Шупашкарти пӗр колледжра стенасем кавакӑшнӑ. Кунашкал лару-тӑру педагогика колледжӗнче ҫапла.
Студентсем, паллах, кӑмӑлсӑр — общежитирен апатланӑша илсе ҫитерекен вырӑнта хура кӑвакӑш тупӑннӑ. Мачча ҫинче те, стена ҫине те пур вӑл. Ҫакна пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнчех асӑрханӑ. Ара, унта яланах нӳрӗ, сивӗ теҫҫӗ. Паллах, кӑвакӑш сарӑлать.
Пӗлтӗр общежитире тӗп юсав ирттернӗ. Колледж ертӳлӗхӗ каланӑ тӑрӑх, апатланӑшпа общежитие ҫыхӑнтаракан вырӑнта ӑна хута янӑ чухнех строительсем йӑнӑшнӑ. Халӗ сивӗ ҫанталӑкра унта кӑвакӑш тухать, ҫавӑнпа кӑритура яланах пӑхса тӑма тивет.
Роспотребнадзор каланӑ тӑрӑх, колледжра кӑвакӑш пулмалла мар. Вӗсем студентсене управление ҫӑхав ҫырма сӗнеҫҫӗ.
Паян ҫил-тӑман алхаснӑран Шупашкар аэропорчӗ ӗҫ-хӗлне ир-ирех чарса лартнӑ. Ара, паян 50–100 метртан нимӗн те курӑнмасть-ҫке-ха.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, аэропортра самолетсем 16 сехетчен вӗҫмӗҫ. Анчах ку тапхӑра тӑсма та пултарӗҫ. Кӑнтӑрлахи 14 сехет тӗлне аэропортра икӗ рейса яман. Вӗсем «ЮТэйр» авиакомпанин Мускаври «Внуково» аэропортӗнче анса ларакан самолечӗ. Вӑл Шупашкартан 7 сехет ҫурӑра вӗҫмелле пулнӑ. Тепри — Ӗпхӗве вӗҫекен самолет. Вӑл сывлӑша 10 сехет те 50 минутра ҫӗкленет.
Палӑртмалла: рейссене пӑрахӑҫламан, вӗсене тытса чарнӑ ҫеҫ Ҫанталӑк лайӑхлансанах вӗсем сывлӑша ҫӗкленӗҫ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри нумай хваттерлӗ ҫуртсем паян ӑшӑсӑр тӑрса юлнӑ. Хӗл варринчи ку инкек вӗсене ӑшӑтакан 3-мӗш номерлӗ котельнӑй ванса кайнипе сиксе тухнӑ. Вӑл ӗнер каҫхи 20 сехет тӗлӗнче ҫӗмӗрӗлнӗ.
Юсав ӗҫӗсем епле пынипе район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров тата Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Вершинин паллашнӑ. Юсав ӗҫне паян вӗҫлеме палӑртаҫҫӗ-мӗн.
Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра инкексем ытти ҫӗрте те пулса иртеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнче Шупашкарти Пролетари урамӗнче ӑшӑ трасси шӑтса кайнипе ҫуртсем ӑшӑсӑр юлнӑччӗ.
Ӗнер республикӑн тӗп хулинче тата тепӗр пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Ӑшӑ трасси шӑтса кайнине пула Шупашкарти клиника пульници тата Президент пепкелӗх центрӗ ӑшӑсӑр тӑрса юлнӑ.
2014 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Шупашкарти Петров урамӗнчи ҫурт ҫурӑлма пуҫланӑран унта пурӑнаканнисене вӑхӑтлӑха тенӗ пек хулан кӑнтӑр-анӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ лицее вырнаҫтарчӗҫ. Унччен юрӑхсӑр тенӗ Лебедев ячӗллӗ наци лицейӗн общежитийӗ хваттерсемсӗр тӑрса юлнисем валли пурӑнма каять тесе йышӑннӑччӗ.
Кӑҫал вара шар курнисем валли ҫӗнӗ ҫурт туса лартма планлаҫҫӗ. 16 хутлӑскерне 2016 ҫул вӗҫнелле хӑпартса ҫитермелле. Ҫурт 2 подъездлӑ пулмалла, пӗтӗмӗшле унта 12500 тӑваткал метр пулӗ. Ӑна тума пурӗ 25 миллион тенкӗ тӑкаклама тивӗ. Ҫурта хӑпартаканӗ — «ГУКС» МУП.
Петров урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра пурӑннисем ҫӗннинче хваттерсене тӳлевсӗр илӗҫ. Вӗсене 18–22 тӑваткал метрлӑ пӗр пӳлӗмлисене парасшӑн. Ытларах тӑваткал метрлине куҫас тесен ытларахӑшне вӗсем йӳнӗ хакпа илме пултараҫҫӗ.
Хӗллехи каникул вӑхӑтӗнче республикӑри ача ҫурчӗсем пушанса юлаҫҫӗ. Кӑҫал пӗр ушкӑн Ялтӑри «Артек» ача-пӑча центрне кайнӑ. Теприсем «Ылтӑн пучах» уйлӑхра пулнӑ. Ыттисем Ҫӗнӗ ҫула ҫӗнӗ ҫемьере кӗтсе илнӗ.
Ачасем ҫемьесенче пурӑннӑшӑн савӑннӑ. ЧР Вӗренӳ министерстви чӗнсе каланине Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай, Красноармейски, Пӑрачкав районӗсенче, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенче пурӑнакансем чун ҫывӑхне илнӗ. Асӑннӑ тӑрӑхсенче ачасене каникула йышӑнакансем ытларах пулнӑ.
«Ҫӗнӗ ҫул — ҫӗнӗ ҫемьере!» акци тӑлӑх шӑпӑрлансене асамлӑха ӗненме, ҫемье телейне туйса курма май парать.
Паян республикӑра шартлама сивӗ хуҫаланать. Ыран Чӑваш Енре Даниэлла Атлантика циклонӗ хуҫаланма тытӑнать. Ҫавӑнпа паянхи сивӗ юрпа тата ҫил-тӑманпа улшӑнать. Шупашкарта 5-10 сантиметр хулӑнӑш юр ҫума пултарать. Кӑштах ӑшӑтать пулин те урамра 14–19 градус сивӗ тӑрӗ.
Кӑрлачӑн 14–15-мӗшӗсенче юр питех ҫумӗ, хӗвел те кӑштах пӑхӗ. Ҫак кунсенче термометр 4–9 градус кӑтартӗ. Анчах кӑрлачӑн 16-мӗшӗнчех ҫанталӑк сивӗтӗ. Ун чухне 16–21 градус сивӗ тӑрӗ. Вырсарникун каҫхине 25–30 градус таранах сивӗтӗ.
Тунтикун каллех юр ҫӑвӗ. Ҫав кунсенче юр 10 сантиметр хулӑнӑш хӑпарӗ. Кӑшарни уявӗнче каллех сивӗ пулӗ: термометр 15–20 градус таран кӑтартӗ.
Канмалли кунсенче Чӑваш Енре 1 пине яхан мероприяти иртнӗ. Шупашкарта кӑна массӑллӑ мероприятисене 240 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Мӗнпе асра юлнӑ-ха ҫак 11 кун?
Кӑҫал «Асамлӑхӑн Ҫӗнӗ ҫулхи академийӗ» проекта пӗрремӗш хут пурнӑҫа кӗртнӗ. Унта 20 пине яхӑн ҫын ҫитсе курнӑ. Кӑҫал Хӗл Мучи резиденцийӗ рекорд лартнӑ. Каникулта унта 27 пин ҫын ҫитнӗ. Ҫавӑн пекех «Чӑваш Енре канма вӑхӑт» акцие те пӗрремӗш хут йӗркеленӗ. Районсемпе хуласем те мероприятисем тӗлӗшпе пуян пулнӑ. Уйрӑмах Ҫӗнӗ Шупашкарта массӑллӑ мероприятисем ытларах иртнӗ.
Каникул пӑтӑрмахсемсӗр те иртмен. Ҫул-йӗр ҫинче аварисем пулнӑ, пушарсем алхаснӑ, ҫынсем шӑнса вилнӗ… Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Шупашкарти Шумилов урамӗнче пӑрӑх сиенленнӗ. Ҫавна май 10 пине яхӑн ҫын ӑшӑсӑр тӑрса юлнӑ. Аварие кӗске вӑхӑтрах ҫӗнтернӗ.
Шупашкарта вырӑс кӑҫачӗн фестивалӗ пӗрремӗш хут иртнӗ. Хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, тупӑшӑва хутшӑннӑ ҫынсем тӗрлӗ ҫӑматӑ тӑхӑннӑ.
Фестиваль кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Лакрей вӑрманӗнче иртнӗ. Унта килнӗ ҫынсен хушшинче тӗрлӗ конкурс йӗркеленӗ. Ҫынсем ҫӑматӑ тӑхӑнса скакалкӑпа та сикнӗ. Арҫынсем вара кӑҫатӑ ывӑтнӑ, чупса ӑмӑртнӑ. Мала тухнисене парнесемпе хавхалантарнӑ.
Фестиваль вӑхӑтӗнче концерт пынӑ. Юрӑҫсемпе хӑнасем пухӑннисене иртнӗ Ҫӗнӗ ҫулпа тата Сурхури уявӗпе саламланӑ.
Шупашкартан Мускава кайма тухнӑ автобус кювета чӑмнӑ. Ку карлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 23 сехетре пулнӑ.
Пӑтӑрмах Чулхула облаҫӗнче сиксе тухнӑ. Автобус кювета чӑмсан, телее, пассажирсем шар курман. Анчах вӗсен тепӗр автобус киличчен ҫул хӗрринче кӗтсе тӑма тивнӗ.
Водитель каланӑ тӑрӑх, малта авари пулнӑ. Ахӑртнех, тормоз япӑх ӗҫленӗ, ҫавӑнпа автобус кювета анса кайнӑ. Пассажирсем кӑштах суранланнӑ тата хӑранӑ ҫеҫ.
Ҫӗрлехи 1 сехетре пассажирсене урӑх автобуса лартнӑ. Ӑна вӗсем патне Чӑваш Енрен янӑ. Кун хыҫҫӑн пассажирсем Мускава чиперех ҫитнӗ.
Хӗллехи каникул хыҫҫӑн Шупашкарти шкулсенче ачасене апатлантарнишӗн ытларах тӳлеме тивессине эпир пӗлтернӗччӗ. Ятарлӑ хушӑва республикӑн тӗп хулин администраци пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков иртнӗ ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ. Аса илтеретпӗр, 1–4-мӗш классем ирхи апат ҫинишӗн 19 тенкӗ тӳлемелле, кӑнтӑрлахи апатшӑн — 46 тенкӗ. 5–11-мӗш классенче вӗренекенсен ирхи апачӗ пӗчӗккисенчен кӑшт хаклӑрах: ирхишӗн 23 тенкӗ тӳлемелле. Кӑнтӑрлахишӗн вӗсене те, кӗҫӗн класрисене пекех, 46 тенкӗ кирлӗ пулать.
Шупашкар районӗнче те хаксем хӑпарнӑ. Тӗпренчӗксене унти ача пахчисене янишӗн халӗ 100 тенкӗ таран тӳлемелле. Хушӑва район администрацийӗн пуҫлӑхӗ иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнчех кӑларнӑ. Ача пахчинче 3–5 сехет пулнишӗн 54 тенкӗрен ытла тӳлемелле мар, 8–10 сехет пулакансемшӗн — 93 тенкӗ, 12 сехет пулсан — 115 тенкӗ, 24 сехет пулсан — 120 тенкӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |