Шупашкарта икӗ пульницӑна пӗрлештересшӗн. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Икӗ пульница пӗрлештерме хатӗрленни ахальтен мар. Ҫапла майпа Шупашкарти Кӑнтӑр поселокӗнче тата ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче пурӑнакан ҫынсене паха медицина пулӑшӑвӗ парасшӑн.
Бичурин урамӗнчи 7-мӗш хула пульницине тата Трактор тӑвакансен проспектӗнчи Хулари 1-мӗш клиника пульницине пӗрлештересшӗн.
Икӗ пульница пӗрлештересен пациентсем тухтӑрсенчен талонсӑрах консультаци илӗҫ. Ҫавӑн пекех Хулари 1-мӗш клиникӑра хальхи йышши хатӗр-хӗтӗрпе сывлӑхне тӗрӗслеттерме пултарӗҫ. Хулари 7-мӗш пульницӑри тухтӑрсемпе медсестрасен вакансийӗсене сыхласа хӑварӗҫ.
Ку йышӑнӑва тӑвиччен ҫынсен шухӑшне пӗлӗҫ. Ҫӗртмен 8-мӗшӗнче 11 сехетре Калинин районӗн администрацийӗнче кун пирки калаҫӗҫ.