Ҫулла чылай ялта урамсене, картасене, кӗперсене юсассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Ҫуккине тӑваҫҫӗ, япӑхнине ҫӗнетеҫҫӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнар ял тӑрӑхӗнче вырӑнти ҫул-йӗре тытса тӑрассипе, хӑтлӑх кӳрессипе ҫине тӑраҫҫӗ. Акӑ, унти Токанашра ял урамне машинӑпа кӗрсе тухма май пултӑр тесе вак чул сарнӑ. Кӗме майӗ пулнӑ-ха. Ҫумӑр ҫуман чух. Пылчӑкра вара кансӗрленнӗ. Ҫула хӑтлӑх кӗртес тесе 600 метр тӑршшӗ вак чул сарнӑ.
Кӑҫал та токанашсем ӗҫсӗр лармӗҫ. Хальхинче вӗсем Тӗп урамри юханшыв урлӑ каҫмӑ тума тытӑннӑ. Ҫул та унта нумаях пулмасть юсама тытӑннӑччӗ.
Сӑнсем (7)
Кун пирки Атӑлҫи федераци округӗнче транспорта газ моторӗсем ҫине куҫарас ыйтӑва сӳтсе явнӑ чух палӑртнӑ. Тӗрӗссипе, ыйтӑвӗ чӑннипех те ҫивӗч. Кун пирки, астӑвасса, Чӑвашавтотранспортӑн унчченхи ертӳҫи Олег Князькин чӑваш парламенчӗн комитечӗсенчен пӗрин ларӑвӗнче хускатнӑччӗ.
Хальхи калаҫу пирки каласан, канашлу эрнекун Чулхулара иртнӗ. Атӑлҫи федераци округӗсенче пурӗ те 52 газ заправки кӑна иккен. Ку вӑл кирлин ҫурри кӑна. Газ моторӗллӗ техникӑна тата туянсан заправкӑсем ҫитмесси каламасӑрах паллӑ. Газпа ӗҫлекен техникӑна пӑхса-юсаса тӑракан центрсене те алӑри пӳрнепе шутласа кӑларӑн. Ку ыйтӑва та, сӑмах май, маларах асӑннӑ комитет ларӑвӗнче хускатнӑччӗ. Аса илтеретпӗр, республикӑна пӗр-ик ҫул каяллаччӗ пулас газ моторӗллӗ автобуссем килнӗччӗ. Темӑран кӑшт пӑрӑнсан, вӗсене тӗрлӗрен хакланине илтме тивет-ха. Теприсен шучӗпе ытти автобусран самай хаклӑ ҫав транспорта туянни «кӗмӗле» ҫилпе вӗҫтерни кӑна. Анчах ӑна илме федераци хыснинчен те субсидиленине палӑртмалла.
Малашлӑх пирки калас тӑк, Раҫҫейре 2020 ҫул тӗлне пысӑк хуласенче (кунта миллион ҫынтан ытла халӑх пурӑнаканнисене кӗртеҫҫӗ) общество транспорчӗн тата муниципалитетсен техникине ҫуррине яхӑн газ моторӗпе ӗҫлекенни ҫине куҫармалла.
Республикӑн «Чӑвашавтотранс» предприятийӗ Ҫимӗк тӗлӗнче ҫӑва енне каякан маршрутсен шутне ӳстерме шантарать.
Ваттисен праҫникӗнче, ҫӗртмен 7-мӗшӗнче тата ҫӗртмен 8-мӗшӗнче 10-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобуссен йышне вунна ҫитерме йышӑннӑ, 14-мӗшне — хӗрӗхе. Вӗсем Чукун ҫул вокзал ҫумӗнчи Вокзал ҫумӗ лапамран хускалӗҫ. 3-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫав кунсенче Карачура ҫӑви патнех ҫитӗ. Ӑна 10 хутчен хутламалла тӑвӗҫ. 249-мӗш номерлин йышне те 12 таран ҫитерӗҫ.
Ирхи ҫичӗ сехетрен пуҫласа каҫхи 19 сехетчен Богдан Хмельницки урампа Фучик урамӗ пӗрлешнӗ вырӑнтан Карачурари чукун ҫул переезчӗ патне ҫити каякан автобуссене тата ҫӳреме ирӗк илнӗ транспортсӑр пуҫне ыттисене кайма ирӗк памӗҫ. Йӗркене пӑхса тӑма ҫул-йӗр инспекторӗсемпе ҫул-йӗрпе патруль службисене явӑҫтарӗҫ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер, ҫӗртмен 2-мӗшӗнче, Улатӑрти психоневрологи интернатӗнчен 42 ҫулти пациент тарнӑ. Интернат ӗҫченӗсем пациента хӑйсем тӗллӗн шыраса пӑхнӑ — усӑсӑр.
Ҫапла полицейскисенчен пулӑшу ыйтма тивнӗ. Таркӑна шырамашкӑн оперативлӑ ушкӑн йӗркеленӗ. Ҫак ушкӑн тата медицина ӗҫченӗсем пациента ҫынсем «Улатӑр – Канаш» автоҫул ҫывӑхӗнче, Атрать ялӗ патӗнче, курнине палӑртнӑ.
Куракансем каланӑ тӑрӑх, арҫын машинӑсене асӑрхасан вӑрмана кӗрсе тарнӑ. Шырав ушкӑнӗ ҫийӗнчех вырӑна кайнӑ.
Полицейскисем ятарласа вӗрентнӗ шырав йыттипе вӑрмана тӗплӗн тӗрӗсленӗ. Таркӑна темиҫе сехетрен тупнӑ.
Халӗ 42 ҫулти арҫынна каялла интерната илсе кайнӑ, ӑна медицина ӗҫченӗсем пӑхсах тӑраҫҫӗ.
2014–2017-мӗш ҫулсенче республикӑри регион тата вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ҫулсене юсама 4,7 миллиард тенкӗ ытла укҫа уйӑрмалла.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри ялсенчен 98 проценчӗ патне асфальт сарнӑ е вак чулпа хытарнӑ ҫул пырать. Ҫапах та тумаллисем те пур. Кӑҫалхи пирки калас тӑк, программӑна Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Красноармейски, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗмӗрле, Елчӗк районӗсене кӗртнӗ. Строительство объекчӗсен шутӗнче — Вӑрмар районӗнчи «Ҫӳлти Кинчер–Вознесенкасси», асӑннӑ районти Пинер патне, Вӑрнар поселокӗнче Инженер урамӗнче, Йӗпреҫ районӗнчи Вутӑялта, Канаш районӗнчи Малти Ӑнтавӑшра, Красноармейски районӗнчи Яманакри Ҫамрӑксен тата Ҫӗнӗ урамсене ҫул тӑвасси кӗнӗ. Юлашкинчен асӑннӑ Яманакра кӗпер те туса парӗҫ.
Кунсӑр пуҫне Ҫӗмӗрле район территорийӗпе иртекен «Сӑр» республикӑри автоҫула, Тӑвай районӗнче «Аниш» автоҫул Соломинка юханшыв урлӑ иртнӗ ҫӗрте кӗпер юсамалла. Кӑҫал пурнӑҫламалли ӗҫ шутне Шупашкар тата Ҫӗмӗрле районӗсенче «Шупашкар–Сурски» автоҫулӑн пӗрер пайне, Шупашкар районӗнче «Вятка» ҫултан «Атӑл» ҫул патне тухакан вырӑна, «Никольски–Етӗрне–Калинино» ҫулӑн Етӗрне районӗнчи пайне, Кӳкеҫ–Тутаркасси–Ҫӗнӗ Шупашкар ҫула ҫутатасси те кӗрет.
Ҫӗнӗ Лапсарта пурӑнакансене Шупашкара тата Ҫӗнӗ Шупашкара ӗҫлеме тата вӗренме ҫӳреме меллӗ пултӑр тесе Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви ҫӗнӗ маршрут уҫнине пӗлтерет.
337-мӗш номерлӗ автобус Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкарти Хӗвелтухӑҫ урамне ҫӳрӗ. Унӑн маршручӗ ҫапларах: «Ҫӗнӗ Лапсар–ССК–«Мебельщик» коллективлӑ пахча–Газопровод–МТВ-Центр–Хулаҫум вокзал–Николаев урамӗ–Вырӑс драма театрӗ–«Раҫҫей» хӑна ҫурчӗ–Шупашкар трикотажӗ–Энергозапчасть–Гремячево–Эверест–Типҫырма–19-мӗш шкул–Интернационалистсен урамӗ–«Турист» лавкка–Ельниково–Хӗвелтухӑҫ урамӗ».
Каялла Лапсара килнӗ чух вӑл ҫапла маршрутпа ҫул тытӗ: «Хӗвелтухӑҫ урамӗ–Советски урамӗ–«Дубрава» лавкка–Ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗ–19-мӗш шкул–Типҫырма–Эверест–Гремячево–Энергозапчасть–Шупашкар трикотажӗ–«Раҫҫей» хӑна ҫурчӗ–Вырӑс драма театрӗ–Николаев урамӗ–Хулаҫум вокзалӗ–МТВ-Центр–Газопровод–«Мебельщик» коллективлӑ пахча–ССК–Ҫӗнӗ Лапсар».
Руль умне ларсан тимлӗхе самантлӑха та ҫухатмалла марри пирки яланах асархаттараҫҫӗ-ха, ҫапах ҫакна уяманнисем тупӑнаҫҫӗ. Вӗсене пула ҫын пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлать.
Нумаях пулмасть Шупашкара кӗнӗ ҫӗрте пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Муркаш районӗнче пурӑнакан 76 ҫулти старик Етӗрне ҫулӗпе пынӑ чухне ҫул урлӑ каҫакан хӗрарӑма асӑрхаман — ҫапса хӑварнӑ. Хӑй вара пӑтӑрмах вырӑнӗнчен тарса ҫухалма хӑтланнӑ.
Нумай тарайман. ПАИ экипажӗ ӑна Шупашкар районӗнчи Хыркасси патӗнче тытса чарнӑ. Старик пакунлисене… ӗне ҫапса кайнине пӗлтернӗ. Ватӑскер хӗрарӑма ӗнерен уйӑрайман-ши?..
Халӗ старикӑн ҫул-йӗр правилисене пӑсса ҫынна вӗлернӗшӗн кӑна мар, аманнӑ хӗрарӑма пулӑшманшӑн та явап тытма тивӗ.
Малашне Чӑваш Енре пурӑнакансем общество транспортӗнче карас телефонпа билетшӑн тӳлеме пултарӗҫ.
ЧР Транспорт министерствин официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, общество транспортӗнче тӳллемелли ҫак тытӑма тӗрӗслесе ҫирӗплетнӗ. Мӗнле майпа ӗҫлӗ-ха вӑл? Телефонӑн сим-карттине чип лартмалла-мӗн. Кунашкал чиппа халӗ общество трансортӗнче усӑ кураҫҫӗ (терминалсем).
Билетшӑн укҫа тӳлес тесен карас телефона кондукторӑн терминалӗ ҫывӑхне тытмалла. Билет хакне ҫавӑнтах телефон шутӗнчен кӑларӗҫ.
Анчах кунашкал тытӑм хальлӗхе вӑйлах аталанман-ха. Ҫакнашкал мелпе карас телефонӑн хӑш-пӗр моделӗ ҫеҫ усӑ курма пултарать. Сӑмах май, кунашкал проект Питӗрте, Екатеринбургра, Новосибирскра, Хусанта пурнӑҫа кӗрет.
Чӑваш полицейскийӗсем 5 пин тенкӗллӗ суя укҫа сӗнекене тытса чарнӑ. Хальхинче ун пек ҫын Ҫурҫӗр Осетирен килнӗскер пулнӑ. Чӑваш Республики урлӑ «БМВ–750» машинӑпа иртсе каяканскер ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи автозаправкӑри лавккана кӗрсе туртмалли тата пылак шыв илнӗ. Таваршӑн 5 пин тенкӗпе татӑлнӑ. Заправкӑран тухнӑ чух ӑна ҫул-йӗр инспекцийӗн ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Ку вӑхӑта полицейскисене ку автомашина пирки систернӗ ӗнтӗ.
Инспекторсенчен пӗри водителе полицейскине илсе кайнӑ, вӗсенчен тепри водитель лавккара мӗн тунине пӗлес тӗллевпе лавккана кӗнӗ. Шӑп ҫав вӑхӑтра сутуҫӑ суя укҫи пирки йӗрке хуралне шӑнкӑравлама хатӗрленнӗ иккен.
Арҫын ҫумӗнче суя укҫа тата тепӗр 8 штук пулнӑ. Халӗ ку фактпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Улталакан водителе 8 ҫуллӑха хупас хӑрушлӑх пур. Асӑннӑ ҫынтан шар курнисем татах пулсан ШӖМӗн пресс-службин ӗҫченӗ Олег Ашнин йӗрке хуралҫисене 8 (83541) 62-1-56 е 02 номерпе систерме ыйтать.
Общество вырӑнӗсенче алкоголь шӗвекне сутма чарасси — ҫивӗч ыйту. Ӑна паян Шупашкар хула администрацийӗн планеркинче те ҫӗкленӗ.
Хулари кӳлмекре эрех-сӑра сутма чарасшӑн. Кунта автотранспорт ҫӳрени те тӳре-шарана нумай шухӑшлаттарать. Кун пирки те татса парасшӑн.
— Опыт кӑтартнӑ тӑрӑх, алкоголь шӗвекне ӗҫекен ҫынсем кӳлмекре канакансемшӗн харушлӑх кӑларса тӑратаҫҫӗ. Ҫавна май унта эрех-сӑра сутма чарасшӑн. Тӗп пляжра полици талӑкӗпех дежурствӑра пулмалла тӑвасшӑн, — тенӗ АОУ директорӗ Олег Алексеев.
— Ку ыйту кашни ҫул шухӑшлаттарать. Транспортӑн кӳлмекре ирӗклӗ ҫӳремелле мар, мӗншӗн тесен ку вырӑн — канмалли, автомашина ҫӳремелли мар, — тенӗ Леонид Черкесов мэр.
Ку ыйтӑва администрацире ҫитес вӑхӑтра татса пама шантарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |