Чӑваш Енре «Трактор савучӗсем» концернра энергие парас ӗҫе чакарасшӑн. Вӑл 100 миллион ытла тенкӗ парӑма кӗнӗ-мӗн.
Паян, нарӑсӑн 29-мӗшӗнче, Т Плюс «Промтракторпа» «Шупашкарти агрегат савучӗ» АОУна ӑшӑ энергие парас ӗҫе чакарнӑ. «Промтрактор» савутӑн парӑм — 79,67 миллион тенкӗ. «Шупашкарти агрегат савучӗн» вара — 16,94 миллион тенкӗ.
«Мари Эл тата Чӑваш Ен» Т Плюсӑн филиалӗ кунашкал мерӑна пӗрремӗш хут йышӑнмасть. Парӑмсене вӑхӑтра татмасан энергие сӳнтересси пирки ертӳлӗхе асӑрхаттарнӑ.
Мӗн пытармалли: Чӑваш Ен яка ҫулсемпе мухтанаймасть. Ҫуркуннесерен асфальт ҫул «ирӗлсе-катӑлсах» пырать. Чылай тӑрӑхри ҫул юсав кӗтет.
Кӑҫал Чӑваш Енри ҫулсене ҫӗнетмешкӗн федераци хыснинчен 1 миллиард тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Ҫак укҫаран 305 миллионӗ ҫул-йӗр хуҫалӑхӗнчи программӑсене пурнӑҫа кӗртмешкӗн кайӗ.
Шупашкарти урамсенчи ҫулсене юсамашкӑн 370 миллион тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ. Тепӗр 240 миллион тенки Мускав кӗперне юсамашкӑн кайӗ.
Сӑмах май, «Ялсен аталанӑвӗ» федерацин тӗллевлӗ программипе килӗшӳллӗн Чӑваш Ен валли тепӗр 85 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Ку укҫа-тенкӗпе ялсенчи ҫулсене аталантарӗҫ.
Ӗнер, 2016-мӗш ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пӗтӗм Раҫҫейпе тӗнчере паллӑ Раҫҫей оппозицилле политика Борис Немцова асӑну акцийӗсем иртрӗҫ. Аса илтеретеп — ӑна ҫулталӑк каялла Мускавра, Кремль умӗнче тискеррӗн те сӗмсӗр хурахсем-кадыровецсем, ҫурӑма персе, вӗлерчӗҫ. (Вӗсене арестленӗ, следствийӗ пырать). Ҫакна хирӗҫ тӑрса, тарӑхуллӑ халӑх Мускавра та, урӑх хуласенче, чикӗ леш енче те, марш, митингсене, пикетсене туса, урамсенче, площадьсенче йӗркелерӗҫ. Чӑваш Енче те, Шупашкарта та, Б.Хмельницки урамӗнчи масар ҫумӗнчи политикӑлла пӗтни палӑк умӗнче, Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх та, хурлӑхлӑ митинг иртрӗ.
Ӗнер вара? Асӑну митинг пулчӗ-и? Е чӑвашсем каллех ҫывӑраҫҫӗ? Е пурте «ДНР»-шӑн, «ЛНР»-шӑн ҫапӑҫма кайрӗҫ? Путсӗр Раҫҫей телевиденийӗ пӑхса минретсе, пысӑк юнлӑ укҫа илме, намӑса пӗлмесӗр, «бандеровецсене» тесе, хӑйсен тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен, паттӑрла Украина салтаксене вӗлерме…
1980-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче, Перестройка ҫулӗсенче, 1990-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче Чӑваш Енче те демократийӗ вӑйӗсем хастар пулчӗҫ.
Ытларикун, календарьпе ҫуркунне ҫитнӗ кун, пирӗн тӑван республикӑна РФ Правительствин председателӗ Дмитрий Медведев килсе ҫитмелле. Пӗччен мар, Раҫҫей Федерацийӗн ӗҫпе социаллӑ хӳтӗлев министрӗпе Максим Топилинпа. Пысӑк пукансем йышӑнакан тӳре-шарана кӗтсе илме республикӑрисем хӗрсе кайсах хатӗрленеҫҫӗ.
Тӗслӗхрен, Шупашкарти ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ. «Ҫыхӑнура» канашлу пӗлтернӗ тӑрӑх саксем сӑрлаҫҫӗ, ҫурт йӗри-тавра юр тасатаҫҫӗ, сӗтел-пукан улӑштараҫҫӗ тата ытти те. Ак, нумай пулмасть, хула ҫыннисем тепӗр пулӑм асӑрханӑ — Правительство ҫурчӗн кивӗ ҫуртне ӳкерчӗкпе карса хунӑ. Ҫапла май тулаш енчи йӑтӑнса аннӑ штукатурка вырӑнӗсене хупланӑ. Аса илтеретпӗр, Правительствӑн кивӗ ҫурчӗ хальхи вӑхӑтра юсавра.
Дмитрий Медведев унччен пирӗн тӑрӑха пӗлтӗр нарӑс уйӑхӗнче килсе кайсаччӗ. Ун чухне вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта экономикӑна улӑштармалли майсем шыракан тата Раҫҫейӗн инновациллӗ аталанӑвне сӳтсе явакан РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Канашӗн президиум ларӑвне хутшӑннӑччӗ, «Хӗвел» савута кайса курнӑччӗ.
Кино ҫулталӑкӗнче ЧР Электрон тата кинодокументаци патшалӑх архивӗ чылай проект пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ. Архив районти ӗҫтешӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлет.
Архив ЧР Вӗренӳ министерствипе пӗрле «Киномобиль шкула каять» проект пурнӑҫлать. Мобильлӗ центр шкулсене килсе тӗрлӗ фильм кӑтартать. Ку эрнере вӑл Шупашкарти 2-мӗш лицейра тата 10-мӗш шкулта пулнӑ. Сеанса 350 ытла шкул ачи хутшӑннӑ.
Нарӑсӑн 26-мӗшӗнче архива Елчӗкри шкулта 7-мӗш класра ӑс пухакансем килнӗ. Артур Галкин вӗсемпе экскурси ирттернӗ. Унтан чӑваш киновӗ пирки видеородик тата «Королева бензоколонки» фильм кӑтартнӑ.
Мобильлӗ центр республикӑри кирек мӗнле района та ҫитме хатӗр. Заявкӑсене 51-05-21, 52-15-36 номерсемпе йышӑнаҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗнче Элли Юрьев парнисене ҫӗнсе илессишӗн ирттерекен конкурса кӑҫал 15-мӗш хут йӗркелӗҫ. Унта Чӑваш Енри, ытти регионпа хулари, ют ҫӗршыври ӳнер шкулӗсем хутшӑнаҫҫӗ.
Конкурса ҫулсерен 500 яхӑн ӗҫ хутшӑнать. Ӑна Элли Юрьева халалласа йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал вӑл ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа ирттерӗҫ.
Конкурсӑн тӗллевӗ — патриотлӑх туйӑмне вӑратасси, пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксене пулӑшасси. Унта 5–17 ҫулсенчи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Конкурса ЧР Культура министерстви, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ, Чӑваш патшалӑх музейӗ, Шупашкарти Э.Юрьев ячӗллӗ 4-мӗш ӳнер шкулӗ ирттерет. Жюрие яланхи пекех Виктор Бритвин ертсе пырӗ. Ӗҫсене пушӑн 10-мӗшӗччен ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар хули, Мир проспекчӗ, 98-мӗш ҫурт.
Нарӑсӑн 24-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура ҫуртӗнче Ирина Вдовина ячӗпе «Юри килтӗм юрлама» халӑх юррисен концерчӗ пулнӑ. Ку чӑваш наци культурин хӑйне евӗр палли. 15 фольклор ушкӑнӗ сцена ҫине тухса юрланӑ.
Концерта Чӑваш Енри ушкӑнсем кӑна мар, Тутар, Мари республикинчисем те хутшӑннӑ. Тутар юррин «Ялкын» ансамблӗ тата Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» ансамбль пулнӑ. Кунсӑр пуҫне Элӗк районӗнчи «Валинке» фольклор ансамблӗ, Мари Республикинчи «Ушанлык» фольклор ансамлӗ, Шупашкарти «Укӑлча» фольклор ансамблӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Теветкел» фольклор ансамблӗ куракансене юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти арҫын ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Фотоаппарат туянасшӑн пулнӑ вӑл. Анчах ун вырӑнне вӑл ҫурӑк валашка умӗнче ларса юлнӑ.
Кун пирки арҫын полицие нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Вӑл акӑ мӗн каласа кӑтартнӑ. Тӗнче тетелӗнче 50 пин тенкӗ ытла фотоаппарат сутнине курнӑ вӑл. Унта кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравлсан сутуҫӑпа калаҫса татӑлнӑ та 56 пин тенкӗ укҫа куҫарса панӑ.
Фотоаппарата почтӑпа ярса пама шантарнӑ. Посылка килнӗ-ха. Анчах курупкара чаплӑ фотоаппарат вырӑнне кивӗ кӗнекесем выртнӑ.
Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Полицейскисем ҫав ҫын кам пулнине палӑртас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ.
Чӑваш Енре Республика кунӗнче иртмелли мероприятисем пирки калаҫаҫҫӗ. Кӑҫал уяв Шупашкарта тата Элӗк районӗнче иртет.
Элӗк районӗнче этнокультура комплексӗ уҫма палӑртнӑ. Шупашкарта та чылай мероприяти ирттерме палӑртнӑ.
Шупашкарта пурӑнакансен хушшинче видео ӳкерессипе конкурс иртӗ. Кирек кам та мероприятисенче репортаж тума пултарать. Видеона камера, телефон, планшет ҫине ӳкерме юрать. Конкурса Хула кунӗнче пӗтӗмлетӗҫ.
Хулана 30 пин чечекпе илемлетӗҫ. Ҫавӑн пекех тухья евӗр арт-объект пулӗ. Уҫӑ тӳпе айӗнче кино курма та май пулӗ.
Ӗнер республикӑн тӗп хулинче Шупашкарӑн иртнӗ ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетнӗ. Унта пулнӑ Андрей Иванов журналист пӗлтернӗ тарӑх, республикӑн Правительство ҫуртӗнчен ҫитнӗ десант ӳпкевне ытти муниципалитетра район пуҫлӑхӗсем пуҫ пӗксе ларса йышӑннӑ пулсан, шупашкарсем хӑйсене хӑюллӑн тытнӑ. Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов та, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков та хулана хурланипе килӗшме васкаман. Унтан та ытларах: хӑйсене, тӗрӗсрех, Шупашкарти социаллӑ пурнӑҫпа экономикӑри йывӑрлӑхсене вара вӗсем хӑюллӑн асӑнса хӑварнӑ. Пӗтӗмлетӗве пухӑннӑ хула тӳре-шари те Шупашкар пуҫлӑхӗсемпе килӗшнине палӑртнӑ.
Цифрӑсем пирки финанс министрӗпе Светлана Енилинӑпа килӗшменнине пӗлтернӗ. Канашлури тавлашу хулари хастарсене наградӑланипе вӗҫленнӗ-ха. Анчах хула пуҫлӑхӗсемшӗн тавлашу мӗнле ҫаврӑнса тухассине пӗр ҫӳлти Турӑ кӑна пӗлет пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш ачисен «Пионер сасси» (халӗ «Тантӑш») хаҫат тухма пуҫланӑ. | ||
Пулӑм хуш... |