Республика кунне Шупашкарта кӑна мар, пӗр-пӗр районта та йӗркелесси тахҫанах ырӑ йӑлана кӗчӗ. Кӑҫал вӑл Элӗк районӗнче пулчӗ.
Уява хатӗрленнӗ май элӗксем самай тӑрӑшнӑ. Ҫав шутра района пыракан ҫула ҫине тӑрса юсанине те палӑртмалла. Унта ҫав кун пулса курнисем пӗлтернӗ тӑрӑх, тӳре-шара, ҫав шутра Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та, вӑл тӑрӑха пырса ҫитнӗ ҫӗре асфальт хытса илеймен имӗш. Юрӗ, ку вӑл тем мар тейӗпӗр: чи пахи — ҫулӗ вырӑнтисем валли юлать.
Уявсенче тӗрлӗ объект хута ярасси пирки сӑмах пуҫартӑмӑр та, Республика кунӗнче Элӗк районӗнчи Йӑлкӑш ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ те уҫнӑ. Ку пулӑма республикӑн Патшалӑх Канашӗн вице-спикерӗ Николай Малов пысӑка хурса хакланӑ май ФАП ял ҫыннисемшӗн тивӗҫлӗ парне тесе палӑртнӑ.