Шупашкарта ҫулсерен иртекен «Кӗр парнисем» ярмӑркка вӗҫленнӗ. Ял хуҫалӑх продукцине ҫакнашкал мелпе сутни йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ.
ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал хулара пурӑнакан ҫынсем ярмӑрккӑра 1006 тонна ҫӗрулми тата пахча ҫимӗҫ туяннӑ.
Аса илтерер: Шупашкарта ярмӑркка ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Вӑл хӑйӗн ӗҫне юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫеҫ вӗҫленӗ. Пӗтӗмпе Шупашкарта 4 лапам ӗҫленӗ. Унти вырӑнсене конкурс ирттерсе пайланӑ.
Кӑҫал ярмӑрккӑра пахча ҫимӗҫ продукцине 122693,93 пин тенкӗлӗх сутнӑ. Тӗплӗнрех каласан, ярмӑрккӑра 814,37 тонна ҫӗрулми (8435,67 пин тенкӗлӗх), 170,65 тонна пахча ҫимӗҫ (2813,08 пин тенкӗлӗх), 21,41 тонна ытти продукци (1015,18 пин тенкӗлӗх) сутӑннӑ.
Ҫитес ҫул та «Кӗр парнисем» ярмӑркка ҫурла уйӑхӗнче уҫӑлӗ.
Шупашкарта ҫур ӗмӗр каялла хупнӑ ҫӑва тупнӑ. Халӗ хула администрацийӗнче ӑна тытса тӑмашкӑн кирлӗ хутсем хатӗрлеҫҫӗ.
Масара ӑнсӑртран тупнӑ. Хулари 2А микрорайона хӑтлӑлатнӑ чухне асӑрханӑ ӑна. Ярмӑрккӑ урамӗнчи ҫӑвара — 12 вилтӑпри. Вӗсем 40 тӑваткал метр лаптӑка йышӑнаҫҫӗ.
Архив докуменчӗсене тишкернӗ хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ пулнӑ: ҫӑвана Шупашкарти ӗҫтӑвком йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн 50 ҫула яхӑн каялла, 1967 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, хупнӑ.
Халӗ унта хула чиновникӗсем хушнипе йӗрке кӗртнӗ. Рабочисем хӑрнӑ йывӑҫ-тӗме каснӑ, ҫӳп-ҫап контейнерӗ лартнӑ.
Ҫурт-йӗр тӑвакан «СУОР» комбинатра ӗҫлекенсем ҫӗртме уйӑхӗнченпе ӗҫ укҫи илеймеҫҫӗ. Унта пурӗ 2,5 пин ҫын тӑрӑшать. Хӑшӗсен шалу парӑмӗ 70 пине те ҫитсе кайнӑ-мӗн. Теприсене Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫав предприяти хӑйсен ирӗкӗпе ӗҫрен кайма ыйтнӑ. Ӗҫрен хӑтарма заявлени ҫырнисемпе паян кун та татӑлса пӗтмен. Кун пирки Патшалӑхӑн телерадиокомпанийӗ пӗлтерет.
Ӗҫ укҫине ҫынсем вӗҫӗмех ыйтаҫҫӗ-мӗн. Анчах кашнинчех вӗсене ыран пыма сӗнсе ӑсатаҫҫӗ. «СУОРта» стропальщикра тӑрӑшнӑ Игорь Немцов унта ӗҫленине ырӑпа аса илменнине пӗлтернӗ. «Талӑкӗпе кунтан тухмасӑр ӗҫлетпӗр. Унччен ӗҫленӗ ҫынсене пуҫлӑхсем укҫасӑр тата хутсемсӗр хӑварчӗҫ», — тенӗ, сӑмахран, Гульчехра Кокшева. «СУОРӑн» юридици департаменчӗн ертӳҫи Ольга Аблесова вара урӑхларах шухӑшлать-мӗн. Ун шучӗпе йӗркеллӗ ӗҫлекенсене ӗҫрен никам та хӑтармасть. Сӑлтавне унтисем йывӑрлӑхпа ҫыхӑнтараҫҫӗ.
Аптӑранӑ ҫынсем прокуратурӑна та ҫитнӗ. «СУОР» предприятин гендиректорӗ Владимир Ермолаев ҫак уйӑх вӗҫӗччен майлаштарса яма тӑрӑшассине пӗлтернӗ.
Шупашкарта Иван Яковлев Вӗрентекенӗмӗр ячӗпе митинг ирттерме палӑртнӑ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫуттакӑларуҫӑн скверӗнче хулари инеллигенци пухӑнӗ.
Митинг юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче скверти Иван Яковлев палӑкӗ умӗнче иртӗ. Вал Ленин проспектӗнче вырнаҫнӑ.
Мероприяти 14 сехетре пуҫланӗ. Сквера студентсемпе шкул ачисем, вӗрентекенсем, поэтсем, ҫыравҫӑсем, пултарулӑх интеллигенцийӗ пухӑнӗ.
Сӑмах май, ҫак кунах Иван Яковлев ҫуралнӑ тӑрӑхра, Тутар Республикинчи Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушки ялӗнче, Вӗрентекенӗмӗре асӑнса мероприяти иртӗ.
Яковлев Иван Яковлевич 1848 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1930 ҫулхи юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Мускавра вилнӗ. Ун вил тӑпри Мускаври Ваганьково ҫӑви ҫинче выртать.
Шупашкарта ҫулсене сарас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Ярославль тата Энгельс урамӗсенче общество транспорчӗ ҫӳреме тытӑнмалла.
Халӗ ҫак икӗ урам ҫулне сарлакалатаҫҫӗ. Унта пӗтӗмпе чарӑну валли 16 павильон тума палӑртнӑ. Ҫак урамсемпе автобуссем ҫӳреме тытӑнӗҫ. Ҫак объекта туса пӗтермешкӗн 26,6 миллион тенкӗ кирлӗ.
2015 ҫулхи чӳк уйӑхӗ вӗҫлениччен хула администрацийӗ тепӗр виҫӗ объекта туса пӗтерме палӑртнӑ: Богдан Хмельницкий тата Юлиус Фучик урамӗсем хӗресленнӗ вырӑна, Гагарин тата Энгельс, Ярославль тата Калинин кӗперӗ хӗресленнӗ ҫӗрте.
2016 ҫулта тепӗр 5 вырӑна ҫӗнетесшӗн. Вӗсем — Мир проспекчӗпе Эгер бульварӗ, Ленин Комсомолӗпе Пролетари урамӗ, Гагарин тата Октябрь: 50 ҫул урамӗсем, Карл Маркс урамӗ тата Электроаппаратчиксен бульварӗ, Иван Яковлев проспекчӗ тата Ашмарин урамӗ хӗресленнӗ вырӑнсем. Ку ӗҫ, малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 2 миллион тенке кайса ларӗ.
Территорие планлакан «Урбаника» институчӗ Раҫҫейӗн пысӑк хулисенчи пурнӑҫ пахалӑхне тата ҫав ырлӑх мӗн хака ларнине тишкернӗ. Ӑна вӑл пӗлтӗрхи кӑтартусем тӑрӑх хакланӑ. Чӑваш Енӗн тӗп хули ҫав списокра 100-тен 64–66-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ. Сӑмах май каласан, списока пӗтӗмпе 100 хулана кӗртнӗ.
Балпа пӑхсан, тӑван республикӑмӑрӑн тӗп хули 58,5 балл пухнӑ. Ҫавӑн чухлех балл пухнисем тата тепӗр икӗ хула: Калининград тата Чуллӑ Ҫыр. 77,8 балл пухса Сургут малти вырӑна йышӑннӑ. Краснодар хулин — 74,4 балл, Тӗменӗн — 71,6 балл. Шахта, Бийск, Севастополь хулисен балӗсем вара самай пӗчӗккине кура вӗсем списокра вӗҫне кайса ларнӑ.
Атӑлҫи федераци округне кӗрекен хуласенчен Сарту, Саранск, Йошкар-Ола тата Киров Шупашкартан начартарах вырӑнта. Ӗпхӳ вара пӗтӗм ҫӗршыври списокра 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Шупашкарта полицейскисем хӗре ҫапса кайнӑ водителе шыраҫҫӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак водитель 17 ҫулти хӗре ҫапса хӑварнӑ.
Ку пӑтӑрмах юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 21-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче 18 сехет те 40 минутра пулнӑ. Ун чухне 17 ҫулти хӗр ятарлӑ вырӑнпа ҫул урлӑ каҫнӑ. Урапа Гагарин урамӗ енчен Карл Маркс урамӗ еннелле пынӑ.
Водитель хӗре ҫапса хӑварнӑ хыҫҫӑн вырӑнтан тарнӑ. Хӗр тӳрех пульницӑна кайман. Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче кӑна вӑл тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Халӗ полици ҫак пӑтӑрмаха курнӑ ҫынсене шырать. Курнисене 24-27-98, 002, 24-07-70 номерсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Анонимлӑх пирки шантарсах калаҫҫӗ.
Шупашкарта хула мэрӗн пуҫлӑхӗн конкурсне документсем йышӑнса пӗтернӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, сити-менеджерӑн должноҫне йышӑнмашкӑн виҫӗ ҫын заявлени панӑ. Пӗрремӗшӗ — Олег Белов. Вӑл ЖКХ тата Шупашкар хӑтлӑхӗн управленийӗнче директорта ӗҫлет. Унта вӑл 12 ҫул та 4 уйӑх тӑрӑшать.
Иккӗмӗш кандидат — Алексей Ладыков. Вӑл Шупашкар мэрӗн тивӗҫне 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи авӑнччен пурнӑҫланӑ. Аса илтерер: вӑл кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче федераци медиарейтингӗнче малти виҫӗ вырӑнтан пӗрне лекнӗ.
Виҫҫӗмӗш кандидат — Юрий Шакеев. Халӗ вӑл ЖКХ пулӑшӑвӗн потребителӗсен прависене хӳтелекен центр правленийӗн председателӗ. Ертӳҫӗ должноҫӗнче ҫулталӑк ҫурӑ тӑрӑшать.
Конкурс юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкар администрацийӗн Пӗчӗк залӗнче иртӗ.
Шупашкарти маршрутлӑ автобуссенче чарӑну ячӗсене сасӑпа пӗлтерттерме ыйтасшӑн. Пассажирсене илсе ҫӳрекенсене Шупашкар хула администрацийӗ ҫак ӗҫе чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫлаттарасшӑн. Кун пирки мэрире иртнӗ ларура калаҫнӑ.
Шупашкар хулин администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх халӑха турттаракан хуҫалӑхсене чарӑну ячӗсене сасӑпа пӗлтерессине водительсем таран ҫитерме ыйтнӑ, вӗсемпе ку тӗлӗшпе калаҫусем ирттерме сӗннӗ.
Чарӑну ячӗсене пӗлтерессине халӑх ыйтнипе йӗркелеҫҫӗ. Шупашкарӑн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ информаци тӑрӑх сасӑпа пӗлтерессине мӗнле чӗлхепе тата мӗнле майпа йӗркелессине кӑтартман. Чӑваш халӑх сайчӗ ҫак ӗҫе Чӗлхе саккунне пурнӑҫласа икӗ патшалӑх чӗлхипе тусан пӑсмӗччӗ тесе асӑрхаттарасшӑн. Хальхи вӑхӑтра троллейбуссенче чарӑну ячӗсене икӗ чӗлхепе пӗлтереҫҫӗ.
Ӗнер Шупашкарти юман ращинче шӑматкунлӑх ирттерсе унти ҫуп-ҫапа тасатнӑ. Ҫапла май Авӑн уйӑхӗ пуҫламӑшӗнчен тӑсӑлакан Ленин районӗнчи санитарлӑ экологи уйӑхлӑх вӗҫленнӗ.
Юман ращинчи шӑматкунлӑха Шупашкарти электромеханика колледжӗн студенчӗсем тата район администрацийӗн ӗҫченӗсем тухнӑ. Николай Прокопьев район пуҫлӑхӗ ертсе пынипе вӑрманти сукмаксем хӗррипе выртакан ҫӳп-ҫапа сахал мар пуҫтарнӑ. Пурӗ 70 михӗ пухнӑ.
Санитарлӑ экологи уйӑхлӑхӗ хушшинче хула ҫыннисем, тӗрлӗ предприяти-организацисенче вӑй хуракансем тата хӑйсен ирӗкӗпе тухакан студентсем ҫурт таврашӗсене, урамсене тата парксене тӗрлӗ ҫуп-ҫапран тата тирпейсӗр ҫынсем хӑварнӑ каяшран тасатнӑ. Ҫапла май хулари тасалӑха йӗрке чылай кӗртнӗ вӗсем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |