Экономика
![]() Шупашкар хула администрацийӗ Раҫҫейӗн Перекет банкӗнчен кредит илӗ. Аса илтерер, иртнӗ уйӑх ҫурринче патшалӑх закупкисен сайтӗнче кивҫен илессипе ҫыхӑннӑ пӗлтерӳсем вырнаҫтарнӑччӗ. Вӗсенчен пӗрне — Шупашкар хули, теприне — Чӑваш Республики. Вӗсем иккӗшӗ те хӑйсен хыснин дефицитне кредит илсе тултарас шухӑшлине эпир ун чух ҫырса кӑтартнӑччӗ. Республика 2 млрд тенке 365 кунлӑха ҫулталӑкра 11,5 процентлӑ ставкӑпа илесшӗн, Шупашкар хула администрацийӗ — 1,11 миллиард тенке 730 кунлӑха 10,34 процентлӑ ставкӑпа тенӗччӗ эпир ун чух. Халӗ Шупашкар хули кредита Перекет банкӗнчен илме йышӑннӑ. Кредит учрежденийӗ ӑна 8,65% ставкӑпа пама килӗшнӗ. Аукционта ку ставкӑна администраци малтанласа 10,34 процент тесе кӑтартнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |