Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Республикӑри наркологи диспансерӗ 30 ҫул тултарнине уявланӑ.
Ҫынсене урӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине хӑнӑхтарассишӗн тӑрӑшакансене Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министрӗ Алла Самойлова, Атӑлҫи федераци округӗнчи тӗп нарколог Владимир Карпец, Раҫҫейӗн Сывлӑх Сыхлав министерствин Психиатрипе наркологин медицина тӗпчевӗн федераци центрӗн уйрӑмӗн ертӳҫи Алексей Надеждин, химипе токсиологи диагностики енӗпе ӗҫлекен тӗп специалист, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Сергей Савчук, Тутарстанри, Мари Элти, Киров облаҫӗнчи, Мӑкшӑ Республикинчи наркологсем саламлама пухӑннӑ.
Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви ӗнентернӗ тӑрӑх, хӑнасем наркологи диспансерне тата унӑн химипе токсиологи лабораторине лайӑх ӗҫленине палӑртнӑ. Алла Самойлова министр шучӗпе вара республикӑн наркологи служби сиплессипе тата чире палӑртассипе вӑхӑтпа тан пырать.
Нумаях пулмасть Турцири икӗ университетӑн ӑсчахӗсем Огузхан Дурмуш тата Синан Гюзел Ӗпхӳ хулинчи чӑвашсен вырсарни шкулӗнче пулнӑ. Вӗренӳ учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Иван Тарасов каланӑ тӑрӑх, тюркологсем ЮНЕСКО чӑваш чӗлхине вилекен чӗлхесен шутне кӗртнӗ май Раҫҫейӗн регионӗсенче лару-тӑру еплине тӗпчешшӗн.
Турккӑ ӑсчахӗсем наци вырсарни шкулӗсен концепцийӗпе вӗсен опычӗ хытах кӑсӑклантарнӑ. Турцире ун пекки ҫуккине пӗлтернӗ вӗсем. Турципе чӑвашсен туслӑхӗ пирки вӗсем ӑшӑ кӑмӑлпа палӑртнӑ. Чӗрӗк ӗмӗр каялла паллӑ пушкӑрт ӑсчахӗ, Зиннур Ураксин академик Иван Тарасова Талят Текин профессорпа паллаштарнӑ. Шкул пуҫлӑхӗ ун чухне ӑна «Нарспи» поэмӑна парнеленӗ. Текин ӑна тюркологи докторне Эмине Йылмаза панӑ. Иван Тарасов турккӑ профессорӗпе туслӑ пулни пирки ҫырнӑ очерка чӑваш чӗлхин хрестоматине те кӗртнӗ.
Ҫурлан 21-мӗшӗнче Геннадий Айхи поэт 81 ҫул тултаратчӗ. Пурӑннӑ пулсан. Ҫав кун ячӗпе авангардист-сӑвӑҫӑн тӑван тӑрӑхне, вӑл ҫуралнӑ Патӑрьел районӗнчи Ҫӗньял ялне, Швейцаринчен килсе ҫитнӗ. Вӗсенчен пӗри — Жиль Зильбершнатейн поэт-тӗпчевҫӗ, тепри — Фани Моссьер поэт-куҫаруҫӑ.
Ют ҫӗртен килнӗ хӑнасене вырӑнти шкулти чӑваш чӗлхи вӗрентекен Мария Мадюкова тата Валентина Нестерова библиотекарь кӗтсе илнӗ. Поэтсем Айхи вӗреннӗ шкулта пулнӑ. Сӑмах май, вӗренӳ учрежденийӗ халӗ Геннадий Айхи ячӗпе хисепленет. Хӑнасем Айхие ячӗпе 2008 ҫулта уҫнӑ музейра пулнӑ. Музее вӗсем асӑнмалӑх кӗнеке парнеленӗ. Кайран этнографи музейне кӗрсе тухнӑ.
Швеци хӑнисем Патӑрьел ҫӗрӗпе кӑмӑллӑ юлнӑ. Нарӑс уйӑхӗнче вӗсем «Айхи вулавне» килме шантарнӑ. Геннадий Айхи поэзине кӑмӑллакан поэтсем сӑвӑҫӑн вилтӑпри ҫине ҫитсе килнӗ. Унта чечек хунӑ.
Сӑнсем (12)
Хула кунӗнче «Стрижи» (чӑв. «Вӗршӗн») пилот ушкӑнӗ тӳпене хӑпарассине нумайӑшӗ кӗтет. Пилотсем Шупашкара ҫитнӗ ӗнтӗ.
Вӗсене паян, ҫурлан 13-мӗшӗнче, Шупашкар аэропортӗнче хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов кӗтсе илнӗ. «Стрижи» тӳперен аниччен Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар ҫийӗн вӗҫсе ҫаврӑннӑ.
Хаклӑ хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Леонид Черкесов кашни пилота ыталаса илнӗ. Музыка ансамблӗ наци юррине юрласа тата ташласа кӑтартнӑ.
Леонид Черкесов пилотсем пирӗн ҫывӑх туссем пулса тӑнине палӑртнӑ. Аса илтерер: ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 11 сехетре «Стрижи» пилот ушкӑнӗ тӗлӗнмелле авиашоу кӑтартӗ.
Нумаях пулмасть Шупашкарти пӗр шкулта вӗренекен Анна Орлова Стамбултан таврӑннӑ. Вӑл унта пӗтӗм тӗнчери вокал конкурсне уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ.
Анна хыҫҫӑн Турци хӑнисем те Чӑваш Ене ҫитнӗ. Конкурс жюрийӗ Раҫҫейре пултаруллӑ ҫынсене мӗнле хатӗрленнипе кӑсӑкланнӑ-мӗн. Анна ҫав тери вӗсен кӑмӑлне кайнӑ.
Анна Орлова Стамбулта иртнӗ вокал конкурсӗнче пӗлтӗр ҫӗнтернӗ. Вӑл 35 ҫӗршыври юрӑҫсенсен ирттернӗ. Жюрире ларнӑ композиторсемпе мусӑкҫӑсем Анна пултарулӑхӗнчен питӗ тӗлӗннӗ. Вӗсене Аннӑн илемлӗ сасси кӑна мар, тӗрӗллӗ чӑваш тумӗ те тыткӑнланӑ.
Конкурса тӗрӗк чӗлхиллӗ халӑхсем ҫеҫ хутшӑннӑ. Анна каланӑ тӑрӑх, чи вӑйлӑ юрӑҫсем Казахстанран, Туркменистанран, Кабарда-Балкартан килнӗ. Анна Туркменире акӑлчанла пупленӗ. Чӑваш чӗлхи турккӑллине ҫывӑхран вӑл тӑван чӗлхепе те калаҫнӑ. Вӗсем ӑна кӑштах ӑнланнӑ.
Турцирен килнӗ хӑнасем Раҫҫей культури вӗсене яланах кӑсӑклантарнине палӑртнӑ. Вӗсем Мускавра, Питӗрте, Хусанта пулса курнӑ. Хамди Метин Йылмаз каланӑ тӑрӑх, Хусанта наци культурине ытларах тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Чӑвашсем вара урӑхларах. «Чӑвашсен наци символӗсем пур ҫӗрте те: автобусра, тум ҫинче, сувенирсем ҫинче», — тенӗ вӑл.
Нумаях пулмасть Тӑвай районӗнчи Тенеяльне Литва Республикинчи ҫамрӑк тӗпчевҫӗ ҫитсе курнӑ. Вӑл чӑваш халӑхӗн историйӗпе кӑсӑкланнӑ. Чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗ вӑрӑм, вӑл паян та кӑсӑклӑ. Чылай ҫул хыҫа юлнӑ май культуринче, йӑли-йӗркинче улшӑнусем пулнӑ.
Литва тӗпчевҫи Тенеяльӗнче тӗне кӗмен чӑвашсем пуррине пӗлнӗ иккен. Вӑл вӗсен йӑли-йӗркине тӗпчесе пӗлесшӗн пулнӑ.
Тӗпчевҫӗ чӑвашсен авалхи тумӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ пирки, чӳк тумалли, киремет вырӑнӗсемпе кӑсӑкланнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ Клавдия Ахтямова, унӑн мӑшӑрӗ тӗне кӗмен чӑваш, ӑна ялти ватӑсем патне илсе кайнӑ.
Культура ӗҫченӗсем ялти тӗне кӗмен чӑвашсен йӑли-йӗрки пирки каласа кӑтартнӑ. Вӗсем Роза Анатольевнӑн пӗр ӗмӗр каялла тӗртсе тунӑ пусмаран ҫӗленӗ кӗписемпе, сурпансемпе паллаштарнӑ. Вӗсем клубра упранаҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗ чӑваш хӗрарӑмӗн тумӗпе кӑсӑкланнӑ. Роза Ермолаева хӑй хатӗрленӗ хушпупа паллаштарнӑ. Тӗпчевҫӗ тумӑн кашни ҫӗввине, тӗррине ӳкерсе илнӗ.
Ял ҫыннисем хӑнана сурпан тата пушӑтран хуҫа ҫыхнӑ ҫӑпата парнеленӗ. Вӗсем ҫамрӑк хӗре чӑвашла тумлантарса пурте пӗрле сӑн ӳкерӗннӗ.
Чӑваш наци музейӗн йӑла-йӗрке залӗ чылайӑшне килӗшет. Уйрӑмах – туристсене. Ҫуллахи вӑхӑтра унта нумай турист пулса курать. Акӑ нумаях пулмасть музея каллех хӑнасем ҫитнӗ.
Самар облаҫӗнчи туристсем Шупашкара «Разумовский» теплоходпа ҫитнӗ. Вӗсем те Чӑваш наци музейӗн йӑла-йӗрке залне кӗрсе курнӑ. Музей ӗҫченӗсем вӗсене валли интерактивлӑ мероприяти йӗркелесе чӑваш тумӗсене кӑтартнӑ.
Этнографи секторӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Наталья Захарова 18-19-мӗш ӗмӗрсенче пурӑннӑ чӑвашсен кун-ҫулӗ, анатри, тури тата хутӑш чӑвашсен ун чухнехи тумӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Туристсене музей фондӗнчи тумсем кӑсӑклантарнӑ.
«Янтал» фольклор ансамблӗ «Хӗр макӑрни» йӑлана кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем чӑваш тата вырӑс халӑх юррисене юрланӑ.
Патриархне республикӑна ертсе пыракансемех кӗтсе илӗҫ. Анчах ҫак ӗҫре пулӑшакансем кирлӗ пулаҫҫӗ.
Мускав тата пӗтӗм Руҫ Патриархӗ Кирилл пирӗн республикӑна ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче килӗ.
Чӑваш Митрополийӗн сайтӗнче палӑртнӑ тӑрӑх «Хыпар» хаҫат «хӑй ирӗкӗпе тӑрӑшакансен ретне 16–25 ҫулсенчи ҫамрӑксем тӑма пултарнине» палӑртать.
Нимеҫӗсем (волонтерсем) ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче иртекен тӗлпулура тата тӗп хулари Ҫветтуй Татиана соборӗнчи каҫхи кӗлле хутшӑнӗҫ. Тепӗр кунхине Ҫӗнӗ Шупашкарти Ҫветтуй Владимир кнеҫ ячӗпе хисепленекен чиркӳре иртекен каҫхи кӗлӗре ӗҫлӗҫ. Унсӑр пуҫне Кирилл Патриарх Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе тӗл пулӗ, нихӑҫан сӳнмен ҫулӑм умне чечек хурӗ. Нимеҫӗсем унпа пӗрле ҫӳрӗҫ. Кӑмӑлпа пулӑшас текенсен кун пирки ҫак уйӑхӑн 20-мӗшӗччен пӗлтермелле.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Каткасси ҫыннисем вара ял уявне питӗ илемлӗ вырӑнта — ҫӳллӗ хырсен хушшинче — ирттернӗ. Уява йӗркелес ӗҫе хӑй ҫине ҫак ялта хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ Валентин Иванов илнӗ.
Малтанах уява пухӑннисене ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Иван Данилов саламланӑ. Вӑл ҫак уява йӗркелекенсене уйрӑммӑн тав тунӑ.
Уява Шупашкартан та хӑна килнӗ. Каткассисене ЧР тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Вячеслав Оринов саламланӑ.
«Кӑмӑл» пултарулӑх ушкӑнӗ ентешӗсене концертсемпе савӑнтарнӑ. Пӗр уяв та вӗсемсӗр иртмест. Халӑх Василий Степанов композиторӑн юррисене уйрӑмах кӑмӑлласа итленӗ.
Уява килнисем халӑх вӑййисене, спорт ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнма пултарнӑ.
Чӑваш Ене кӗҫех Мускав тата петӗм Руҫ Патриархӗ Кирилл килмелле. Вӑл Шупашкарта пӗрремӗш хут пулса курӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Кирилл Патриарх Чӑваш Ене ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫитӗ. Тунтикун, ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта пулӗ. Вӑл ҫветтуй Владимир кнеҫ ячӗллӗ чиркӳ тӑррине уҫнӑ ҫӗре хутшӑнӗ. Хальлӗхе мероприятисен программине ҫирӗплетмен-ха.
Шупашкар тата Чӑваш Епархийӗнче Кирилл Патриарх килес хыпара ҫирӗплетнӗ. Ку ыйту тӗлӗшпе пуху та иртмелле-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Долгов Василий Архипович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Ижутов Николай Степанович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ, летчик, полковник вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |