Апат-ҫимӗҫ
![]() Нумаях пулмасть Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ «Магаззино» кӑларӑм ертӳҫи Александр Молочко пулнӑ лавккасене тӗрӗсленӗ. Специалистсем те йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Вӗсемшӗн айӑплисен явап тытма тиветех. Роспотребнадзор ӗҫченӗсем «Акатуй», «Санар», «Смак» лавккасенче, Тӗп пасарта пулса курнӑ. «Акатуй» лавккара тата Тӗп пасарти хӑш-пӗр сентре ҫинче срокран тухнӑ ҫимӗҫсене сутнине тупса палӑртнӑ. Пӗр вырӑнта апат-ҫимӗҫ упранӑ чухне температура режимне пӑхӑнман. «Санар» тата «Акатуй» хатӗр-хӗтӗрӗ тата производство пӳлӗмӗсем япӑх лару-тӑрура пулнӑ. Вӗсенче таракан таврашӗсем те курӑннӑ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн апат-ҫимӗҫӗн 22 партине пӑрахӑҫланӑ. Пӗтӗмпе 68,5 килограмм юрӑхсӑр тесе йышӑннӑ. Куншӑн айӑплисене административлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |