Шупашкарта пурӑнакан темиҫе ҫемье унччен тӗпленнӗ вырӑнтан куҫас килменнипе суд тӑрах ҫӳрет. Кивӗ хваттертех шик шӑхӑрса пурӑнма май килнишӗн мар, ҫӗнӗ ҫӗрти пурнӑҫ условийӗ тивӗҫтерментен ҫапла кутӑнлашаҫҫӗ хӑшӗсем.
Сӑмах май каласан, тӗп хулари Дементьев урамӗнчи 2-мӗш ҫурта кивӗ ҫӗртен куҫарнӑ ҫынсене малтанхи кунсенченех кӑлтӑк ҫине кӑлтӑк канӑҫсӑрлантарма тытӑннине эпир ҫуркунне пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, подъезчӗсенчен пӗри ҫынсем пурӑнма куҫнӑ-куҫман ишӗлме тытӑннӑ, путвалта шыв кӳлленме пуҫланӑ. Кунсӑр пуҫне вентиляци тата лифтсем ӗҫлемен. Халӑха калаҫтаракан ҫак ҫуртпа ун чухне Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ те кӑсӑкланма тытӑннӑччӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков эрнесерен ирттерекен черетлӗ планеркӑра куҫма килӗшмен ҫынсене вӑхӑтлӑх вырӑна куҫарма май пуррине палӑртнӑ. Ишӗлекен тесе йышӑннӑ май унтан ҫынсене куҫарма йышӑннӑ ҫуртсене ӑшӑ памасси пирки пӗлтернӗ.