Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.0 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Терроризма хирӗҫ йӗркеленӗ акцие 7 пине яхӑн ҫын килнӗ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Софья Савнеш 09.04.2017 21:05 | 915 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарти Республика тӳремӗнче терроризма хирӗҫ акци иртнӗ. Унта 7 пин ҫын хутшӑннӑ.

Аса илтерер: ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Питӗрте метро сирпӗннӗ. Унта 13 ҫын вилнӗ, 60 ытла суранланнӑ. Ҫавна май Раҫҫейре терроризма хирӗҫ акци ирттерме палӑртнӑ. Унта Шупашкар та хутшӑннӑ.

Митингра влаҫ ҫыннисем, политика партийӗсен, общество организацийӗсен элчисем сцена ҫине тухса калаҫнӑ. Унтан шӑплӑх минучӗ иртнӗ.

Митинга килнӗ ҫынсенчен чылайӑшӗ терроризм пур халӑх инкекӗ пулнине палӑртнӑ. Нумай ҫын Питӗрпе ҫыхӑннӑ: пӗрисен тӑванӗсем унта пурӑнаҫҫӗ, теприсем унта ҫуралнӑ.

#политика, #Шупашкар, #митингсем, #акцисем, #террор

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/40965
 

Сӑнсем (31)