Ҫапла, утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри причалӗнче «Башкирское речное пароходство» (Пушкӑртри юханшыв пӑрахутлӑхӗ) АУО-н «М. Вахитов» ятлӑ теплоход пырса чарӑнчӗ. Вӑл Сӗнтӗрвӑрри ҫӗрне аякри Пушкарт тӑрӑхӗнчи хӑнасене илсе килчӗ.
Чӑваш ҫӗрӗ хӑнасене кӗтсе илме яланах хавас. Пушкӑрт республикинчен хӑнасем килессине пӗлсе вӗсене ҫӑкӑр-тӑварпа хапӑлласа кӗтсе илме Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Геннадий Раков ертсе пыракан чӑваш халӑх хорӗ тухрӗ. Ҫакнашкал кӗтсе илни хӑнасене питӗ килӗшрӗ — вӗсем вара юрӑҫсемпе пӗрле юрласа та илчӗҫ.
Малалла хӑнасем хулапа паллашрӗҫ. Вӗсем валли ятарлӑ программа та хатӗрленӗ — хӑнасем умӗн купсасемпе мещенсем, император майри тата ытти персонажсем иртсе кайрӗҫ. Купса-мещенсен пурнӑҫне сӑнлакан музейпе те паллашрӗҫ.
Экскурси хыҫҫӑн Пушкӑрт хӑнисем Атӑл хӗррине васкарӗҫ, Сӗнтӗрвӑрри пляжӗнче шыва кӗчӗҫ.