Хулара
![]() Шупашкарта ялтан килнӗ ҫынсем сӗт-ҫу таврашӗпе, пахча ҫимӗҫпе урамра суту-илӳ тунине час-часах курма пулать. Уйрӑмах — Тӗп пасар умӗнче. Нумаях пулмасть хулара йӗрке хуралҫисем рейд ирттернӗ. Тӗрӗслеве Шупашкарти Ленин район администрацийӗн ӗҫченӗсем тата полици ӗҫченӗсем тухнӑ. Вӗсем Гагарин тата Ильбеков урамӗсенче пулнӑ. Вокзал ҫумӗнчи урама, «Ача-пӑча тӗнчи» ҫывӑхӗнчи тротуара та тӗрӗсленӗ. Саккуна пӑсса юраман вырӑнсенче суту-илӳ тӑвакан ҫынсемпе калаҫу ирттереҫҫӗ. Анчах ку пулӑшмасть-мӗн. Ҫынсем пур-пӗрех ҫав вырӑнсенех сутма килеҫҫӗ. Нумаях пулмасть административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн 4 ҫын тӗлӗшпе ӗҫ пуҫӑрнӑ. Чӳк уйӑхӗнче Ленин район администрацийӗн ӗҫченӗсем 47 протокол ҫырнӑ. Пӗтӗмпе 46 штраф ҫырса панӑ. Ку 91 пин тенкӗпе танлашать. 1 ҫынна асӑрхаттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |