Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче республикӑра «Йӗлтӗр йӗрӗ – 2016» спорт уявӗ иртӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑрту кӑҫалхипе 34-мӗш хут пулӗ.
Кӑҫал Шупашкарта ӑна аэропорт ҫумӗнче ирттерме палӑртнӑ. Унччен, аса илтерер, йӗлтӗр чупӑвне «Шупашкар: 500 ҫул» паркра ирттернӗ.
Хула администрацийӗ каланӑ тӑрӑх, халӗ ӑмӑрту лапамӗнче ӗҫлеҫҫӗ, йӗлтӗр йӗрне тӑваҫҫӗ. Ҫавӑн пекех урапасем лартмашкӑн вырӑн хатӗрлеҫҫӗ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, унта 2 пин урапа вырнаҫмалла.
Ӑмӑртура 3 ҫухрӑм чупӗҫ. Ҫавӑн пекех VIP-чупу пулӗ, 5 тата 10 ҫухрӑм парӑнтарӗҫ.
Спорт уявне 11 сехет те 45 минутра уҫӗҫ. Малтан VIP-старт пулӗ. Унтан пурте чупӗҫ, кайран 5 тата 10 ҫухрӑм чупаканнисем финиша талпӑнӗҫ. Вӗҫӗнче ҫӗнтерӳҫӗсене чыслӗҫ.
Шупашкарти Гузовский урамӗнчи ҫуртсенчен пӗринче пурӑнакан сусӑра лавкка канӑҫсӑрлантарать.
А.В. Долганов ятлӑ сусӑр республикӑн тӗп хулинчи маларах асӑннӑ урамри 4-мӗш ҫуртри 2-мӗш хваттерте пурӑнать. Хваттерӗ хайхин пӗрремӗш хутра вырнаҫнӑ. Сусӑр килӗпе юнашарах «Seven» лавкка суту-илӳ туса пурӑнать. Лавккан компрессорӗнчен конденсат пухӑнать-мӗн, ҫавӑ сусӑр хваттерне чӳречерен лексе хваттере нӳретет.
Кун пирки лавккапа та ҫыхӑнса пӑхни усси пулман, ҫурта тытса тӑракан управляющи компанире телефон ӗҫлемест иккен. Аптӑранипе сусӑршӑн хӳтлӗх шыраса А.В. Корнилов ятлӑ ҫын «Народный контроль» (чӑв. Халӑх тӗрӗслевӗ) портала ҫырса янӑ. Унта автор кӑлтӑка пӗтерме пулӑшма тата айӑплисене хваттерте юсав ирттерттерме ыйтать.
РФ Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейре ҫӑкӑр хакӗ ӳсме пултарать. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, хак вӑтамран 3–5 тенкӗ хӑпармалла.
Александр Ткачев министр каланӑ тӑрӑх, ку тулӑ хакӗ ӳснипе ҫыхӑннӑ. Чӑваш Ене ку мӗнле витӗм кӳрӗ?
Шупашкарти ҫӑкӑр пӗҫерекен 2-мӗш савут ҫӑкӑр хакне 4 процент ӳстересшӗн. Ыттисем ҫӑкӑр пӗҫерессине услам тесе шутламаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем хаксене улӑштарасшӑн мар.
Пӗлтӗр республикӑра 556 тонна тырӑ пухнӑ. 6 проценчӗ ҫеҫ ҫӑнӑх валли каять. Ытларахӑшӗ — выльӑх-чӗрлӗх ҫитермелле. Ҫӑнӑх авӑртмашкӑн тырра урӑх регионсенчен илсе килеҫҫӗ.
Шупашкарта ятарлӑ сайт ӗҫлет. Унта кӗрсе маршрут таксийӗсем мӗнле хӑвӑртлӑха ҫӳренине сӑнама пулать. Кун пирки Чӑваш Республикин влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.
Общество транспорчӗ мӗнле ҫӳренине 2015 ҫулхи пуш уйӑхӗнченех сӑнама пулать. Ку — Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн пуҫарӑвӗ.
Шупашкарти пур общество транспортне те ГЛОНАСС системӑпа тивӗҫтернӗ. Унӑн даннӑйӗсем ятарлӑ сервера килеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне урапасен хӑвӑртлӑхне 224 камера сӑнама пулӑшать. Вӗсене хулара вырнаҫтарнӑ.
Сайта кӗрсен хӑвӑра кирлӗ маршрут таксийӗн номерне суйламалла ҫеҫ.
«Шупашкарти савни» спектакле аслӑрах ҫулхисем кӑна мар, 35–40-рисем те, мӗн тесен те, астӑваҫҫех пулӗ. Вӑл сцена ҫинчен кайни ҫирӗм ҫул ҫитрӗ. Халӗ вара Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ӑна тавӑрма шутланӑ. Анчах унчченхи пайсенчен пӗрне кӑтартмӗҫ. Хальхинче куракансем унӑн улттӑмӗш серипе киленӗҫ. «Шупашкарти савни 20 ҫул иртсен» камите курма театр нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче йыхравланине эпир пӗлтернӗччӗ.
Камите 25-мӗшӗнче кӑна мар, 27-мӗшӗнче те кӑтартӗҫ.
1991 ҫулта пуҫласа кӑтартнӑ ҫак камит авторӗ — Чӑваш Енӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Сидоров. Режиссерӗ — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Вячеслав Оринов, художникӗ — Лариса Комиссарова, композиторӗ — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Юрий Кудаков, ташшисене лартаканӗ — Чӑваш Енӗн халӑх артисчӗ Юрий Свинцов.
Шухӑшланипе шур пӳрт лартаймӑн теҫҫӗ те, анчах выртан каска мӑкланни те паллӑ. Чӑваш Енри тӳре-шара хамӑр патра ҫӗлекен шкул формине республика тулашне те сарасшӑн. Кун пирки вӗсем паян ирттернӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Унта республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та, экономика аталанӑвӗн тата вӗренӳ министрӗсем Владимир Аврелькин тата Владимир Иванов та хутшӑннӑ.
Владимир Аврелькин ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл промышленноҫӑн республикӑри предприятийӗсем (сӑмах кунта шкул форми ҫӗлекенсем пирки пырать) ют ҫӗршыври компанисемшӗн халех конкурент пулса тӑнӑ. Михаил Игнатьев Элтепер вӗсен республика тулашне те тухмаллине палӑртса хӑварнӑ.
Сӑмах май каласан, хальхи вӑхӑтра пирӗн тӑрӑхра шкул формине «Кайсаров», ОВАС, «Аврора», «Элита» предприятисем ҫӗлеҫҫӗ.
Арҫынсене Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен кунне мӗн парнелемеллине пӗлместӗр-и? Шупашкарта Владимир Путин тата Барак Обама сӑнне ӳкернӗ нуски сутни пирки тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ пур.
Константин сутуҫӑ пӗлтернӗ тӑрӑх, кунашкал нуские ҫынсем хаваспах туянаҫҫӗ. Ӑна Раҫҫейре туса кӑларнӑ. Нуски, вӑл каланӑ тӑрӑх, урана сывлаттарать. Ӑна туянакансем каялла та таврӑнаҫҫӗ-мӗн — тепре илме.
Ярослав Макаров та нуски туяннӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ку ӑна питӗ килӗшнӗ. Нуские вӑл коллекцие хума шутланӑ. Вӑл унта 9-мӗш пулӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, кӗҫнерникун, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Чӑваш кӗнеки» центрта тӑван халӑхӑмӑрӑн тата тӑван тӑрӑхӑмӑрӑн историне тата культурине юратакансен клубӗн черетлӗ занятийӗ иртмелле.
Ку клуба вулавӑшра 2013 ҫулта пуҫарса янӑ. Унӑн тӗллевӗ пирки ӑнланма йывӑр мар: вӑл тӑван халӑхӑмӑрӑн кун-ҫулӗпе кӑсӑкланакансене — историксене, тӗпчевҫӗсене, таврапӗлӳҫӗсене, студентсене, шкул ачисене — пӗрлештерет.
Клуб занятийӗсем кӑсӑклӑ иртнине пӗлтернӗ май унӑн пайташӗсем ҫивӗч тӗрлӗ ыйтӑва хӗрсе сӳтсе явни пирки ӗнентерет республикӑн Культура министерстви.
Черетлӗ заняти ыран 18 сехетре пуҫланмалла. Унта истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, «Государственные символы Чувашской Республики: история создания, проекты, документы и материалы», «Национальное самоопределение чувашского народа в начале XX века: идеологический аспект» кӗнекесен авторӗ Сергей Щербаков 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи наци юхӑмӗн аталанӑвӗ пирки калаҫу пуҫарӗ.
Шупашкар хула администрацийӗнче кӗрӗк, сӑран тата атӑ-пушмак сутакансене штрафлама йышӑннӑ. Тӗрӗсрех, хальлӗхе ун пек йышӑну кӑларман-ха. Анчах йӗркене пӑсни пирки протоколсем ҫырса хатӗрленӗ. Вӗсене аминистративлӑ комиссие пӑхса тухма ярса панӑ.
Сутуҫӑсем хулари тӳре-шара умӗнче ӑҫта кирлӗ, унта пӗлтерӳ ҫыпӑҫтарса ҫӳренишӗн ята кӗнӗ. Питӗрти тинӗс портӗнчен илсе килекен тавара йӳнӗ хакпа сутса ярасси пирки пӗлтерсе ҫырнисене Шупашкарти Эгер булварӗнчи йывӑҫсем, ҫуртсем, юпасем, контейнер лаптӑкӗсем тавралла тытнӑ картасем ҫине ҫыпӑҫтарса тухнӑ.
Пӗлтерӗве ӑҫта кирлӗ унта ҫакса ҫӳрени административлӑ майпа правӑна пӑсни пулать. Уншӑн штрафлама та пултараҫҫӗ. Йӗркене ҫавӑн пек пӑсакансем пирки яваплисем хӑйсене пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Кӑрлач уйӑхӗ вӗҫленчӗ. Эппин, ӑна пӗтӗмлетме вӑхӑт. Ҫулталӑкӑн пӗрремӗш уйӑхӗнче ачасене мӗнле ятсем хунӑ-ха?
Иртнӗ уйӑхра Шупашкарта 643 ача кун ҫути курнӑ. Вӗсенчен 322-шӗ — арҫын ача, 321-шӗ — хӗрача.
Калинин районӗнче ачасене хӑйне евер ят хуракансем пулнӑ: Ян, Ильдар, Юлиан, Радмилла и Элина. Ленин районӗнче Леон, Лев, Серафим, Архелия, Иванна, Каролина, Есения, Амалия, Марианна ҫуралнӑ. Мускав районӗнче Эльза, Агния, Аделина, Амелия, Аветиса, Далемира кун ҫути курнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗнче 11 йӗкӗреш ҫуралнӑ. 107 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |