Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Ҫул-йӗр

Пуҫа вырнаҫман япала ку. Юрать, ӑнӑҫлах вӗҫленнӗ. Унсӑрӑн… Шупашкарта урапа пынӑ ҫӗртех ача тухса ӳкнӗ.

Ку ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 13 сехет те 55 минутра Калинин тата С.Радонежский урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта пулнӑ.

«Калина» маркӑллӑ урапан хыҫалти алӑкӗнчен 2 ҫулти арҫын ача тухса ӳкнӗ. Вӑл транспорт ҫӳрекен ҫул ҫинех ӳкнӗ. Шӑп ҫав вӑхӑтра водитель сулахай еннелле пӑрӑннӑ чухне пулна ку.

Ача вӑйлӑ суранланман. Пуҫӗ аманнӑ паллах. Ӑна халӗ амбулатори сиплевӗ ирттермелле тенӗ. Ачана ятарлӑ ларкӑчра илсе ҫӳремен-мӗн. «Калина» рулӗ умӗнче 33 ҫулти арҫын пулнӑ. Вӑл эрех ӗҫменни паллӑ.

 

Хулара

Шупашкарти Алькеш микрорайонӗнче ҫамрӑксем сусӑр кӳмине ватнӑ. Виҫӗ ҫамрӑк кӳмене илнӗ те ярӑннӑ, унтан этажран аялалла ывӑтнӑ.

Путсӗрсен хӑтланӑвне пула хӗр парад курма тухайман. Ара, вӑл кӳмепе ҫеҫ ҫӳрет-ҫке-ха. Пике полицие заявлени ҫырнӑ.

Ку ӗҫе 17 ҫулти икӗ хӗр тата каччӑ тунӑ. «Манӑн хуйха туяс тесен ҫынсен нивушлӗ сусӑр пулмалла?» — тенӗ Анастасия Иванова кулянса. Настя — 1-мӗш ушкӑн сусӑрӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, путсӗр ҫав ҫамрӑксем халӗ савӑнӑҫлӑн ҫӳреҫҫӗ. Пике вӗсене явап тыттарасшӑн.

Палӑртар: сусӑрсен кӳмисем лавккара 11–107 пин тенкӗ тӑраҫҫӗ. Ҫав ҫамрӑксем хӑйсене явап тыттарасран та хӑрамаҫҫӗ-ши?

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/2006
 

Республикӑра

Кӑҫал пирӗн республикӑра «Вилӗмсӗр полка» 20 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Штендер йӑтса тухакансен йышӗ ҫулсерен йышланнине палӑртмалла.

Кӑҫал акци вӑхӑтӗнче хӑйне евӗр «пӑтӑрмах» пулнӑ. Мероприятире 5 ҫынна тытса чарнӑ. Вӗсем нумаях пулмасть айӑпланнӑ Раҫҫей Геройӗн Евгений Борисовӑн портретне йӑтса утнӑ.

Аса илтерер: Евгений Борисова астармӑш вӑйӑсен бизнесне йӗркеленӗшӗн айӑпланӑ, Раҫҫей Геройӗн ятне туртса илнӗ. Борисова суд 6 ҫул ҫурӑллӑха тӗрмене ӑсатма йышӑннӑ.

Акцире Евгений Борисовӑн портретне унӑн тӑванӗсемпе тусӗсем йӑтса утнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ — ҫамрӑксем. Тӗрӗсрех каласан — йӑтса утасшӑн пулнӑ. Вӗсене килнӗ чухнех полицейскисем асӑрханӑ. Асӑрхаттарнӑ хыҫҫӑн вӗсене ирӗке янӑ.

 

Политика Дмитрий Евсеев куҫма хатӗр
Дмитрий Евсеев куҫма хатӗр

Коммунистсен партийӗнчен тухнӑ Дмитрий Евсеев хӑйне валли урӑх вырӑн куҫ хывнӑ.

Аса илтеретпӗр, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗнчен нарӑс уйӑхӗнче тухнине эпир пӗлтернӗччӗ. Маларах Дмитрий Евсеев чӑваш парламентӗнче коммунистсен фракцине ертсе пыратчӗ. Кунсӑр пуҫне РФКП Шупашкар хула комитечӗн пӗрремӗш секретарӗччӗ. Халӗ вӑл Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнчен Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвне куҫас шухӑшли паллӑ.

Депутат пуканӗ вакантлӑ пулса тӑни Алексей Лапин депутата судпа айӑпласа 5 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннипе ҫыхӑннӑ. Ӑна улталанӑшӑн суд тенкелӗ ҫине лартнӑ.

Дмитрий Евсеев муниципалитетӑн суйлав комиссине те лекесшӗн.

 

Хулара

Паян, Ҫӗнтерӳ кунӗнче, «Вилӗмсӗр полк» акцие пур ҫӗрте те: район центрӗсенче те, хуласенче те - ҫӗркелерӗҫ. Малтан эпир пӗлтернӗ пекех, вӑл Шупашкарта та иртрӗ.

Сӑмах май аса илтерер, пӗрремӗш хут кун пек Томск хулинче 2012 ҫулта иртнӗ. Унта 6 пин ытла ҫын 2 пин ытла сӑнӳкерчӗк йӑтса утнӑ. Тепӗр ҫулхине акцие Раҫҫейри 120 хулара ирттернӗ. Пӗлтӗр вара акцие 15 ҫӗршыв хутшӑннӑ.

«Вилӗмсӗр полка» Шупашкарта 10 пин тухма палӑртнине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Анчах паян шутласа пӑхнӑ та, ку цифра икӗ хута яхӑн пулнине палӑртнӑ: пурӗ 20 пине яхӑн ҫын хӑйсен вӑрҫӑра вилнӗ тӑванӗсен транспоранчӗсене илсе тухнӑ.

Вӑхӑт пулсан Михаил Игнатьев Элтепер те «Вилӗмсӗр полка» тӑрассине, унӑн ывӑлӗ вара тухассине хыпарланӑччӗ Чӑваш халӑх сайчӗ маларах. Чӑн та, Михаил Васильевич та акцие хутшӑннӑ.

 

Раҫҫейре

НТВ телеканал ертӳҫисем Шупашкарта туса ҫитереймен ача пахчине асӑрханӑ. Ӑна эфирта кӑтартӗҫ.

НТВ телеканалпа пыракан «Салтыков-Щедрин шоу» телекӑларӑмра Раҫҫейри чи ӑнланмалла мар ача-пӑча лапамӗсем пирки калаҫнӑ. Телеертӳҫӗсем пирӗн ачасем ӑҫта выляни пирки каласа кӑтартӗҫ.

Кӑларӑмра Сарӑтури ача-пӑча лапамне курма май пулӗ. Унта ачасем ҫӳп-ҫап купи ҫывӑхӗнче выляҫҫӗ-мӗн. Симферопольти ача-пӑча лапамӗ вара сӑра лавккипе ҫумӑн. Томскра вара ачасем чӑн-чӑн танкпа юнашар выляҫҫӗ.

Телеертӳҫӗсем Алькеш поселокӗнчи туса пӗтермен ача пахчине асӑрханӑ. Ӑна суйлав кампанийӗпе килӗшӳллӗн пӗр чиновник хута яма тытӑннӑ. Анчах ӗҫ чарӑнса ларнӑ. Халӗ лапам вырӑнне — бассейн, хӗлле — каток.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/dom/view/600
 

Республикӑра

Республикӑра Ҫӗнтерӳ уявӗ ҫывхарни сисӗнет. Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пӗчӗк ачасем парада тухнӑ. Вӗсем Хӗрлӗ тӳреме пухӑннӑ.

Ҫамрӑк армеецсемпе тата кадет класӗсемпе пӗрле ача пахчине ҫӳрекен шӑпарлансем те парада тӑнӑ. Унта Шупашкарти 105 ача пахчинчи 1,5 пин ача хутшӑннӑ.

Шӑпӑрлансем тӗрлӗ форма тӑхӑннӑ. Моряксем, десантниксем, ҫалавҫӑсем парада тухнӑ. Ку акци кӑҫалхипе иккӗмӗш хут иртнӗ. Пӗлтӗр ӑна пӗрремӗш хут йӗркеленӗ. Ун чухне акцие 700 ача хутшӑннӑ.

 

Хулара

Паян, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Шупашкарта «Ҫӗнтерӳ кунӗ» юрра халӑхпа пӗрле шӑрантарнӑ. Малтанах мероприяти 18 сехетре иртессине пӗлтернӗ. Кайран ӑна 19 сехет ҫине куҫарнӑ.

Давид Тухмановӑн тата Владимир Харитоновӑн юррине кашниех шӑрантарма пултарнӑ.

Мероприятие солистсем, хорсем, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех вокал студийӗсем, пултарулӑх ушкӑнӗсем пулнӑ. Кашнинех Раҫҫейӗн хутран тунӑ ялав тыттарнӑ, ун хыҫне юррӑн текстне ҫырнӑ.

Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫӗнтерӳ кунӗ» флэшмоб Шупашкарта пӗлтӗр пӗрремӗш хут иртнӗ. Ун чухне Республика тӳремне 7 пин ытла ҫын пухӑннӑ. Ку йӑлана Дон синчи Ростов хулинче пуҫарнӑ.

 

Вӗренӳ

«Литертаурӑллӑ Чӑваш Ен» конкурс иртнӗ май республикӑра вулакансем хушшинче тепӗр тупӑшу та шутласа кӑларнӑ тесе ҫырнӑччӗ ӗнтӗ. Вӑл «Селфи: Моя любимая чувашская книга» (чӑв. Селфи: Манӑн юратнӑ чӑваш кӗнеки) ятлӑччӗ. Ку конкурсра Шупашкарти 1-мӗш гимназире 5-мӗш класра вӗренекен Леонтьева В. хутшӑнса ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ.

«Рябина» ача пахчинче ӗҫлекен Вострова О.В. воспитатель, Шупашкарти 2-мӗш лицейра 10-мӗш класра вӗренекен Хорасева Д. тата Шупашкар районӗнчи Иккасси ялӗнче пурӑнакан Васильевсен ҫемьи призерсен ятне ҫӗнсе илнӗ.

 

Республикӑра

Чулхулара пулнӑ взрывра шар курнӑ ҫынсене Шупашкара илсе килнӗ. Тухтӑрсем вӗсен сывлӑхӗшӗн пӑшӑрханмалли ҫуккине пӗлтереҫҫӗ.

Ҫак кунсенче сирпӗнсе суранланнӑ икӗ арҫынна тӑван тӑрӑха, Чӑваш Ене, илсе килнӗ. Унччен вӗсем Чулхула пульницинче пулнӑ. Кунта вӗсене тӑванӗсемех илсе ҫитернӗ. Тепӗр арҫынна вара Васкавлӑ медпулӑшу пульницине сипленме хунӑ.

Аса илтерер: сирпӗнӳ ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулнӑ. Хута каякан 12 хутлӑ ҫуртра компрессор сирпӗннӗ. Ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫав вырӑна тӗплӗ пӑхса тухнӑ, унти япаласене тӗпчев ирттермешкӗн илнӗ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе судмедэкспертиза ирттерме палӑртнӑ. Следовательсен ку пӑтӑрмахра кам айӑплине палӑртас тӗлӗшпе ӗҫлӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/82435
 

Страницӑсем: 1 ... 753, 754, 755, 756, 757, 758, 759, 760, 761, 762, [763], 764, 765, 766, 767, 768, 769, 770, 771, 772, 773, ... 1040
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн принципсене ӗнентерме тивӗ. Сире никам та ӑнланмасть пек туйӑнӗ. Анчах апла мар. Тавралла пӑхӑр. Таҫта юнашар сирӗн шухӑшсемпе килӗшекен союзник пур, вӑл сире пулӑшӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурри пысӑк япала туянма, коммерци ӗҫӗсем тума ӑнӑҫлӑ.

Ҫӗртме, 07

1937
88
Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын