Юлашки вӑхӑтра пирӗн культура шайӗ мӗнле пулни пӑшӑрхантарма пуҫларӗ. Йӗркесӗрлӗхпе темиҫе хут та тӗл пултӑм, ҫавӑнпа шухӑша кайрӑм.
Туй… Лайӑх-ха вӑл. Икӗ ҫамрӑк ҫемье ҫавӑрнинчен мӗн пахи пур? Ӗлӗк ку илемлӗ йӑла пулнӑ. Каччӑ хӗре укҫа парса илни, хӗр юрри, ҫӗнӗ ҫынна тепӗр кунне картлампа шыв йӑттарса, апат пӗҫерттерсе тӗрӗслени… Чӑннипех те хитре. Шел те, халӗ эпир ҫав йӑласене спектакльсенче ҫеҫ курма пултаратпӑр. Халӗ ҫӑмрӑксем туя кафере ирттереҫҫӗ. Пурнӑҫ малаллах каять, ун хыҫҫӑнах талпӑнмалла ҫав пирӗн. Анчах хӑш чухне кафере пухӑнни ытларах ӗҫкӗ-ҫике аса илтерет. Ара, унта эрехе сӗтел ҫине лартаҫҫӗ, мӗн чухлӗ хырӑма кӗрет – ҫавӑн чухлӗ ӗҫ. Пӗррехинче туйра пултӑм. Хӗрӗн ашшӗ-амӑшӗ самаях хӗрӗнкӗ пулнине ку таранчен курманччӗ те тӗлӗнтӗм. Яваплӑ кун ҫапла хӑтланма юрать-и вара? Юрать, хӗрне качча панӑшӑн чунтан савӑннӑ тейӗпӗр. Анчах урӑхла мелпе те савӑнма пулать-ҫке. Тӗслӗхрен, ура ыратиччен ташласа. Самай ӗҫрӗҫ ҫакскерсем. Юлашкинчен ашшӗ тӗп сӗтел ҫине ӳпӗнсе ҫывӑрса кайрӗ. Ҫынсем малалла савӑнчӗҫ.
Шупашкарта чукун ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнта тепловозпа ҫӑмӑл урапа ҫапӑннӑ. Пӑтӑрмах ВАЗ-2114 автомобиль ҫул-йӗр правилисене пӑснине пула тухнӑ — хӗрлӗ ҫутӑ пулнӑ пулин те лешӗ каҫса ӗлкерес тесе шутланӑ пулас.
Ӗҫ-пуҫ юпан 13-мӗшӗнче каҫхи 01:20 вӑхӑтра Шупашкар–Канаш чукун ҫулӗ ҫинчи База тӑкӑрлӑкӗнче пулса иртнӗ. Хальлӗхе тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх 21 ҫулхи водитель Станциҫум урамӗнчен База тӑкӑрлӑкӗ енне ҫул тытнӑскер хӗрлӗ ҫутӑ ҫине тухнӑ. Пуйӑс машинисчӗ ӑна асӑрхасан хӑвӑрт кӑна чаркӑч ҫине пуснӑ, анчах 30 вакунлӑскерне чарайман. Ҫул-йӗр пӑтӑрмахӗнче ҫӑмӑл урапа ҫеҫ сиенленнӗ, ҫынсем аманман. Тӗрӗсленӗ тӑрӑх водитель те машинист та ӳсӗр пулманни паллӑ пулнӑ.
Юпан 12-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев йӑлана кӗнӗ канашлӑва ирттернӗ. Унта шкулсенче апатлану хакӗ кӑҫалхи 4-мӗш кварталта тата ҫитес ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта мӗн чухлӗ хӑпарма пултарассине сӳтсе явнӑ.
ЧР вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулсенчи апатланушӑн тӳлемелли хак ҫулталӑк пуҫланнӑранпа улшӑнман. Хӗрлӗ Чутай районӗнче — 43 тенкӗ, Шупашкарта 84 тенкӗ пулнӑ.
Анчах хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, 2016 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта апатлану хакӗ ӳсмелле. Ку 11 муниципалитетра (Улатӑр, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче) 1–5 процент хӑпармалла. Ултӑ муниципалитетра вара (Вӑрнар, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Вӑрмар районӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче) — 5–10 прцент.
Канаш, Шупашкар хулисенче тата Патӑрьел районӗнче апатлану хакӗ 10–15 процент ӳсмелле. 5 муниципалитетра (Йӗпреҫ, Красноармейски, Етӗрне районӗсенче тата Улатӑр, Ҫӗмӗрле районӗсенче) апатлану хакне ӳстерме палӑртман.
Питӗрте темӗнле арҫынна тупнӑ. Вӑл Шупашкартан пулнине ӗнентерет. Унта ӗҫлеме кайнӑ та халӗ тӑван тӑрӑхне таврӑнаймасть-мӗн.
Арҫынна ҫынсем подъездра асӑрханӑ. Вӑл кӑштах аташать те теҫҫӗ. Тупнӑ хыҫҫӑн ӑна пульницӑна ӑсатнӑ. Арҫын каланӑ тӑрӑх, ӑна ӗҫрен кӑларса янӑ та вӑл халь киле каяймасть.
Александра Богданова арҫын пирки тӗнче тетелӗнче пӗрремӗш пӗлтернӗ. Унпа вӑл калаҫнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Мария Милова тӗнче тетелӗнче ҫак информацие курсан арҫыннӑн тӑванӗсене шыраса тупма шутланӑ.
Арҫын кашни виҫӗ минутран мӗн каланине урӑхла пӗлтернӗ. Анчах вӑл Шупашкарта Ленин урамӗнчи 13-мӗш ҫуртра пурӑннине тӑтӑшах каланӑ. Унӑн тӑванӗсене пӗлекенсене 77-81-12, 640-610, 36-52-62 номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Шупашкара «Ревизорро» телекӑларӑм ертӳҫи Елена Летучая килни пирки чылай шавларӗҫ. Вӑл хулари кафе-ресторана тиркенӗ, хӑшӗ-пӗрне ырласа хӑйӗн наклейкине ҫыпӑҫтарса хӑварнӑ.
Халӗ кафе-ресторансен хӑрамалли ҫук ӗнтӗ — Елена Летучая Шупашкартан кайнӑ. Халӗ Шупашкар пирки ӳкернӗ кӑларӑм эфира хӑҫан тухассине ҫеҫ кӗтмелле.
Кӑларӑма ҫынсем хӑҫан курма пултарасси паллӑ. Вӑл ку эрнерех эфира тухӗ. «Инстаграм» халӑх тетелӗнчи официаллӑ ушкӑнра кӑларӑмӑн тулли версийӗ хӑҫан тухнине пӗлтернӗ. Вӑл сенкер экран ҫине юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 19 сехетре эфира тухӗ.
Елена Летучаяна чӑваш сервисӗ килӗшни пирки сас-хура тухнӑ. Чӑнах та ҫапла-и? Кӑларӑм эфира тухсан паллӑ пулӗ.
Чӑваш Ене Итали уламҫисем килнӗ. Вӗсем икӗ ҫӗршыв пӗчӗк тата вӑтам услам тытамӗнче килӗштерсе ӗҫлес ыйтусене сӳтса явӗҫ.
Италипе Чӑваш Енӗн ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвӗ юпа уйӑхӗн 15–16-мӗшӗсенче иртӗ. Раҫҫей делегацийӗн йышӗнче пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх аталанӑвӗн департаменчӗн директорӗ Наталья Ларионова пулӗ. Итали делегацийӗн йышӗнче 50 яхӑн усламҫӑ пулӗ. Ӑна Джузеппе Триполи ертсе пырӗ.
Ларӑва хутшӑнассине Раҫҫейри 30 ытла регион ҫирӗплетнӗ. Вӗсен йышӗнче — Питӗр, Вологда, Чулхула, Чӗмпӗр, Орел, Тула, Самар, Ростов, Волгоград облаҫӗсем, Тутарстан, Ханты-Манси автономи округӗ тата ыттисем.
Ларӑва хутшӑнакансем Раҫҫей тата Итали машиностроени, энерги перекетлекен, ҫутҫанталӑка сыхлакан технологисен тытӑмӗнче килӗштерсе ӗҫлес ыйтӑва сӳтсе явӗҫ.
Мероприяти Наци вулавӑшӗнче пуҫланӗ те Правительство ҫуртӗнче малалла тӑсӑлӗ. Хӑнасене Чӑваш Енӗн предприятийӗсемпе, инвестици лапамӗсемпе паллаштарӗҫ.
Шупашкарти Литература музейӗнче Валентина Масловӑн ӗҫӗсен куравӗ усӑлнӑ. Кун пирки пире Тимӗр Акташ пӗлтерет.
Маларах кӑтартнӑ ӗҫсемсӗр пуҫне ҫӗнӗ куравра хальтерех тунӑ ӗҫсем те пур. Уйрӑмах «4 времени жизни» (чӑв. «Пурнӑҫри 4 вӑхӑт») портретсен ярӑмӗ кӑсӑклӑ. Унта «Ҫур», «Ҫу», «Кӗр» тата «Хӗл» кӗреҫҫӗ. Тата уйрӑммӑн тунӑ «Кӗр» автопортрет, «Хӗллехи хӗвел анни» пейзаж пур. Вӗсене сӑнасан автор хӑйӗн ҫамрӑклӑхне, чи лайӑх ҫулӗсене аса илни, пурнӑҫ тупсӑмне тӗшмӗртни палӑрать.
«Взляд Всевышнего» (чӑв. «Турӑ куҫӗ») тата «Аркаим. Поющие чаши» (чӑв. «Аркаим. Юрлакан чашӑксем») картинӑсенче философиллӗ шухӑшлав курӑнать. Иккӗмӗшне автор Челепи тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ авалхи хулаш вырӑнне ҫитсе курнӑ хыҫҫӑн тунӑ.
Валентина Маслова психологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Аслӑ вӗренӳ учрежденинче студентсене вӗрентнӗ май хӑйӗнче художник ӑсталӑхне уҫнӑ. Малтан педагогика университечӗн ӳнерпе графика факультетӗнче вӗреннӗ, халь Чӑваш патшалӑх университечӗн дизайн кафедринче пӗлӗвне ӳстерет. Унӑн темиҫе персоналлӑ куравӗ ӗҫленӗ. 2012 ҫулта, сӑмахран, вӑл ӳкернӗ ӗҫсене «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑра курма май пулнӑ.
Республикӑн тӗп хулипе юнашар вырнаҫнӑ Шупашкар районӗнчи Питтукассинче веда храмне тума пуҫланӑ. Планпала ӑна 2020 ҫул тӗлне туса ҫитермелле.
Кӑҫал ҫуртӑн никӗсне, урайне тата пӗрремӗш хутне тума палӑртаҫҫӗ. Ҫитес ҫул храмӑн иккӗмӗш хутне тӑвасшӑн. 2017 ҫулта тӑррине витсе пӗтересшӗн те, 2018 ҫулта храма хута ярасшӑн. Храмра алтарь, тӗпел, ҫывӑрмалли тата ачасен пӳлӗмӗсем пулмалла. Пӗтӗмӗшле ҫуртри лаптӑк 550 тӑваткал метрпа танлашӗ. Храм 39 сотка ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче вырнаҫӗ.
Шупашкар епархийӗн сектантсене хирӗҫ кӗрешекен пай ӗҫченӗ Сергей Ермолаев протоиерей каланӑ тӑрӑх вӗсен чиркӗвӗ кришнаитсене хирӗҫ. «Ку юхӑм 20-мӗш ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче Америкӑра ҫуралнӑ. Ку вӑл суя индуизм секти. Вӗсен йӑли-йӗрки пирӗн тӑрӑхшӑн ют. Унашкал храма Шупашкарта тӑвассине чиркӳ хирӗҫ», — тенӗ вӑл.
Туризм сервисӗ чи йӳнӗ ҫулҫӳревсен танлаштарӑмне (рейтингне) палӑртнӑ. Унта Раҫҫейри тӗп хуласем кӗнӗ. Рейтингра Шупашкар та вырӑн тупнӑ.
Тӗп хуламӑр рейтингра 13-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Списока ҫулҫӳрев мӗн чухлӗ хака ларнине кура хатӗрленӗ.
Шупашкарта канмалли кунсене 2240 тенкӗпе ирттерме пулать-мӗн. Танлаштарӑмра ҫапла палӑртнӑ. Рейтинга хатӗрленӗ туризм сервисӗ ҫулҫӳреве икӗ ҫын ҫине шутланӑ. Хака йӳнӗ хӑна ҫӳртӗнче ҫӗр каҫнине, вырӑнти ресторанра е кафере каҫхи апат ҫинине, хулари паллӑ музее ҫитнине кӗртнӗ. Шупашкарта туристсене Чӑваш наци музейне тата Василий Чапаев музейне кӗрсе курма сӗннӗ.
Танлаштарӑмри чи малти 10 вырӑна ҫак хуласем йышӑннӑ: Челепи, Брянск, Смоленск, Волгоград, Киров, Кемӗр, Томск, Краснодар, Барнаул.
Шупашкарта урам шӑлаканпа кушак аҫин кӳлепи (скульптури) вырӑн тупнӑ. Ӑна хулари пӗр управляющи компанийӗ тӑрӑшнипе лартнӑ.
Скульптурӑна паян, юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, уҫнӑ. Палӑк хӑйне евӗр: хӗрарӑм шӑпӑр тытса тӑрать, ури патӗнче кушак аҫи ачашланса выртать.
Кӳлепене Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 69-мӗш «б» ҫурт патӗнче лартнӑ. Унта «Эткер» управляющи компанийӗ вырнаҫнӑ. Скульпурӑна шӑпах вӑл лартнӑ та ӗнтӗ.
Хальлӗхе каланӑ тӑрӑх, урам шӑлакан хӗрарӑм тата кушак аҫи валли ят тупайман-ха.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |