Кӑрлачӑн 26–27-мӗшӗсенче Шупашкарта Промышленноҫа аталантарас енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗ тӗрлӗ мероприяти ирттерессине пӗлтернӗччӗ. Чӑн та, унта РФ промышленноҫ тата суту-илӳ министрӗ Денис Мантуров килсе ҫитнӗ.
Икӗ кун хушшинче пысӑк хӑнасем, ҫав шутра тӗрлӗ регионти вице-кӗпернаттӑрсемпе экономика министрӗсем те, Чӑваш Енри самай предприятие ҫитсе курнӑ. Тӗслӗх вырӑнне «Чувашторгтехника», Шупашкарти электроаппаратура савутне, «АБС ЗЭиМ Автоматизация» обществӑна, «Экра», «Эльбрус», «Яхтинг», «Акконд», «Сеспель» ятлисене асӑнмалла.
Хевтесӗр Трактор савучӗ вара хаклӑ хӑнасене кӗтсе илеймен, мӗншӗн тесен визит вӑхӑтӗнче унта ҫитме палӑртман. Координаци канашӗ хыҫҫӑнхи лару хыҫҫӑн журналистсемпе тӗл пулсан та савут пирки калаҫман. Унпа ҫыхӑннӑ ыйтӑва калем ӑстисене хускатма сӗнменнине Андрей Иванов журналист пӗлтернӗ. Чӑваш Енри предприятисен куравӗнче вара Денис Мантуровпа Трактор савучӗсен концернӗн вице-президенчӗ Наталия Партасова «Агромаш» трактора пӗрле ларса пӑхнӑ.
Ҫак кунсенче Чӑваш Ене итальянсем килнӗ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев вӗсемпе кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртнӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.
Тӗлпулура Михаил Игнатьев тата UNICUSANO компанисен ушкӑнӗн ертӳҫи Стефано Бандекки Чӑваш Енре теплица комплексӗсене хута ярасси пирки калаҫнӑ. Ҫавӑн пекех вӑрӑсен банкӗ тӑвасшӑн. Ку Чӑваш Ене Итали ҫыннисен опытне шута илсе ӳсен-тӑран селекци центрне тума май парӗ.
Тӗлпулура икӗ ен Сӗнтӗрвӑрри районӗнче теплица комплексӗсем тӑвассипе ҫыхӑннӑ проекта алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Ыранпа виҫмине, тепӗр майлӑ каласан, кӑрлачӑн 26—27-мӗшӗсенче, Шупашкарта Промышленноҫа аталантарас енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗ тӗрлӗ мероприяти ирттермелле. Унта РФ промышленноҫ тата суту-илӳ министрӗ Денис Мантуров килмелле.
Ку тата ҫак мероприятипе ҫыхӑннӑ ытти хыпара Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ Владимир Аврелькин республика Правительствин ҫак эрнери ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Шупашкарта иртекен анлӑ мероприятире апат-ҫимӗҫ машиностроенине аталантарас ыйтӑва сӳтсе явмалла. Денис Мантуров Шупашкарти хӑш-пӗр производство предприятине ҫитсе курмалла. Ларӑва ҫӗршывӑн 61 субъектӗнчен тӳре-шара килсе ҫитесси паллӑ. Вӗсем хушшинче пысӑк производство предприятийӗсен ертӳҫисем те, министрсем те пулмалла.
Раштавӑн 19-мӗшӗнче пирӗн республикӑра Раҫҫей фестивалӗн Сочири центрӗн пуҫлӑхӗ Ханс Йоахим Фрей режиссер тата Германири «MosFirst» компани учредителӗ Борис Таваколли пулнине эпир пӗлтернӗччӗ. Вӗсемпе ӗнер Михаил Игнатьев Элтепер те тӗл пулнӑ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, курнӑҫӑва ҫавӑн пекех ЧР Правительствин ертӳҫин икӗ ҫумӗ: экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӳ министрӗ Владимир Аврелькин тата финанс министрӗ Светлана Енилина, «Тус» строительство фирмин директорӗ Николай Угаслов тата РФ Федераци Пухӑвӗнчи республикӑн сенаторӗ Вадим Николаев хутшӑннӑ.
Ханс Йоахим Фрай Шупашкарта пысӑк культура мероприятийӗ ирттерме сӗннӗ. Ку вӑл, ун шучӗпе, Европа ҫыннисене пирӗн тӑрӑх пирки лайӑхрах пӗлме май парӗ. Унсӑр пуҫне пирӗн делегацие республикӑн инвестици вӑй-хӑвачӗпе паллаштарма Германие чӗннӗ. Михаил Игнатьев Элтепер хӑнасене, культура пайташӗсене тата усламҫӑсене ҫитес ҫулхи Республика кунне чӗннӗ.
Паян Чӑваш наци музейӗнче Европӑри хӑнасем пулнӑ. Аваллӑх управҫин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта Раҫҫей фестивалӗн Сочири центрӗн пуҫлӑхӗ Ханс Йоахим Фрей режиссер тата Германири «MosFirst» компани учредителӗ Борис Таваколли пирӗн тӑрӑхӑн культурипе паллашнӑ. Чӑваш Енӗн историйӗпе, унӑн хӑйне евӗрлӗхӗпе музейӗн маркетинг тата культурӑпа вӗренӳ ӗҫ-хӗл пайӗн заведующийӗ Ольга Кушманова паллаштарнӑ.
Ханс Йоахим Фрей тата Борис Таваколли Чӑваш Енре кинематографи епле пуҫланса кайнипе уйрӑмах кӑсӑкланнӑ, «Чувашкино» ӳкернӗ пӗрремӗш фильмсемпе паллашнӑ.
Европӑри хӑнасем пирӗн республикӑра кино ӳкерес ӗҫпе интересленнипе пӗрлех наци музейӗ кӑсӑклӑ экспонатсемпе, тӗрлӗ материалпа пуяннине палӑртнӑ.
Раштавӑн 9–10-мӗшӗсенче Шупашкарта Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн хӗрарӑмсем ирӗклӗ майпа кӗрешрӗҫ. Ӑмӑртӑвӑн юлашки кунӗнче Раҫҫейӗн спорт кӗрешӗвӗн федерацийӗн вице-президенчӗ Омар Муртузалиев пирӗн республика Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулнӑ. Вӑл та Шупашкара Ирӗклӗ майпа кӗрешекен хӗрарӑмсен Раҫҫейри уҫӑ кубокне килнӗ.
Элтеперпе спорт кӗрешӗвӗ федерацийӗн вице-президенчӗ пирӗн тӑрӑхра хӗрарӑмсен ирӗклӗ майпа кӗрешессине малалла аталантарасси пирки калаҫнӑ. Михаил Игнатьев Омар Муртузалиева Чӑваш Ене тимлӗх уйӑрнӑшӑн тав тунӑ. Элтепер палӑртнӑ тӑрӑх, ҫавӑн пек ҫӳллӗ шайри ӑмӑртусем ирттерни регионӑн ӗҫлӗ климатне те, кунта пурӑнакансен социаллӑ кӑмӑл-туйӑмне те витӗм кӳрет. Омар Муртузалиев вара регион ертӳҫи ҫамрӑк, спортпа туслӑ, яштака пулни республикӑна спорт енчен аталантарма никӗc хывать тесе шухӑшлать иккен. Унтан вӑл пирӗн тӑрӑхра хӗрарӑмсем ирӗклӗ майпа кӗрешессине ытларах аталантарас шухӑшлине палӑртса хӑварнӑ.
Дарья Алексеева хӑйӗн кумирӗпе тӗл пулма ӗмӗтленнӗ. Вӑл «Ку тӗлӗнтермӗш» ыркӑмӑллӑх фончӗ тата «Про Город» хаҫат йӗркеленӗ проекта ҫыру ҫырнӑ. Кун пирки унӑн кумирӗ Сосо Павлиашвили пӗлнӗ.
Паллӑ юрӑҫ Дашӑпа Шупашкарти Пӑр керменӗнче тӗл пулнӑ. Аса илтерер: Сосо Павлиашвили Шупашкара хӗрарӑмсен хушшинче иртекен Раҫҫей Кубокне килнӗ. Кун пирки сайтра пӗлтернӗччӗ.
Даша Алексеева ытти ачаран уйрӑлса тӑрать. Вӑл 9 ҫулта. Дашӑн — ДЦП. Ҫапах вӑл шкула ҫӳрет, хорта юрлать, дартсла тата боччӑлла выляма юратать. Даша химипе биологи предмечӗсене килӗштерет, микросоппа пӑхма кӑмӑллать.
Хӗрача юратнӑ юрӑҫӗпе тӗл пулнӑшӑн питӗ савӑннӑ. Ку уншӑн Ҫӗнӗ ҫулти чӑн-чӑн парне пулнӑ.
Нумаях пулмасть Пятница телеканалпа кӑтартакан «Магаззино» кӑларӑм ертӳҫи Александр Молочко Шупашкара килсе кайни пирки пӗлтернӗччӗ. Ӳкерӳ авӑн уйӑхӗн варринче иртнӗ. Кӑларӑм эфира хӑҫан тухасси паллӑ.
Кӑларӑма Пятница телеканалпа ҫитес эрнере курма май пулӗ. Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 18 сехетре эфира тухӗ вӑл. Шупашкарти лавккасене тӗрӗсленӗ кӑларӑмпа «Магаззинӑн» виҫҫӗмӗш сезонӗ вӗҫленӗ.
Аса илтерер: Александр Молочко Шупашкарта авӑнӑн 18-22-мӗшӗсенче пулнӑ. 5 кунра вӑл Тӗп пасара, «Смак» лавккана, «Акатуй» супермаркета тӗрӗсленӗ. Александр Молочко вӗсенчен пӗрне те наклейка ҫыпӑҫтарса хӑварман.
Кӑларӑм ертӳҫи Шупашкар лавккисенче таракансем чупнине, срокран тухнӑ апат-ҫимӗҫ сутнине, ҫимӗҫсенче нитрат нумаййине тупса палӑртнӑ.
Раҫҫейӗн Патшалӑх Думине депутата суйланма кандидат евӗр регистрациленнӗ Александр Капитонов суйлавра Канашри пӗр мандатлӑ округпа тӗлӗнмелле лайӑх кӑтартупа палӑрнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. «Партия Роста» (чӑв. Ӳсӗм партийӗ) текен партин республикӑри уйрӑмне ертсе пыраканскере Раҫҫейӗн бизнес хӳтӗлевҫи Борис Титов хавхалантарса пычӗ, мӗншӗн тесен шӑпах вӑл асӑннӑ парти ертӳҫи шутланать. «Партия роста» РФ Патшалӑх Думинче 7-10 процент таран пухас ӗмӗтлине Борис Титов Шупашкара килсен пытарманччӗ.
Ҫак кунсенче Александр Капитонов пульницӑна лекнине пӗлтӗмӗр. Кун пирки Александр Белов журналист хыпарлать. Сиплев ҫуртне вӑл Мускава парти ыйтӑвӗсемпе кайса килнӗ хыҫҫӑн лекнӗ пулать.
Шупашкара «Магазинно» телекӑларӑм ертӳҫи Александр Молочко килнӗ. «Пятница» телеканал ӗҫченӗсем хулари Тӗп пасарта пулнӑ.
Хӑнасем пӗр кӗтмен ҫӗртен ҫитнӗ. Пасар хуҫи вырӑна ҫитиччен Молочко иҫӗм ҫырлине, хурмана, панулмине, арпуса тӗрӗслеме ӗлкӗрнӗ. Хурмапа арпусра кӑштах нитрат нумайрах пулнӑ. Помидорпа хӑярта вара — питӗ лайӑх. Александр Молочко темиҫе хутаҫ помидорпа хӑяр туяннӑ.
Телеертӳҫе аш-какай килӗшнӗ. Анчах павильонра срокран тухнӑ кӑлпасси те тупнӑ. Пӗтӗмпе 40 пин тенкӗлӗх кӑлпасси юрӑхсӑр пулнӑ. Ӑна тӳрех тӗп тума каланӑ. Апат-ҫимӗҫӗн сертификачӗ, санитари пирки те асӑрхаттарусем пулнӑ. Шел те, Тӗп пасар «Магазинно» наклейкӑна тивӗҫмен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Долгов Василий Архипович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Ижутов Николай Степанович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ, летчик, полковник вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |