Ҫуркунне юр кӑна мар, асфальт ҫул та ирӗлме тытӑнать. Республикӑри ҫул-йӗр шӑтӑк-путӑкланни кӑҫал уйрӑмах паллӑ. Ку ыйтӑва Шупашкар хула администрацийӗнче те сӳтсе явнӑ.
Ҫул-йӗр мӗншӗн ҫав тери япӑхланнӑ? Ҫакна малтанах сывлӑш температури тӑрук улшӑннипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех шыв юхмалли хатӗрсем ҫукки те кун патне илсе ҫитернӗ.
Тепӗр сӑлтав – ҫул ҫинче йывӑр тиевлӗ урапасем ҫӳрени. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков вӗсен виҫене пӑхӑнмаллине палӑртса каланӑ. Урапасем вара 20, 30 тонна илсе ҫӳреҫҫӗ. Паллах, асфальт вӗсене чӑтаймасть.
Шӑтӑк-путӑк нумаях пулмасть юсанӑ ҫулсем ҫинче нумайраххи паллӑ. Вӗсен гаранти пур, ҫавӑнпа подрядчиксен ӑна хӑйсен укҫи-тенкипе юсама тивет.
Мӗн пытармалли: Чӑваш Ен яка ҫулсемпе мухтанаймасть. Ҫуркуннесерен асфальт ҫул «ирӗлсе-катӑлсах» пырать. Чылай тӑрӑхри ҫул юсав кӗтет.
Кӑҫал Чӑваш Енри ҫулсене ҫӗнетмешкӗн федераци хыснинчен 1 миллиард тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Ҫак укҫаран 305 миллионӗ ҫул-йӗр хуҫалӑхӗнчи программӑсене пурнӑҫа кӗртмешкӗн кайӗ.
Шупашкарти урамсенчи ҫулсене юсамашкӑн 370 миллион тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ. Тепӗр 240 миллион тенки Мускав кӗперне юсамашкӑн кайӗ.
Сӑмах май, «Ялсен аталанӑвӗ» федерацин тӗллевлӗ программипе килӗшӳллӗн Чӑваш Ен валли тепӗр 85 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Ку укҫа-тенкӗпе ялсенчи ҫулсене аталантарӗҫ.
Чӑваш Енӗн Конкурентлӑ политика тата тариф енӗпе ӗҫлекен патшалӑх служби Павлов усламҫа 50 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Тӳре-шара умӗнче предприниматель ҫул укҫине чакарнишӗн айӑпа кӗнӗ. Хӑй утӑмне Павлов ӑна шанса панӑ «Шупашкар-Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутри хак ҫак направленире палӑртнӑ хаксенчен пысӑкрах пулнипе сӑлтавланӑ, ҫавна май конкуренци енчен хӑйне хӗснӗ тесе шутланӑ. Ҫакна шута илсе вӑл ҫул укҫи хакне чакарнӑ та. Анчах хаксене тариф служби ҫирӗплетет, вӑл палӑртнӑ виҫерен йӳнерех турттарма юрамасть имӗш.
Усламҫӑ хӑйне штрафланипе килӗшмесӗр суда тавӑҫпа тухнӑ. Хӑйне штрафланипе килӗшмесӗр чӑнлӑх шыракан усламҫӑна республикӑн Аслӑ сучӗ те майлӑ пулман.
Кӳкеҫсем, Шоссе урамӗнче пурӑнакансем, ҫуртне авариллӗ тесе йышӑнассишӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫынсем тӗрлӗ инстанцие ҫитнӗ.
Кӳкеҫ урлӑ М-7 ҫул иртсе каять. Йывӑр тиевлӗ урапасем пӗр вӗҫӗм ҫӳреҫҫӗ, вӗсем кайнӑ чухне бараксем чӗтренеҫҫӗ-мӗн. Ҫитменнине, ҫынсем газ баллонӗпе усӑ кураҫҫӗ. Вӗсем — 50 литрлисем. Комисси тӗрӗсленӗ чухне вӗсемпе усӑ курма юраманни пирки асӑрхаттару тунӑ. Анчах апат мӗнле пӗҫермелле?
Комисси электричество плитисемпе усӑ курма сӗннӗ. Анчах кивӗ электропралук ӑна чӑтаймасть. Ҫурт никӗсӗ вара путнӑпа пӗрех. Анчах комисси ҫурта пурӑнма юрӑхлӑ тесе йышӑннӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх вара, мачча ҫирӗп мар. Тӗрлӗ инстанцие ҫитни усӑ паман. Документра каланӑ тӑрӑх, ҫурта 55 процент ҫеҫ кивелнӗ. Ҫӗнӗ тӗрӗслев вара 70 процент тесе йышӑннӑ. Роспотребнадзор та ку ҫуртсемпе кӑсӑкланнӑ.
ҪҪХПИ ҫӑхав ҫырмалли ҫӗнӗ сайт хута яма палӑртнӑ. Унта ҫул-йӗр ҫинчи йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем пирки пӗлтерме май пулӗ.
ҪҪХПИ ертӳҫи Виктор Нилов каланӑ тӑрӑх, сайтӑн техника пайӗ хатӗр. Халӗ ҫӑхавсене пӑхса тухмалли йӗркене ансатлатас тесе саккуна пӑхса тухмалла.
Тӗнче тетелӗнчи сайта пуш уйӑхӗнче Патшалӑх Канашӗн ларӑвӗнче хӑтласшӑн. Ҫул ҫинчи йӗркене пӑсни пирки ҪҪХПИн официаллӑ сайтӗнче пӗлтерме пулать. Хальӗхе каланӑ тӑрӑх, ҫӑхава анонимлӑ мелпе ҫырма май пулӗ.
Сӑмах май, ӗнер, нарӑсӑн 16-мӗшӗнче, Патшалӑх Думинче саккун проектне пӑхса тухнӑ. Унпа килӗшӳллӗн, судсем административлӑ ӗҫсене пӑхса тухнӑ чухне сӑнӳкерчӗксемпе тата видеосемпе ӗнентерекен фактсем пек усӑ курма пулать.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен тата халӑха пулӑшу кӳрекен организацисен ӗҫне хаклама пулать. Ыйтӑма www.cap.ru порталӑн тӗп страницинчех вырнаҫтарнӑ.
Пулӑшу пахалӑхне хаклама кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен хутшӑнмалла. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, транспортпа ҫыхӑннӑ ыйтусене унта уйрӑммӑн хак пама май пур. Ыйтӑма муниципалитетсен пуҫлӑхӗсен, Депутатсен пухӑвӗсен ертӳҫисен, хӑвӑр пурӑнакан территорие ертсе пыракансен ӗҫне хаклассине те кӗртнӗ.
Анкетӑна хутшӑннисен хуравӗсем республикӑна ертсе пыракансем патне ҫитӗҫ, вӗсем хӑйсене кирлӗ пӗтӗмлетӳ тӑвӗҫ.
Шупашкар районӗн Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем район шайӗнче иртнӗ отчет пухӑвӗнче тротуар, канализаци, шкул ҫивиттине юсас, Кӳкеҫри урамсенчи хунарсен ыйтӑвне ҫӗкленӗ.
Халӑх тарҫисене район центрӗнчи «Ягодка» тата «Пӳрнеске» ача пахчисене пырса кӗмелли территорисенче юпасем ҫинче хунарсем ҫунманни пӑшӑрхантарать. Темиҫе ҫул каялла хута янӑ «Крепыш» ача пахчи патне пыма тротуар ҫукки ачисене ҫак учреждение ҫӳретекенсемшӗн тата вӑл урампа иртсе ҫӳрекенсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Район центрӗнче канализаци коллекторӗ тӑвас, поселокри лицей ҫивиттине юсас ыйту пирки те сӑмах пуҫарнӑ депутатсем.
Район центрӗн пуҫлӑхӗ В.В. Вершинин «Крепыш» ача пахчи патне тротуар сарма хыснара укҫа пӑхса хӑварнине ӗнентернӗ. Маларах асӑннӑ ача пахчисем патӗнче ҫутӑ кирлине те поселокри тӳре-шара пӗлет-мӗн — ҫуркунне хунарсем вырнаҫтарӗҫ.
Лицей ҫивиттине юсамаллине вара районти тӳре-шара та пӗлет. Шупашкар район админиcтрацийӗн пуҫлӑхӗ Г.И. Егоров каланӑ тӑрӑх, ҫивиттин конструкцийӗн хӑйне евӗрлӗхне пула епле юсамалли пирки пуҫ ватаҫҫӗ.
Шупашкарта «Автобус» вунӑкунлӑх ирттереҫҫӗ. Нарӑс уйӑхӗн 12–21-мӗшӗсенче ҪҪХПИ ӗҫченӗсем рейд ирттереҫҫӗ. Вӗсем автобуссемпе маршруткӑсем ҫул-йӗр правилине пӑснине тӗрӗслӗҫ.
Инспекторсем автобуса нумай ҫын лартакансене, «Д» категорие илмесӗр руль умне ларнӑ водительсене, тахограф ҫуккисене тӗрӗслӗҫ. Автобус хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсене тивӗҫтернипе тивӗҫтерменнине пӑхӗҫ. Авари чухне тухмалли саппас алӑк пур-и? Лармалли ытлашши вырӑн ҫук-и? Йӑлтах тӗрӗслӗҫ вӗсем.
Чи малтанах инспекторсем аварие лекнӗ, правилӑсене пӑснӑ автобуссен предприятийӗсене, усламҫӑсене тӗрӗслӗҫ. Шкул автобусӗсене те лайӑх сӑнӗҫ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялӗ ҫывӑхӗнче Саранскран Кирова таврӑнакан автобус ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ. Унта ачасем пулнӑ. Вӗсене ун хыҫҫӑн ҫывӑхри шкула илсе ҫитернӗ.
Ачасене шкулта апатлантарнӑ та тепӗр автобуса лартса янӑ. Ӑна Шупашкартан чӗнсе илнӗ. Ҫав вӑхӑтрах Кировран тепӗр автобус хирӗҫ тухнӑ. Вӗсем тӗл пулсан ачасене унта куҫарӗҫ. Ҫапла 28 ача тата 6 аслӑ ҫын киле ҫитӗҫ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пӑтӑрмах трансмиссипе ҫыхӑннӑ. Ачасем спорт ӑмӑртӑвӗнчен таврӑннӑ чухне пулнӑ ку.
Нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 20 сехет те 30 минутра Чӗмпӗр облаҫӗнче хӑрушӑ авари пулнӑ. Аварире Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисем вилнӗ: 39 ҫулти хӗрарӑм тата 6-ри хӗрача.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Hyundai Sonata урапа руле итлеттереймен, ҫул хӗррине тухса кайнӑ. Унтан вӑл Ford Focus урапапа пырса ҫапӑннӑ. Унта вара Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫемье пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем иномаркӑран 6-ри хӗрачан тата 39 ҫулти хӗрарӑмӑн кӗлеткине кӑларнӑ. Вӗсем вӑйлӑ суранланнӑ, пульницӑна илсе кайнӑ чухне сывлама чарӑннӑ.
Водителе тата икӗ пассажира, аманнӑскерсене, пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ ку ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |