Раҫҫейре
![]() Атӑлҫи федераци округӗнче ҫамрӑксен «IВолга-2016» канашлӑвӗ иртет. Унта Чӑваш Ен ҫамрӑкӗсем те хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен проекчӗсене хӳтӗленӗ. Пирӗн республикӑри икӗ ҫамрӑк ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Ирина Лось тата Анна Симакова хӑйсен проекчӗсене хӳтӗленӗ. Ирина 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ, вӑл 200 пин тенкӗлӗх грант ҫӗнсе илнӗ. Пике шкула ҫӳремен ачасен кариес аталанас хӑрушлӑха пӗчӗклетес енӗпе проект хатӗрленӗ. Анна Симакова вара «Астӑвӑм страницисем» проектпа ятарлӑ парне ҫӗнсе илнӗ. Вӑл Байконур космодромра пулса курӗ. Канашлӑва Китайри, Францири ҫамрӑксем те хутшӑннӑ. Яш-хӗр хӑйсен опычӗпе паллаштарнӑ. Жюри чи лайӑх проектсене суйланӑ. Чи маттуррисене ӗҫне пурнӑҫа кӗртмешкӗн грант панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ачасен прависене хӳтӗлекен тулли праваллӑ элче Павел Астахов чӑнах та отставкӑна кайнӑ-им? Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем Астахов ӗҫ вырӑнӗнчен кайнине хыпарлаҫҫӗ. Кунашкал информацие www.rbc.ru сайтра пӗлтернӗ. Ку хыпар ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче тухнӑ. РБК, Кремль патне ҫывӑхскер, ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, Павел Астахов хӑй заявлени ҫырнӑ. Анчах элчелӗх аппаратӗнче ку информацие ҫирӗплетмен. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл халӗ Ют ҫӗршыв министерствин мероприятийӗнче-мӗн. Павел Астахов ӗҫрен кайни пирки сас-хура мӗншӗн тухни те паллӑ. Сямозерта ачасем шывра путнӑ. Пӗр хӗрача ҫыран хӗррине сывах тухнӑ. «Ну, мӗнле ишрӗр?» — Павел Астахов ҫапла ыйтни обществӑра ӑнланманлӑх ҫуратнӑ. Кун хыҫҫӑн халӑх тетелӗнче ӑна ӗҫрен кайма ыйтса ҫырма тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Республикӑри конкурсра мала тухнисем Коми Республикинчи Сыктывкар хулинче «Лесоруб—2016» (чӑв. Вӑрман касакан—2016) конкурс иртнӗ. Унта Чӑваш Енри ҫавӑн йышши конкурса хутшӑнса ҫӗнтернисем те тухса кайнӑ. Аса илтеретпӗр, ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче «Шупашкар-арена» пӑр керменӗн лаптӑкӗнче «Лучший вальщик леса – 2016» (чӑв. Чи лайӑх вӑрман касаканӗ) республика шайӗнчи IХ конкурс иртнӗччӗ. Професси ӑсталӑхне палӑртмалли конкурса республикӑн Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн министерствипе Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви йӗркеленӗ. Кӑҫалхи ӑмӑртӑва Чӑваш Енри, Чулхулапа Киров облаҫӗсенчи вӑрман касакан 14 ҫын хутшӑннӑ. Тупӑшас шухӑшлисен икӗ ҫултан кая мар ӗҫлени кирлӗ пулнӑ. Вӑрман касма ирӗк паракан свидетельство пуррипе ҫуккине те пӑхнӑ. Ҫӗршыв шайӗнчи конкурсра пирӗн тӑрӑхри вӑрман касакансен ушкӑнӗ иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Йышра Андрей Епифанов, Сергей Субботин, Артем Шашков пулнӑ. Сӑмах май ҫакна та палӑртмалла: республикӑри ӑмӑртура Артем Шашков (вӑл — «Стройавтохозяйство» пуҫлӑхӗ) пӗрремӗш вырӑна йышӑннӑччӗ, «Лесной двор» обществӑра ӗҫлекен Андрей Епифанов иккӗмӗш пулнӑччӗ, виҫҫӗмӗшне маларах асӑннӑ «Стройавтохозяйствӑри» Андрей Веселицкий тухнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Ольга Епифанова ачаллисен отпускне тӑсса парасшӑн. Хальхи вӑхӑтри Ӗҫ кодексӗнче пӑхнӑ тӑрӑх, ҫулсерен паракан отпуск 28 кунпа танлашать. Кунта шӑматкунпа вырсарникун та кӗрет. Епифанова депутат ачаллисен кану вӑхӑтне 31 куна ҫитерттересшӗн. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫапла тусан ашшӗ-амӑшӗн ачисене тимлӗх ытларах уйӑрма май килӗ. Ыттисенчен ытларах кантармалли категори шутне депутат 14 ҫула ҫитмен ывӑл-хӗрне пӗччен ӳстерекен амӑшӗсемпе ашшӗсене кӗртнӗ. Ҫул ҫитмен ачасене ӳстерекен нумай ачаллӑ ашшӗ-амӑшне те 31 кун кантармалла. Саккун проектӗнче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, ачаллисене отпуска хӑйсем хӑҫан каяс теҫҫӗ, ҫавӑн чухне илме ирӗк памалла. Хальхи вӑхӑтра пурне те графикпа пӑхнӑ вӑхӑтра яраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Питӗрте пӗтӗм тӗнчери экономика канашлӑвӗ иртет. Унта, сӑмах май, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Канашлура Раҫҫейри субъектсенчи инвестици климачӗн Наци танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Пирӗн республика списокра малти вырӑнсене йышӑннӑ. Юлашки даннӑйсене ӗненес-тӗк, Чӑваш Ен Наци танлаштарӑмӗнче 9-мӗш вырӑнтан 6-мӗшне куҫнӑ. Малтисен йышне ҫавӑн пекех Тутарстан, Белгород, Калуга, Тӗмен, Владимир облаҫӗсем, Краснодар крайӗ, Ханты-Манси автономи округӗ, Мускав кӗнӗ. Наци танлаштарӑмне виҫҫӗмӗш ҫул хатӗрлеҫҫӗ ӗнтӗ. Малтанах танлаштарӑмра Раҫҫейри 21 субъекта шута илнӗ. Кайран вӗсен йышне ӳстернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Депутатсем РФ Патшалӑх Думине саккун проектне пӑхса тухма тӑратнӑ. Халӑх тарҫисем ҫуллахи шӑрӑх ҫанталӑкра ӗҫ кунне кӑштах кӗскетме сӗннӗ. Депутатсен ушкӑнӗ шӑрӑх вӑхӑтра эрнере 35 сехет ӗҫлеме сӗнет. Апат вӑхӑчӗ вара, вӗсен шухӑшӗпе, 2 сехетрен сахал мар пулмалла. Пӗр сӑмахпа, ӗҫ кунне депутатсен ушкӑнӗ 7 сехет тума ыйтать. Палӑртмалла: хӑш-пӗр ҫӗршывра, шӑрӑх ҫанталӑк тӑраканнисенче, сиестӑна саккунра йышӑннӑ. Ҫавӑнпах ӗҫ кунӗ те вӗҫленет вӗсен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() РФ Президенчӗ Владимир Путин Правительствӑна ҫурт-йӗр туянмашкӑн паракан кредит ставкине пӗчӗклетмелли майсем тупма каланӑ. Халӗ ку кӑтарту 12 процентпа танлашать. Владимир Путинӑн хушӑвне Кремль сайтӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пичетленӗ. Унпа килӗшӳллӗн, Дмитрий Медведев премьер-министрӑн хӑйӗн ҫыннисемпе пӗрле кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ставкӑна пӗчӗклетмелли майсем шухӑшласа кӑлармалла. Унта ҫапла ҫырнӑ: «Ыйтусене пӑхса тухмалла: ипотека кредичӗсене малашне пӗчӗклетмелли мерӑсем пирки; ҫурт-йӗр строительствин тытӑмӗнче банкӑн тулли праваллӑ элчине палӑртасси ҫинчен. Доклад – 2016 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен». Документра иккӗмӗш рынокри ҫурта туянмашкӑн паракан ипотека пирки те сӑмах хускатнӑ. Ку тӗлӗшпе чиновниксен авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен сӗнӳсемпе паллаштармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Нумаях пулмасть Раҫҫейре чи йӳнӗ эрехӗн хакне хӑпартасси пирки пӗлтернӗччӗ. Ун чухне ытти эрех хакӗ, шурӑ эрехсӗр пуҫне, ҫаван пекех юлассине хыпарланӑччӗ. Чиновниксем шампань эрехӗн хакне те ӳстерме палӑртнӑ. Ку ҫӗнӗлӗх утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче пурнӑҫа кӗмелле. Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа чи йӳнӗ шампань эрехӗшӗн нумайрах тӳлеме тивӗ. Савутран ӑна сахалтан та 115 тенкӗпе сутӗҫ. Курттӑммӑн туянакансем вара 133 тенкӗпе илӗҫ. Лавкка сентри ҫинче вара сахалтан та 165 тенкӗ пулӗ. Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ хамӑр патра туса кӑларнӑ шампань эрехӗ вӑтамран 220 тенкӗ тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейре шурӑ эрех хакне ӳстересшӗн. Кун пирки «Раҫҫей хаҫачӗн» порталӗнче хыпарланӑ. Аса илтерер: шурӑ эрехӗн чи пӗчӗк хакӗ 2009 ҫултанпа улшӑнман. Хак ун чухне 220 тенкӗпе танлашнӑ. Кун пек каласан тӗрӗсех те мар пулӗ. Кӑштахран ӑна йӳнетрӗҫ. Ку 2015 ҫулта пулнӑ. Ун чухне нарӑсӑн 1-мӗшӗнче хака 220 тенкӗрен 185-е ҫитерчӗҫ. Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнчен шурӑ эрехӗн чи пӗчӗк хакне 190 тенке ҫитересшӗн. Ку ҫур литр кӗленчешӗн. Ытти алкоголь шӗвекӗн хакӗсем унчченхи пекех юлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енре каллех суя укҫасем тупнӑ. Чи хӑрушши — вӗсем нумай. Юлашки 5 уйӑхра кӑна 212 суя укҫа тупса палӑртнӑ. Ултавҫӑсем ытларах суя укҫапа аптекӑра, заправкӑсенче усӑ кураҫҫӗ. Ытларах чухне нухрат чӑн-чӑнни пулманнине сутуҫӑсем мар, банк ӗҫченӗсем тавҫӑраҫҫӗ. Унта укҫана ятарлӑ аппаратпа тӗрӗслеҫҫӗ-ҫке. Суя укҫасене Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тупса палӑртнӑ. Ытларах чухне ултавҫӑсем 5 тата 1 пин тенкӗлӗххисене туса кӑлараҫҫӗ. Вӗсем унпа часрах мӗн те пулин туянаҫҫӗ. Чылай чухне 500 тенкӗлӗх тавар илсен 5 пин тенкӗлӗхипе тӳлеҫҫӗ. Суя укҫана ахаль ҫын та уйӑрса илет. Лупӑпа пӑхсан пӗчӗк детальсене курма пулать. Ҫавӑн пекех хут укҫан сери номерне тасатса пӑхмалла. Иккӗленӳ ҫуралсан тӳрех полицие шӑнкӑравламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ржанов Василий Тимофеевич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарта Чӑваш тӗп музейӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Одюков Иван Ильин, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |