Чӑваш Ен хӑйӗн пултаруллӑ тепӗр ҫыннине ҫухатнӑ. ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Тамара Локтева пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Тамара Локтева йывӑр чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн 70 ҫул тултарсан куҫне хупнӑ. Вӑл юрӑҫ та, концертсемпе массӑллӑ мероприятисен ертӳҫи те пулнӑ.
Пултаруллӑ юрӑҫ республика, хула шайӗнче иртнӗ мероприятисене чылай ҫул ертсе пынӑ. 20 ҫулта вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри тата Пӗтӗм Союзри вокалистсен конкурсӗн лауреачӗн ятне тивӗҫнӗ.
Тамара Локтева Чӑваш музыка театрӗн хорӗнче, «Атӑл» вокалпа инструмент ансамблӗнче юрланӑ. Ӑста юрӑҫ Пӗтӗм тӗнчери вырӑс романсӗн конкурсӗн лауреачӗ те пулнӑ. Сӑвӑ вулама та пӗлнӗ вӑл. 1989 ҫулта Тамара Локтева Калининградра иртнӗ Пӗтӗм Союзри сӑвӑ вулакансен конкурсӗнче гран-при ҫӗнсе илнӗ.
Тамара Локтевӑпа ыран Христос ҫуралнӑ ятпа ҫӗкленнӗ храмра сывпуллашӗҫ.
Хир сыснисем ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ. Шупашкарти дачӑсене каллех ҫак чӗрчун тапӑннӑ. Хальхинче «Майский» корпоратив шар курнӑ.
Тамара Космина шӑматкун ҫумӑр ҫунине пӑхмасӑрах дачӑна кайма шухӑшланӑ. Унта ҫитсен хӑйӗн пахчине палласа илеймен — йӑлтах чавса пӗтернӗ. Ахӑртнех, унта хир сыснисен кӗтӗвӗ «ӗҫленӗ». Ҫӗрулми чӑх ҫӑмарти пысӑкӑш ӳснӗ пулнӑ ӗнтӗ. Чӗрчунсем суханпа помидора ҫеҫ тытман.
Кӗтмен хӑнасем кӳршисем патӗнче те пулнӑ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин чӗрчун тӗнчине сыхлакан дирекци пахчасене тапӑнакан чӗрчунсем пирки пӗлет. Специалистсем вырӑна ҫитнӗ. Хир сыснисене персе вӗлереймӗн. Вӗсене карта ҫывӑхне лартнӑ катемпи хӑратма пултарать-мӗн. Е специалистсем йытӑ усрама сӗнеҫҫӗ.
Вандалсен черетлӗ ӗҫе. Шупашкарти пӗр картишре ача-пӑча вылямалли лапама вӗсем ирсӗрлетнӗ. Ку Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 73-мӗш ҫурт тӗлӗнсе пулнӑ.
Тренажерсене, ытти пурлӑха вандалсем ҫӗмӗрни, сӑнсӑрлатни, шел те, час-часах тӗл пулать. Асӑннӑ лапама нумаях пулмасть йӗркеленӗ. Халӗ унта ачасемшӗн выляма хӑрушӑ: аманма пултараҫҫӗ.
Ҫынсем ҫакӑншӑн 8-мӗш класра ӑс пухакан ачасене айӑплаҫҫӗ. Инҫех мар пурӑнаҫҫӗ вӗсем. Халӗ ярӑнса анмалли тӑвайккие гарантипе юсама май килмӗ.
Халӗ коммуналлӑ тӑкаксемшӗн тӳленӗ чухне ача-пӑча лапамне тытса тӑнӑшӑн та укҫа кӑларса хума тивет. Ҫапла ҫынсем ют пурлӑха ытларах хаклама тытӑнаҫҫӗ тесе шухӑшланӑ. Анчах ку тӗслӗхре ав мӗнле килсе тухнӑ…
Ҫӗрле Шупашкарта ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Ку Хӗвелтухӑҫ поселокӗнче пулнӑ. Пушара сӳнтерме 4 техника, 16 ҫын ҫитнӗ. Ҫур ҫӗр иртни 35 минутра ҫулӑма алхасма чарнӑ. 2 сехет те 20 минутра вара тӗппипех парӑнтарнӑ.
Пушар ҫурҫӗр тӗлнелле тухнӑ. Пушарнӑйсене, ахӑртнех, кӳршисем чӗннӗ. Йывӑҫ ҫурта ҫулӑм часах хыпса илнӗ. Ҫемье пуҫӗ урама тухса чупма ӗлкӗрнӗ. Вӑл чӗрӗ-и — паллӑ мар-ха. Ӑна васкавлӑ медпулӑшупа илсе кайнӑ.
Ҫулӑм кӳршӗри ҫурт ҫине те каҫнӑ. Пушарта, шел те, кил вучахӗн управҫи Любовь тата унӑн пӗчӗк ачи Дарья вилнӗ. Ҫурт тӗппипех ҫунса кайнӑ. Ҫӑлавҫӑсем верандӑра арҫынна тупнӑ. Унӑн ӳчӗ самаях ҫуннӑ (3-мӗш степень). Халӗ пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта полицейскисен хушшинче КВНӑн ҫуллахи кубокӗ виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Конкурса 6 регионти ШӖМ ӗҫченӗсемпе курсанчӗсем килнӗ. Пакунлисем темӗн пирки те шӳтленӗ: спорт, экономика, политика.
Полицейскисем шӳтлӗ лару-тӑрӑва час-часах лекеҫҫӗ. Анчах яланах унтан тухма пӗлеҫҫӗ. Ӗҫри тӗрлӗ лару-тӑруран та тӑрӑхланӑ полицейскисем. Сцена ҫинче шӳтсем каласа Чулхула, Мускав, Рязань, Иркутск, Омск, Орел хулисенчи полицейскисем тупӑшнӑ. Пакунлисем хӑйсенчен тӑрӑхлама пӗлнине те кӑтартнӑ.
Жюрие чи маттуррисене суйлама ҫӑмал килмен. Ҫавӑнпа ҫуллахи кубока тӳрех икӗ командӑна панӑ. Ӑна Мускав тата Омск полицейскийӗсем тивӗҫнӗ. Орелти хӑнасем те парнесӗр кайман.
Шел те, кӑҫал Чӑвашри полицейскисем КВНа хутшӑнман. Унччен вӗсен «По барабану», «Динамо» командӑсем пулнӑ. Хальлӗхе вара ҫук. Анчах малашне вӗсем ӑна йӗркелесшӗн.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Г.С.Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗ пулнӑ ҫурта хӑвартрах юсаса пӗтерме хушу панӑ.
Аса илтерер: лицей ҫуртне 4-мӗш лицее панӑ. Унта пуҫламӑш классене вӗрентме тытӑнасшӑн. Юсав ӗҫӗсене нумаях пулмасть тытӑннӑ. Ун валли 50 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ӗҫ графикпа килӗшӳллӗн пырать. Ҫапах Алексей Ладыков подрядчике васкатнӑ. Корпуса ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен туса пӗтерме хушнӑ вӑл.
Алексей Ладыков ытти шкула та ҫитсе курнӑ. 39-мӗш шкулта акт залне ҫӗнетеҫҫӗ. Унта 4,5 миллион тенкӗ тӑкаклаҫҫӗ.
163-мӗш ача пахчине юсамашкӑн 800 пин тенкӗ уйӑрнӑ.
Ку хваттер – чӑн-чӑн свалка. Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи нумай хваттерлӗ пӗр ҫуртра пурӑнакансемшӗн ку чӑннипех те тамӑк пекех.
Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хӗрарӑм хваттерне, подъезда темӗн те пӗрпе тултарса лартнӑ. Кӳршисем ырӑ мар шӑршӑ кӗнӗрен тарӑхаҫҫӗ. Ҫитменнине, таракан, ытти хурт-кӑпшанкӑ ӗрчет. Кун пирки «Про Город» хаҫата Николай Миронов пӗлтернӗ.
Управляющи компанийӗ Гузовски урамӗнчи 23-мӗш ҫуртри пӗр хваттерти лару-тӑру пирки пӗлет. Хӗрарӑм ӑптӑр-каптӑра темиҫе ҫул пухать ӗнтӗ.
Управляющи компанийӗ подъездри ҫӳп-ҫапа ҫулталӑкне икӗ хут илсе тухать. Унта тумтир, пушмаксем, сӗтел-пукан пур. Тӳрех икӗ трактор тулать-мӗн. Тӗлӗнмелле те, укҫине хӗрарӑм хӑй парать.
Ҫынсен мӗн тумалла? Ҫак хӗрарӑм комуналлӑ тӑкаксемшӗн тӳлесех пырать. Хӑшӗсем ҫынсене участковӑй полицирен пулӑшу ыйтма сӗнеҫҫӗ.
Тракторист чукун ҫул урлӑ каҫса ӗлкӗрӗп тенӗ пулмалла — пуйӑс иртсе каясса кӗтмен. Анчах каҫса ӗлкӗреймен вӑл — прицеп ҫаклатнӑскере тавар пуйӑсӗ пырса тӑрӑннӑ.
Ку утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 15 сехет ҫурӑра «Шупашкар – Канаш» перегонра пулнӑ. Пуйӑс ҫывхарнӑ май чукун ҫул урлӑ каҫма юраманни пирки асӑрхаттаракан сигнал ӗҫлесе кайнӑ. Анчах 48 ҫулти водителе ку чарман — малаллах пынӑ вӑл.
Пуйӑс тӑрӑнсан трактор тӳнсе кайнӑ. Водитель кабинӑра хӑй тӗллӗн тухса тарма ӗлкӗрнӗ. Ӑна кӑштахран килте тупнӑ. Аварие пула пуйӑссене 24 минутлӑха тытса чарнӑ.
Шупашкарта чи чечеклӗ картише суйласшӑн. Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче хулара «Чечеклӗ картиш» конкурс старт илнӗ. Постановление хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ.
Ку конкурса кӑҫалхипе саккӑрмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Унта хутшӑнакансен клумбӑсене хитрелетмелле, картише илем кӳмелле. Вӗсене ятарлӑ комисси хаклӗ.
Чи маттуррисене дипломпа тата укҫан хавхалантарӗҫ. Мала тухнисен 5 пин тенкӗрен пуҫласа 20 пин таран илме май пур. Конкурса ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче пӗтӗмлетӗҫ.
Жюри 1-мӗш вырӑна — 1, 2-мӗш вырӑна — 3, 3-мӗш вырӑна 10 картише пама йышӑннӑ. Заявкӑсене ҫурлан 10-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Ҫак адреспа пымалла: Шупашкар хули, Карл Маркс урамӗ, 36-мӗш ҫурт, 244-мӗш пӳлӗм. Ыйтса пӗлмелли телефон – 23-51-01.
Шӑрӑх ҫанталӑкра ҫынсем Атӑл хӗррирнче канчӗҫ, шывра чӑмпӑлтатрӗҫ. Ку эрне пуҫламӑшӗнче вара «Шыва кӗме юрамасть» паллӑсем вырнаҫтарса тухнӑ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри упавленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хула пляжӗсенчи акваторире илнӗ проба СанПин нормипе килӗшсе тӑмасть. Эппин, унта шыва кӗни сывлӑха сиен кӳме пултарать.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков «Инженерная защита» акционерлӑ обществӑна ку лару-тӑрӑва сирмешкӗн хушу панӑ. Пляжра ҫӳп-ҫапа кашни кунах пуҫтараҫҫӗ, общество туалечӗсене дезинфекцилеҫҫӗ.
Халӗ пляжсенче шыва кӗме юраманнине асӑрхаттаракан паллӑсем вырнаҫтарнӑ. Кун пирки громкоговорительпе те калаҫҫӗ.
Ку эрнинче «Чӑваш Республикинчи гигиена тата эпидемиологи центрӗн» лабораторийӗ те шыва тӗрӗслӗ. Атӑлта шыва кӗме юрӗ-и? Ҫакна Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри упавленийӗ пӗлтерӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |