Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарти 1-мӗш гимназире «Маттур ача, яш ача» конкурс иртрӗ. Конкурса хулари шкулсенче 3–5 классенче вӗренекен чӑваш чӗлхине юратакан, ӑна пӗлекен чи пултаруллӑ, чи ӑста, чи маттур каччӑсем хутшӑнма кӑмӑл турӗҫ.
Уява Чӑваш Республикинче иртекен Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкне халалланӑ. Ачасем тӗрлӗ ӗҫсене пурнӑҫларӗҫ. Куракансене тата пӗр-пӗрне хӑйсемпе чӑвашла паллаштарчӗҫ. «Чи тавҫӑрулли» пайра Чӑваш Республикипе, унта ҫуралса ӳснӗ, пурӑннӑ ҫынсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хуравларӗҫ. «Чи ӑста ача» пайра чи малтан хӑйсем ӳссен кам пуласси ҫинчен каласа пачӗҫ, унтан Ҫӗнтерӳ кунӗ валли саламлӑ открытка хатӗрлес ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ. «Чи ҫивӗч ача» пайра ачасен ҫивӗчлӗхне «Африкӑран килсе ҫитнӗ жираф» тӗрӗслерӗ. Ачасен ҫав жирафа ункӑсем персе тытмалла пулчӗ. Ҫак конкурсрах ачасем хӑйсен ташлас ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ. Кашни ача хӑйӗн вӗрентекенне чӗнсе кӑларса чӑваш ташши ташларӗ. «Чи ӗҫчен ача» пайра каччӑсем пӑта ҫапса тупӑшрӗҫ. Конкурсӑн «Чи пултаруллӑ ача» пайӗ вара ҫамрӑк йӗкӗтсен пултарулӑхне курса савӑнма май пачӗ.
Кашни ача конкурса тӑрӑшса хатӗрленни никама та иккӗлентермерӗ.
Шупашкар кӳлмекӗнче ытти ҫул та акӑшсем пурӑннине хула ҫыннисем тата унта канма анакан ытти хӑна та асӑрханах пулӗ. Ҫак кунсенче вӗсене каллех кӳлмеке пырса янӑ. Йышра ултӑ шурӑ акӑшпа пӗрлех хури те пур. Вӗсемпе пӗрлех Шупашкар кӳлмекӗн акваторине Итали ӑрачӗллӗ хура хур та илем кӳрӗ. Кайӑксем кӗркуннеччен унта пурӑнӗҫ.
Кайӑк-кӗшӗке йӗркеллӗ хӗл каҫарас тесе выльӑх тухтӑрӗ те пӑхса тӑнӑ. Кирлӗ чухне вӑл вӗсене прививка та тунӑ. Кайӑксене тутлӑ та усӑллӑ тӑрантарассишӗни яваплисем А.Г. Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗн ӗҫченӗсем пулнӑ. Шыва кайса янӑ хыҫҫӑн та кайӑксене специалистсем пӑхса тӑрӗҫ: ир те, каҫ та апатлантарӗҫ.
Шурӑ акӑшсене Шупашкара пуҫласа 2004 ҫулта Александр Самаркин усламҫӑ илсе килнӗ. Каярах вӑл хура акӑш та туянас ӗмӗтлине палӑртнӑччӗ. Хурисене Шупашкарти кӳлмеке пӗлтӗр янӑ.
Евгений Борисова Раҫҫей Геройӗн ячӗсӗр хӑварнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, нумаях пулмасть Шупашкарти Мускав районӗн сучӗ ултӑ ҫынна «Астармӑш вӑйӑсем йӗркеленӗшӗн тата ирттернӗшӗн», «Сӗтев панӑшӑн» статьясемпе айӑпланӑ. Ҫав шутра, вулакан ӑнланчӗ ӗнтӗ, Евгений Борисов та пулнӑ. Ӑна 6 ҫул ҫурӑллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатнӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 10 миллион тенкӗ штраф тӳлемелле. Тата ӑна суд Раҫҫей Геройӗн ячӗсӗр хӑвармалла тунӑ.
Ҫак кунсенче Евгений Борисов ячӗпе ҫӗршыв Президенчӗ Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламлани ҫитнӗ. Анчах ӑна Евгений Борисова хальлӗхе тытса усракан Шупашкарти следстви изоляторне яманнине, тӑванӗсене панине Александр Борисов журналист хӑйӗн блогӗнче пӗлтерет.
Иртен-ҫӳрен Шупашкарти кӳлмекре тилӗ ҫӳренине асӑрханӑ. Тискер чӗрчун ним пулман пекех уткаланӑ. Вӑл ҫынсем патне хӑрамасӑрах чупса пынӑ.
Ку ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулнӑ. Тилӗ картлашка ҫинче ларнӑ, урине ҫулланӑ. Кайран вӑл ҫынсем патне чупса пынӑ. Каярахпа чӗрчун стройка еннелле кайса вӑрмана кӗрсе ҫухалнӑ.
Тилӗ уксахланӑ. Ахӑртнех, ӑна ветеринар пулӑшӑвӗ кирлӗ. Тепӗр тесен, Шупашкарта тискер чӗрчунсене ҫынсем час-часах кураҫҫӗ. Тилӗсем чӑх-чӗпе йӑкӑртни те пулнӑ.
Кӳлмекре ҫӳренӗ тилӗ урнӑ чирпе чирлӗ-и е ҫук-и — паллӑ мар.
Иртнӗ уйӑхра Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ чӑваш авторӗсен хайлавӗсемпе лартнӑ спектакльсене уйӑхӗпех лартнине пӗлтерет. Ытти ҫул та унта чӑваш чӗлхи эрни ирттернӗ-мӗн-ха. Кӑҫал, ав, эрнепе ҫырлахман.
Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа 29-мӗшӗччен артистсем тӗрлӗ ҫӗре спектакльсемпе ҫитнӗ, унта чӑваш авторӗсен пьесисемпе лартнӑ ӗҫсене кӑтартнӑ.
Пӗчӗк куракансене вӗсем Юхма Мишшин «Шӑна кӑмпине», Г. Азямӑн «Атя, тилӗ, яра пар!» тата «Мулкач — ҫӗнтерӳҫӗ» пьеси тӑрӑх лартнӑ юмахсене кӑтартнӑ.
Артистсем Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле хулисенче, Мари Элти Волжскра,Тутарстанри Ешӗлварта, район центрӗсенчен Муркашра, Хӗрлӗ Чутайӗнче, Кӳкеҫре, ялсенчен Вӑрнар районӗнчи Нурӑсра, Шупашкар районӗнчи Шорчекассинче тата Ҫӗньялта пулнӑ.
Сарӑту хулинче виолончелистсен С.Кнушевицкий ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери конкурсӗ иртнӗ. Унтан пирӗн ентеш, Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вӗренекен Людмила Фунтикова, хутшӑннӑ. Вӑл юниорсен хушшинче лауреат пулса тӑнӑ. Кунашкалли Раҫҫей юниоркисен йышӗнче пулман.
Конкурса таҫтан та килнӗ: Германирен, Францирен, Казахстанран, Китайран, Турцирен, Узбекистанран, Украинӑран, Кӑнтӑр Корейӑран, Венгрирен, Беларуҫран. Раҫҫейри пултаруллӑ ҫамрӑксем те пулнӑ унта. Конкурсҫӑсен пултарулӑхне музыка ӳнерӗнче тӗнчипе палӑрнӑ ҫынсем хакланӑ.
Людмила Фунтикова кӗҫӗннисен, 18 ҫул тултарманнисен, йышӗнче тупӑшнӑ. Вӑл виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Шупашкарти тӳре-шара рейда тухнӑ. Вӗсем хальхинче аптекӑсене тӗрӗсленӗ. Тӳре-шара спиртлӑ настойкӑсене сутнипе сутманнине пӑхнӑ.
Рейда ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче тухнӑ. Ҫакна пурнӑҫлама Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушнӑ. Пӗтӗмпе чиновниксем 213 аптекӑна тӗрӗсленӗ.
103 аптекӑра «фунфурик» сутнине палӑртнӑ. Вӗсенчен 63-шӗ «фунфурик» сутмасси пирки меморандум алӑ пусман. 40-шӗ вара меморандума йышӑннӑ.
Рейд хыҫҫӑн меморандум алӑ пусмашкӑн аптекӑсен хуҫисене хула администрацине чӗнӗҫ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ тӗрлӗ акци тӑтӑшах ирттернине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерсех тӑрать-ха. Вырӑс драма тетарӗ те куракана илӗртессишӗн мӗн те пулин ҫӗннине тупма ӑнтӑлать. «В театр — за 50 рублей» (чӑв. Театра – 50 тенкӗпе) акцие унта 2014 ҫулта шухӑшласа кӑларнӑ. Унтанпа 50 тенкӗлӗх билетпа пурӗ 2 пин ытла ҫын ҫитсе курнӑ.
Кӑҫал ҫак акци вӑхӑтӗнче Николай Гоголӗн «Ревизор» камитне кӑтартнӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернине черетлӗ хутчен уявлама хатӗрленнӗ май «Театра — 50 тенкӗпе» акцие тепӗр хутчен ирттерӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче В. Вахитинӑн «Синяя-синяя речка» драмине йӳнӗпе курма май туса парӗҫ.
Вырӑс драма театрӗн сцени ҫинче спектакль 2014 ҫулхи юпа уйӑхӗнченпе пырать. Ӑна Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Владимир Красотин лартнӑ.
Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарти 31-мӗш шкул стадионӗнче йывӑр характерлӑ ҫамрӑксен спартакиади иртнӗ. Ӑна «Ҫамрӑкасем — сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн!» дивизпа ирттернӗ.
Спартакидӑна ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи 10 команда, пӗтӗмпе 50 ытла ҫамрӑк, хутшӑннӑ. Вӗсем — 13–15 ҫулсенчисем.
Ҫамрӑксем эстафета чупнӑ, тӑршшӗне сикнӗ, скакалкӑпа сикнӗ, отжимани тунӑ, мечӗкпе тӗрлӗ хускану пурнӑҫланӑ.
Эстафетӑра 62-мӗш шкулти ҫамрӑксем мала тухнӑ. Иккӗмӗш вырӑна 39-мӗш шкул ачисем йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна вара 31-мӗш шкул тухнӑ. Командӑсен тупӑшӑвне пӗтӗмлетсен ҫакӑн пек кӑтартусем пулнӑ: 39-мӗш шкул команди — 1-мӗш, 31-мӗш шкул команди — 2-мӗш, 62-мӗш шкул команди 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Шупашкарта йӗрке хуралҫинче ӗҫленӗ арҫын федераци шыравӗнчи урапапа ярӑнса ҫӳренине эпир пӗлтернӗччӗ.
Халӗ ҫав этем тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫе суда ярса панӑ.
Аса илтеретпӗр, РФ Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗн полицин 2-мӗш уйрӑмӗнче оперуполномоченнӑйра ӗҫленӗ арҫын пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнченпе ют урапапа хуҫаланнӑ. Ятарлӑ стоянкӑран Honda Accord урапана вӑл тӗпчев умӗнхи ӗҫсем ирттерме кирлӗ тесе илсе тухнӑ. Урапана Мускав облаҫӗнчи йӗрке хуралҫисем ҫӗршывӗпех шыранӑ. Шупашкарти оперуполномоченнӑй урапан номерне хӑйӗннине вырнаҫтарнӑ та унпа ҫил вӗҫтерсе ҫӳренӗ. Ҫурла уйӑхӗнчен тытӑнса раштавӑн 4-мӗшӗчченех ҫапла хӑтланнӑ вӑл. Анчах пӗррехинче урапана ҫул-йӗр инспекторӗсем тытса чарнӑ. Ҫавӑн чухне автомобиль шыраври урапа пулни ҫиеле тухнӑ.
Саккуна пӑснӑ полицейскине йӗрке хуралӗнчен кӑларса янӑ, ӳсӗрле руль умне ларнишӗн административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |