Кӑҫал «карчӑк ӑшшине» кӗтсе илеймерӗмӗр-ха. Ҫанталӑк сивӗ те ҫумӑрлӑ тӑрать. Республикӑра ӑшӑ парас ыйтӑва сӳтсе явма тытӑннӑ.
Ҫанталӑк темиҫе кун 8 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑрсан хваттерсене ӑшӑпа тивӗҫтерӗҫ. Ку тапхӑра мӗнле хатӗрленни паллӑ. Чӑваш Енӗпе илес тӗк 96–99 процент хатӗр. Авӑн уйӑхӗ валли ку кӑтарту лайӑх.
Алексей Ладыков юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне ӗҫе вӗҫлессине каланӑ. Синоптиксем авӑн уйӑхӗнче ӑшӑ пуласса шантармаҫҫӗ, ҫавна май ӑшӑ парас ӗҫе маларах куҫарма пултарӗҫ.
Канаш ҫеҫ иккӗленӳ кӑларса тӑратать. Унта 112 ҫурта «Промтрактор-Вакун» савут котельнӑйӗ ӑшӑтнӑ. Анчах пӗлтӗр вӑл ку ӗҫе тумассине пӗлтернӗ. Правительство икӗ ҫӗнӗ котельнӑй хӑпартма палӑртнӑ. Ӑна юпан 3-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле. Ӑшша юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗччен яма шантараҫҫӗ.