫулти Вадим Скворцов. Ҫӗнӗ должноҫ тивӗҫиччен Вадим Скворцов ҫак управлени ертӳҫин ҫумӗ пулса тӑватӑ ҫул ӗҫленӗ. Вадим Скворцов 1985—2000 ҫулсенче РФ Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсенче хӗсметре тӑнӑ. Кайран тепӗр тӑхӑр ҫул Раҫҫейӗн патшалӑхӑн хӑрушсӑрлӑх органӗсенче тӑрӑшнӑ. Унтан Улатӑр ҫынни тӳре-шара пулса тимлеме пуҫланӑ. Вадим Скворцов 1990 ҫулта Краснодарти ҫар училищине вӗренсе пӗтернӗ, 1999 ҫулта — Стратеги тӗллевӗллӗ ракета ҫарӗсен ҫар академине. 2015 ҫулта ӑна РФ патшалӑхӑн граждан службин иккӗмӗш класлӑ советникӗ чинӗ ят панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Анатолий Аксаков Инстаграма лартнӑ сӑн ӳкерчӗк. Мӑнкун валли Иерусалимри Христос чӗрӗлӗвӗн чиркӗвӗнчен сӑваплӑ ҫулӑма пирӗн республикӑна илсе килнине Чӑаш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Унта кӑҫал та, пӗлтӗрхиллех, Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин ертӳҫи Анатолий Аксаков кайма пултарассине хыпарланӑччӗ. Чӑаш халӑх сайчӗ йӑнӑшман иккен. Паян ирпе Анатолий Аксаков Инстаграмра сӑн ӳкерчӗк вырнаҫтарнӑ. «Внуково» аэропотра, Израиле вӗҫсе каяс умӗн. Семёнов Сергей Палыч Сӑваплӑ ҫулӑм патне пуҫласа каять», — ҫырса хунӑ РФ Патшалӑх Думин депутачӗ. Аса илтерер, Анатолий Аксаков — «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин ертӳҫи. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Сергей Семенов та асӑннӑ партире тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи тӗрлӗ вырӑнта ӗҫлекен икӗ кулинара ҫӗршыври Кулинарсен наци ассоциацийӗ хӑйӗн чи пысӑк наградипе — «Знак достоинства» (чӑв. Пархатар палли) кавалер ятпа — чысланӑ. Халӑх апатланӑвӗнче ӗҫлекенсене хавхалантарма йышӑннӑ наградӑна «Кулинар» тулли мар яваплӑ обществӑн ертӳҫи Лилия Бенда тата «Алексгруп» тулли мар яваплӑ обществӑн «Депо» столовӑйӗн ертӳҫи Надежда Яковлева тивӗҫнӗ. Вӗсене Мускавра иртнӗ «Chef a la Russe» кулинари чемпионатне уҫас умӗн чысланӑ. Сӑмах май, Раҫҫей шайӗнче чемпионата кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хут йӗркеленӗ. Чӑваш Енри кулинарсен ассоциацийӗн ертӳҫине Николай Уездноя Кулинарсен наци ассоциацийӗ Тав хучӗпе хавхалантарнӑ. Кун пирки ЧР Экономика аталанӑвӗн министерстви пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Паян, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Мускавра суту-илӳ центрӗ ҫунма тытӑннӑ. «Персей» хулан хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ. Тӑватӑ хутлӑ ҫурта кӑнтӑрла ҫулӑм ярса илнӗ. Пушара 2-мӗш ранг йывӑрлӑхӗпе танлаштарнӑ. «Интерфакс» пӗлтернӗ тӑрӑх, пушарта аманнисем пур. Вӗсем иккӗн. Пӗр ҫын вилнӗ. Анчах информацие официаллӑ майпа ҫирӗплетмен. Суту-илӳ центрне (унта ача-пӑча япалисене сутаҫҫӗ) пынисене ҫӑлав пусмипе урама кӑларнӑ. Палӑртмалла: центрта ачасем валли вылямашкӑн аттракционсем те пур. Пушар вӑхӑтӗнче центртан 300-е яхӑн ҫынна кӑларнӑ. Вӗсен йышӗнче унти ӗҫченсем те пулнӑ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Кемӗрти хӑрушӑ пушарта 64 ҫын вилнӗ. Вӗсенчен 41-шӗ — ачасем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗнче Волгоград облаҫӗнче «Тайота RAV4» транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та тепӗр «Тайотӑпа» ҫапӑннӑ. Аварире иккӗмӗшӗн водителӗ тата унӑн 7 ҫулти ывӑлӗ вилнӗ. Волгоград облаҫӗнчи МИХсем ун чухне «Тайота RAV4» тепӗр машинӑран иртсе каяс тесе транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухни пирки, ҫав вӑхӑтра тӗтре пулни ҫинчен ҫырнӑ. Аварире айӑплӑ водительпе унӑн пассажирӗ те аманнӑ-мӗн. Пуҫиле ӗҫе судра пӑхса тухма вӑхӑт ҫитсен аварире айӑплӑ ҫын таҫта ҫухалнӑ. Ӑна полици шырама пуҫланӑ. Нумаях пулмасть ҫав ҫынна Чӑваш Енре тупнӑ. Хайхискер Улатӑрти мӑнастирте послушник пулнӑ. Вӑл – Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫуралнӑ 44 ҫулти арҫын. Хӑйӗн ҫылӑхне каҫарттарас тесе вӑл пурнӑҫне мӑнастирпе ҫыхӑнтарма шухӑшланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Паян Чӑваш Енри тата тепӗр ача Пӗрремӗш каналпа пыракан «Лучше всех» (чӑв. Лучше всех) кӑларӑма хутшӑнчӗ. Хальхинче ку вӑл пиллӗкри Лев Гренадерский пулчӗ. Пӗчӗкскер географие аван пӗлнипе тӗлӗнтерчӗ. «Пӗрре те йӑнӑшмарӑн», ырларӗ ӑна телешоу ертӳҫи Максим Галкин. Унтан вӑл ачана медаль сӗнчӗ. Анчах ача хӑй пултарулӑхне, ӑс-тӑнне тата кӑтартма хатӗррине палӑртса: «Эпир Ҫурҫӗр Америкӑпа паллаштарман», — тесе хуравларӗ. Географие юратаканскер дипломат пулма ӗмӗтленет, мӗншӗн тесен вӑл «туслӑ мар ҫӗршывсене пулӑшасшӑн». Мускава ача ашшӗ-амӑшӗпе пуйӑспа кайнӑ. Нумай-нумай ҫӗршыв ҫинчен каласа кӑтартма хатӗр пӗчӗк арҫын ача ют ҫӗршывсенчен хальлӗхе Грецире пулса курнӑ. Мускавра вӑл — иккӗмӗш хут. Аса илтерер, маларах ку телешоуна Канашри Мария Хушкина тата Шупашкарти Максим Казынкин хутшӑннӑччӗ. |
Раҫҫейре
![]() Велосипедпа тӗнче курса ҫӳреме юратакан Никита Васильев савнипе Анастасия Сафроновӑпа Алтай тӑрӑхне тухса кайнӑ. Никита унта ҫурт тума тытӑннӑ. Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче тӗнче тетелӗнче вӑл ҫурт тума пуҫланине ӳкернӗ видео тухнӑ. Кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче Никитӑна пӗрене хатӗрлемешкӗн 24 кун кирлӗ пулнӑ. «30 йывӑҫран 60 пӗрене тухрӗ. Ҫуркунне ҫитрӗ. Пӗрене хатӗрлесе пӗтертӗм. Ку питӗ кӑткӑс ӗҫ пулчӗ. Малашлӑхра интересли пайтах», - тенӗ Никита. Вӑл унччен ҫурт туса курман. Ҫак ӗҫре вӑл пуртӑпа, рулеткӑпа, пӑчкӑпа кӑна усӑ курать. Сирӗн ӑна пулӑшас килет тӗк – Никита хирӗҫ мар. Строительство валли материалсем кирлӗ: кантӑк, кирпӗч тата ыттисем те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ыран, пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх сайчӗ хальхи пек тӗрлӗ тӗслӗ пулмӗ. Кемӗрти суту-илӳ центрӗнче пысӑк инкекре шар курнисене асра тытнине, вӗсемпе пӗрле хурланнине пӗлтерсе сайт хурапа шурӑ тӗс ҫине куҫӗ. Турра шӗкӗр (усаллинчен ыр хӑватсем хӑтарччӑр), яланлӑха мар. Пӗр кунлӑха. Ыран пирӗн ҫӗршывӗпех Хурлӑх кунӗ тесе йышӑннӑ. Кун пирки Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ятарлӑ хушу кӑларнӑ. Вӑл хӑй те Кемӗрте пулнӑччӗ. Сӑмах май, унта ҫынсем митинга тухнӑ. Пухӑннисем ҫӑлавҫӑсен ӗҫӗпе кӑмӑлсӑрланса калаҫнӑ. Ҫӗршыв пуҫлӑхӗ яваплисене тупмаллине, право енчен хак памаллине хытарса каланине федераци телеканалӗсем ирех пӗлтерчӗҫ-ха. Ҫӗршыв прокуратури регионсенчи суту-илӳ центрӗсенче тӗрӗслев ирттерме хушнӑ. |
Раҫҫейре
![]() Ӗнер Кемӗрте суту-илӳ центрӗ ҫунни пирки, унта ҫынсем вилни ҫинчен сайтра тин кӑна пӗлтернӗччӗ. Ку инкек хыҫҫӑн РФ Генеральнӑй прокурорӗн пӗрремӗш ҫумӗ Александр Буксман регионсенчи суту-илӳ центрӗсене тӗрӗслеме хушнӑ. Регионти прокурорсем ИӖМпа пӗрле рейда тухӗҫ, суту-илӳ комплексӗсенче пушар хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑннипе пӑхӑнманнине тӗрӗслӗҫ. Уйрӑмах сигнализаци тата пушар сӳнтермелли тытӑм юсавлӑхне тимлӗ пӑхӗҫ. Ҫитменлӗхсене тупса палӑртсан суту-илӳ центрӗсен ертӳлӗхӗ тӗлӗшпе прокуратура предписани ҫырӗ. Аса илтерер: Кемӗрти хӑрушӑ пушарта 64 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫулӑма паян ирхи 3 сехетчен сӳнтернӗ. Анчах кӑнтӑрла тӗлнелле суту-илӳ центрӗ ҫӗнӗрен ҫунма тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |