25 ҫул каялла Чӑваш Совет Социализмла Республикин патшалӑх суверенитечӗ ҫинчен калакан Декларацине йышӑннӑ. Ку 1990 ҫулхи юпан 24-мӗшӗнче иртнӗ Аслӑ Канаш депутачӗсен пухӑвӗнче пулса иртнӗ.
Ҫак куна паллӑ туса паян чӑваш халӑхӗн хастарӗсем темиҫе вырӑна ҫитсе чечек хучӗҫ. Чи малтан Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши палӑкӗ умӗнче пухӑнчӗҫ. Чечек хурас умӗн темиҫе ҫын сӑмах тухса каларӗҫ. Вӗсен шутӗнче Николай Лукианов, Фёдор Мадуров, Тимӗр Тяпкин, Олег Цыпленков тата ыттисем пулчӗҫ. Вӑл вӑхӑтра ҫак декларацие йышӑнас ӗҫре самай вӑй хунисем те тухса сӑмах каларӗҫ. Фёдор Мадуров хӑйӗнпе пӗрле хатӗрлесе илсе килнӗ халӑх пухӑвӗн резолюцине вуласа пачӗ. Пухӑннӑ халӑх вара ӑна тӳрлетӳсем кӗртнӗ хыҫҫӑн йышӑнма килӗшрӗ. Вырӑнта тӳрех алӑ пусакансем те чылай пулчӗҫ.
Унтан чӑваш хастарӗсем тепӗр тӑватӑ вырӑна ҫитсе чечек хучӗҫ: Богдан Хмельницкий урамӗнче вырнаҫнӑ ҫӑвара, Ҫӗнтерӳ Паркӗнчи Ӗмӗр-ӗмӗр ҫунакан ҫулӑм патӗнче, Республика тӳремӗнчи Ленин палӑкӗ умӗнче тата ҫавӑнтах вырнаҫнӑ чӑваш ялавӗн флагштокӗ патӗнче.
Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк Пӗрремӗш канал геройӗ пулса тӑнӑ. Ун пирки «Ырӑ ир» кӑларӑмра кӑтартнӑ.
Кӑларӑм юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче эфира тухнӑ. Ӑна Раҫҫейри пултаруллӑ ачасене халалланӑ. Сюжет «Я у мамы инженер» (чӑв. Эп еннен инженерӗ) ятлӑ пулнӑ. Унта Шупашкарти пӗр шкулта ӑс пухакан Максим Смирнов пирки те каласа кӑтартнӑ.
Максим Смирнов хӑй шухӑшаса кӑларнӑ 8 япала валли патент илнӗ. Вӗсен йышӗнче — урапан хӑрушсӑрлӑх тытӑмӗ. Унти ларкӑч урапа ҫапӑнсан 180 градус ҫаврӑнать.
9-мӗш класра вӗренекен Максим Смирнов тӗнчене улӑштарма пултаракан ҫынсен списокӗнче 5-мӗш вырӑнта тӑрать. Арҫын ача чылай медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл тӗнче шайӗнчи конкурссенче те мала тухнӑ.
Ҫак кунсенче Литература музейӗ ҫавра юбилейне паллӑ тунӑ. Кӑҫал вӑл 75 ҫул тултарнӑ. Ҫавна май унта музей историне халалласа курав йӗркеленӗ. Музей юбилейне писательсемпе, поэтсемпе, студентсемпе, шкул ачисемпе тата ыттисемпе паллӑ тунӑ.
Литература музейӗ хӑйӗн адресне пӗрре те улӑштарман. Вӑл пирвайхи хут 1940 ҫулта уҫӑлнӑ. Анчах ҫулталӑк ҫеҫ ӗҫленӗ вӑл ун чухне. Экспозици тепӗр хутчен 1957 ҫулта ҫеҫ Корытников купса ҫуртӗнче уҫӑлнӑ. Анчах 1978 ҫулта Шупашкар ГЭСне тунӑ май вӑл шыв айне лекнӗ. 12 ҫултан ҫеҫ, Константин Иванов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ чухне, вӑл хальхи вырӑнта уҫӑлнӑ.
Музейра чӑваш литературин тулли историйӗпе паллашма пулать. Ута чӑваш ҫыравҫисен сайра тӗл пулакан кӗнекисене курма пулать. Константин Ивановӑн пултарулӑхӗ уйрӑм вырӑн йышӑнать. Унта унӑн алҫырӑвӗсене, ҫыру хатӗрӗсене, хӑй тунӑ ҫыру машинкине курма пулать.
Ҫавӑн пекех музейра литература салонӗ ӗҫлет. Унта кӗнеке хӑтлавӗсем, поэзи каҫӗсем, пултарулӑх тӗлпулӑвӗсем ирттереҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗнчен пуҫласа 22-мӗшӗнче Шупашкар урамӗсемпе «хӑрушсӑрлӑх троллейбусӗ» ҫӳреме тытӑннӑ. 4-мӗш маршрутпа ҫӳрекенсене ИӖМ ӗҫченӗсем ир-ирех кӗтсе илнӗ, хӑрушӑ лару-тӑрура хӑйсене мӗнле тытмаллине аса илтернӗ.
Символикӑллӑ тата ҫӑлав службин номерӗсемлӗ троллейбуса ыттисен хушшинче тӳрех асӑрхама май пулнӑ. Кунсӑр пуҫне МЧС ӗҫченӗсем троллейбусра пушарнӑйсен тата ҫӑлавҫӑсен сӑнӳкерчӗкӗсене вырнаҫтарнӑ. Тӗп лозунг кабина умӗнче пулнӑ. Айккисене ҫӑлав службин номерӗсене ҫырса тухнӑ.
Троллейбус управленийӗ МЧСран тӑтӑшах пулӑшу ыйтать. Ҫавӑнпа 882 троллейбуса вӗсене реклама тӗлӗшпе усӑ курма панӑ. Ҫакна ҫынсем МЧС номерӗсене пӗлччӗр тесе тунӑ. Ҫакнашкал социаллӑ реклама халӑха номерсене астуса юлма пулӑшать.
«Хӑрушсӑрлӑх троллейбусӗ» ҫулталӑкӗпех 4-мӗш маршрутпа ҫӳрӗ
«Пиҫет пилеш...» ҫак ятпа йыхравлать хӑйӗн юбилей каҫне Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Республикин халӑх артистки Полина Чамжаева. «Пиҫет пилеш, пиҫет палан, кӗр хӗрелет хӗрле. Пӗрлешнӗ кайӑксем паян вӗҫрӗҫ ҫӳлелле», — ҫак йӗркесем пурччӗ Полина Чамжаева юрлакан юрӑра. Вӑл хӑш спектакльтен пулнине те астумастӑп халӗ. Эп кӑна мар, аслӑраххисем те маннӑ-тӑр, анчах ӑна шӑрантаракан сасӑ та, юррин ҫеммипе темиҫе йӗрки те асрах.
Кӑҫал Полина Чамжаева 50 ҫул тултарчӗ. Сцена ҫинче вӑл 30 ҫул ытла куракана савӑнтарать. Пукане пек кӗлеткеллӗ, пӑрчӑкан пек вӑр-вар теме пулать Полина Чамжаева пек ҫынсем пирки. Бенефисра чӑваш халӑх артисткин юратни юррисем, вӑл ӗҫлекен Ҫамрӑксен театрӗн спектаклӗсенчи сыпӑксем пулӗҫ. Уяв Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, 18 сехет те 30 минутра, пуҫланӗ.
Шупашкар хули кӑҫалхи ҫӗнӗ ҫула ҫӗнӗ чӑрӑшпа кӗтсе илӗ. Кун пирки тӗп хуламӑрӑн администрацийӗ хӑйӗн сайтӗнче пӗлтерет. Унчченхипе 9 ҫул усӑ курнӑ. Тӗрӗсрех, шӑп та лӑп ҫавӑн чухлӗ ҫул вӑл хула ҫыннисемпе хула хӑнисене «капӑр-капӑр теттесемпе» капӑрланса черетлӗ ҫӗнӗ ҫул пуҫланасси тата пуҫланни пирки аса илтерсе тӑнӑ.
Кӑҫал вара Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшне ҫӗнетес тенӗ. Ҫӗнӗрен илес текенни ҫӳллӗшӗпе 20 метртан кая пулмалла мар. Ӑна тӗрлӗ майпа ҫутатасшӑн, тем тӗрлӗ теттепе илемлетесшӗн. Ёлка тӑрринче ҫӑлтӑр вырнаҫтарӗҫ.
Республикӑн тӗп хулинчи тӗп ёлкӑна Республика лапамне вырнаҫтарӗҫ. Ытти чухнехиллех. Яланхиллех. Ҫапах та ҫӗннине курассишӗнех унта кайса курма тӑрӗ. Ачасемшӗн вӑл уйрӑмах кӑсӑк пулмалла.
Шупашкарта ҫӗкленекен маунтинбайк центрне кӑҫал ҫулталӑк вӗҫлениччен туса пӗтермелле. Вӑл тӗп хуламӑрти Шупашкар 500 ҫул ҫитнӗ ятпа хисепленекен культурӑпа кану паркӗнче вырнаҫнӑ. Хальхи вӑхӑтра строительсем шалта хӑтлӑх кӗртессипе тимлеҫҫӗ. Маларах вӗсем шалта шыв тата канализаци, ӑшӑ пӑрӑхӗсем хурассипе ҫине тӑнӑ. Халӗ ҫак ӗҫсем вӗҫленнӗ.
Нумай функциллӗ центрта тренировка залӗ пиллӗк пулмалла. Бассейнне ачасене вӗрентмелли тесе пӗчӗкреххине тата аслисем валли 25 метр тӑршшине пӑхса хӑварнӑ. Медицина центрӗ те унтах вырнаҫӗ, вӗренӳпе методика пӳлӗмӗсем те, хӑна ҫурчӗ те, апатланмалли те.
Маунтинбайк центрӗнче 100х50 метрлӑ велодром, 20 метр ҫӳллӗш таран велотрасса, спайнлӑ пӗчӗк рампа тата ытти пулмалла.
«Шӑпӑрт Чӑваш Ен» мисс» ятпа юпан 29-мӗшӗнче Шупашкарта черетлӗ конкурс иртмелле. Мисс тени хитрине палӑртмаллине пӗлтерет. Конкурса хӑлха начар илтнипе аптӑракан хӗрсем хутшӑнӗҫ. Ӑмӑртӑва 15–17 ҫулсенчи ултӑ пикене суйласа илнӗ.
«Салют» культура керменӗ ирттерекен илемлӗх конкурсӗ пилӗк тапхӑртан тӑрӗ. Пӗрремӗшӗнче, «Паллашар» ятлинче, пикесем пирки каласа кӑтартӗҫ, вӗсем мӗнпе кӑсӑкланни пирки пӗлтерӗҫ. Иккӗмӗшӗн вӑхӑтӗнче шӗлепкене кӗрхи артибутсемпе — ҫулҫӑпа, пилеш ҫырлипе тата ыттипе — капӑрлаттарӗҫ. Тӗрлӗ темӑпа сӗнсе ҫав лару-тӑруран тухмалли конкурс та пӑхса хӑварнӑ. «Ташӑ миксӗ» ташласа тӗлӗнтерме май парӗ. «Эпӗ пуринчен пултарулли» ятлинче пикесен хӑйсен маттурлӑхне кирек епле жанрпа та кӑтартма юрӗ.
Конкурс юпан 29-мӗшӗнче, Шупашкарти «Салют» культура ҫуртӗнче, иртӗ. Ӑмӑрту 14 сехетре пуҫланать. Унта кирек кама кӗрсе курма чармӗҫ.
Тарӑхнипе ҫакна ҫыраймасӑр чӑтаймарӑм. Ҫӗр тепӗр май ҫаврӑннӑн, тӗнче кутӑн кайнӑн туйӑнчӗ. Ҫамрӑксем аслисене хисеплеме пӗлменни ҫак кунсенче куҫ тӗлне темиҫе хут та тӗл пулчӗ.
Общество транспорчӗпе кашни кунах ҫӳретӗп. Пӗррехинче 11-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуса лартӑм. Ҫула май мар-ха, ҫапах Хмельницкий урамӗнче анса юлӑп тесе ҫынсемпе пӗрле троллейбуса кӗтӗм. Тахҫанах асӑрханӑччӗ: ку маршрутпа карчӑк-кӗрчӗк нумай ҫӳрет. Вокзалта ҫын нумаях мар та ларкӑч ҫине вырнаҫрӑм. Тӗп пасара ҫитиччен троллейбус тулсах ларчӗ. Пурте ӗҫрен килеҫҫӗ ахӑртнех. Чарӑнура варринчи алӑкран кинемей кӗчӗ. Икӗ сумкине аран йӑткаласа перила ҫине вырнаҫтарма хӑтланчӗ. Ара, малта, вӗсем валли ятарласа уйӑрнӑ ҫӗрте, вырӑн ҫук. Ун-кун пӑхкаларӗ те кинемей сумкисемпе малалла «ҫапӑҫрӗ». Лешсем йывӑр пулмалла, перила ҫинчен йӑтӑна-йӑтӑна анаҫҫӗ. Алӑкранах кӗрсенех вырнаҫнӑ ларкӑч ҫинче, хӗрринчех, арҫын ларса пырать. Ватӑ мар вӑл, самай тӗреклӗ. Ку кинемее вырӑн парӗ-ха терӗм хам ӑшра. Ара, малта – тем вӑрӑмӑш «пӑкӑ», Хмельницкий урамӗ таранах.
«Шупашкарта малтан эпӗ пӗр Тимӗре кӑна пӗлеттӗм. Авалхи чӑваш ячӗпе хӑйне манӑн тахҫанхи пӗлӗшӗм тата ЧНКн паллӑ ӗҫченӗ тата усламҫӑ Володя Тяпкин калать», — тесе ҫырать хӑйӗн блогӗнче Александр Белов паллӑ журналист.
Унтан вӑл Шупашкарта «Тимӗр-банк» асӑрханине палӑртнӑ май финанспа кредит организацийӗ уҫнипе, услам лайӑх аталаннипе Тимӗре саламланине пӗлтерет. Анчах Владимир Тяпкин вӑл банкпа нихӑш енчен те ҫыхӑнман-мӗн. Ӑна тутарсем уҫнӑ. Ҫапла вара «Тимӗр-банкпа» Тимӗр хуҫа маррине палӑртмалла. Финанспа кредит организацийӗн ячӗ вара, чӑн та, питӗ илӗртӳллӗ. Кам пӗлет, пурӑна киле, тен, Тимӗр те банк уҫӗ-и? Калӑпӑр, «Тимӗр-банк 2» тесе. Ара, ваттисем куҫ хӑрать те ал тӑвать теҫҫӗ мар-и?..
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |