Ҫӗнӗ Мускаври Руднево ялӗнче вырнаҫнӑ «Снежана» аш-какай комбинатӗнче ӗнер, кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче, инкек сиксе тухнӑ. Газ баллонӗ сирпӗннипе унта вут-ҫулӑм алхасма тытӑннӑ, 11 ҫын аманнӑ, вӗсенчен иккӗшне пульницӑна хунӑ.
Ҫӗршывӑн Инкеклӗ ӗҫсен министерстви вертолет явӑҫтарни пирки пӗлтернӗ.
— Ҫулӑм 2500 тӑваткал метр калӑпӑш ҫинче алхасма тытӑннӑ, — пӗлтернӗ федераци шайӗнчи информаци агентствисем. — 1200 тӑваткал метр калӑпӑш лаптӑкра стена ишӗлсе аннӑ.
Аш-какай комбинатӗнчен 30-а яхӑн ҫынна илсе тухнӑ. Унта Чӑваш Енре ҫуралнӑ виҫӗ ҫын ӗҫленӗ иккен. Предприятире хуралҫӑра пилӗк ҫула яхӑн ӗҫлекен Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрарӑмӗ Ирина каланӑ тӑрӑх, инкек пулнӑ вӑхӑтра вӑл черетлӗ смена хыҫҫӑн ҫывӑрнӑ (унта ӗҫлекенсем комбинат территорийӗнчех, ятарласа уйӑрнӑ пӳлӗмсенче пурӑнаҫҫӗ иккен). Хытӑ сасӑ илтсе вӑраннӑ хыҫҫӑн чӳрече патне чупса пынӑ. Цехран тӗтӗм тухнине асӑрханӑ, ҫӑлавҫӑсем ҫынсене кӑларнине курнӑ. Хайхи хӗрарӑм Чӑваш Ен ҫыннисем суранланманнине пӗлтернӗ.