Раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен Шупашкарти троллейбуссен хӑш-пӗр маршрутне улӑштарма палӑртнӑ. ЖКХ, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче комисси ларӑвӗ иртӗ.
Унта 1-мӗш тата 12-мӗш маршрутлӑ троллейбуссене пӗрлештерес ыйтӑва сӳтсе явӗҫ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «Промтрактор — Университет» маршрутпа 1-мӗш номерлӗ 34 троллейбус ҫӳрӗ. Вӗсен хушши 4 минут пулӗ.
20-мӗш номерлӗ троллейбус маршручӗ те улшӑнӗ. Ӑна «Маштехникум» чарӑну таран тӑсма сӗннӗ. Ҫапла майпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчи ҫынсем ҫӗнӗ кӑнтӑр районне пӗр троллейбуспах ҫитме пултарӗҫ. 20-мӗш номерлӗ троллейбуса 7-рен 17-е ҫитерӗҫ. Вӗсен хушши 6 минут пулӗ.
Ҫавӑн пекех 7-мӗш номерлӗ троллейбуса Алькеш поселокне ҫити тӑсма сӗнеҫҫӗ.
Паян ирхине Шупашкарта вырнаҫнӑ «Елена» ярмӑрккӑра пушар тухни пирки эпир пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарти пушар сӑлтавне тӗпчеҫҫӗ, мӗне кура «хӗрлӗ автан» алхасма тытӑннине палӑртӗҫ-ха. Ҫулӑм никама та тиркемест ҫав. Вӑрнар районӗнче вара Рункӑ ялӗнче уйрӑм ҫын ухҫалӑхӗнче пушар тухнӑ. Инкек чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. 54-ри ҫулти хӗрарӑм 200 пин тенкӗлӗх шар курнӑ. Инкек кӑтартаканни юсавсӑр электропӑралук е мӑрье мар. Ҫав ялта пурӑнакан 66 ҫулти хӗрарӑм пулнӑ. Хайхискер теприне юратман пулать. Курайманнипе кинеми хӑйӗнчен кӑшт кӗҫӗнреххи патне кайнӑ та унӑн пуянлӑхне кӗллентерме шут тытнӑ. Шар куракан хӗрарӑмӑн пӳрчӗ те, хуралтисем те йӑлт ҫунса кайса ҫӗрпе танлашнӑ.
Инҫе ҫула йывӑр тиевлӗ урапасемпе ҫӳрекенсем паян Шупашкарта митинга пухӑннӑ.
Водительсем тӗп хуламӑрти Чапаев палӑкӗ патне федераци ҫулӗпе ҫӳренишӗн укҫа тӳлеттерессине хирӗҫҫине палӑртма пуҫтарӑннӑ. Федераци правительствин йышӑнӑвӗпе килӗшменнине кӑтартас шухӑшлӑ ҫынсем 100 ҫынна яхӑн пухӑннӑ.
Инҫе ҫула йывӑр тиевлӗ урапапа ҫӳрекенсене малашне укҫа тӳлеттерме тытӑнасшӑн. Миҫе ҫухрӑм кайнине «Платон» ятлӑ тытӑм шутласа пырӗ. Водительсем ӗнентернӗ тӑрӑх, вӗсенчен укҫа илме тытӑнсан апат-ҫимӗҫ, стройматериал, ытти тавар 12 процент хакланса кайӗ.
Инҫе ҫула йывӑр тиевлӗ урапасемпе ҫӳрекенсен митингне йӗркелесе ирттерме Раҫҫей Федерацийӗнчи Коммунистсен партийӗ регионти уйрӑмӗ пулӑшнӑ. Асӑннӑ партин ЧР Патшалӑх Канашӗнчи фракцийӗн ертӳҫи Дмитрий Евсеев та ҫавсене ҫул укҫи тӳлеттернине хирӗҫ-мӗн.
Ҫитес уйӑхран, раштавӑн 1-мӗшӗнчен, Шупашкарта ҫӗнӗ маршрут уҫӑлӗ. Вӑл Геннадий Айхин проспектне («Садовый» микрорайон) Старт урамӗпе («Ҫӗнӗ хула» микрорайон) ҫыхӑнтарӗ.
65-мӗш маршрутлӑ автобус Айхи проспекчӗпе, Дементьев, Богдан Хмельницкий, Юлиус Фучик, Калинин урамӗсемпе, Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗпе кайса Старт урамне ҫитӗ. Каялла та ҫав маршрутпах ҫаврӑнса ҫитӗ.
Кунсӑр пуҫне маршрут ирхи 9 сехетрен пуҫласа каҫхи 5 сехетчен Чапаев, Николаев урамӗсемпе ҫӳрӗ. Ку маршрута Шупашкарти пӗр усламҫа шаннӑ.
Паян «Елена» пасарта ҫулӑм алхаснӑран ҫур хула «пӑкӑпа» тулнӑ, чылай ҫын кирлӗ ҫӗре питӗ кая юлса ҫитнӗ.
Пушар ирхи 7 сехет тӗлӗнче тухнӑ. Малтанах тавар контейнерӗсем ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм самаях алхаснӑ. Пасарта пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр ҫыннӑнах ултӑ контейнер ҫунса кайнӑ. Унта пралук, лак, сӑрӑ сутнӑ вӑл. Тӗнче тетелӗнче хӑш-пӗр ҫӑлкуҫра пӗлтернӗ тӑрӑх, контейнерсен ҫав хуҫине васкавлӑ медпулӑшу машинипе пульницӑна илсе кайнӑ. Чӗрепе аптӑраса ӳкнӗ имӗш вӑл.
Пасар ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫулӑм кайран обой сутӑнакан палаткӑна куҫнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар электропралука пула тухнӑ.
Пасарта ӗҫлекенсен пӗри тӗнче тетелӗнчи хыпар айне комментари хӑварнӑ: «Ҫак пасарта ӗҫлетӗп. Хуҫи ирех килчӗ. Контейнера уҫрӗ, ҫутӑ ҫутрӗ те кофе е чей илме кайрӗ. Унтан килсен иккӗмӗш контейнерне уҫрӗ, унтан ҫулӑм тӑрук тухрӗ. Ахӑртнех, пралука пула пушар тухнӑ».
«Про Город» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх вара, ҫав хуҫа пульницӑра мар, ӑна пасар администрацийӗнче курнӑ.
Пушара 10 сехет тӗлне ҫеҫ сӳнтернӗ.
Паян ирхине Шупашкарта вырнаҫнӑ «Елена» ярмӑрккӑра пушар тухнӑ. Ҫулӑм контейнерсемлӗ пайра алхаснӑ. Халӑх пӗлтернӗ тӑрӑх хура тӗтӗм хулан чылай пайӗнче курӑннӑ.
Пушар сӳнтерекенсем вырӑна хӑвӑрт ҫитнӗ, пушара алхасма паман. Ҫавах та темиҫе контейнерти пурлӑх ҫулӑма пула сиенленнӗ. Пушара сӳнтернӗ май Фёдор Гладков урамне хупӑрласа хунӑ пулнӑ, вӑл микрорайонтан ӗҫ вырӑнне ҫитме палӑртакансене урӑх маршрутсем суйлама сӗннӗ.
Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин «Этносла Чӑваш Ен» инвестици проектне пурнӑҫа кӗртес ыйтупа ӗҫлӗ канашлу ирттернӗ.
Аса илтеретпӗр, ку проект икӗ пайран тӑрать: Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш тӑрӑхӗнчи «Ясна» экоялтан тата Шупашкара 500 ҫул ятлӑ культурӑпа кану паркӗнче тӑвакан «Амазони» этнокомплексран.
Канашлӑва правительство пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алла Салаева, культура министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Константин Яковлев, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хутшӑннӑ.
Константин Яковлев каланӑ тӑрӑх, паянхи куна «Амазони» этнокомплексра электричество, газ кӗртессипе тата ҫул тӑвассипе ӗҫлеҫҫӗ. «Яснара» вара ку ӗҫсене пӗтӗмпех пурнӑҫланӑ.
Республкиӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнентернӗ тӑрӑх, «Чӑвашавтодор» предприяти хӑй ҫине илнӗ яваплӑха туллин пурнӑҫламан. Ҫавна кура Чӑваш Республикин Культура министерстви объектсенче транспорт инфратытӑмне пурнӑҫлама ҫӗнӗрен аукцион ирттерме палӑртнӑ. Иван Моторин подрядчиксене объектсене вӑхӑтра хута ямалли, ӗҫ графикне пӑсма юраманни пирки ҫирӗп асӑрхаттарнӑ.
Авраам Бурундуков ҫичӗ теҫетке ҫул тултарать. Ун пек ҫынсен хушаматне асӑнсанах палласа илме пулать те хыпар пуҫламӑшӗнче вӑл кам иккенне юриех палӑртмарӑм.
Ҫапла, сӑмахӑм шӑпах ун, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши тата Митта Ваҫлейӗн премийӗн лауреачӗ Авраам Бурундуков пирки.
Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ ҫак композитор пурнӑҫӗн самай сумлӑ пайне юрра-кӗвве халалланӑ. Культурӑпа ӳнерте татӑ теҫетке ҫул ытла тӑрӑшнӑ вӑхӑтра унӑн хайлавӗсем Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн, районсемпе хуласен хорӗсенче репертуарӗнче янӑранӑ. Хор тата уйрӑм ҫын валли ҫырнӑ, ҫавӑн пекех инструмент ҫемми Чӑваш радиопа телевидени фондӗнче упранаҫҫӗ.
Раштавӑн 9-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче унӑн пултарулӑх каҫӗ иртет. Уяв 18 сехет те 30 минутра пуҫланать.
Чӑваш Республикин чемпионӗ тата рекордсменӗ ятсене нумай ҫул тивӗҫнӗ СССР спорт мастерне И. Портнова асӑнса Елчӗк районӗнчи Аслӑ Пӑла Тимешре йывӑр атлетика енӗпе районти уҫӑ чемпионат иртнӗ.
Турнира Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Патӑрьел районӗнчи, Вӑрнар поселокӗнчи, Елчӗк районӗнчи Елчӗк, Кивӗ Эйпеҫ, Ҫӗнӗ Пӑва, Патреккел, Аслӑ Пӑла Тимеш ялӗсенчи 60 ытла йывӑр атлет хутшӑннӑ. Пухӑннисене районти тӳре-шара ӑнӑҫу суннӑ.
Ӑмӑрту хӗрӳ иртнӗ. Командӑсенчен Аслӑ Пӑла Тимешри «Юман» спорт клубӗн атлечӗсем пӗрремӗш, Елчӗкпе Кивӗ Эйпеҫри шкулсем иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ. Хӗрсем хушшинче абсолютлӑ чемпион ятне Раҫҫей спорт мастерӗ Л. Иноходова ҫӗнсе илнӗ. Тӗп приз А. Портнов паттӑра тивӗҫнӗ.
Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Енре каччӑ ҫухалнӑ. Вӑл унччен савнӑ хӗрӗпе хирӗҫнӗ. Пике урӑххи патне тухса каяссине пӗлтерсен каччӑ килтен тухса кайнӑ та таврӑнман.
Тӑванӗсем ӑна нумай шыранӑ. Нумаях пулмасть каччӑ Шупашкартан ларса тухса кайнӑ урапана тупнӑ. Чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Атӑл леш енчи Сосновкӑра каччӑн виллине тупнӑ.
Роман Николаев савнипе хирӗҫсен телефонӗпе укҫине хӑварнӑ та тухса кайнӑ. Вӑл ӑҫталла кайнине никам та пӗлмен. Унӑн ашшӗ Анатолий Николаев ӑна ыттисемпе пӗрле шыранӑ. Каярахпа палламан ҫынсем Сосновкӑра Ромӑн урапине асӑрханӑ. Унтан каччӑ ӳтне те тупнӑ.
Ашшӗ каланӑ тӑрӑх, каччӑ пичӗ ҫинче кӑвак йӗрсем пулнӑ, мӑйӗнче — вӗрен. Анчах вӑл ывӑлӗ хӑйӗн ҫине алӑ хунине ӗненмест. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Роман Сосновкӑна савнин каччипе калаҫма кайнӑ.
Халӗ Ромӑн ӳтне Шупашкара илсе килнӗ. Ӑна чӳкӗн 24-мӗшӗнче пытарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |