Тӗп хулари «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗ нумаях пулмасть хута кайрӗ. Халӗ унта пӗлтерӗшлӗ ӑмӑртусем, мероприятисем иртеҫҫӗ.
Ҫакна палӑртма кӑмӑллӑ: «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Спорт сооруженийӗсем. 2015 ҫул пӗтӗмлетӗвӗ» премие тивӗҫнӗ. Унӑн учредителӗ — SportFacilities журнал.
Шупашкарти пӑр керменӗ «Ҫулталӑкри ҫитӗнӳ» номинацире ҫӗнтернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Мускаври пӗр бизнес-центрта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чысланӑ. Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче вырнаҫнӑ стадионсем, парксем, йӗлтӗр комплексӗсем, хӑна ҫурчӗсем, бассейнсем тата ытти объект тӗрлӗ номинацире 56 наградӑна тивӗҫнӗ. Мала тухнисене РФ спорт министрӗн ҫумӗ Павел Новиков саламланӑ.
Ҫанталӑк ӑшӑ, пӑр ҫирӗп мар. Анчах пулӑҫсем кунран хӑрамаҫҫӗ. Нумаях пулмасть, Следстви комитечӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Атӑл ҫинче пӗр арҫын пӑр айне кайса вилнӗ.
Ку раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ирхи 8 сехетре пулнӑ. 39 ҫулти арҫын Заовражнӑй поселокӗ ҫывӑхӗнче пулӑ тытнӑ. Вӑл ҫыранран 65 метр аяккарах ларнӑ. Кӗтмен ҫӗртен ури айӗнче пӑр катӑлнӑ.
Ытти пулӑҫ унран ытла аякра пулнӑ ҫав, пулӑшса ӗлкӗреймен. Пулӑҫ ӳтне водолазсем кӑларнӑ. Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Халӗ судпа медицина экспертизи ирттерме палӑртнӑ.
Шупашкарти чӑрӑш Раҫҫейри чи хаклисен списокне кӗни пирки пӗлтернӗччӗ. Хула администрацийӗн культура управленийӗн пуҫлӑхӗ Людмила Маркова хак пирки ӑнлантарса панӑ. Унччен «Рен-тв» телеканалпа Шупашкарти чӑрӑш ҫинчен сюжет та тухнӑ пулнӑ.
— Лапамра юлашки ҫулсенче лартнӑ ёлка юрӑхсӑра тухнӑ, каркасӗ деформациленнӗ. 2006 ҫулта ӑна «Комманаллӑ технологисем» хулана парне пек туянса панӑ. Пӗлтӗр ҫынсем: «Ёлка ӳкмест-и?» - тесе те ыйтнӑ, — тенӗ Людмила Маркова.
Ҫапла кӑҫал ҫӗнӗ ёлка туянма палӑртнӑ. Вӑл 6,6 миллион тенке кайса ларнӑ. Анчах тата хаклӑрах пулайнӑ вӑл. Ӑна туяннӑ чухне 900 пин тенкӗ перекетлеме те май килнӗ-мӗн.
Ёлка укҫин 60 проценчӗ — хыснаран, 40 проценчӗ — ытти ҫӑлкуҫран. Сюжет ӳкернӗ журналистсем ҫӗнӗ ёлкӑна 9 ҫуллӑха илнӗ. Хитре ёлкӑпа кӳршӗ регионсенчи кӑна мар, Раҫҫейӗн ытти кӗтесӗнчи туристсене те илӗртесшӗн.
«Халӑх фрончӗн» хастарӗсем патшалӑх туяннӑ искусственнӑй чӑрӑшсене мӗн хакпа туяннине тӗпченӗ. Шупашкарти тӗп чӑрӑш ҫӗршыври чи хаклисенчен пӗри пулнӑ-мӗн.
Специалистсен шухӑшӗпе, укҫа сахалрах тӑкаклама та май пулнӑ. Шупашкарти тӗп чӑрӑша 6,6 миллион тенкӗпе туяннӑ. Хӑй конструкци кӑна 3 миллион тенкӗ тӑрать-мӗн. Ытти тӑкак — саккаспа 16 тӗслӗ йӑрӑм тутарни. Чӑрӑш 25 метр ҫӳллӗш, ҫавӑ та хака ларнӑ. Ҫапла майпа Ҫӗнӗ ҫул «чиперккин» пӗр метрӗ 264 пин тенке кайса ларнӑ.
«Халӑх фрончӗн» специлисчӗсем ытти хулари хаксене те тишкернӗ. Иркутск облаҫӗнчи Братск хулинчи 21 метр ҫӳллӗш, светодинамикӑллӑ ҫутӑллӑ чӑрӑш 5,6 миллион тенке кайса ларнӑ. Мускаври «Эрмитаж» хула садӗнчи 12 метрлӑ чӑрӑша 2,5 миллион тенкӗпе туяннӑ.
Томск хулинче «Хрустальный Томск» пӑр скульптурисен конкурсӗ иртнӗ. Финала Шупашкар, Мускав, Томск, Кемӗр, Питӗр, Стрежевой хулисенчи тата Германири 11 команда хутшӑннӑ.
Финала тухнисем раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ӗҫе тытӑннӑ. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, Шупашкар команди чи лайӑххи пулнӑ. Пирӗннисем нимӗҫ ӑсти пӗрле ӑсталӑхне кӑтартнӑ.
Жюри йышӗнче социаллӑ политика мэрӗн ҫумӗ Оксана Кравченко, РФ Ӳнерҫисен пӗрлӗхӗн Томскри уйрӑмӗн председателӗ тата скульптор Антон Гнедых, хула дизайн комитечӗн председателӗ Андрей Алексеев пулнӑ.
Шупашкар ӑстисем «Песни о Вещем Олеге» хайлава тӗпе хурса «Руны судьбы» ятлӑ ӗҫ хатӗрленӗ. Иккӗмӗш вырӑна Мускаври тата Питӗрти скульпторсем йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗшне те мускавсемех тивӗҫнӗ.
Ӗнер Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи 127-мӗш ҫурчӗнчи 2-мӗш корпуса кивӗ те ишӗлекен ҫуртра пурӑнакан ҫынсене хваттер уҫҫи панӑ. Ҫӑра уҫҫине Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑй тыттарнӑ. Ҫӗнӗ ҫурта пурӑнма куҫнӑ тӑрӑх ҫемьене Михаил Васильевич саламланӑ, пурне те туслӑхпа юратура пурӑнма ырлӑх-сывлӑх телей суннӑ.
Унта вӑл ҫынсене кивӗ ҫуртсенчен ҫынсене куҫарма пӗтӗмпе 5 млрд тенкӗ пӑхса хӑварнине, укҫа-тенкӗне тупма ҫӑмӑлах маррине пӗлтернӗ. Апла пулин те халӑх ыйтӑвне вӑхӑтра татса пама тӑрӑшнине асӑнса хӑварнӑ. Ку хутӗнче тӑхӑр ҫемье хӑтлӑ хваттерлӗ пулнӑ.
Ҫав вӑхӑтрах кивӗ хваттерте нушаланакансем те ҫук мар-ха. Вӗсенчен пӗр тӗслӗхӗ пирки Чӑваш халӑх сайчӗ паян кӑна пӗлтерчӗ.
Аса илтеретпӗр, унта сӑмах Ҫӗнӗ Шупашкарти Коммунистсен урамӗнчи 35-мӗш ҫурт пирки пырать.
Сӑнсем (8)
Константин Иванов ҫулталӑкӗ вӗҫленсе пынӑ май республикӑри культура учрежденийӗсем ӑна тивӗҫлипе ӑсатса яма тӑрӑшрӗҫ темелле. Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче тӑрӑшакансем вара «Ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере» мюзикл хатӗрленӗ.
Унӑн никӗсӗнче — чаплӑ классикӑмӑрӑн, Константин Иванов поэтӑмӑрӑн, вилӗмсӗр «Нарспи» поэми.
Кӗввине «Асаматлӑ ҫӗршыв» (Радужная страна) вокал студийӗн ертӳҫи Людмила Воронова-Кинер ҫырнӑ.
Спектакле вокал студийӗсӗр пуҫне «Салютӑн» «Савӑнӑҫ» (Радость) ача-пӑчан халӑх ташӑ ушкӑнӗ те (балетмейстерӗсем Зоя Бачуринӑпа Роза Алимова) хутшӑннӑ.
Мюзикл пирки, сӑмах май, хула администрацийӗн сайтӗнче ырӑ сӑмахсемпе хакласа ҫырнӑ.
Сӑнсем (5)
Шупашкарта пушарпа хуралӑн 4-мӗш чаҫне хирӗҫ палӑк лартасшӑн. Ӑна ҫулӑмпа кӗрешекенсене халалласшӑн.
ЧР МЧСӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пулас палӑк вырӑнне чул хунӑ. Ку ӗҫе Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем, пушар хуралӗн ветеранӗсем, кадетсем хутшӑннӑ.
Пӗр минут шӑп тӑнӑ хыҫҫӑн делегаци чул патне чӗрӗ чечексем хунӑ. Христос ҫуралнӑ ячӗпе хисепленекен храмӑн настоятелӗ Сергий атте пулас палӑка сӑвапланӑ.
Ведомствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, ҫынсем палӑк умӗнче куллен хӑйсен пурнӑҫне хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерекен пушарнӑйсене тав тума пултараҫҫӗ.
Раҫҫейре 2015 ҫула пӗтӗмлетсе хула пуҫлӑхӗсен списокне хатӗрленӗ. Унпа килӗшӳллӗн, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков чи лайӑххисен шутне кӗнӗ. Кун пирки russia-rating.ru портал пӗлтерет.
Танлаштарӑма федераци эксперчӗсен шухӑшне, уҫӑ ҫӑлкуҫсенчи материалсене шута илсе хатӗрленӗ, хула мэрӗсем ҫулталӑк тӑршшӗпе мӗн тунине тишкернӗ.
Алексей Ладыков хула пуҫлӑхӗсен пӗрремӗш ушкӑнне кӗнӗ. Вӑл 19-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Списокра пӗрремӗш вырӑнсене Хусан, Белгород, Краснодар мэрӗсем йышӑннӑ. Петрозаводск, Чита, Киров хулисен мэрӗсем чи начаррисен йышне лекнӗ.
Чӑваш Енри наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ маларах Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул саламӗсем чӑвашла марри пирки хула администрацине ҫыру янине эпир пӗлтернӗччӗ.
Пӗрлешӗве тивӗҫтерменни татах пур иккен. «...хулари «коммерци маршручӗсемпе» ҫӳрекен автобуссенче те чарӑнусем ҫинчен пӗлтерекен информаторсене вырнаҫтарнине пӗлтӗмӗр. Тӗлӗнмелле, унта чарӑнусем ҫинчен вырӑсла кӑна пӗлтереҫҫӗ. Унсӑр пуҫне хулара халӑх йышлӑ пуҫтарӑнакан вырӑнсенче «эвакуаци планне» пысӑк информаци хӑмисем ҫинче вырнаҫтарма тытӑннӑ, каллех вырӑсла кӑна», — тесе ҫырать вӑл халӑх тетелӗнчи хӑйӗн ушкӑнӗнче.
Ҫакӑн пек фактсемпе килӗшмесӗр пӗрлешӳ чӗлхе саккунлӑхне пӑснин ҫак факчӗсем пирки Шупашкар хулин администраципе республика прокуратурине ҫыру янӑ.
Республикӑн Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерстви «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» калакан саккун статйисем ҫине тайӑнса хула администрацине «Ирӗклӗх» пӗрлешӗвӗн асӑрхаттарӑвӗсемпе сӗнӗвӗсене шута илсе ӗҫлеме ыйтнӑ-мӗн.
Хула администрацийӗ те черетлӗ канашлура транспортра чарӑнусем ҫинчен чӑвашла та пӗлтерес пирки ыйтӑва ҫӗклеме шантарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |