«Открытая Россия» (чӑв. Уҫӑ Раҫҫей) обществӑпа политика юхӑмӗн регионти уйрӑмӗ Чӑваш Енри тӳре-шара валли Ҫӗнӗ ҫул парни хатӗрленӗ.
Республика ертӳҫине Михаил Игнатьевшӑн вырӑсла-китайла словарь вырӑнлӑ тесе тӗв тунӑ. «2018 ҫулта тӗрлӗ министерствӑпа ведомствӑри тӳре-шара Китай инвесторӗсемпе тухӑҫлӑ ӗҫлерӗ. Вӗсене ҫӗр пачӗҫ. Ҫулталӑк вӗҫӗнче сирӗн тата сирӗ пӑхӑнакансем Китай ҫыннисене ӑнлансах ҫитерейменни палӑрчӗ», — тесе вӗсем словарь хатӗрленӗ.
Шупашкар хулин сити-менеджерне Алексей Ладыкова «Мафи» вӑйӑ парнелес тенӗ. «Вӑйӑ сире килӗшессе шанатпӑр», — тенӗ хастарсем.
Чӑваш Ен прокурорӗ Василий Пословский Джордж Оруэллӑн «1984» романне вулатӑр тенӗ. Вӑл Чӑваш Енре ирӗклӗ тата демократиллӗ общество тума пулӑшасса шанаҫҫӗ. ЧР сывлӑх сыхлав министрне Владимир Викторова «Главная книга о женщинах» кӗнеке аван тесе шухӑшланӑ. Ҫав парнене суйланӑ май «Уҫӑ Раҫҫей» хӗрарӑмсен хӗсӗрлӗхӗ пирки Владимир Викторов тахҫан каланине аса илнӗ.