Ҫула билетсӑр тухни паянтан хакла ларать. Тӳлевсӗр ҫӳреме ӑнтӑлакансене унччен те пуҫран шӑлман-ха, халӗ вӗсене палӑртассипе ҫине тӑма тытӑнӗҫ. Яланлӑх акци мар пулин те кӑна хӑйне евӗр профилактика темелле.
Пассажирсене чукун ҫулпа турттаракан «Содружество» акционерсен уҫӑ обществи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен ятарлӑ уйӑхлӑх ирттерессине пӗлтернӗ.
Билетсӑр ҫула тухакансене (халӑхра вӗсене «мулкач» теҫҫӗ) тытсан 1350 тенкӗлӗх штрафлӗҫ.
Кӳршӗллӗ Мари Элте билетсӑррисене 1400 тенкӗлӗх штрафлаҫҫӗ, Мӑкшӑ Республикинче — 1200 тенкӗ, Киров облаҫӗнче — 1100 тенкӗ, Пермь тӑрӑхӗнче — 1000 тенкӗ, Тутарстанра — 900 тенкӗ.
Чӗтре-чӗтре пынине кура штраф тӳлесе тӑкакланиччен ҫитес ҫӗре билетпа лӑпкӑн кайнинчен пахи нимӗн те пулас ҫук.
Маршрут таксийӗсем ҫил пек вирхӗнсе ҫӳрени сехрене хӑптарать-ха. Тепӗр тӗслӗх пирки вуласа пӑхсан ку тарама темелле-ши… Шупашкарта пӗр маршрут ҫынсене пачах саккунсӑр майпа илсе ҫӳренӗ-мӗн.
Вӑл — 33-мӗш маршрутпа ҫӳрекенскер. Ҫавна май «Шупашкарти пассажирсен 2-мӗш автотранспорт предприятийӗ» кооператива 100 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ. Ку монополипе кӗрешекен саккуна пӑсни-ҫке-ха. Ҫапла ЧР Арбитраж сучӗ штраф хунӑ.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче кооператив пассажирсене ҫак маршрутпа килӗшӳ тумасӑрах илсе ҫӳренӗ. Ку ӗҫ вара Раҫҫей саккунне пӑсни пулать. Куншӑн организацие административлӑ явап тыттарнӑ.
Ҫулла Шӑмӑршӑ районӗнче пысӑк инкек пулни пирки самай калаҫрӗҫ. Ун чухне водитель ҫул хӗррипе пыракан ҫемьене ҫапса хӑварнӑччӗ.
Ку ҫурлан 2-мӗшӗнче каҫхине пулнӑ. 28 ҫулти водитель Шӑмӑршӑра пурӑнакан ҫемьене ҫапса хӑварнӑ. Ун чухне 38-ти арҫын, унӑн 66-ри амӑшӗ тата 3-ри ачи вилнӗ. Тухтӑрсем арҫыннӑн арӑмне ҫӑлассишӗн тӑрӑшнӑ, анчах вӑл та куҫне хупнӑ. Аварире 7-ри арҫын ача ҫеҫ сывӑ юлнӑ. Анчах унӑн сывлӑхне те йывӑр сиен кӳнӗ.
Нумаях пулмасть ҫав водитель тӗлӗшпе Патӑрьел районӗн сучӗ приговор вуланӑ. Суд ӑна айӑплӑ тесе йышӑннӑ, йӗплӗ пралук леш енне 8 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Унччен те арҫынна кун пек аваришӗн айӑпланӑ пулнӑ.
«Чӑвашавтотранс» предприятин Вӑрмарти автотранспорт предприятийӗнче Г. Гурьев пассажирсене кирлӗ ҫӗре вӑхӑтра ҫитерес тӗлӗшпе 1998 ҫултанпа вӑй хурать.
Ӗҫ стажне вӑл Вӑрмарти сельхозхими предприятинчен пуҫланӑ. Унӑн ашшӗ Валериан Гурьевич та хӑй вӑхӑтӗнче районти тӗрлӗ организацире, ҫав шутра АТПра та водительте вӑй хуни пикри вырӑнти хаҫатҫӑсем хыпарлаҫҫӗ.
Геннадий Гурьев хайӗн ӗҫне юратнине, ирхи 5 сехет валли хаваспа кайнине пӗлтерет.
«Вӑрмар-Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен автобус куллен тенӗ пек ҫула тухать.
Шанса панӑ ӗҫе яваплӑхпа, тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑшӑн Геннадий Валериановича Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн Тав хучӗсемпе чысланӑ. Кунпа пӗрлех ӑна «Аварисӗр ӗҫленӗшӗн» 2-мӗш степеньлӗ паллӑпа наградӑланӑ. 2012 ҫулта «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнӗ.
ЧР ШӖМӗн пресс-службинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, Йӗпреҫ районӗнче «Энӗш» ҫул ҫинче авари пулнӑ. Юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пациента пульницӑна илсе каякан васкавлӑ медпулӑшу урапи ҫине Chevrolet Niva урапа кӗрсе кайнӑ.
Аварире васкавлӑ медпулӑшу урапин фельдшерӗ аманнӑ. Унӑн алли хуҫӑлнӑ, хырӑмӗ суранланнӑ. Ӑна Канаш районӗнчи тӗп пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Куракансем каланӑ тӑрӑх, Chevrolet Niva урапа рулӗ умӗнче 52 ҫулти арҫын пулнӑ. Вӑл — Йӗпреҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн пуканне маларах йышӑннӑ Вячеслав Анисимов. Ӑна ку должноҫрен кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче хӑтарнӑ.
Экс-чиновник самай ӳсӗр пулнӑ-мӗн. Аса илтерер: ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхне руль умӗнче ӳсӗрле тытнӑ.
Тарӑхнипе ҫакна ҫыраймасӑр чӑтаймарӑм. Ҫӗр тепӗр май ҫаврӑннӑн, тӗнче кутӑн кайнӑн туйӑнчӗ. Ҫамрӑксем аслисене хисеплеме пӗлменни ҫак кунсенче куҫ тӗлне темиҫе хут та тӗл пулчӗ.
Общество транспорчӗпе кашни кунах ҫӳретӗп. Пӗррехинче 11-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуса лартӑм. Ҫула май мар-ха, ҫапах Хмельницкий урамӗнче анса юлӑп тесе ҫынсемпе пӗрле троллейбуса кӗтӗм. Тахҫанах асӑрханӑччӗ: ку маршрутпа карчӑк-кӗрчӗк нумай ҫӳрет. Вокзалта ҫын нумаях мар та ларкӑч ҫине вырнаҫрӑм. Тӗп пасара ҫитиччен троллейбус тулсах ларчӗ. Пурте ӗҫрен килеҫҫӗ ахӑртнех. Чарӑнура варринчи алӑкран кинемей кӗчӗ. Икӗ сумкине аран йӑткаласа перила ҫине вырнаҫтарма хӑтланчӗ. Ара, малта, вӗсем валли ятарласа уйӑрнӑ ҫӗрте, вырӑн ҫук. Ун-кун пӑхкаларӗ те кинемей сумкисемпе малалла «ҫапӑҫрӗ». Лешсем йывӑр пулмалла, перила ҫинчен йӑтӑна-йӑтӑна анаҫҫӗ. Алӑкранах кӗрсенех вырнаҫнӑ ларкӑч ҫинче, хӗрринчех, арҫын ларса пырать. Ватӑ мар вӑл, самай тӗреклӗ. Ку кинемее вырӑн парӗ-ха терӗм хам ӑшра. Ара, малта – тем вӑрӑмӑш «пӑкӑ», Хмельницкий урамӗ таранах.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗ» акционерсен уҫӑ обществин Горький чукун ҫулӗн пуҫлӑхӗпе Анатолий Лесунпа тата асӑннӑ организацинче тӑрӑшакан ытти специалистпа тӗл пулнӑ. Калаҫӑва республикӑн правительствин пайташӗсем те хутшӑннӑ. Ҫав шутра Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ Михаил Резников, финанс министрӗ Светлана Енилина, транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Доброхотов пулнӑ.
Анатолий Лесун Чӑваш Ен ертӳҫисемпе Раҫҫейӗн чукун ҫулӗ туслӑ килӗштерсе ӗҫленине палӑртнӑ. «Эпир сирӗнпе пӗр командӑпа ӗҫлетпӗр, йывӑр ыйтусене ӑнӑҫлӑ татса паратпӑр», — пӗтӗмлетнӗ хӑй шухӑшне Анатолий Лесун. Михаил Игнатьев та икӗ енлӗ ҫыхӑнупа кӑмӑллине палӑртнӑ. «Чӑваш Енӗн предприятийӗсем Раҫҫейӗн чукун ҫулӗпе пӗр-пӗриншӗн усӑллӑ условипе килӗштерсе ӗҫлеҫҫӗ», — тенӗ вӑл.
Енсем хула ҫумӗнчи маршрутсене ҫӳреттерес ыйтупа та калаҫнӑ. Анчах мӗнле пӗтӗмлетӳ патне ҫитсе тухнине Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи хыпарта асӑнман.
Сӑнсем (4)
Раҫҫейрен турттаракан тӗнчери авиамаршрутсем чакаҫҫӗ. Ҫапла пӗтӗмлетет Lufthansa, British Airways, SAS пысӑк компанисем кӑҫалхи ҫур ҫулта епле ӗҫленине тишкернӗ тӑрӑх Инженерсен Раҫҫейри пӗрлешӗвӗн вице-президенчӗ, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Иван Андриевский.
Тӗнчери пысӑк авиакомпанисем Раҫҫей еннелли маршрутсемпе ҫӳрессине чакаранине ҫав сӑнавҫӑ самолетсене вӗҫтерни тупӑшлӑ маррипе сӑлтавлать. Тупӑшлӑ марри ҫул ҫӳрекенсем чакнипе ҫыхӑннӑ. Цифрӑсене тишкерсен ҫапах та ытлашши пысӑк мар пек те туйӑнать. Самолетпа вӗҫсе каясси тата килесси пӗтӗмӗшле 0,4 процент чакнӑ. Ытларахӑшӗ Мускав урлӑ ҫӳренине шута илсен, унти ку цифра — 0,1 процент.
Самолечӗсем вӗҫеҫҫӗ-ха, анчах ҫыннисем ытларах чухне ҫӗршыв тӑрӑх хутлани сисӗнет. Кӑнтӑр аэропортсене — Сочине, Анапӑна тата Аҫтӑрханпа Волгограда каякансем йышланнӑ. Симферополе те ытларах кайма тытӑннӑ. Ҫурҫӗр Кавказ порта кӗрекен хуласен те, Екатеринбургӑн, Ӗпхӗвӗн, Новосибирскӑн, Хусанӑн тата Питӗрӗн ҫынсем сахал вӗҫеҫҫӗ тесе пӑшӑрханма сӑлтав ҫук.
Шупашкарта ҫулсене сарас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Ярославль тата Энгельс урамӗсенче общество транспорчӗ ҫӳреме тытӑнмалла.
Халӗ ҫак икӗ урам ҫулне сарлакалатаҫҫӗ. Унта пӗтӗмпе чарӑну валли 16 павильон тума палӑртнӑ. Ҫак урамсемпе автобуссем ҫӳреме тытӑнӗҫ. Ҫак объекта туса пӗтермешкӗн 26,6 миллион тенкӗ кирлӗ.
2015 ҫулхи чӳк уйӑхӗ вӗҫлениччен хула администрацийӗ тепӗр виҫӗ объекта туса пӗтерме палӑртнӑ: Богдан Хмельницкий тата Юлиус Фучик урамӗсем хӗресленнӗ вырӑна, Гагарин тата Энгельс, Ярославль тата Калинин кӗперӗ хӗресленнӗ ҫӗрте.
2016 ҫулта тепӗр 5 вырӑна ҫӗнетесшӗн. Вӗсем — Мир проспекчӗпе Эгер бульварӗ, Ленин Комсомолӗпе Пролетари урамӗ, Гагарин тата Октябрь: 50 ҫул урамӗсем, Карл Маркс урамӗ тата Электроаппаратчиксен бульварӗ, Иван Яковлев проспекчӗ тата Ашмарин урамӗ хӗресленнӗ вырӑнсем. Ку ӗҫ, малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 2 миллион тенке кайса ларӗ.
Шикли шикленнӗ, кӗрӗк пӗркеннӗ теҫҫӗ те, Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тренкассси поселокӗнче пурӑнакансем «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен обществи тата Чӑваш Ене ертсе пыракансен ячӗпе ҫыру хатӗрленӗ. Поселокра пурӑнакансенчен 200 ытла ҫын ҫав хута алӑ пусса панӑ. Вӗсем пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ «Мускав–Хусан» магистрале урӑх ҫулпа яма ыйтаҫҫӗ иккен.
Ҫынсем хӑйсен пӳрчӗсем хурал зонине лекниншӗн те мар, вӗсен кил-ҫуртне саккунсӑр хӑпартса лартнӑскерсем тенишӗн пӑшӑрханса ӳкнӗ-мӗн. Ҫӗршӗн те, пӳртшӗн ҫав ҫынсен хутсем йӑлтах пур, анчах влаҫрисем урӑхла шухӑшлаҫҫӗ пулать.
Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ чукун ҫул Шупашкар районӗнче ял хуҫалӑх ҫӗрӗсем, промышленноҫ ҫурчӗсем, масарсемпе выльӑх ҫӑвисем урлӑ каять тесе хыпарлать магистраль пирки «Правда в ПФО» интернет-кӑларӑм. Трасса пурӗ 1163 ҫӗр лаптӑкне пырса тивмелле-мӗн.
Сӑvах май каласан, маларах Етӗрне районӗнче трасса пымалли ҫула пӑхса тухса урӑхлатнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |