Кӑҫалхи пек япӑх ҫулсем тахҫанах пулман. Ҫуркунне юр кайнӑ май асфальт та ирӗлме пуҫларӗ. Пур тӑрӑхра та тенӗ пекех ҫулсем шӑтӑк-путӑклӑ. Тем пысӑкӑшех вӗсем. Вӗсене пула аварисем те пулаҫҫӗ.
Халӗ республикӑра ҫулсене юсас ӗҫ хӗрсех пырать. Бригадӑсем шӑтӑксене саплаҫҫӗ. Чӑннипе, кашни ҫуркуннех шӑтӑк-ҫурӑксене хуплама тивет. Ку ӳкерчӗке кашни ҫулах куратпӑр-ҫке. Ҫӗнӗ ҫул хута яраҫҫӗ кӑна — тепӗр ҫул юсама тухаҫҫӗ. Мӗнпе ҫыхӑннӑ ку? Ҫулсен пахалӑхӗпе мар-и? «Раҫҫейре икӗ ҫивӗч ыйту: ухмахсем тата ҫулсем», — тени ахальтен мар пуль.
Кӑҫал ҫулсемпе ҫӳреме май ҫук. Шупашкартан Канаш еннелле каякан ҫула тин кӑна ҫӗнетрӗҫ те вӑл аптӑрамасть. Вӑрнар ҫулӗпе вара тракторпа ҫеҫ ҫӳремелле — ним майӗ ҫук. Пӗлтӗр кӑна унта лайӑхчӗ. Бригадӑсем юсама тухнӑ-ха, анчах хальлӗхе унта вӗсем курӑнмаҫҫӗ. Ҫынсен вара ҫула тухмалла, яла каймалла…
Кӑнтӑрла шӑтӑк-путӑка асӑрхаса ӗлкӗрме пулать пуль, каҫхине вара йывӑртарах. Водительсем ҫил пек вӗҫтерсе ҫӳреме юратаҫҫӗ. Ун пек хӑтланасран «выртакан полицейскисем» хураҫҫӗ. Кунашкалли Патӑрьелте нумай.
Шупашкарта парӑнакан хӗрарӑм упӑшкипе пӗрле «Битва экстрасенсов» шоу кастингне хутшӑннӑ.
Кастинг пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртнӗ. Унта Софья Аниченкова тата унӑн упӑшки Андрей хутшӑннӑ. Вӗсем ку ӗҫпе темиҫе ҫул вӑй хураҫҫӗ.
Хӗрарӑм тухатмӑш карчӑк пек хутшӑннӑ, унӑн упӑшки вара — Вӑй. Кунашкал ҫӗре вӗсем пӗрремӗш хут ҫитнӗ.
Софья каланӑ тӑрӑх, вӑл хушнӑ ӗҫӗн 75 процентне пурнӑҫланӑ. Кастинга тепӗр уйӑх ҫурӑран пӗтӗмлетӗҫ. Тен, пирӗн ентешсем шоуна хутшӑнма тивӗҫ пулӗҫ.
Паян, пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, «Шупашкар-Арена» Пӑр кӗрменӗнче сывлӑх кунне ирттернӗ. Унта пушарнӑйсем коньки ҫине тӑнӑ.
Пӑр керменӗнче хоккей клубӗн хоккеисчӗсем ӑсталӑх класӗ ирттернӗ. Вӗсем клюшкӑпа тата шайбӑпа мӗнле вылямаллине вӗрентнӗ. РФ МЧСӗн «Служу Отечеству» вокалпа инструмент ансамблӗ юрланӑ. Ачасем валли хаваслӑ вӑйӑсем ирттернӗ. Шӑпӑрлансем пысӑк пуканесемпе сӑн ӳкерӗннӗ.
Пӑр керменне ҫитнисене пушарнӑйсем кӗтмен парнепе савӑнтарнӑ. Катока тӳлевсӗр кӗртнӗ.
Шупашкарта хальхи вӑхӑтри крематори тума палӑртаҫҫӗ тесе эпир пӗлтӗрхи ҫуллах пӗлтернӗччӗ.
Вилнӗ ҫынсене ҫунтармалли ҫурт кирлине хула влаҫӗсем леш тӗнчене кайнисене пытарма Шупашкарта вырӑн сахалланса пынипе тата ҫӗр лаптӑкӗсем хаклипе сӑлтавлаҫҫӗ.
Аса илтеретпӗр, республикӑн тӗп хулинчи 11-мӗш тата 12-мӗш масарсене Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗ ҫывӑхӗнче 2005 ҫулта уҫнӑ. Паянхи куна илсен 11-мӗшӗнче пытарма вырӑн юлман, леш тӗнчене ӑсаннисене 12-мӗшӗнче кӑна пытарма пулать. Анчах унти лаптӑк та тулса ларнӑпах пӗрех.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков крематори тӑвас ыйтӑва Депутатсен пухӑвӗн отчет пухӑвӗнче хускатнӑ. Вилнӗ ҫынсене ҫунтармалли ҫурта хулари 18-мӗш ҫӑва территоринче уҫасси пирки калаҫаҫҫӗ.
Росреестрӑн ҫӗр инспекторӗсем темиҫе тӗрӗслев ирттернӗ. Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницин лаптӑкӗнче автосервис пуррине тупса палӑртнӑ.
Ҫӗрпе тӗллевлӗ усӑ курманни ку. Сывлӑх сыхлавӗн объекчӗсемпе пӗрле автосервис пур. Ку – РФ Ҫӗр кодексне пӑсни. Регламентпа килӗшӳллӗн, унта автосервис пулмалла мар.
Йӗркене пӑснине шута илсе ку ҫитменлӗхе пӗтерме хушнӑ. Ҫӗр докуменчӗсене те йӗркене кӗртме хушнӑ. Унсӑрӑн пульницӑн штраф тӳлемелле. Юридици сӑпачӗсен вӑл — 100 пин тенкӗрен пуҫласа.
Пушӑн 16-мӗшӗнче Шупашкарти «Кӑнтӑр» клубра хула шайӗнчи «Кӗмӗл сасӑ» конкурс фестиваль иртнӗ.
Конкурса пултаруллӑ ҫамрӑксене тупса палӑртас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Унта 15–35 ҫулсенчи ҫамрӑксем хутшӑнаҫҫӗ.
Хула шайӗнче Юлия Мокеева мала тухнӑ. Вӑл Шупашкарти 18-мӗш шкулта ӑс пухать. Иккӗмӗш вырӑна культура училищинче вӗренекен Алексей Николаев йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Шупашкарти 22-мӗш шкулти Анастасия Давыдова тата Евгения Аникина тухнӑ.
Юлия Мокеева ҫӗнтерӳҫӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Кӗмӗл сасӑ» конкурса хутшӑнӗ. Вӑл пушӑн 24-26-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртӗ.
Шупашкарта пурӑнакан икӗ ҫын ултавҫӑсен серепине ҫакланнӑ. Кун пирки ЧР Прокуратурин пресс-служби хыпарлать.
Шупашкарта кун кунлакан 24-ри хӗр пӗр сайтра урапа сутнине курнӑ. Сутуҫа шӑнкӑравланӑ та унӑн банк картти ҫине 71 пин тенкӗ куҫарнӑ. Унтан сутуҫӑ телефона тытма пӑрахнӑ, пӗлтерӳ сайтран ҫухалнӑ. Номере Тула облаҫӗнче регистрацилени паллӑ.
30 ҫулти арҫынна вара радиостанци ертӳҫи шӑнкӑравланӑ имӗш. Хайхискер ӑна акцире выляса илнине, ӑна тивӗҫмешкӗн банк карттин реквизичӗсене пӗлтермеллине каланӑ. Кӑштахран счет ҫинчен 3 пин тенкӗ ытла ҫухалнӑ.
Халӗ полици ку ӗҫсене тишкерет.
Шупашкар хулинчи тӳре-шара хваттер тара паракансене шырать. Анчах тара илсе пурӑнас шухӑшпа мар. Хваттер тара парса пурӑнакансене тупса палӑртса вӗсене налук тӳлеттерес шутпа.
Нарӑс тата пуш уйӑхӗсенче кӑна сумлӑ комисси пуҫтарсах хваттерсем тӑрӑх ҫӳренӗ. Ун вӑхӑтӗнче Социализм, Энтузиастсен, Афанасьев, Красин, К. Иванов, Кошевой, Кривов, Гузовский, Элкер, С. Михайлов урамӗсенчи тата М. Горький проспектӗнчи ҫуртсене ҫитнӗ. Ҫав вӑхӑтра специалистсем хваттере тара ярса пурӑнакан 76 тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. Халӗ ҫав хваттерсен хуҫисен налук историне налук инспекторӗсем тӗрӗслеҫҫӗ-мӗн.
Сумлӑ комисси терӗм те, йыша Шупашкарти Мускав район администрацийӗнчи тӳре-шара, Федерацин налук службин инспекцийӗнче тата РФ Пенси фончӗн республикӑри управленийӗнче, республикӑн Ӗҫлӗх службинче тӑрӑшакансемпе полицин участкори уполномоченнӑйӗсем кӗнӗ.
Шупашкара Елена Летучая килсен «Ехрем хуҫа» ресторана хурласа пӗтернӗччӗ. Халӗ вӑл татах ӗҫлеме пуҫланӑ. Унта «Про Город» журналисчӗ пулса курнӑ.
Елена Летучая асӑннӑ ресторанра санитари нормисене пӑхӑнманнине тупса палӑртнӑччӗ. Ӑна наци колоричӗпе илемлетнӗ. Меню — чӑвашла тата вырӑсла.
Администратор Дарья каланӑ тӑрӑх, ресторан юсав хыҫҫӑн нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Ҫапла унта килекен нумайланнӑ. Хула администрацийӗн ӗҫченӗсем час-часах ҫӳреҫҫӗ-мӗн. Халӗ Елена Летучаяпа пулса иртнине никам аса илмест унта.
Шупашкарта «Егор Шилов» фильмӑн режиссерӗ Юрий Спиридонов тепӗр фильм ӳкерме хатӗрленет. Унӑн каҫхи клубра массӑллӑ сцена ӳкермелле. Кун валли 100 яхӑн ҫын кирлӗ.
Малтанлӑха каланӑ тӑрӑх, ку ӳкерчӗке пуш уйӑхӑн 22-мӗшӗнче камера ҫине куҫарӗҫ. Унта кирек кам та хутшӑнма пултарать. Клуба тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.
Унта ӳкернӗ чухне ытларах Граф анти-герой тавра ӗҫ-пуҫ пулса иртӗ. Ҫавантах икӗ сӑнар, арҫынпа хӗрарӑм, паллашнине те ӳкерӗҫ.
Ӳкерӗве паллӑ тата пултаруллӑ dj Kastas хутшӑнать. Юрий Спиридонов клубра ӳкерӗнмешкӗн дресс-кода пӑхӑнмаллине асӑрхаттарать. Тата кӑмӑл лайӑх пулмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш ачисен «Пионер сасси» (халӗ «Тантӑш») хаҫат тухма пуҫланӑ. | ||
Пулӑм хуш... |