Шупашкарти тӗп пасар умӗнче ялти ҫынсене сутма чарнӑ. Анчах халӑх ниепле те итлемест, пур-пӗрех сутма ҫӳрет.
Нумаях пулмасть Шупашкарта рейд иртнӗ. Унашкаллисене тӑтӑшах йӗркелеҫҫӗ. Хальхинче тӗп пасар умне 5 сехет тӗрӗсленӗ. Илпек, Гагарин урамӗнчи, Ленин проспектӗнчи хӑш-пӗр ҫурт патӗнче дежурство йӗркеленӗ.
Рейд вӑхӑтӗнче санкцилемен суту-илӳн 20 фактне шута илнӗ. Ленин районӗнче кӑна кӑҫалхи ҫулӑн пӗрремӗш ҫурринче ҫак тӗлӗшпе 400 протокол ҫырнӑ, 41 суту-илӳ вырӑнне пӑрахӑҫланӑ. Халӗ Шупашкарта «канмалли кунсенчи» ярмӑрккӑна йӗркелес ыйтӑва сӳтсе яваҫҫӗ. Унта ҫынсем хӑйсен продукцине сутма пултарӗҫ.