Шупашкарти строительство материалӗсем туса кӑларакан савут Константин Иванов урамӗнче ҫӗр лаптӑкӗ туянасшӑн. Унта ҫӗнӗ микрорайон хута ярасшӑн вӗсем.
Микрорайонти ҫуртсем савутра ӗҫлекенсем валли пулать-мӗн. Халӗ савут ҫӗр лаптӑкне илмешкӗн документсене хатӗрленӗ ӗнтӗ.
Ҫӗр лаптӑкӗ «Багратион» каферен кӑшт ҫӳлерех вырнаҫнӑ. Савут пӗлтернӗ тӑрӑх вара, акционерлӑ уҫӑ общество Шупашкарти Коммуналлӑ слобода урамӗнче ҫӗр лаптӑкӗ сутать. Вӑл 4377 тӑваткал метр.
Савут 19980 тӑваткал метр ҫинче микрорайон хута яма палӑртнӑ.
Шупашкарти пӗр ача пахчинчи ҫӗрӗн пӗр пайне строительство тумашкӑн илнӗ. Унта теннис корчӗ тума пуҫланӑ-мӗн
Ку Мичман Павлов урамӗнче. Ача пахчипе ҫумӑнах карта туса лартнӑ, леш енче — строительство. Ҫавна май вылямалли хатӗр-хӗтӗре куҫарма лекнӗ. Анчах ачасем валли вылямалли лапам хӗсӗкленсе юлнӑ. Ара, ушкӑнсенче 30-шар ача вӗт.
Ача пахчинин ертӳлӗхӗ каланӑ тӑрӑх, хула администрацийӗ ҫӗнӗ лапам уйӑрма шантарнӑ. Анчах хальлӗхе ку сӑмахпа кӑна-ха. Кӗҫех ача пахчин тепӗр лапамӗ те строительство айне лекмелле тесе калаҫаҫҫӗ. Анчах унта ӗҫлекенсем тата ашшӗ-амӑшӗ кунпа килӗшесшӗн мар, малаллах кӗрешесшӗн.
Шупашкарти Алексей Дюжев актер Донбаса пӗрре мар кайса килнӗ. Ахаль кайман вӑл унта. Алексей унти ҫынсем валли гуманитари пулӑшӑвӗ илсе каять.
Актер Донбаса каллех кайма хатӗрленет. Хальхинче вӑл унти ачасене Ҫӗнӗ ҫулпа саламласшӑн. Алексей ҫынсене акцие хутшӑнма чӗнсе калать. Вӑл ачасем валли теттесем, пылак ҫимӗҫсем, канцтаварсем, Ҫӗнӗ ҫул костюмӗсем, тумтир пухать. Кашни япалана вӑл хӑйех ачасене тыттарӗ.
Алексей Донбаса пӗчченех каять. Вӑл ыркӑмӑллӑх акцийӗсене пӗрре мар хутшӑннӑ. Алексей хальхинче те унта хӑйӗн урапипе кайӗ.
Раштавӑн 2-мӗшӗнче 11-мӗш класра вӗренекенсем сочинени ҫырнӑ. Хӑйсен пӗлӗвне Шупашкарти 2 пин ытла яш-хӗр тӗрӗсленӗ.
Ку экзамен ППЭне ҫул уҫса парать. Ӑна иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ ирттереҫҫӗ. Хӑш-пӗр аслӑ шкула вӗренме кӗнӗ чухне сочинени 10 балл таран хушма пултарать.
Сочиненисене кил-ҫурт, ҫул, юрату тата Литература ҫулталӑкӗпе ҫыхӑнтарнӑ. 11-мӗш классем экзамена тахҫанах хатӗрленме тытӑннӑ.
Сочинение ҫырмашкӑн 4 сехет уйӑрнӑ. Гаджетсемпе, ытти япалапа усӑ курма ирӗк паман вӗсене. Орфографи словарьне ҫеҫ уҫса пӑхма май килнӗ. Сочинение 5 критерипе хаклӗҫ. Унта 350 сӑмахран кая мар пулмалла.
Сочинение лайӑх ҫырсан ППЭ тытмашкӑн ирӗк парӗҫ. Сочиненисене ҫак эрне вӗҫлениччен тӗрӗслесе пӗтермелле. Ун чухне сочинени экзаменне тепӗр ҫул нарӑс тата ҫу уйӑхӗсенче ҫырма ирӗк парӗҫ.
Турци Раҫҫейӗн Сиринчен таврӑнакан ҫар самолетне ҫапса ӳкернӗ хыҫҫӑн пирӗн ҫӗршывпа Турци хушшинче хура кушак каҫса кайрӗ. Турцирен Чӑваша килнӗ Джамаледдин Явуз ӑсчаха, тюрколога тытса чарнине те хӑшӗсем Турципе Раҫҫей ҫӗршывӗсен хушшинчи ҫыхӑну япӑхланнипе сӑлтавлама пӑхрӗҫ. Турци тӗлӗшпе пирӗн ҫӗршыв санкци те йышӑнчӗ.
Халӗ Шупашкар Турцири Анталья хулипе килӗштерсе, пӗр тӑван пек килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен 2001 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче тунӑ килӗшӗве пӗр енлӗн пӑрахӑҫланӑ. Кун пирки хула администрацийӗн массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе ӗҫлекен управленийӗнче пӗлтерни тӑрӑх russian.rt.com хыпарлать.
Тивӗҫлӗ йышӑнӑва Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗнче йышӑннӑ. Ун пирки Антальӑна ҫыру ярса панӑ.
«Пӗрремӗш каналпа» кӑтартакан «Атя, пӗрлешер» (Давай поженимся) кӑларӑма пӑхма питӗ кӑмӑллатӑп. Теприсем шоу тесе хурлаҫҫӗ-тиркеҫҫӗ-ха ӑна. Ҫапли ҫапла пулӗ те, анчах сӑмахӑм ун пирки мар-ха. Мана унта пӗр хӗрарӑм хӑйӗн историйӗ пирки каласа кӑтартнӑ чух пӗр вӑрттӑнлӑха уҫни асра юлчӗ. Хайхискер ӗнентернӗ тӑрӑх, ӑна упӑшки питӗ тарӑхтарса пурӑннӑ пулать. Кайран, арҫын ҫӗре кӗрсен, вӑл ӑна ҫунтарнӑ. Упӑшкине ҫунтарсан юлнӑ кӗле вӑл килте упрать-мӗн.
Упраканни упратӑр-ха. Хӑйӗн минтерӗ айне хурса ҫывӑрсан та тем мар. Ара, ҫынна килӗшет пулсан хӑйӗн ирӗкӗ темелле ӗнтӗ. Кӗсьере кашни кун чиксе ҫӳресен те нимӗн те калаймӑн.
Анчах ҫунтарни лайӑх япала-ши вӑл е лайӑхах мар-ши? Эпӗ килӗшмен пулӑттӑм. Хама та ман ҫунтарттарас килмӗччӗ. Мантан ыйтсан эпӗ ун пек тума ирӗк паман пулӑттӑм. Чаплӑ тупӑка пытарни кирлӗ мар-ха мана. Выльӑха чавса чикнӗ пек нимсӗр-мӗнсӗр пытарсан та кӳренмӗттӗм. Чаплӑ ҫи-пуҫ тӑхӑнтартма та ыйтмӑттӑм, анчах ҫунтарма килӗшмӗттӗм.
Ку ыйтупа паллаканӑмсемпе те калаҫрӑм. Вӗсем вара хӑйсене ҫунтарнине хирӗҫ маррине пӗлтерчӗҫ.
Шупашкарти троллейбуссенче хальтерех вӑхӑтра сасӑпа пӗлтернӗ чухне чӑваш чӗлхин пайне самаях чакарнине ҫынсем сисрӗҫ. Ку тӗлӗшпе «Ирӗклӗх» пӗрлӗх ҫырусем те яма ӗлкӗрнӗ. Нумай пулмасть вӗсем патне Шупашкар хулинчи Ленин районӗн прокуратуринчен хуравланӑ — Шупашкарти «Чӑваш троллейбус управленийӗ» УМП чӑн та «Чӑваш Республикин чӗлхесем ҫинчен» саккуна пӑснине палӑртнӑ. Прокуратура троллейбус управленине тупса палӑртнӑ кӑлтӑксене юсама сӗннӗ.
Ак, нумаях пулмасть ҫак ӗҫ курӑна та пуҫланӑ. 20-мӗш тата 4-мӗш номерлӗ троллейбуссенче чӑн та чӑваш чӗлхи анлӑрах янрама пуҫланӑ. Унччен вырӑсла ҫеҫ пӗлтернӗ «Асӑрханӑр, алӑксем хупӑнаҫҫӗ» пӗлтерӗве те чӑвашла калама пуҫланӑ.
Ҫывӑх вӑхӑтра троллейбуссемпе автобуссенче ҫакӑнса тӑракан транспортпа усӑ курмалли йӗркене те чӑвашла куҫарма палӑртаҫҫӗ.
Шупашкарти маршрут ГАЗелӗсемпе ҫавӑн йышши ытти машинӑра чарӑнусен ятне калама тытӑнӗҫ. Хальлӗхе ҫакна сӑнавлӑ мелпе туса пӑхӗҫ. Ун валли ГЛОНАСС е ГЛОНАС/GPS тытӑмӗпе усӑ курӗҫ.
Чӳречисене тӗксӗм ҫут хутпа ҫыпӑҫтарнӑ машинӑсенче ларса пынӑ чух та чарӑнусене курса-ӑнланса илме, чӑн та, йывӑр. Тӑрса пынӑ чухне вара е пӗшкӗнсе пӑхма хӑтланмалла, е ларакансенчен ыйтмалла.
«Чарӑну ячӗсене мӗншӗн каламаҫҫӗ?» — тесе ҫынсем текех кӑмӑлсӑрланатчӗҫ. Ҫӗнӗ пуҫару пирки Шупашкар хула влаҫӗсем ҫынсен ыйтӑвне илтрӗҫ темелле. Чарӑну ячӗсене 33, 42, 44, 46, 48, 50, 52, 56, 59-мӗш маршрутсенче малтанласа каласа пӑхӗҫ.
Ҫӗнӗлӗхе маларах чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пурнӑҫа кӗртесси пирки сӑмах тухнӑччӗ. Халӗ вӑл сӑнав мелӗпе пуҫланатех.
Раҫҫей студентсен отрячӗсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсен хваттерӗсене юсаҫҫӗ. Акӑ Юрий Петров фронтовикӑн балконне ҫӗнетнӗ вӗсем.
Юрий Дмитриевич хваттере 1960-мӗш ҫулсенчех илнӗ. Халӗ ачисем саланнӑ, арӑмӗ вилнӗ. Ветеран хӗрӗпе пурӑнать.
Ветеран социаллӑ пулӑшу паракан пая ҫитнӗ. Унта ӑна пулӑшма шантарнӑ, анчах лару-тӑру улшӑннӑ — укҫа-тенкӗ пӗтнӗ-мӗн. Ҫавӑнпа ӑна 2016 ҫула куҫарнӑ.
Телее, ветерана студентсем пулӑшу сӗннӗ. Юрий Дмитриевич унччен ял хуҫалӑх академийӗнче ӗҫленӗ. Ун патне ҫитсен студентсем ӗҫ планне палӑртнӑ.
Чи кирли — хваттерте ӑшӑ пулни. Строительствӑра опыт пухнӑ студентсемшӗн ку чӑрмав пулман. Вӗсем хваттерте чӳречесене улӑштарма, балкона ӑшӑтма палӑртнӑ.
«Чӑвашавтодор» панкрут ҫулӗ ҫинче пулнине пӗлтереҫҫӗ. Вӑл «АвтоКредо» компанине 8,2 миллион тенкӗ тӳлеймест-мӗн. Предприяти шӑпине 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче татса парӗҫ. Хальлӗхе унта управляющи тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх ҫын ларать.
Предприятин пурлӑхне арестленӗ. «Чӑвашавтодор» тӗлӗшпе ҫитес лару 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртӗ.
Аса илтерер: унччен «Чӑвашавтодор» акцисен 75 процентне сутма тӑратнӑччӗ. Анчах аукцион пулман, заявкӑсем никам та паман.
Сӑмах май, «Чӑвашавтодор» алӑ пуснӑ килӗшӳсене те вӗҫне ҫитереймен. Шупашкарта Сӗнтӗрвӑрри ҫулне ҫӗнетмелле, Ҫӗнӗ Шупашкарта 10-мӗш пилӗкҫуллӑх урамне юсамалла, Вӑрнар районӗнчи Нурӑсра кӗпер юсамалла тата Етӗрнери кӗпере тумалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |