Шупашкарти кафесенчен пӗринче ӗҫлекен хӗрарӑма ҫаратакана тытса чарма пулӑшнӑшӑн наградӑланӑ. Анастасия Газановӑна ШӖМӗн Шупашкарти Управленийӗнче тӑрӑшакан полици полковникӗ Сергей Павлов хаклӑ парнепе чысланӑ.
Пӑтӑрмахӗ ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Кафесенчен пӗринче ӳсӗр ҫамрӑксем хӑйсене тӳрккес тытнине кура вӗсене унта ӗҫлекен хӗрарӑм асӑрхаттарнӑ. Лешсем лӑпланас вырӑнне сӗтел ҫинчен ҫӗҫӗ ярса илнӗ те унпа сулкалашса витрина ҫинчи эрех кӗленчине ҫаклатса тухса кайнӑ. Кафере тӑрӑшакан хӗрарӑм ҫамрӑксен ҫулне пӳлме пӑхни кӑлӑхах пулнӑ. Вара вӑл полицие васкавлӑ чӗнмелли кнопкӑна пуснӑ. Йӗрке хуралҫисене вӑл хурах еплерех пулнине тӗплӗн ӑнлантарса панӑ. Ҫавна май каччӑна ҫийӗнчех тытса чарнӑ.
Сӑмах май каласан, йӗрке хуралҫисем вӑрӑ-хурахсене тытса чарма пулӑшакансен шучӗ юлашки вӑхӑтра ӳссе пынине палӑртаҫҫӗ.