Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра Пӗрлехи юмах служби ӗҫлесе кайӗ. Унӑн номерӗ 60-20-16 пулмалла. Унпа 11 сехетрен пуҫласа 19 сехетчен шӑнкӑравлама май килӗ. Пӗрлехи юмах номерӗ раштавӑн 19-мӗшӗнче ӗҫлеме тытӑнӗ.
Вӑл номерпе шӑнкӑравласа хулара пулса иртекен уяв мероприятийӗсем пирки пӗлме май килӗ. Хӗл Мучипе Юрпикене те хӑнана чӗнме май килӗ. Шӑнкӑравлакансен хулара конькипе ӑҫта ярӑнма май пурри, коньки ӑҫта вӑхӑтлӑх илме май килни, утренниксемпе фестивальсем, хулари тата республикӑри учрежденисенче иртекен уявсем пирки йӑлт уҫӑмлатма май пур. Кун ҫинчен Шупашкар хула администрацийӗ хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Пӗрлехи юмах службине хула администрацийӗ карас ҫыхӑнӑвӗпе тивӗҫтерекен операторсенчен пӗринпе йӗркеленӗ.
Шупашкарта хӑмӑр упа скульптурине лартнӑ. Вӑл — Раҫҫей халӑхӗн символӗ.
Упана «Элара» савут ҫывӑхӗнче, Шупашкар: 500 ҫул парк патӗнче, вырнаҫтарнӑ. Калӑпӑшӗпе вӑл чӑн-чӑн упа пекех.
Скульптурӑна тимӗр каркас ҫине хурӑн турачӗсем ҫирӗплетсе тунӑ. Упа мӑйӗ ҫинче — Раҫҫей ялавӗ тӗслӗ шарф.
Скульптурӑна туратсенчен ахальтен туман. Вӑл упа ҫӑмӗ пекех курӑнать-ҫке-ха. Палӑка предприяти ӗҫченӗсем Ҫӗнӗ ҫул умӗн тунӑ. Иртен-ҫӳрен халӗ ун ҫывӑхӗнче сӑн ӳкерӗнет.
Шупашкарта антитеррор пирки калаҫнӑ. Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче ку уйрӑмах ҫивӗч ыйту пулмалла. Ун чухне хулара йӗрке хуралҫисем, дружинниксем пулӗҫ.
Ҫак кунсенче террорпа кӗрешекен комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленнӗ чухнехи антитеррор мероприятийӗсем пирки калаҫнӑ.
Шупашкарта 30 ытла мероприяти иртӗ. Ытларахӑшӗ тӗп урамсенче иртӗ. Уяв мероприятийӗсем 25 лапамра иртӗҫ.
Ҫын ытларах пухӑннӑ ҫӗрте йӗрке хуралҫисемпе друженниксем сыхлӗҫ. Концерт лапамӗсенче 100 ытла полицейски пулӗ.
Хулара иккӗлентерекен ҫынсем пирки пӗлтермелли «хӗрӳ лини» те ӗҫлет.
Шупашкарта пурӑнакан Рустам Ахметсафин паллӑ фильмри трансформера пуҫтарнӑ. Скульптурӑна вӑл кивӗ автозапчастьсенчен, ытти тимӗртен тунӑ.
Хӑй ӑсталанӑ япалана вӑл Мускав ҫывӑхӗнчи ҫӳп-ҫап музейне парасшӑн. Сварщик трансформера иртнӗ эрнере пуҫтарса пӗтернӗ. Ӑна тунӑ чухне вӑл, хӑй каланӑ тӑрӑх, 20 пин тенкӗрен ытла тӑкакламан.
Юлашки виҫӗ ҫулта Рустам art recycle енӗпе ӗҫлет. Ку — тимӗртен тӗрлӗ кӳлепе тӑвасси. Нумаях пулмасть унпа Мускав ҫывӑхӗнчи ҫӳп-ҫап музейӗн ӗҫченӗсем ҫыхӑннӑ та трансформер ӑсталама ыйтнӑ. Саккаса виҫӗ эрнерех туса пӗтернӗ.
Трансформер икӗ метра яхӑн ҫӳллӗш. Вӑл 250 килограма яхӑн таять. Халӗ ку кӳлепе ҫӳп-ҫап музейӗнче ӗнтӗ.
Шупашкарта хӗрарӑм чутах пуйӑс айне сикмен. 35-рискере ӑннӑ темелле-ши — машинист пуйӑса чарса ӗлкӗрнӗ.
Хӗрарӑм, Елчӗк районӗнче ҫуралнӑскер, пуйӑса хирӗҫ чупнӑ. Ку раштавӑн 2-мӗшӗнче каҫхине пулнӑ. Телее, «Шупашкар – Мускав» состав вӑхӑтра чарӑнса ӗлкӗрнӗ.
Хӗрарӑма чукун ҫул вокзалӗнчи полици пӳлӗмне илсе кайнӑ. Пӑхсан хӗрарӑм ӳсер пулни ҫиеле тухнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм мӗншӗн хӑйӗн ҫине алӑ хурасшӑн пулнӑ-ха? Пурнӑҫӗ ӑнман — ҫапла ӑнлантарнӑ вӑл.
Хӗрарӑма психиатри пульницине ӑсатнӑ. Вӑл унччен шутра тӑман унтра. Хӗрарӑмӑн ӳссе ҫитнӗ хӗрӗ те пур-мӗн. Пуйӑса хирӗҫ чупнӑскере административлӑ майпа явап тыттарма пултараҫҫӗ.
Шупашкарти строительство материалӗсем туса кӑларакан савут Константин Иванов урамӗнче ҫӗр лаптӑкӗ туянасшӑн. Унта ҫӗнӗ микрорайон хута ярасшӑн вӗсем.
Микрорайонти ҫуртсем савутра ӗҫлекенсем валли пулать-мӗн. Халӗ савут ҫӗр лаптӑкне илмешкӗн документсене хатӗрленӗ ӗнтӗ.
Ҫӗр лаптӑкӗ «Багратион» каферен кӑшт ҫӳлерех вырнаҫнӑ. Савут пӗлтернӗ тӑрӑх вара, акционерлӑ уҫӑ общество Шупашкарти Коммуналлӑ слобода урамӗнче ҫӗр лаптӑкӗ сутать. Вӑл 4377 тӑваткал метр.
Савут 19980 тӑваткал метр ҫинче микрорайон хута яма палӑртнӑ.
Шупашкарти пӗр ача пахчинчи ҫӗрӗн пӗр пайне строительство тумашкӑн илнӗ. Унта теннис корчӗ тума пуҫланӑ-мӗн
Ку Мичман Павлов урамӗнче. Ача пахчипе ҫумӑнах карта туса лартнӑ, леш енче — строительство. Ҫавна май вылямалли хатӗр-хӗтӗре куҫарма лекнӗ. Анчах ачасем валли вылямалли лапам хӗсӗкленсе юлнӑ. Ара, ушкӑнсенче 30-шар ача вӗт.
Ача пахчинин ертӳлӗхӗ каланӑ тӑрӑх, хула администрацийӗ ҫӗнӗ лапам уйӑрма шантарнӑ. Анчах хальлӗхе ку сӑмахпа кӑна-ха. Кӗҫех ача пахчин тепӗр лапамӗ те строительство айне лекмелле тесе калаҫаҫҫӗ. Анчах унта ӗҫлекенсем тата ашшӗ-амӑшӗ кунпа килӗшесшӗн мар, малаллах кӗрешесшӗн.
Шупашкарти Алексей Дюжев актер Донбаса пӗрре мар кайса килнӗ. Ахаль кайман вӑл унта. Алексей унти ҫынсем валли гуманитари пулӑшӑвӗ илсе каять.
Актер Донбаса каллех кайма хатӗрленет. Хальхинче вӑл унти ачасене Ҫӗнӗ ҫулпа саламласшӑн. Алексей ҫынсене акцие хутшӑнма чӗнсе калать. Вӑл ачасем валли теттесем, пылак ҫимӗҫсем, канцтаварсем, Ҫӗнӗ ҫул костюмӗсем, тумтир пухать. Кашни япалана вӑл хӑйех ачасене тыттарӗ.
Алексей Донбаса пӗчченех каять. Вӑл ыркӑмӑллӑх акцийӗсене пӗрре мар хутшӑннӑ. Алексей хальхинче те унта хӑйӗн урапипе кайӗ.
Раштавӑн 2-мӗшӗнче 11-мӗш класра вӗренекенсем сочинени ҫырнӑ. Хӑйсен пӗлӗвне Шупашкарти 2 пин ытла яш-хӗр тӗрӗсленӗ.
Ку экзамен ППЭне ҫул уҫса парать. Ӑна иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ ирттереҫҫӗ. Хӑш-пӗр аслӑ шкула вӗренме кӗнӗ чухне сочинени 10 балл таран хушма пултарать.
Сочиненисене кил-ҫурт, ҫул, юрату тата Литература ҫулталӑкӗпе ҫыхӑнтарнӑ. 11-мӗш классем экзамена тахҫанах хатӗрленме тытӑннӑ.
Сочинение ҫырмашкӑн 4 сехет уйӑрнӑ. Гаджетсемпе, ытти япалапа усӑ курма ирӗк паман вӗсене. Орфографи словарьне ҫеҫ уҫса пӑхма май килнӗ. Сочинение 5 критерипе хаклӗҫ. Унта 350 сӑмахран кая мар пулмалла.
Сочинение лайӑх ҫырсан ППЭ тытмашкӑн ирӗк парӗҫ. Сочиненисене ҫак эрне вӗҫлениччен тӗрӗслесе пӗтермелле. Ун чухне сочинени экзаменне тепӗр ҫул нарӑс тата ҫу уйӑхӗсенче ҫырма ирӗк парӗҫ.
Турци Раҫҫейӗн Сиринчен таврӑнакан ҫар самолетне ҫапса ӳкернӗ хыҫҫӑн пирӗн ҫӗршывпа Турци хушшинче хура кушак каҫса кайрӗ. Турцирен Чӑваша килнӗ Джамаледдин Явуз ӑсчаха, тюрколога тытса чарнине те хӑшӗсем Турципе Раҫҫей ҫӗршывӗсен хушшинчи ҫыхӑну япӑхланнипе сӑлтавлама пӑхрӗҫ. Турци тӗлӗшпе пирӗн ҫӗршыв санкци те йышӑнчӗ.
Халӗ Шупашкар Турцири Анталья хулипе килӗштерсе, пӗр тӑван пек килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен 2001 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче тунӑ килӗшӗве пӗр енлӗн пӑрахӑҫланӑ. Кун пирки хула администрацийӗн массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе ӗҫлекен управленийӗнче пӗлтерни тӑрӑх russian.rt.com хыпарлать.
Тивӗҫлӗ йышӑнӑва Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗнче йышӑннӑ. Ун пирки Антальӑна ҫыру ярса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |