«Ирӗклӗх» чӑваш халӑх пӗрлӗхӗ хула администрацийӗ патне ҫӗнӗ ҫырупа тухнӑ, унта вӑл чӑвашсене Мускав патшалӑхӗпе пӗрлештерес тӗлӗшпе ҫула тухнӑ чӑваш кнеҫӗсене сӑнлакан пилӗк юланутран тӑракан монументаллӑ композици ытла та япӑхланса кайнипе пӑшӑрханнӑ.
Хастарсем ҫырура пӗлтернӗ тӑрӑх, палӑк кивелсе кайнӑ, ун ҫумӗнче строительство ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. «Ирӗклӗх» Шупашкар хула администрацине монументаллӑ композицие ытла та япӑхлантарса янӑшӑн яваплисене палӑртма тата кӳлепен малашлӑхӗ пирки пӗлтерме ыйтать.
Композици авторӗ паллӑ чӑваш кӳлепеҫи Фёдор Мадуров шутланать. Маларах ҫак кӳлепе Шупашкара Етӗрне ҫулӗпе кӗнӗ вырӑнти ункӑра вырнаҫнӑ пулнӑ. Каярах ӑна влаҫрисен йышӑнӑвӗпе Шупашкарӑн 500 ҫулллӑхӑн паркне куҫарнӑ. Кӳлепе авторӗн шухӑшӗпе, унӑн хальхи вырнаҫӑвӗ ытла та килӗшӳсӗр, Шупашкар ҫыннисен шухӑшӗпе юланутсем халь Мускава мар, Шупашкарӑн 500 ҫуллӑхӑн паркӗнчен анӑҫарах вырнаҫнӑ мунчана каяҫҫӗ имӗш.
Шупашкарта каллех Турцирен кӳрсе килне улма-ҫырлана тӗп тунӑ. Вӗсене «Николаевски» курттӑммӑн туянмалли пасарта тупнӑ.
Специалистсем унта ОМОНпах ҫитнӗ, мӗншӗн тесен усламҫӑсем вӗсене асӑрхасан суту-илӳ лавккисене васкасах хупма тытӑннӑ. Полици ӗҫченӗсем пасар территорине хупӑрласа илнӗ. Ара, лешсем улма-ҫырлана урапапа вӑрттӑн илсе тухма хӑтланнӑ-ҫке-ха.
Полицейскисем сутуҫӑсене шалтан питӗрӗнме те май паман. Ҫапла специлистсем кашни лавкканах тӗрӗсленӗ. Польшӑран илсе килнӗ панулми те тупнӑ. Тепӗр сутуҫӑнне Турцирен кӳрсе килнӗ 150 килограмм иҫӗм ҫырли туртса илнӗ. Усламҫа 23 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑш-пӗр усламҫӑ яваплӑхран тарас тесе сутма юраман тавар ҫинчен маркировкӑна хӑйпӑтма тытӑннӑ. Вӗсене вара тавара маркировкӑсӑр сутнӑшӑн явап тыттарнӑ.
Тепри вара срокран тухнӑ апат-ҫимӗҫ сутнӑшӑн штраф тӳлӗ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче 2,3 тонна панулми, 350 килограма яхӑн иҫӗм ҫырли туртса илнӗ.
Шупашкарта ҫынсене хула тӑрӑх турттаракан ГАЗельсемпе ытти маркӑллӑ ҫавӑн йышши транспорта шута илнӗ. Коммерци маршручӗ шутланакан маршрут тӑрӑх хутлаканскерсем хавӑртлӑха иртнӗ уйӑхра 1418 хутчен ӳстернӗ.
Хула мэрийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак пассажир транспорчӗ епле ӗҫленине тишкерме хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хӑй хушнӑ.
Сехетре 82 километртан ытларах хӑвалакан урапасен рейтингне те хатӗрленӗ яваплисем.
Танлаштарӑма виҫӗ пая уйӑрсах тунӑ. Кам ӑҫта лекни хӑвӑртлӑха пӗр уйӑхра миҫе хут ӳстернинчен килнӗ. Сӑмах май каласан, ҫула тухсан асар-писер васкакан водительсем уйрӑм усламҫӑ евӗр регистрациленнисем хушшинче те, организацисем ҫинче тӑраканнисем хушшинче те пур.
Шупашкар хула кунӗнче «Стрижи» (чӑв. Вӗршӗнсем) пилотаж ушкӑнӗ кӑҫал та килӗ. Хальхинче пилотсем ҫӗнӗ программӑпа килме шантараҫҫӗ.
«Стрижи» ушкӑн республикӑн тӗп хулин кунне уява килессине Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов эрнесерен иртекен паянхи планеркӑра пӗлтернӗ. Кӑҫалхинче тӑватӑ самолет мар, улттӑн пулӗҫ.
Аса илтеретпӗр, пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пилотаж ушкӑнне Шупашкар аэропортӗнче хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов кӗтсе илнӗччӗ. «Стрижи» тӳперен аниччен Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар ҫийӗн вӗҫсе ҫаврӑннӑччӗ. Пилотаж ушкӑнне Шупашкарта ҫӑкӑр-тӑварпах кӗтсе илнӗччӗ. Леонид Черкесов кашни пилота ыталанӑччӗ. Музыка ансамблӗ наци юррине юрласа тата ташласа кӑтартнӑччӗ.
Куҫ курман ҫын, шел те, нумай. Пирӗн республикӑра та пур унашкаллисем. Шупашкарта пурӑнакан Артем та илемлӗ тавралӑха курса киленеймест.
Нумаях пулмасть Артем хӑйӗн валли ҫӗнӗ тус тупнӑ. Вӑл — йытӑ. Тӑватӑ ураллӑ тус Артема ертсе ҫӳреме пулӑшӗ.
Людвиг лабрадора сӑнав валли поводырьсем хатӗрлекен центрта воспитани панӑ. Артем кунашкал йытӑн пӗрремӗш хуҫи пулса тӑнӑ. Центрта ҫулсерен ҫынсене пулӑшакан 60 яхӑн чӗрчуна вӗрентеҫҫӗ. Анчах Людвиг ыттисенчен уйрӑлса тӑрать. Вӑл куҫ курманнисене, хӑлха илтменнисене пулӑшать.
Сӑнав ӑнӑҫлӑ пулсан куҫ курманнисемпе хӑлха илтменнисемшӗн ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланӗ. Кун хыҫҫӑн кунашкал ҫынсене пулӑшакан йытӑсене ытларах хатӗрлеме тытӑнӗҫ.
Сӑмах май, Раҫҫейре куҫ курман, хӑлха илтмен 15 пине яхӑн ҫын пурӑнать.
Чӑваш наци телекуравӗ тата «Хавал» общество организацийӗ ача-пӑча валли ҫӗнӗ проект хута янӑ. «Чӑвашла вӗренетпӗр — Учим чувашский» ят панӑскере «Язык для успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи) лингвистика шкулӗн чӑваш чӗлхи тата акӑлчан чӗлхи преподавателӗ Марина Андреева хутшӑннӑ. Унпа пӗрле — Шупашкарти вӑтам шкулта пуҫламӑш классенче пӗлӳ пухакан шӑпӑрлансем.
Чӑваш чӗлхин телеурокӗ ачасемшӗн ансат тесе ӗнентереҫҫӗ. Чӑваш чӗлхине вӗренме пӗчӗккисем кӑна мар, аслисем те пултараҫҫӗ.
Ҫӗнӗ телепроектӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ пуҫласа эфира ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче тухнӑ. Ӑна «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Хавал» страницӑра пӑхма май пур. Ыран кӑларӑмӑн черетлӗ урокне ӳкерме палӑртнӑ. Унта епле сывлӑх сунмаллине тата епле сывпуллашмаллине вӗрентӗҫ.
Шупашкарта ренгенотехникпа ача пахчинчи воспитатель ҫемйинче ҫуралса Мускаври сцена ҫинче хӑйӗн пурнӑҫри вырӑнне тупнӑ Надежда Павлова ӗнер 60 ҫул тултарнӑ.
Надежда Павлова балерина - СССР халӑх артистки, Пӗтӗм союзри тата тӗнче шайӗнчи конкурссемпе фестивальсен лауреачӗ, Театр ӳнерӗн Раҫҫей академийӗн профессорӗ 7 ҫулта чухне хореографи кружокне ҫӳреме пуҫланӑ. 1966 ҫулта ӑна Пермьрен Шупашкара килнӗ хореографи училищин комиссийӗ асӑрхать те Шупашкар пикине унта вӗренме илеҫҫӗ.
Каярах Надежда ӑҫта кӑна гастрольпе пулман-ши, хӑш ҫӗршыва кӑна ҫитмен-ши?! 1975 ҫулта вӑл Мускаври пысӑк театрта солистра ташлама тытӑнать.
Халӗ вӑл ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнать. Унӑн мӑшӑрӗ - Константин Окулевич, психоаналитик, медицина наукисен кнадидачӗ.
Кӑҫалхи кӗркунне РФ Патшалӑх Думине тата Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне депутатсен суйлавӗ иртмелле. Унччен вара Раҫҫейри чи пысӑк партисенчен пӗри, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей», парти ячӗпе суйлава тухакансен хушшинче сасӑлав ирттерет. Ӑна ют чӗлхерен йышӑннӑ сӑмахпа каласан, праймериз тени пулать. Праймериза хутшӑнакансем те хастаррине палӑртмалла. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн вице-спикерӗн Николай Маловӑн, акӑ, хӑйӗнпе пӗр пек хушаматлӑ виҫӗ кандидатпа кӗрешме тивӗ. Етӗрнери 9-мӗш суйлав округӗнче праймериза тата тепӗр виҫӗ Малов хутшӑнма шут тытнӑ иккен. Вӗсен хушшинче ӗҫсӗр ҫын та, усламҫӑ та, ҫар оркестрӗн дирижерӗ те пур.
Маларах эпир «Наблюдатель» (чӑв. Сӑнавҫӑ) общество юхӑмӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти ача пахчисем тата шкулсенче политика сӗмӗллӗ реклама пуррине асӑрханине, ҫавӑн пирки Ҫӗнӗ Шупашкарти прокуратурӑна пӗлтернине хыпарланӑччӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 20–23-мӗшӗсенче Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртет. Унта паллӑ спортсменка хутшӑнать.
Чемпионата Раҫҫейри паллӑ спортсменка, Олимп вӑййисен икӗ хут чемпионки Елена Исинбаева килӗ. Вӑл шӑчӑпа сикессипе тӗрлӗ ӑмӑртура мала тухнӑ. Анчах ҫулталӑк каялла Елена суранланнӑ.
Сиплев хыҫҫӑн Шупашкарта иртекен чемпионат Елена Исинбаевӑшӑн пӗрремӗш пулӗ. Вӑл унччен Волгоград кӗпӗрнаттӑрӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн ирттернӗ ӑмӑртура суранланнӑ.
Ҫур ҫул каялла Елена Исинбаева спорта таврӑнасси пирки каланӑ. Вӑл Рио-де-Жанейрӑра иртекен Олимп вӑййисене хутшӑнма тӗллев лартнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл карьерӑна вӗҫлесшӗн.
Чӑваш Ен спортсменки Полина Федорова ӑмӑртура маттурлӑхӗпе палӑрнӑ. Пирӗн ентеш унта тӳрех пилӗк медаль ҫӗнсе илнӗ.
Полина ЧР тава тивӗҫлӗ тренерӗ Ирина Николаева патӗнче ӑсталӑхне туптать. Полина Федорова Пензӑра студентсен хушшинче спорт гимнастики енӗпе иртнӗ ӑмӑртӑва хутшӑннӑ.
Пӗтӗм тӗнчери Универсиада чемпионки ирӗклӗ хӑнӑхтарусенче ҫӗнтернӗ, нумай енлӗ кӗрешӳре, сикнинче тата пӗрене ҫинче хӑнӑхтарусем тӑвассинче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Сӑмах май, Полина Федорова Олимп резервсен ачасемпе ҫамрӑксен 6-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн экономика факультетӗнче вӗренет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |