Алькешри Тукташ урамӗнче пурӑнакансен хӑйсен килне лекес тесен е ҫуран каймалла, е хирпе ҫаврӑнмалла. Урамӗ пур та ҫитме май ҫуккине телекурав журналисчӗсем кайса курнӑ.
Ҫӗр лаптӑкне ҫынсем ҫичӗ ҫул каялла илнӗ. Ун чухне вӗсене лайӑх урам, инҫех мар футбол уйӗ тата пӗве пулать тесе шантарнӑ-мӗн. Ҫӗнӗ урам тавра уйрӑм ҫын участокӗсем вырнаҫнӑ пирки лешӗсем ҫавсене карта тытса ҫавӑрнӑ. Анчах Тукташ урамӗнче пурӑнакансем карта хуҫисемпе калаҫса татӑлса ҫуран та пулин кӗрсе ҫӳресчӗ тесе ирӗк илнӗ. Анчах урапасемпе унта пырса кӗреймӗн, ҫавна май хирти урапа ҫулӗпе, ҫын ҫӗрӗ тӑрӑх, кайма тивет. Ҫынсем пӗрле пухӑнса ҫула сарма та хатӗр-мӗн. Ҫак шухӑшпа вӗсем темле шайри пуҫлӑх патне те ҫитнӗ. Анчах тӳре-шара ӗҫе хӑвӑрт пурнӑҫлама май килмест тесе хуравланӑ. Килес ҫул кадастр ӗҫне, хутсене хатӗрлесен 2017 ҫулта тин программӑна кӗрес шанчӑк пур тесе вырӑнти, Ҫӗньял ял тӑрӑхӗнче, пӗлтернӗ.