Раҫҫейре
![]() РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫулталӑк вӗҫӗнче пресс-конференци ирттерекенччӗ. Кӑҫал та унсӑр ҫулталӑк вӗҫленмӗ. Владимир Путин пресс-конференцие раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Кун пирки www.ntv.ru сайт пӗлтерет. Ытти ҫул пысӑк пресс-конференци темиҫе сехете тӑсӑлнӑ. Ахӑртнех, кӑҫал та вӑл вӑраха пырӗ. Ҫав вӑхӑтра Владимир Путин журналистсен ыйтӑвӗсене хуравлӗ. Сӑмах май, Владимир Путин пресс-конференцие кӑҫалхипе 13-мӗш хут ирттерӗ. Раҫҫейри массӑллӑ информаци хатӗрӗсен журналисчӗсем аккредитациленме пултараҫҫӗ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсен Роскомнадзорта регистраци пулмалла. Ют ҫӗршыв журналисчӗсен РФ Ют ҫӗршыв министерстви ҫумӗнче аккредитаци пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Chita.ru сайт Байкал тӑрӑхӗн кӗпӗрнаттӑрӗ усламҫӑсемпе тӗл пулни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Унта «Комсомолец» ӑратлӑ савут инвесторӗ Валерий Нагель Чӑваш Енре пулни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. «Мана унта хӑмла производствипе паллашма чӗнсе илнӗ. Ҫитрӗмӗр. Пире пуян сӗтелпе кӗтсе илчӗҫ», — илсе кӑтартнӑ унӑн сӑмахне. Ҫав этем кирпӗч кӑларать-мӗн. Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ене ӑна «Читинские ключи» савута илсе килме сӗннӗ. «Эпӗ вӗсем шӳтлеҫҫӗ пулӗ терӗм. Водка пурччӗ. Вӗсем шӳтлемерӗҫ. Савута куҫарнишӗн субсиди пӑхса хӑварма та шантарчӗҫ», — ҫапла ҫырса кӑтартнӑ унта усламҫӑ сӑмахне. Вӑл: «Сирӗн ахаль те савут пур вӗт», — тесе те пӑхнӑ имӗш, пирӗннисем иккӗ пулӗ тесе хуравланӑ пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче РФ Патшалӑх Думи ҫӗнӗ саккун проектне иккӗмӗш вулавра йышӑннӑ. Ку ЖКХ квитанцийӗсем ҫинче пичетленекен рекламӑна пырса тивет. Малашне унашкал рекламӑсем ҫынсене тарӑхтармасан та пултарӗҫ. Хутӑн тепӗр енне те реклама пичетлеме юрамӗ. Ку саккун проектне ҫынсен сӗнӗвӗсене шута илсе йышӑннӑ. ЖКХ квитаницӗсем ҫинче реклама нумаййи ҫынсене йӑлӑхтарнӑ-мӗн. Ҫавна май ҫӑхав нумай пулнӑ. Хут ҫине реклама пичетлеҫҫӗ те ЖКХ хакӗсене чи пӗчӗк шрифтпа ҫыраҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри, тӗслӗхрен, тивӗҫлӗ канурисем, ӑна вулаймасть те. Судсем те ҫакнашкал рекламӑна саккуна пӑсни тесе шухӑшлаҫҫӗ. Саккуна 2014 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пӗрремӗш вулавра йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вулав хӑҫан иртесси паллӑ мар. Саккуна йышӑнсан вӑл 60 кунран вӑя кӗрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Воронеж облаҫӗнче пурӑнакан Наталья Власова лотерейӑра 506 миллион тенкӗ выляса илнӗ. Кунашкалли историре – пӗрремӗш хут. Кун пек суммӑна унччен те выляттарнӑ-ха, анчах вӑл пӗр ҫынна ҫеҫ пӗрремӗш хут лекнӗ. Наталья Власова тивӗҫлӗ канура. Вӑл страхлав компанийӗнче нумай ҫул ӗҫленӗ. Хӗрарӑм йывӑҫ пӳртре пурӑнать. Хӗрӗ Наталья та ӗҫ укҫи нумай илмест – 11 пин тенкӗ ҫеҫ. Наталья Власова ачисене пулӑшма ӗмӗтленнӗ. Выляса илнӗ укҫапа вӑл ҫакна тума пултарӗ халӗ. Укҫан пӗр пайне ыркӑмӑллӑх фондне парасшӑн. Хальлӗхе билета экспертиза тӑваҫҫӗ. Ку ӗҫ 1 уйӑха тӑсӑлӗ. Унтан выляса илнӗ укҫа банк счечӗ ҫине куҫма тытӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Кавказра тата Раҫҫейӗн кӑнтӑр районӗсенче сахал вулани Раҫҫей патшалӑхӗн хӑрушлӑхӗ пуласси пирки хӑйӗн шухӑшне маларах ФСБ пуҫлӑхӗ пулнӑ Сергей Степашин пӗлтернӗ. Енчен те Мускавра халӑхӑн 70% кӗнеке вулать пулсан, палӑртнӑ тӑрӑхсенче ку кӑтарту 15-17% ҫеҫ. «Если там отсутствует наша общая российская и советская культура, наш русский язык, наша книга, то они будут читать свою ваххабитскую литературу. Это вопрос не только потери общекультурного пространства, это и вопрос безопасности» (чӑв. ́́́Енчен те унта пирӗн пӗрлехи раҫҫей тата совет культури, пирӗн вырӑс чӗлхи, пирӗн кӗнеке ҫук пулсан — вӗсем хӑйсен ваххабит литературине вулӗҫ. Ку пӗрлехи культура анлӑшне ҫухатас ыйту ҫеҫ мар, кунта хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗ те пур), — ӑнлантарнӑ Степашин. Сахал вуланин сӑлтавӗсен шутӗнче вӑл кӗнекесем ытла хаклӑ пулнине каланӑ. Хушма хак налукне (НДС) кӗнеке ҫумне Европӑри патшалӑхсенчен Раҫҫейре тата хӑшӗ-пӗринче кӑна хушаҫҫӗ имӗш. Ку вара кӗнеке хакне вӑйлӑ ӳстерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енре пурӑнакан арҫын Питӗрти ҫуртра бомба хуни пирки пӗлтернӗ. Кун пирки vistanews.ru портал хыпарлать. Следстви шухӑшӗпе, пирӗн республикӑра пурӑнакан ҫак арҫын телефонпа шӑнкӑравласа Питӗрти Тихорецк проспектӗнчи пӗр ҫуртра бомба хуни пирки пӗлтернӗ. Ҫавна май ҫав ҫуртран 40 ҫынна пӗр тӑхтамасӑр эвакуациленӗ. Йӗрке хуралҫисем ҫийӗнчех тӗрӗслеве тухнӑ. Телее, ҫуртра нимӗнле бомба та пулман. Кӗҫех кам шӑнкӑравлани те тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. 48 ҫулти арҫын Чӑваш Енрен пулни паллӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Паян Раҫҫейри паллӑ сатирик Михаил Задоронов вилсе кайнӑ. Вӑл усал шыҫӑпа аптӑранӑ. 2016 ҫулхи ҫулла Михаил Задорнова чирӗ аптӑратсах ӳкернӗ. Ҫавна май вӑл концертсене, гастрольсене ирттермен. Кун хыҫҫӑн вӑл химиотерапи витӗр тухнӑ. 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗнче концерт вӑхӑтӗнче сатирикӑн эпилепси тытамакӗ пулнӑ, ун чухне ӑна васкавлӑ медпулӑшупа пульницӑна илсе кайнӑ. Иртнӗ ҫул вӗҫенче ӑна Германире операци тунӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл самайланнӑ. Анчах кайран паллӑ артист сиплев процедурисене пӑрахӑҫланӑ, тӑванӗсемпе пӗрле пулнӑ. Михаил Задорнов Шупашкарта час-часах пулнӑ. Юлашкинчен вӑл пирӗн патра 2015 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче концерт панӑ. |
Раҫҫейре
![]() Паян, чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Ижевск хулинче 9 хутлӑ нумай хваттерлӗ ҫуртӑн пӗр подъезчӗ ишӗлсе аннӑ. Унта газ сирпӗннӗ-мӗн. Регионти МЧС управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, газ сирпӗннӗ хыҫҫӑн пӗр подъезд йӑлтах йӑтӑнса аннӑ. Унта 16 хваттер пулнӑ, вӗсенче 99 ҫын пурӑннӑ. Каҫхи 5 сехет тӗлне ишӗлчӗк айӗнчен икӗ ҫынна кӑларнӑ. Вӗсене тӳрех пульницӑна ӑсатнӑ. Хӑш-пӗр массӑллӑ информаци хатӗрӗ вара инкекре пӗр ҫын вилнине пӗлтерет. Халӗ ҫав вырӑнта ятарлӑ службӑсем ӗҫлеҫҫӗ. Ишӗлчӗк айӗнче миҫе ҫын пулма пултарассине хальлӗхе пӗлтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() 2020 ҫулта Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ иртет. Ӑна юпа уйӑхӗн 1-31-мӗшӗсенче йӗркелеме палӑртнӑ. Унччен вара ӑна сӑнав шайӗнче йӗркелӗҫ. Сӑнав шайӗнчи ҫырава ҫитес ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-31-мӗшӗсенче ирттерме палӑртнӑ. Кун пирки хушӑва РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев алӑ пуснӑ. Официаллӑ документра палӑртнӑ тӑрӑх, сӑнав шайӗнчи ҫырава 550 пин ҫын хутшӑнмалла. Ӑна сӑнав шайӗнче йӗркелени пӗтӗмӗшле ӗҫ хакне палӑртма пулӑшӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри ҫырава ирттерни ҫӗршыври халӑх йышне палӑртма май парӗ. Ҫавӑн пекех субъектсенче муниципалитетсенче ҫынсен йышне шутлӗҫ, вӑл е ку наци ҫыннисем мӗн чухлӗ пулнине палӑртӗҫ. Сӑмах май, ҫырав вӑхӑтӗнче хӑвӑр пирки тӗнче тетелӗ урлӑ та пӗлтерме пулать. Ҫыравҫӑсем вара хӑйсемпе пӗрле ятарлӑ планшет йӑтса ҫӳрӗҫ. Аса илтерер: юлашкинчен Пӗтӗм Раҫҫейри ҫырав 2010 ҫулта иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Вӑл Атӑл леш енне шур ҫырли татма кайнӑ. Унта ҫухалса каясса кам шутланӑ-ха? Юрать, ҫумра телефон пулнӑ. Ҫурҫӗр поселокӗнче пурӑнакан хӗрарӑм чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирхи 7 сехетре шур ҫырли татма кайнӑ. Хайхискер киле таврӑнма тухнӑ, анчах хӑй ҫухалса кайнине ӑнланнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл тӑванӗ патне шӑнкӑравласа пӗлтерме ӗлкӗрнӗ. Лешӗ вара ҫӑлавҫӑсене пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем тупиччен хӗрарӑмӑн телефонӗ сӳнсе ларнӑ. Вӗсем ӑна громкоговорительпе, прожекторсемпе шыранӑ. Тепӗр кунхине ирхи 3 сехетре ҫеҫ тупнӑ ӑна. МЧС вӑрмана кайсан тимлӗрех пулма ыйтать. Ҫумра яланах телефон пулмалла, ҫула тухиччен ӑна зарядкӑна лартмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |