Яланах мар. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче РФ Шалти ӗҫсен министерствин Патӑрьел районӗнчи ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑх инспекцийӗн ӗҫченӗсем Шӑмӑршӑ районӗнчи хӗрарӑм-водительсене чечек парнеленӗ.
Инспекторсене курсан хӗрарӑм-водительсем малтанах ҫухалса кайнӑ. Штраф парасшӑн чараҫҫӗ пуль тесе те малтанласа аптӑранӑ вӗсем, ҫул-йӗр правилинчен хӑшне пӑсрӑм-ши, ҫавӑншӑн тӑн кӗртесшӗн пуль тесе те пуҫ ватнӑ. Анчах инспекторсен аллинче тюльпан курсан хӗрарӑм-водительсем лӑшах сывласа янӑ.
Кун пек акцие ҫул-йӗр инспекторӗсем кӑҫал пуҫласа ирттермен. Ытти ҫул та ун пеккисене вӗсем йӗркеленӗ. Тӗрӗссипе, ытти ҫӗрте те ун пек акци йӗркелесе этемлӗхӗн черчен ҫуррине уяв кунӗнче савӑк кӑмӑл парнелес йӑла пур.
Сӑнсем (3)
Шупашкарти урамсенчи шӑтӑк-путӑка тӳре-шарасем хулари ҫул-йӗрҫӗсем пӗр уйӑхра сапласа пӗтерме шантарнӑ.
Хулан ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӳрессипе ӗҫлекен управленийӗ шӑтӑк-путӑклӑ лаптӑк калӑпӑшне те шутласа кӑларнӑ. Вӗсем ун пекки 2380 тӑваткал метрпа танлашнине пӗлтернӗ.
Юсав ӗҫне ҫул-йӗр рабочийӗсем пуҫӑннӑ ӗнтӗ. Пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗ тӗлне 1232,9 тӑваткал метр лаптӑка юсама ӗлкӗрнӗ те. Юсав ӗҫне «Доэкс» предприятин 3 бригади хутшӑннӑ.
Иртнӗ эрнере кӑна ҫул-йӗрҫӗсем 380 тӑваткал метр лаптӑк ҫинчи шӑтӑк-путӑка сапланӑ. Ҫак вӗҫӗччен хулари ҫул-йӗрсене юсаса пӗтерес тесен ӗҫе хӑвӑртламаллине те палӑртаҫҫӗ. Анчах васкаса ӗҫлени ӗҫ пахалӑхне витӗм кӳмессе шанаҫҫӗ, тӗплӗн юсӗҫ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Сӑнсем (9)
Паян, нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, ЧР Министрсен Кабинечӗ, транспорт тарифӗсем улшӑнассине пӗлтернӗ.
Малашне троллейбуспа ҫӳремешкӗн 15 тенкӗ кирлӗ пулӗ. Хак 1 тенкӗ ӳсӗ. Маршруткӑсенче вара ҫулшӑн 20 тенкӗ памалла пулӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗн администрацийӗн пресс-слжуби пӗлтерет.
Автобуспа ҫӳремешкӗн хак ҫав шайрах юлӗ — 16 тенкӗ. Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара автобуспа 19 тенкӗпе илсе кайӗҫ. Маршруткӑпа каякансен 23 тенкӗ тӳлемелле пулӗ. Пӗрлӗхлӗ тариф карттипе (ЕТК) тӳлесен 1 тенкӗ скидка пулӗ.
Ку саккуна пичетлесен 10 кунран вӑя кӗрӗ. Хальлӗхе ӑна пичетлемен-ха. Асилтерер: общество транспорчӗсенчи хак юлашки хут 2013 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ӳснӗ. Ун чухне хак кашни транспортра 2-шер тенкӗ хӑпарнӑ.
Шупашкарта ҫӗр ҫийӗн каҫмалли пӗрремӗш вырӑна тума пуҫланӑ. Унта 1 тонна таран чӑтакан лифт та пулмалла.
Каҫӑ 48 метр вӑрӑмӑш, 3 метр сарлакӑш пулмалла. Сусӑрсем валли ятарласа лифт тӑвӗҫ. Каҫӑ Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче, Хуҫалӑх тӑкӑрлӑкӗнче, пулӗ.
Хальлӗхе лини канализацине тӑваҫҫӗ. Ҫав вырӑнта йывӑҫсене каснӑ, унта ҫыхӑну кабелӗсене хурӗҫ.
Каҫӑ валли 171 миллион та 103 пин тенкӗ кирлӗ. Ӑна кӑҫал ҫӗртмен 20-мӗшӗнче туса пӗтермелле. Ку — палӑртнӑ срокран темиҫе уйӑх маларах. Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче вырнаҫтарнӑ баннерта проекта кӑҫал юпа уйӑхӗнче вӗҫлемеллине палӑртнӑ.
Ку проекта Иван Яковлев проспектӗнчи ҫӗр айӗн каҫмалли вырӑна тунӑ «Чӑвашавтодор» хута ярӗ. Вӑл ҫав вырӑна ҫур ҫул каярах туса пӗтернӗччӗ.
Атӑлҫи федераци округӗнче пӗр регионтан тепӗр региона самолетсем малалла вӗҫеҫҫӗ. Аса илтеретпӗр, регионсем хушшинчи авиацие аталантарасси пилотлӑ проектпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пырать.
Шупашкартан самолетсем асӑннӑ округри хуласене вӗҫме чарӑнӗҫ текен сас-хура та тухнӑччӗ пӗр вӑхӑтра. Анчах ку вӑл пустуй сӑмах кӑна пулчӗ. Шупашкартан Самара тата Ӗпхӗве унччен епле вӗҫнӗ, халӗ те вӗҫме пулать.
Нарӑсӑн 7–13-мӗшӗсенче кӑна асӑннӑ маршрутсемпе 4-шар рейс тунӑ. Самартан Шупашкара 2 ҫын вӗҫсе килнӗ, кунтан унта 5-ӗн кайнӑ. Ӗпхӳрен Шупашкара килекенсем те, каякансем те ытларах, 12-ӗн килнӗ, 13-ӗн кайнӑ.
Аса илтеретпӗр, ку маршрутпа ҫӳрекенсене ҫул укҫине пӗтемпех тӳлеттермеҫҫӗ — такакӑн ҫуррине хыснаран саплаштараҫҫӗ.
Паян мӗнпур республикипех «Автобус» рейд иртнӗ. Шупашкар районӗнчи ҫул-йӗр инспекторӗсем те ку акцие хутшӑннӑ. Асӑннӑ районти ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Юрий Поляков тӗрӗслеме патруль службин икӗ экипажӗ тухнине пӗлтернӗ.
Инспекторсем ҫынсене турттаракан пӗчӗк автобуссемпе «ГАЗельсене» уйрӑмах тӗрӗсленӗ иккен.
Транспорта илсен, организаци-предприятисен автотранспорчӗ хутшӑннипе кашни саккӑрмӗш инкек пулать-мӗн.
Автобус водителӗсен айӑпӗпе Шупашкар районӗнче пӗлтӗр ҫул-йӗр ҫинчи 6 инкек сиксе тухнӑ. Вӗсен вӑхӑтӗнче пурнӑҫран 2 ҫын уйрӑлнӑ, 32-ӗн суранланнӑ.
Шупашкар районӗнче пулса иртекен ҫул ҫинчи инкексен тӗп сӑлтавӗ шутӗнче пӗр машинӑпа теприн хушшинчи инҫӗше тытса пыманнине, ҫул ҫинче пырассин черетне пӑхӑнманнине, пӗр йӗр ҫинчен теприн ҫине тухнӑ чух правилӑна пӑснине асӑнаҫҫӗ.
Лицензиллӗ пассажир автотранспорчӗн айӑпӗпе инкек йышлӑ пулать темелле мар — вӗсен тӳпи кунта 1,9 процент кӑна.
Шупашкарта чукун ҫул айӗнчен кивӗ вокзалтан ҫӗнӗ вокзала каҫнӑ чух таксистсем сӑвӑс пекех ҫыпӑҫнине пурте пӗлетпӗр. Чукун ҫул айӗпе каҫмалли ҫул патне мар, унта вырнаҫнӑ лавкка патӗнчен иртен-каяна та вӗсем Канаша, Шӑмӑршӑна, Патӑрьеле, Елчӗке тата ытти ҫӗре илсе кайма хатӗррине пӗлтереҫҫӗ. Такси пулӑшӑвӗ кӳме те ирӗк пуррипех тӑраҫҫӗ-ши вӗсем — калама хӗн. Хӑш чух ҫав водительсем: «Ӑҫта сӗкӗнетӗн?» — тесе пӗр-пӗринпе урлӑ-пирлӗ сӑмахсемпе перкелешнине те илтме тӳр килет.
Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Енӗн Транспорт тата суту-илӳ министерстви ҫул-йӗр инспекцийӗн, Ространснадзорӑн ӗҫченӗсемпе тата ытти яваплӑ службӑпа тӗрӗслев ӗҫӗ ирттерни пирки хыпарлать. Вӗсем пассажирсене турттаракансен ӗҫне хакланӑ иккен. Тӗрӗслевре хайхисем 36 автомашинӑпа, ҫав шутра 22 автобуспа 14 таксине, тӗрӗсленӗ. Йӗркене пӑсакансем пирки административлӑ 4 материал шӑраҫаланӑ иккен. Сӑмах май каласан, маларах эп каланӑ Канашпа Патӑрьеле йыхравлакансем те ҫакланнӑ-ши?..
Ҫӑхавсене Чӑваш Енре пурӑнакансем «Халӑх тӗрӗслевӗ» порталта пӗлтерме пултарассине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, ҫӗнӗ ресурс иртнӗ ҫул вӗҫӗнче ӗҫлесе кайнӑччӗ. Халӗ унта пӗрремӗш ҫӑхавсем ҫитерме тытӑннӑ. Тӗп ыйтӑвӗ ҫул-йӗр пахалӑхӗпе тата картишсене пуҫтарасси-тирпейлессипе ҫыхӑннӑ иккен.
Ҫӗнӗ интернет-портала чи малтанах Шупашкар хула, Шупашкар тата Етӗрне район ҫыннисем ҫырма тытӑннӑ.
Ҫӑхавсемпе сӗнӳсене ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу, ҫыхӑну, социаллӑ сфера, бизнес, экологи, хӑтлӑхпа инфраструктура, ҫул-йӗр тата ял хуҫалӑхӗ енӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене йышӑнаҫҫӗ. Ҫырӑва чӑвашла та, вырӑсла та шӑрҫалама юрать. Сӑнӳкерчӗксем ярса парсан та аван. Ыйтӑва 10 кунта хуравласса шантараҫҫӗ.
Ӑҫта кирлӗ унта лартса хӑваракан машинӑсене Шупашкарта штрафстоянкине ӑсатаҫҫӗ. Хула пуҫлӑхӗсем хушнипе ирттерекен мероприяти тӗллевне урамсене юртан тасатма кансӗрлекеннисене тиесе каяҫҫӗ.
Пӗр талӑкра, кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче кӑна, Шупашкрати 18 урапа штрафстоянкӑна ӑсаннӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа унта 239 машина лекнӗ. Автомобильсене урапасене лартма юраман вырӑнтан куҫарнине пӗлтереҫҫӗ. Водительсем хӑйсен тимӗр «урхамахӗсене» Илпек, Ленинград, Пролетари урамӗсене, Тӗп пасар патне лартса хӑварма кӑмӑллаҫҫӗ иккен.
Тата тӗрӗсрех калас тӑк, пӗремӗкпе те мар-ха, канихветпе. Патшалӑхӑн ҫул-йӗр инспекторӗсем ҫуран ҫӳрекенсене пылакпа астарма шут тытнӑ. Канихвечӗ ахальли мар — «Хаваслӑ ҫуран ҫӳрекен» ятлӑскер. Ун хучӗ ҫине ҫул-йӗр правилине аса илтерекен тӑватӑ йӗркеллӗ сӑвӑ ҫырса хунӑ. Пылак ҫимӗҫе вырӑнти кондитер предприятийӗсенчен пӗринче кӑлараҫҫӗ.
Ӑна инспекторсем ҫуран ҫӳрекенсене кӑна мар, водительсене те валеҫсе панӑ. Сӑмах май вӗсем ҫул ҫинче асӑрхануллӑ пулмаллине те аса илтернӗ, шоферсене — ҫуран ҫӳрекенсене ирттерсе ямаллине.
Тимлӗх, чӑн та, кирлех. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫынсем ҫине машинӑсем республикӑра 65 хутчен пырса кӗнӗ. Вӑрмар, Улатӑр районӗнче пӗрер ҫын, Шупашкарта иккӗн вилнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |