Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Красноармейскинче Бавари хӑнисем пулчӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 02.06.2013 20:33 | 1228 хут пӑхнӑ
Хӑнасене кӗтсе илни
Хӑнасене кӗтсе илни

Красноармейскинче Бавари Ҫӗрӗн Лапперсдорф общинин (районӗн) делегацийӗ пулса курчӗ.

Ун йышӗнче — 19-ӑн, ҫав шутра Эрих Доллингер бургомистр мӑшӑрӗпе — Йоханнапа тата Ханс Тодт альтбургомистр мӑшӑрӗпе — Каролинӑпа, ыттисем — община парламенчӗн депутачӗсем, хуҫалӑхсен, вӗрентӳ, культура, коммуналлӑ организацисен ертӳҫисем. Ҫулҫӳреве икӗ ен туслӑх кӗперне хывнӑранпа 20 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Делегацине Трак вӑтам шкул вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсем ҫӑкӑр-тӑварпа, чӑваш сӑрипе тата юрӑпа тарават кӗтсе илчӗҫ.

Шкул директорӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Г. Юлмасова вӗрентӳ учрежденийӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ. «Эпир чылай проекта пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлетпӗр, ҫав шутра нимӗҫ чӗлхине республикӑра анлӑрах сарас енӗпе те. Ку чӗлхене ачасем юратса вӗренеҫҫӗ, ҫӑмӑллӑнах калаҫма хӑнӑхаҫҫӗ. Пирӗн шкулта пӗлӳ илнӗ вунна яхӑн ҫамрӑк хӑйӗн пурнӑҫне Германипе ҫыхӑнтарнӑ. Ачасен пӗр ушкӑнӗ кӗҫех Англире ҫулҫӳревре пулса курать», — пӗлтерчӗ Галина Илларионовна.

Чӑваш апатне — хуран куклине — тутанса пӑхнӑ хыҫҫӑн инҫетри ҫывӑх туссем шкулпа паллашрӗҫ: пуҫламӑш классен пӳлӗмӗсене, этнопедагогика музейне кӗрсе курчӗҫ, «Ачасен Арбачӗн» ӗҫне хутшӑнчӗҫ, ачасене сувенирсем пачӗҫ.

И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн профессорӗ Т.Н. Петрова Г. Юлмасова директора чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӑн И.Я. Яковлевӑн портретне парнелерӗ.

Кӑнтӑр апачӗ хыҫҫӑн вара делегаци членӗсем «Заволжский» клубра Трак вӑтам шкулти педагогика коллективӗпе курнӑҫрӗҫ. Тӗлпулӑва В.А. Иванов, Д.Е. Иванов профессорсем, муниципаллӑ йӗркелӳсен республикӑри канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ С.А. Николаев хутшӑнчӗҫ. Пресс-конференци йӗркелерӗҫ, хӑнасем концерт пӑхрӗҫ.

Делегаци тулли мар яваплӑ «Таябинка» Агрофирма» пӗрлешӳне, Трак ен ҫутҫанталӑкӗн илемлӗ вырӑнӗсене ҫитсе курчӗ. Хӑнасем район центрӗнчи Мухтав монуменчӗ умӗнче сӑн ӳкерттерчӗҫ. Вӗсемпе район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.В. Шестаков та тӗл пулса калаҫрӗ.

#Красноармейски, #шкулсем, #тӗлпулусем, #хӑнасем, #ЧППУ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем