«Раҫҫей хаҫачӗ» пӗлтернӗ тӑрӑх, Калуга облаҫӗнче ҫул ҫине ҫӗнӗ паллӑ сӑнав тумашкӑн вырнаҫтарасшӑн. «Чарӑнмалли зона» ятлӑ вӑл.
Ку палла Калугӑри патшалӑх автоинспекцийӗ шухӑшласа кӑларнӑ. Ӑна светофор ҫук ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнтан 100 метр маларах, инкек ытларах пулакан ҫӗре, лартасшӑн.
ҪҪХПИ инспекторӗсем каланӑ тӑрӑх, ку водительсене тимлӗрех пулма хистет. Палла вырнаҫтармашкӑн РФ ҪҪХПИн хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерекен тӗп управленине заявка янӑ. Ӑна ырланӑ ӗнтӗ.
Документсене хатӗрлесе пӗтерсен паллӑсене ятарлӑ вырӑнсене лартӗҫ. Малтанлӑха 5 вырӑнта пулӗ. Сӑнав ӑнӑҫлӑ пулсан кунашкаллисене Чӑваш Енре вырнаҫтарӗҫ.
Халӗ чылай водитель видеорегистратор лартать, ҫавӑнпа ҫул-йер правилисене пӑснисене ҫӑмаллӑнах тупса палӑртаҫҫӗ. Нумаях пулмасть йӗркене пӑснисен йышӗнче ЧР Пуҫлӑхӗн Михаил Игнатьевӑн урапине асӑрханӑ.
Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче «Шупашкар – Сӑр» ҫулӑн 10-мӗш ҫухрӑмӗнче А001АА номерлӗ «Мерседес» «Ытти урапана хӑваласа иртме юрамасть» паллӑ патӗнче транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса Шупашкар еннелле каякан урапасенчен иртсе кайнӑ-мӗн.
Чӑннипе, тимлӗ водительсем асӑннӑ урапа ҫул-йӗр правилисене пӑснине пӗрре мар асӑрханӑ. Пӗлтӗр ҫу уйахӗн 5-мӗшӗнче, тӗслӗхрен, ҫак «тимӗр ута» ҫуран утса ҫӳремелли вырӑна лартнӑ.
Ҫуркунне ҫитсен тирпейлӳҫӗсем ҫул ҫинчи хӑйӑра, ӑпӑр-тапӑра тасатаҫҫӗ. Атту тусан вӗҫет-ҫке-ха.
Ку хӗлле ҫул ҫине тӑварлӑ-хӑйӑрлӑ хутӑш сапнипе ҫыхӑннӑ. Юр ирӗлсе пӗтет, анчах вӑл юлать. 2016–2017 ҫулсенче, хӗлле, «Дорэкс» ертӳҫи Владимир Филиппов пӗлтернӗ тӑрӑх, «бионорд» регентпа усӑ курма тытӑнӗҫ. Унпа тӗп урамсене сапӗҫ. Ыттисене сапассипе сапмасси паллӑ мар.
Хулара халӗ те хӗллехи хӑйӑрлӑ-тӑварлӑ хутӑша шӑлса пуҫтараҫҫӗ. Ку регент вара пӑра лайӑх ирӗлтерет. Хӑйӑрпа тӑвар хутӑшӗ вара газона сиенлетет. Ӑна пуҫтарасси те — тепӗр ӗҫ-ҫке-ха. Кунран хӑтӑлма вӑхӑт ҫитнӗ тесе калаҫҫӗ чиновниксем.
Шупашкарти ҫулсем чи япӑххисен йышне кӗнӗ. Тӗп хула Чулхулапа, Тӗменпе пӗр танах — вӗсенче 1 тӑваткал метр ҫула юсамашкӑн чи нумай укҫа тӑкаклани паллӑ. Кун пирки Общество халӑх фрончӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Атӑлҫи федераци округӗнче Шупашкарти К.Воробев урамӗнчи ҫула юсас ӗҫ чи хакла ларнине палӑртнӑ. 1 тӑваткал метршӑн 14 182 тенкӗ тӑкакланӑ. Общество халӑх фрончӗн хастарӗсем унта шӑтӑк-путӑк асӑрханӑ.
Чи йӳнӗ ҫулсене те Чӑваш Енрех асӑрханӑ. Котовский, Париж Коммунин, Ушаков урамӗсенче 1 тӑваткал метра 648 тенкӗпе юсанӑ. Унран йӳнӗреххи — Чӗмпӗрти Рябиков урамӗнчи (632 тенкӗ).
Общество хастарӗсем Раҫҫейри ҫулсене 2015 ҫулхи утӑ-раштав уйӑхӗсенче тишкернӗ, юсанисене тӗплӗн пӑхнӑ. Шупашкарти ҫулсем пирки вӗсен сахал мар тиркешмелли пулнӑ. Ҫапах вӗсем пирӗн хулари ҫулсем ытла япӑх пулнине палӑртман.
Елчӗк районӗнче пысӑк инкек пулнӑ. унта 18 ҫулти пикене урапа ҫапса хӑварнӑ.
Ку ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 23 сехет те 45 минутра пулнӑ. Елчӗк тата Аслӑ Елчӗк ялӗсен хушшинче 18 ҫулти хӗре ҫапса хӑварнӑ. Ҫамрӑкскере вилмеллех амантнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Lada Priora урапа водителӗ хӗр ҫине кӗрсе кайнӑ та вырӑнтан тарнӑ. Каярахпа ӑна йӗрке хуралҫисем тытнӑ. Руль умӗнче ларакан 29 ҫулти арҫын ӳсӗр пулнӑ.
Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче рейс автобусӗ ҫаврӑнса ӳкнӗ. Телее, никам та вилмен. Ҫапах аварире виҫӗ ҫын суранланнӑ.
Пӑтӑрмах «Ҫӗрпӳ — Чӗмпӗр — Яманчӳрел» ҫулӑн 7-мӗш ҫухрӑмӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Ларгус» урапан 56 ҫулти водителӗ, ӳсӗрскер, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ. Хусантан килекен автобус водителӗ унпа пырса ҫапӑнас мар тесе сылтӑмалла пӑрӑннӑ та ҫул хӗррине тухса кайнӑ, ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Салонри 15–28 ҫулсенчи ҫынсем суранланнӑ. Вӗсене пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ панӑ та киле янӑ. Палӑртмалла: аварире айӑплӑ ҫынна унччен те водитель правинчен хӑтарнӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарас ыйтӑва сӳтсе яваҫҫӗ.
Вӑрнар районӗнчи Нурӑс ялӗнчи кӗпере шыв илсе кайнӑ.
Асӑннӑ ял витӗр Мӑн Ҫавал юханшывӗ иртет. Ун урлӑ хывнӑ кӗпере тахҫанах юсама тытӑннӑ та ниепле те вӗҫне ҫитереймеҫҫӗ. Ку кӗпер вара Нурӑсра пурӑнакансемшӗн кӑна мар, ял витӗр Ҫӗмӗрлене, Йӗпреҫе, Канаша каякансемшӗн те пӗлтерӗшлине маларах эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, Нурӑсра пурӑнакансене маларах вӑхӑтлӑх кӗперпе каҫарма тытӑннӑччӗ. Ҫурхи шыв-шур вӑхӑчӗ ҫывхарнӑ май районта йӗркеленӗ ятарлӑ комисси ейӳ илме пултаракан объектсене пӑхса ҫаврӑннӑ чухне Нурӑсри кӗпере шыв-шурта чӑтаймассӑн туйӑннӑран ҫуран ҫӳрекенсем валли вӑхӑтлӑх кӗпер тума йышӑннӑран вӑхӑтлӑх тесе урӑххине ӑсталанӑччӗ.
Чӑваш Енре кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр ҫул-йӗр юсаҫҫӗ. Кун пирки республикӑн Транспорт министерстви ӗнентерет.
Ҫуркунне ҫул-йӗр яланхиллех япӑхса каять. Ҫавна май ятарлӑ предприятисем асфальт ҫинчи шӑтӑк-путӑка юсассипе малалла тимлеҫҫӗ. Маларах каланӑ пек кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр кӑна мар, канмалли кунсенче те алӑ усса лармаҫҫӗ. Ҫанталӑк условийӗ меллӗ пулнине кура ӗҫ калӑпӑшӗ те самай пысӑк тесе пӗлтерет маларах асӑннӑ министерство.
Хальхи вӑхӑта илсен юсав ӗҫӗпе "Чувашавтодор», «Воддорстрой», «Автодорсервис», «СтройТЕК», «Ликта» обществӑсем тата Макаров хресчен-фермер хуҫалӑхӗ тимлет. Иртсе каякан эрнене илсен, сменӑра вӑтамран вӗсем 1500-1700 тӑваткал метр лаптӑк юсаса пынӑ. Юсама 66 техника явӑҫтарнӑ. Сменӑра 175 тоннӑна яхӑн материал тӑкакаланать-мӗн.
Маларах эпир шӑтӑк-путӑка "сивӗ асфальтпа" сапланине пӗлтернӗччӗ.
Куславкка районӗнче паян ирхине, сакӑр сехет ҫитеспе, пысӑк тиевлӗ урапапа ҫӑмӑл машина пырса ҫапӑннӑ. Республикӑн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, инкекре икӗ арҫын вилнӗ, виҫҫӗн суранланнӑ.
Урапасем федераци трасси ҫинче пырса ҫапӑннӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, «Форд Эксплорер» машина водителӗ хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та йывӑр тиевлӗ «Вольвӑпа» пырса тӑрӑннӑ.
«Фордра» ашшӗ, амӑшӗ, вӗсен 2008-мӗш тата 2014-мӗш ҫулта ҫуралнӑ ачисем тата ачасен аслашшӗ пулнӑ. Ачасене пульницӑна тӗрӗсленме илсе кайнӑ. Арҫынсем иккӗшӗ те ҫавӑнтах куҫӗсене хупнӑ. Ачасен амӑшӗн сывлӑхӗ те ҫӑмӑл мар-мӗн.
Шупашкарта икӗ троллейбуса пӑшалтан пенӗ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Официаллӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 23 сехет те 10 минут тӗлӗнче пулнӑ. «Николаев урамӗ» чарӑнура темӗнле ҫын 1-мӗш тата 2-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуссене пенӗ. Транспортӑн кантӑкӗ ҫурӑлса арканнӑ.
ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, мӗн пулни пирки татӑклӑн калама ҫук. Хальлӗхе пульӑсене те тупман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |