Красноармейскинче Бавари Ҫӗрӗн Лапперсдорф общинин (районӗн) делегацийӗ пулса курчӗ.
Ун йышӗнче — 19-ӑн, ҫав шутра Эрих Доллингер бургомистр мӑшӑрӗпе — Йоханнапа тата Ханс Тодт альтбургомистр мӑшӑрӗпе — Каролинӑпа, ыттисем — община парламенчӗн депутачӗсем, хуҫалӑхсен, вӗрентӳ, культура, коммуналлӑ организацисен ертӳҫисем. Ҫулҫӳреве икӗ ен туслӑх кӗперне хывнӑранпа 20 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Делегацине Трак вӑтам шкул вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсем ҫӑкӑр-тӑварпа, чӑваш сӑрипе тата юрӑпа тарават кӗтсе илчӗҫ.
Шкул директорӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Г. Юлмасова вӗрентӳ учрежденийӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ. «Эпир чылай проекта пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлетпӗр, ҫав шутра нимӗҫ чӗлхине республикӑра анлӑрах сарас енӗпе те. Ку чӗлхене ачасем юратса вӗренеҫҫӗ, ҫӑмӑллӑнах калаҫма хӑнӑхаҫҫӗ. Пирӗн шкулта пӗлӳ илнӗ вунна яхӑн ҫамрӑк хӑйӗн пурнӑҫне Германипе ҫыхӑнтарнӑ. Ачасен пӗр ушкӑнӗ кӗҫех Англире ҫулҫӳревре пулса курать», — пӗлтерчӗ Галина Илларионовна.
Чӑваш апатне — хуран куклине — тутанса пӑхнӑ хыҫҫӑн инҫетри ҫывӑх туссем шкулпа паллашрӗҫ: пуҫламӑш классен пӳлӗмӗсене, этнопедагогика музейне кӗрсе курчӗҫ, «Ачасен Арбачӗн» ӗҫне хутшӑнчӗҫ, ачасене сувенирсем пачӗҫ.
Тӑван халӑхӑмӑр хушшинче анлӑ сарӑлнӑ ҫак каларӑша паян Пушкӑртстан Президенчӗ Рустэм Хамитов Чӑваша килсен пирӗн чӗлхепе каланӑ. Аса илтеретпӗр, паянпа ыран пирӗн патӑмӑрта пушкӑрт культурин кунӗсем иртеҫҫӗ.
Ҫавна официаллӑ майпа уҫма Пушкӑртстанран сумлӑ делегаци килсе ҫитнӗ. Мероприятие паян Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче уҫнӑ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Хӑнасене чӑваш, вырӑс тата пушкӑрт халӑх тумӗсене тӑхӑннӑ хӗрсемпе каччӑсем ҫӑкӑр-тӑварпа, чак-чакпа тата кумыспа кӗтсе илнӗ.
Михаил Игнатьев пирӗн республикӑсен ҫыхӑнӑвӗ ҫирӗппине палӑртнӑ май пушкӑрт ҫӗрӗ пире чаплӑран та чаплӑ поэтсене — Константин Ивановпа Ухсай Якковне — парнеленине асӑнса хӑварнӑ.
Мероприятие официаллӑ майпа уҫиччен Михаил Игнатьевпа Рустэм Хамитов «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗнчи Ҫар мухтавӗн монуменчӗ патне чечек хунӑ.
Ҫурлан 31-мӗшӗнче Шупашкара Киров ҫыннисем килсе кайрӗҫ — ушкӑн пуҫӗнче Киров хула администрацийӗн ҫумӗ Алексей Лопаткин пулчӗ. Инҫех мар вырнаҫнӑ тӑрӑхри тӳре-шарасен тӗллевӗ — хуласен тулли юбилейӗсене хатӗрлӗннӗ май пӗр-пӗрин опычӗпе паллашасси.
Шупашкар хулин официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх пирӗннисем 7 ҫултан тӗп хуламӑрӑн 550 ҫулне паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ пулсан, кировсем 650 ҫула 12 ҫултан уявламалла. Сӑмах май каласан, Шупашкар хулине никӗсленӗ ҫул авалрах пулин те пирӗн тӳре-шарасем темскер ӑна улӑштарасшӑн мар пулас. Тӗслӗхрен, Вӑта Сӑвар хулана асӑннине шута илсен эпир ним те мар тӗп хуламарӑн 755 ҫулне паллӑ тума пултарнӑ пулӑттӑмар. Шел те, патшалӑх ӗҫченӗсем ку енпе ытлашшиех тӑрӑшса ӗҫлемеҫҫӗ. Хаҫатсенче темиҫе статья тухнӑ хыҫҫӑн хула датине аваллатасси пирки урӑх ҫырма пӑрахрӗҫ.
Кировран килнӗ хӑнасене мӗн кӑсӑклантарма пултарнӑ-ха? Шупашкарӑн тӗп пайӗнчи тата ҫӗнӗ микрорайонсенчи архитектура ӗҫӗсем вӗсен кӑмӑлне кайнӑ. Вӑл кун ҫил вӑйлӑ пулни те Кировран ҫитнӗ тӳре-шарасен кӑсӑкланӑвне чармарӗ.
Ҫӗртмен 30-мӗшӗнче Тенеяльне (Тӑвай районӗ) пысӑк хӑнасем килсе кайрӗҫ. Ялти тӗне кӗмен чӑвашсен йӑли-йӗркипе паллашма Пӑлхар ҫӗршывӗнчи София хулинчи паллӑ ӑсчахсем кӑмӑл тунӑ: Ружа Нейкова профессор, Болгари ӑслӑлӑх академийӗн этнографӗсем Иво Леонкев тата Славян Стоилов. Вӗсемпе пӗрле ЧПУ профессорӗ, истори наукисен докторӗ Геннадий Ильич Тафаев, Атӑлҫи Пӑлхар обществӑлла фондӑн учредителӗ Юрий Витальевич Дадюков, фондӑн яваплӑ секретарӗ Анатолий Павлов пулчӗҫ.
Ялти клуб умӗнче хӑнасене чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ ҫамрӑксем ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ, чӑваш сӑрипе сӑйларӗҫ. Ял-йыш та нумай пуҫтарӑннӑ. Пӑлхар хӑнисем хӑйсемпе тата вӗсем мӗнле тӗллевпе килнипе паллаштарчӗҫ. Г.И.Тафаев профессор Атӑлҫи пӑлхар чӑвашӗсем ҫинчен питӗ инстереслӗ те ӑнланмалла каласа пачӗ. Ружа Нейкова профессор пӑлхар халӑхӗпе чӑваш халӑхӗ хушшинчи пӗрпеклӗхсене палӑртрӗ, йӑла-йӗркесен, кӗпе-тумтир ҫинчи эрешсен, пуҫа тӑхӑнмалли тухьян, хушпун пӗрпеклӗхӗ ҫинчен ӑнлантарчӗ. Хӑнасем Тенеялӗнчи чӑвашсен авалхи юрри-ташшипе интересленчӗҫ, уявсене мӗнле ирттерни пирки ыйтса пӗлчӗҫ.
Раштавӑн 1-мӗшӗнче, «Трак Ен» сайт пелтернӗ тӑрӑх, Красноармейски районӗнче Германири Ангальт ҫӗрӗн Хресченсен Пӗрлӗхӗн директорӗ Гайнц Фиренклес господин пулнӑ.
Вӑл Трак ене, «Чӑваш Енри ялти тӑрӑхсене аталантарасси» чӑвашсемпе нимӗҫсен пӗрлехи проекчӗпе интересленнӗ май, кӗске вӑхӑтлӑх эксперт пулса килнӗ. «Эпӗ отпускра мар, ӗҫре. Сирӗнтен вӗренмелли ҫук мар», — терӗ Гайнц Фиренклес. Хӑна, чӑн та, ку тӑрӑхра пӗрремӗш хут мар. Кӑҫалхи шӑрӑх ҫу кунӗсенче вӑл В. А. Васильева хресчен-фермер хуҫалӑхӗн Сартӑванти ӗне ферминче пулса курнӑччӗ. Хальхинче те кунта ҫитсе килме шухӑшланӑ иккен. «Унчченхипе танлаштарсан, фермӑра ырӑ улшӑнусем ҫук мар», — палӑртрӗ Германи хӑни. Сартӑван ферминче, Венера Андреевна ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, пысӑк юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Ертӳҫӗ шухӑшӗпе вӗсене ирттермесӗр, фермӑра вӑй хуракансене тивӗҫлӗ условисем туса памасӑр ӗнесен продуктивлӑхне малалла хӑвӑрттӑн ӳстереймӗн. Паллах, лайӑх та паха опыта та алла илмеллех, малта пыракансенчен, сӑмахран, Германири туссенчен те, вӗренмелле.
Ҫапла, утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри причалӗнче «Башкирское речное пароходство» (Пушкӑртри юханшыв пӑрахутлӑхӗ) АУО-н «М. Вахитов» ятлӑ теплоход пырса чарӑнчӗ. Вӑл Сӗнтӗрвӑрри ҫӗрне аякри Пушкарт тӑрӑхӗнчи хӑнасене илсе килчӗ.
Чӑваш ҫӗрӗ хӑнасене кӗтсе илме яланах хавас. Пушкӑрт республикинчен хӑнасем килессине пӗлсе вӗсене ҫӑкӑр-тӑварпа хапӑлласа кӗтсе илме Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Геннадий Раков ертсе пыракан чӑваш халӑх хорӗ тухрӗ. Ҫакнашкал кӗтсе илни хӑнасене питӗ килӗшрӗ — вӗсем вара юрӑҫсемпе пӗрле юрласа та илчӗҫ.
Малалла хӑнасем хулапа паллашрӗҫ. Вӗсем валли ятарлӑ программа та хатӗрленӗ — хӑнасем умӗн купсасемпе мещенсем, император майри тата ытти персонажсем иртсе кайрӗҫ. Купса-мещенсен пурнӑҫне сӑнлакан музейпе те паллашрӗҫ.
Экскурси хыҫҫӑн Пушкӑрт хӑнисем Атӑл хӗррине васкарӗҫ, Сӗнтӗрвӑрри пляжӗнче шыва кӗчӗҫ.
Пысӑк хӑнасем килнӗ самант вырӑнти влаҫсемшӗн яланах пӑлхӑнуллӑ самант — вӗсене кӗтсе илме тӗмпӗн хатӗрленеҫҫӗ: сумлӑ ҫынсем иртмелли вырӑнсене тирпейлеме тӑрӑшаҫҫӗ. Ытларах чухне ӗҫӗ ытла нумай пулнӑран ӗҫе пӗтӗмӗшле тумаҫҫӗ, курӑнакан вырӑнсене ҫеҫ юсаҫҫӗ, ҫӗнетеҫҫӗ. Ак маларах Путин Шупашкара килнӗ чухне унӑн вырӑнти пӗр шкула ҫитсе курмалла пулнӑ тет. Вӑл килнӗ ҫӗре шкулӑн пӗрремеш хутри пур алӑка та юсаса тухнӑ тет, ытти хутри алӑксене ҫаплипех хӑварнӑ — Путин (ун чухне вӑл президент пуканне йышӑннӑччӗ) унта хӑпармасть тенӗ. Ку ӗҫ тахҫанах пулса иртнӗ, хальхинче пире вара тин ҫеҫ Медведев Кирова килсе кайни кӑсӑклантарать. Хӑнана кӗтсе илме вӑхӑт нумай юлман чухне яланах мыскараллӑ ӗҫсем пулса иртеҫ. Хальхинче те ҫапла ӗҫсем пулса иртнӗ: Медведев иртсе каймалли ҫул ҫинче чукун ҫула асфальтласа хунӑ тет (сӑнӳкерчӗкре курма пултаратӑр). Ку ҫеҫ те мар — асфальт айне канализаци люкӗсем те лекнӗ тет.
Киров хулин коммуникаци предприятийӗн пӗр ӗҫтешӗ ҫапла каласа панӑ тет: «Ӗҫе ытла та хӑвӑрт тума тиврӗ — канализаципе чукун ҫул ӑҫта иртнине шыраса тӑма вӑхӑт пирӗн пулман.
Чӗмпӗрти патшалӑх университетӗнче Германирен килнӗ Дорис Дольд преподаватель ҫулталӑка яхӑн нимӗҫ чӗлхи вӗрентет. Юлашки вӑхӑтра вӑл чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланма пуҫланӑ. Ҫакӑ ӑна Чӑнлӑ районӗнчи Кунтикав ялне илсе ҫитернӗ, вӑл шкулта чӑваш чӗлхине мӗнле вӗрентнине курма 8-мӗш класра урокра ларнӑ. Германи хӑни пирӗн чӗлхере тата турккӑ чӗлхинче пӗр евӗр янӑракан сӑмахсем пуррине асӑрханӑ.
— Кунта киличчен эпӗ Раҫҫейӗн Европа пайӗнче чӑваш тата ытти вырас мар халӑхсем пуррине пӗлмен те. Мана вӗсемпе паллашма, вӗсен чӗлхине илтме, йали-йеркипе, культурипе паллашма питӗ интереслӗ пулчӗ. Киле кайсан кун ҫинчен хаҫат-журналта ҫырса кӑтартатӑп, — тет Дорис Дольд.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: "Канаш" хаҫат
Ҫуткӳлпе Вырӑскасси ялӗсем пысӑках мар пулин те ҫак ялсенчен нумай паллӑ ҫынсем тухнӑ. Вӗсем хушшинче Елен Нарпи ҫыравҫӑпа Мария Горшкова юрӑҫӑ та. Елена Петровна пирӗн шкулта час-часах пулать. Хальхинче те вӑл ачасене хӑйӗн шыв юххи пек пӗр тикӗс сассипе, тӗрӗс те илемлӗ калаҫӑвӗпе савӑнтарчӗ. Чӑваш патшалӑх университечӗн культурологи факультечӗн доценчӗ пулнӑ май вӑл ачасене чӑваш культурине аталантарас тесен мӗн тумаллине каласа ӑнлантарчӗ. ЮНЕСКО тӗпчевӗпе пирӗн чӑваш чӗлхине пӗтекен чӗлхесен шутне кӗртнипе пӑшӑрханчӗ.
Мария Александровна Горшкова Вырӑскассинчи Петровсен йышлӑ ҫемйинче ҫуралнӑ. Тӑххӑрмӗш ача, чи кӗҫӗнни. Ашшӗ, Александр Сергеевич Петров, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ҫулӑмлӑ ҫулӗсемпе утса тухнӑскер, Маша 15 ҫулта чухне ҫӗре кӗнӗ. Амӑшӗ, Зинаида Маркеловна, халӑх юррисене питӗ илемлӗ юрланӑ. Аслӑ пиччӗшӗсемпе аппӑшӗсем те уҫӑ саслӑ, юрлама юратаҫҫӗ. Мария вара мӗн пӗчӗкрен искусство тӗсӗсене пит ӑнлансах кайман пулин те телевизорпа опера, балет, оперетта пӑхма кӑмӑлланӑ.
Паян, нарӑсӑн 14-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районне СССР халӑх артисчӗ Андрей Яковлевич Эшпай килсе кайӗ. Паллӑ кӗвӗҫӗ районти «Раҫҫей йӗлтӗрӗ» ӑмӑртӑва уҫма хутшӑнӗ. Ҫавӑн пекех Андрей Яковлевича Сӗнтӗрвӑрринчи пӗрремӗш гимназире кӗтеҫҫӗ. Ку гимнази уншӑн питӗ паха — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче шӑп та лӑп ҫакӑнта вӗренме тивнӗ. Эшпай гимнази вӗрентекенӗсемпе тата унта ӑс пухакан ачасемпе, вырӑнти культура ӗҫченӗсемпе тӗл пулӗ.
Андрей Эшпай Сӗнтӗрвӗррине пӗрремӗш хут килмест ӗнтӗ. Сӗнтӗрвӑрри уншӑн иккӗмӗш кил вырӑнне — кунта унӑн ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑх ҫулӗсем иртнӗ, кунтанах вӑл хӑй ирӗкӗпе фронта кайнӑ.
Эшпай Андрей Яковлевич — СССР халӑх артисчӗ, СССР Патшалӑх премийӗн лауриачӗ. Унӑн чи паллӑ юрри — «Сережка с Малой Бронной». Ҫавӑн пекех хор, кӗвӗ инструменчӗсем валли ҫырнӑ хайлавсем чылай. Эшпай кинофильмсемпе театрсем валли ҫырнӑ юрӑсемпе кӗвӗсемпе паллӑ. Балет та, кантата та пур ун пултарулӑхӗнче. Пӗлтӗр ӑна «Чӑваш Республики умӗнче тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ вилнӗ. | ||
| Чекушкин Владимир Иванович, чӑваш юрӑҫи, философи ӑслӑлӑхӗн докторӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |