«Уҫӑ Раҫҫей» хастарне Юрий Сидорова экстремист тесе айӑпласшӑн. Вӑл унччен ача пахчинчен кӑларса янӑ воспитателе (вӑл коррупцие хирӗҫ йӗркеленӗ митинга хутшӑннӑ) судра хӳтӗленӗ.
Паян ун патне ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче участковӑй патне пымашкӑн повестка килнӗ. «Мана «Контактра» соцсетьри страницӑра нацистсен символикине вырнаҫтарнӑ тесе айӑпласшӑн», — тенӗ Юрий Сидоров. Хастар каланӑ тӑрӑх, йӗрке хуралҫисем 2000 ҫулта ӳкернӗ «Сильные силы» илемлӗ фильмран кадрсем скриншот тунӑ. 4 сехете тӑсӑлакан фильмра свастика ялавӗ курӑнать-мӗн. Ку экстремистла материалсене сарнӑшӑн административлӑ явап тыттармалли сӑлтав имӗш.
Сидоров хӑйне участковӑй патне чӗннине чӑваш оппозицийӗнче ӗҫленипе ҫыхӑнтарать. Е, унӑн шухӑшӗпе, ӑна митинг ирттерме чарассишӗн сыхлаҫҫӗ. Шӑпах ҫав кун вӑл ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарта митинг ирттермешкӗн заявка панӑ.