Ҫул-йӗр ҫинчи пӑтӑрмаха ҫакланнисене тӳлевлӗ курссенче вӗрентме тытӑнтарасшӑн. Курсра аварире айӑплисем кӑна мар, унта лекнисен те вӗренме тивӗ-мӗн. Ҫавна май ҫулсем хӑрушсӑртарах пулӗҫ. Ҫапла ҫирӗплетет транспорт комитечӗн элчи Александр Васильев.
Курссене автошкулсенче йӗркелесшӗн. Унта водительсене ҪҪХПИрен ярӗҫ. Курсра теорипе практика занятийӗсем ирттересшӗн. Курса каяс теменнисенчен, ахӑртнех, права туртса илӗҫ. Курс мӗн хак пулнине патшалӑх палӑртӗ. Проекта ҫитес вӑхӑтра Координаци канашӗнче сӳтсе явӗҫ.
Чылайӑшӗ ку ыйтӑва тӗрлӗрен йышӑннӑ. Пӗрисем курсра аварире айӑплин ҫеҫ вӗренмелле тесе шухӑшлать. Теприсем автошкулсенче коррупци аталанасран шикленет. Ара, укҫа парсан курс витӗр тухнӑ тесе палӑртма пулать-ҫке-ха.
Аса илтерер: 2013 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнчен правасӑр юлнисен ӑна илес тесен тепӗр хут экзамен тытма тивет.
Паян Шупашкарти Воробьев композиторсен урамне уҫнӑ. Аса илтеретпӗр, ӑна юсаса ҫӗнетме йышӑннӑ хыҫҫӑн строительсем ҫине тӑрсах ӗҫлерӗҫ. Хӗвеланӑҫ, хӗвелтухӑҫ тата кӑнтӑр енне выртакан транзитлӑ магистарльсене ҫыхӑнтаракан ҫул Шупашкарӑн транспорт тытӑмӗн шӑнӑрӗ шутланать.
Ӑна юсаса ҫӗнетме 90 миллиона яхӑн тенкӗ тухса кайнӑ. Ҫул сарлакӑшне 17,5 метра ҫити анлӑлатнӑ. 30 ҫул ылмаштарман инженерипе техника сечӗсене улӑштарнӑ. Шыв, газ, ҫыхӑну участокӗсене те юсама лекнӗ. Троллейбус тата ҫутӑ валли ҫӗнӗрен 40 юпа вырнаҫтарма тивнӗ.
Ҫӗнетнӗ урама уҫма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, транспорт тата строительство министрӗ Владимир Филиппов тата ыттисем пырса ҫитнӗ. Михаил Васильевич ӗҫе вӗҫленӗ ятпа саламланӑ, кӑткӑс участокра тӑрӑшуллӑ ӗҫленӗшӗн тав тунӑ.
Элтеперӗн Тав ҫырӑвӗпе тата сехечӗпе «Газпром газораспределение Чебоксары» акционерсен обществин филиалӗн аслӑ мастерне Сергей Макарова, «Чӑвашавтодор» акционерсен обществин мастерне Дмитрий Семакина тата Сергей Сергеев монтажника чысланӑ.
«Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» канашлу уҫӑлнӑ кун хулари тӗп урамсенче хӑш-пӗр транспортсене ҫӳреме чарӗҫ. Постановление хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ.
Ҫав кун ҫынсене хӑйсен транспорчӗпе ҫула тухма сӗнмеҫҫӗ. «Спорт бульварӗ» проект ӗҫленӗ чухне, юпан 9-мӗшӗнче, ирхи 1 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен Карл Маркс урамӗ Воробьев композиторсен урамӗпе хӗресленнӗ таран, Воробьев композиторсен урамӗ Ярославль урамӗпе хӗресленнӗ вырӑнтан Президент бульварӗ таран транспортсем ҫӳрессине чакарӗҫ. Юпан 8-мӗшӗнче 20 сехетрен пуҫласа юпан 9-мӗшӗнчи 19 сехетчен ҫав урамсенче транспортсен стоянки пурин валли те ӗҫлемӗ. «Спорт бульварӗ» маршрут ҫинче хӑварнӑ автомобильсене эвакуацилеҫҫӗ. Ку ыйтупа 24-27-70 тата 62-00-22 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравалса пӗлме пулать.
Юпан 9-мӗшӗнче хӑнасем килекен транспортсене оперӑпа балет театрӗ, Юханшыв порчӗ, Анне монуменчӗ умӗнче лартма юрать. Авӑнӑн 29-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 15-мӗшӗччен «Хальхи спорт. Инновацисемпе малашлӑх» пӗтӗм тӗнчери курав ӗҫленӗ вӑхӑтра Республика тӳремӗ енчен Карл Маркс урамӗн сылтӑм ҫулӗпе 36-мӗш ҫуртран пуҫласа 38-мӗш таран, Республика тӳремӗпе Ленинград урамӗнчи 33-мӗш ҫуртран пуҫласа Карл Маркс урамӗнчи 38-мӗш ҫурт таран транспортсене ҫӳреме чакарӗҫ.
Мускавра диагональпе ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнсем хута кайнӑ. Сӑнав тӑвас тӗллевпе юпан 1-мӗшӗнче ҫул хӗресленнӗ 10 вырӑна ҫакнашкал тӑвӗҫ. Унтан пӗтӗмлетӗҫ: кунашкал ҫул урлӑ каҫмаллисене ытти хулара малалла пурнӑҫа кӗртмелле-и?
Диагональлӗ «зебрӑна» термопластикпа ӳкереҫҫӗ. Ҫак вырӑнсене 250 вариантран суйланӑ. Вӗсен ҫак ыйтусене тивӗҫтермелле пулнӑ:
- Транспорт нумай ҫӳремен вырӑн пулмалла.
- Ҫав вырӑнта ҫутӑ лайӑх пулмалла.
- Транспортсене пур еннелле ҫӳреме чаракан светофор ӗҫлемелле.
- Ҫул ҫинче транспорт 4-ран ытларах еннелле каймалла мар.
Ҫакнашкал диагональлӗ «зебрӑсене» пула ҫуран ҫӳрекенсен симӗс ҫутӑ ҫутӑласа икӗ хут кӗтмелле мар.
Чӗмпӗр облаҫӗ бетон ҫулсем тума тытӑнасшӑн. Кун пирки Мускаври стройматериалсене хатӗрлекен холдинг элчисемпе тӗл пулнӑ чухне Сергей Морозов кӗпӗрнаттӑр каланӑ. Бетон ҫула Чӗмпӗртен Дмитровграда тата Самара ҫите тума палӑртнӑ.
Ҫитес вӑхӑтра ку ыйтӑва ятарлӑ комисси пӑхса тухӗ. Тӗрӗссипе, регион хӑй тӗллӗн ҫул тума пултараймасть. Бетон ҫула федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫеҫ хута яма пулать иккен.
Асфальтпа танлаштарсан, бетон ҫул 80% хаклӑрах ларӗ. Икӗ енлӗ 1 ҫухрӑм ҫул 40 миллиона яхӑн кайса ларӗ. Анчах вӑл ҫирӗп пулӗ-мӗн, 50 ҫула яхӑн юхӑнмӗ. Кунашкал ҫулсем АПШра (60%) тата Германире (40%) пур. Раҫҫейре — 3 процент ҫеҫ.
Хальлӗхе Чӗмпӗрте ҫулсене юсамашкӑн укҫа шыраҫҫӗ. Акӑ депутатсен ларӑвӗнче транспорт налукне хаклатма сӗннӗ. Ӑна 2008 ҫултанпа хӑпартман-мӗн. Халӗ Чӗмпӗрте 1 лаша вӑйӗшӗн 10 тенкӗ тӳлеҫҫӗ. Депутатсем вара 12 тенкӗ таран хаклатма сӗннӗ. Ку сӗнӗве пӗрремӗш вулавра йышӑннӑ.
«Ведомости» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, «Росавтодор» тата «РТ-инвест транспортные системы» килӗшӳ алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн 2015 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен 2 тоннӑран ытла таякан йывӑр тиевлӗ урапасен федераци ҫулӗпе ҫӳренӗшӗн укҫа тӳлеме тивӗ.
Тариф — 1 ҫухрӑмшӑн 3,7 тенкӗ. Анчах ку хисепе кашни ҫулах инфляцие кура шутлӗҫ. Пухнӑ укҫа ҫул-йӗр фондне кайӗ.
Килӗшӗве конкурс ирттермесӗрех алӑ пуснӑ. Компани ют ҫӗршыв опытӗнчен пӑрӑнмасть, анчах унпа локализаци условинче ҫеҫ усӑ курӗҫ.
Канаш хулинчи депутатсен пухӑвне суйланнӑ ҫынна тӗпчевҫӗсем ултавҫӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе вӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӑх тарҫине тӗпчевҫӗсем муниципалитет килӗшӗвне пурнӑҫланӑ чух 600 пин тенкӗлӗх улталанӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Пӗлтӗрхи ҫулла Канаш хула администрацийӗ асӑннӑ ҫын ертсе пыракан предприятипе хулари Павлов урамне юсама 1,3 миллион тенкӗлӗх килӗшӳ тунӑ. Тепӗр уйӑхра асӑннӑ компани администрацие ӗҫе вӗҫлени пирки суя хутсем тӑратнӑ. Анчах ӗҫе хайхи 700 пин тенкӗрен кӑшт ытларах суммӑлӑх кӑна пурнӑҫланӑ-мӗн. Администрацинче ӗҫлекенсем ҫынна ытла та шанаканскерсем пулинех — ӗҫшӗн укҫана йӑпӑр-япӑр куҫарса та панӑ.
«Ведомости» хаҫат Мускав департаменчӗ транспортсене хулана тӳлевлӗ кӗртес ыйтӑва пӑхса тухнине пӗлтерет. Хальлӗхе тӳлевлӗ кӗмелли вариантсене тишкереҫҫӗ.
Ҫулталӑк вӗҫнелле концепци туса Мускаври ҫул ҫаврине (МКАД) тата Виҫҫӗмӗш транспорт ҫул ҫаврине тӳлевлӗ кӗртмелли варианта пӑхса тухӗҫ.
Халӗ транспортсене хӑш-пӗр района тӳлевлӗ кӗртекен пысӑк хуласене тишкереҫҫӗ. Автомобилистсен шухӑш-кӑмӑлне те тӗпчеҫҫӗ. Вӗсем хӑш-пӗр вырӑна тӳлевлӗ кӗме, общество транспорчӗпе усӑ курма хатӗр-и?
2015 ҫулта влаҫ проекта тӗрӗслемешкӗн хута ярасшӑн. Транспортсене тӳлевлӗ кӗртни трафик лару-тӑрӑвне лайӑхлатать тӑк 2016 ҫултанпа ҫак проекта пуҫӗпех хута ярасшӑн.
Канашри 3-мӗш шкулта автохула уҫӑлнӑ. Йӑлтах чӑнни пек — светофор, паллӑсем, ҫул-йӗр правилисем.
Ачасем урокра мар чухне вӑйӑ евӗр йӗркелесе ҫул-йӗр правилисене, паллӑсене вӗренеҫҫӗ. Кашниех хӑйне ҫуран ҫӳрекен, водитель, инспектор пек туйма пултарать. Автохулана вырӑнтан вырӑна куҫарма пулать.
Автохула ҫул ҫинчи чи хӑрушӑ вырӑна — ҫул хӗресленнӗ тӗле — сӑнлать. Кунашкал автохула чи малтан Шупашкарти пӗр ача пахчинче уҫӑлнӑ. Канашра вӑл — иккӗмӗш.
«Канаш – Шупашкар» хулаҫум пуйӑсӗсенче вакунсен йышне пӗчӗклетме палӑртнӑ. Ҫак ӗҫе «Содружество» пассажир компанийӗ юпа уйӑхӗнче тума палӑртнӑ.
Юпа уйӑхӗн 11–12-мӗшӗсенче, тата 18, 19-мӗшӗсенче «6501\6502» номерлӗ «Канаш – Шупашкар» (ирхи 3 сехет те 50 минутра тухать те 6 иртни 10 минутра ҫитет) тата 6505\6506 номерлӗ (14 сехет те 50 минутра тухать те 17 сехет те 5 минутра ҫитет) пуйӑссенче икӗ вакун пулӗ.
Анчах юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен хулаҫум пуйӑсӗсенче пӗр вакун ҫеҫ юлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |