Ӗнер Шупашкарта Раҫҫейӗн Общество палатин пайташӗ Вероника Крашенинникова пулнӑ. Асӑннӑ политолог Тулаш политика тата пуҫарусен институчӗн гендиректорӗ шутланать, «Звезда» (чӑв. Ҫӑлтӑр) телеканалпа «Прогнозы» кӑларӑма ертсе пырать.
Вероника Крашенинникова ӗнер, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче ҫамрӑксемпе ҫӗршывӑмӑрӑн тулаш политикине сӳтсе явнӑ.
Политологпа ӗнерех Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР Правительство ҫуртӗнче тӗл пулнӑ. Хӑнана Михаил Васильевич ҫамрӑксемпе курнӑҫнӑшӑн тав тунӑ.
Вероника Крашенинникова Элтепере истори тата общество пӗлӗвӗн вӗрентекенӗсем валли уҫӑ лекци ирттернине, вӗсем ӑна кӑсӑкланса итленине пӗлтернӗ.
Паян Шупашкарта РФ Президенчӗн Атӑлҫи округӗнчи тулли праваллӑ пайташӗ Михаил Бабич пулнӑ. Вӑл республикӑн тӗп хулинче ҫӗкленекен Совет Союзӗн Геройӗ А.В. Кочетов ячӗллӗ кадет корпусӗн строительствине хакланӑ.
«Россия 1» телеканал пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫ графикран юлса пырать. Подрядчик талӑкӗпех ӗҫленине ӗнентернӗ. Строительство пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче ҫеҫ пуҫланнӑ иккен. Михаил Бабич кашни корпус патӗнче чарӑнса тӑнӑ, ӗҫ хӑвӑртлӑхӗпе кӑсӑкланнӑ. Тӗп подрядчик пулса ӗҫе кӳлӗннӗ «Старко» предприяти ҫывӑх вӑхӑтра графикпа хӑпартма шантарнӑ. Тӗрлӗ ӗҫе субподряд мелӗпе ытти организаци пурнӑҫлать.
РФ Президенчӗн Атӑлҫи округӗнчи тулли праваллӑ пайташӗ строительсене графикран пӗр кун та юлма юраманнине ҫирӗплетсех каланӑ.
Ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Мужчина нарасхват» камит пулӗ. Унта паллӑ ҫӑлтӑрсене курма май пур. Вӗсенчен пӗри — Ольга Бузова.
Кунсӑр пуҫне камитре тӗп роле Антон Лирник («Камеди Клаб»), «Уездный город» кавэнщикӗсем вылӗҫ.
Мӗн пирки-ха камит? Хӗр арҫынна юратать. Каярахпа вӑл авланни тарӑ шыв ҫине тухать, еркӗнӗ ӑна тавӑрма шухӑшлать. Унашкал самантсенче макӑрмалла пек, анчах вӗсем кулӑшла пулса тухаҫҫӗ.
Камит 10 сехетре пуҫланать. Ӑна 12 ҫултан аслӑрах ҫынсене курма сӗнеҫҫӗ. Анчах билетсем йӳнех мар: 800 тенкӗрен пуҫласа 2600 тенкӗ таран.
Ӗнер 19 сехетре Вӑрнар район пульницине харӑсах ултӑ ҫынна илсе пынӑ. Вӗсенчен пӗри уйрӑмах хытӑ аптӑранӑ.
Арҫынсем Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкасси ялӗнче пӗр хӗрарӑм патӗнче ӗҫленӗ. Пулӑшакансене кил хуҫи хӗрарӑмӗ кӑмпа яшкипе хӑналанӑ. Хӑй те апата ҫинӗ. Сехет те ҫитмен — хӑнасем те, кил хуҫи хӗрарӑмӗ те хӑйсене начар туйма пуҫланӑ: ӑш пӑтраннӑ, хӑсӑк килнӗ, вар пӑсӑлнӑ. Арҫынсенчен пӗри тӑн ҫухатасси патнех ҫитнӗ.
Ҫӗркаҫ улттӑшне те пульницӑн реанимаци уйрӑмӗнче тытнӑ. Паян ирхи сакӑр сехетсенче вӗсене инфекци уйрӑмне куҫарнӑ. Кӑмпа яшки ҫисе нушаланса пӗтнипе пульницӑна лекнисем халӗ хайсене начар мар туяҫҫӗ. Ҫапах та тухтӑрсем чирлисене пӑхсах тӑраҫҫӗ, кирлӗ эмелпе, ытти процедурӑпа вӑхӑтра тивӗҫтереҫҫӗ.
Тутарстан Республикинчи Чӑвашсен наци культурин автономийӗн ертӳҫи, Тутарстан Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Самаренкин Чӑваш Енри культура учрежденийӗсемпе паллашнӑ.
Дмитрий Самаренкинпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та тӗл пулнӑ. Ертӳҫӗсем чӑвашсене ҫутта кӑлараканӑмӑр, паллӑ ӑсчах Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине асӑнса ирттерекен мероприятисем пирки канашланӑ, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне 100 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвасси пирки сӳтсе явнӑ.
Республикӑн культура, наци ӗҫӗсен, архив ӗҫӗсен министрӗпе хӑна Чӑваш тӗррин музейне ҫитсе курнӑ. Унти экспонатсемпе паллашнӑ май Тутарстан хӑни музей йӗркеленине пысӑка хурса хакланӑ. Раҫҫей халӑх художникӗн Ревель Федоровӑн ӗҫӗсем уйрӑмах килӗшнӗ ӑна. Чӑваш наци музейӗнче те пулнӑ вӑл.
Японири Токио университечӗн ют чӗлхесен факультетӗнче аспирантурӑра вӗренекен Мураками Такенори чӑваш чӗлхине вӗренме килнӗ. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ чӑваш чӗлхипе культурин пӗтӗм тӗнчери ҫуллахи шкулне ҫӳрӗ. Шкул ҫурла уйӑхӗн 6-20-мӗшӗсенче ӗҫлӗ.
Мураками чӑвашла вӗренес тесе вӗренӳпе методика литреатурине тата словарьсем туяннӑ. Аспирант пулас диссертаци валли те материал пухать.
Япони ҫынни пирӗн республикӑра епле пурӑнӗ-ха? Ӑна аслӑ шкулӑн студентсен пӗтӗм тӗнчери клубӗн пайташӗсем пулӑшӗҫ. Мураками пушӑ вӑхӑчӗпе усӑ курса Атӑл леш енне, Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ паркӗ» асӑну комплексне ҫитсе килнӗ ӗнтӗ. Вӑл «Сувар» этнокультура паркӗпе паллашма та ӗлкӗрнӗ.
Чӑваш Ене Ӗренпуртан делегаци килнӗ. Вӗсене ҫынсене троллейбуспа илсе ҫӳрес ӗҫ кӑсӑклантарнӑ.
Шупашкарта Ӗренпур хула администрацийӗн ӗҫченӗсем пулнӑ. Чи малтанах вӗсем троллейбус управленийӗ мӗнле ӗҫленипе паллашнӑ. Хӑнасене диспетчерсен ӗҫӗпе паллаштарнӑ, карточкӑпа тӳлесе билет илес тытӑм пирки те каласа кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех хӑнасене пассажир транспорчӗн ӗҫӗ-хӗлӗн онлайн-мониторингӗпе паллаштарнӑ.
Ӗренпуртан килнӗ делегацие Шупашкарти троллейбус управленийӗн ӗҫӗ-хӗлӗ чӑннипех те тӗлӗнтернӗ: 50 ҫул ӗҫлесе те предприяти каялла чакман имӗш, троллейбуссем чиперех ҫӳреҫҫӗ. Хӑнасем кунти опытпа хӑйсем патӗнче усӑ курассине пӗлтернӗ.
Сӑмах май, Ӗренпурта 6 маршрут ӗҫлет. Пирӗн патра вара — 18.
Ҫак кунсенче эпӗ 28-мӗш хут иртекен Чунҫӳреве хутшӑнтӑм. Кӑҫал унӑн ҫулӗ Казахстан ҫӗрне выртрӗ, Туркестан хулине. Ҫавна май ҫул ҫинче тунӑ хӑш-пӗр шухӑшсемпе паллаштарас килет.
Пӗрремӗшӗ. Пилӗк пӳрне пирки чӑваш юмахне илтсе пуль? Манса кайнӑ пулсан аса илтерме те пултаратӑп. Пилӗк пӳрне улаха пухӑннӑ та калаҫаҫҫӗ тет. «Ҫиес килет», — тет пуҫ пӳрни. «Укҫа ҫук», — хуравлать шӗвӗр пӳрне. «Кивҫен илес», — калать вӑтам пӳрни. «Илсен парасси», — хӑйӗн шухӑшне пӗлтерет ятсӑр пӳрни. Кача пӳрни вара: «Ҫиес те тарас!», — терӗ тет татӑклӑн. Юмах кӑна-ха та, анчах ҫак пӗчӗк юмахра та тӗпчемелли, ҫӗннине пӗлмелли пайтах. Пӳрне ячӗсене вӗренме лайӑх пулни пирки халь асӑнса тӑмӑп. Сӑмахӗ вара кача пӳрнин сӗнӗвӗ ҫинчен. Ак халь ҫул ҫинче пултӑм та ҫак юмах аваллӑхӑн хӑш-пӗр вӑрттӑнлӑхне уҫса пама пултарнине куртӑм. Сӑмахран, авал хупахсенче мӗнле апатланни пирки. Мӗншӗн тарасшӑн-ха кача пӳрне? Хуравӗ вара ҫиелте иккен. Ҫул ҫинче чайханасене сахал мар кӗрсе тухрӑмӑр.
Етӗрне хулинче паян «Бородино» теплоход пырса чарӑннӑ. Ун ҫинче ларса килне хӑнасем Етӗрне ҫӗрӗнчи музейсемпе паллашнӑ. Район сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх теплоход ҫинчен пурӗ 60 ҫын аннӑ.
Етӗрнесем хӑнасемпе пысӑк экскурси программипе паллаштарнӑ. Туристсем хулари музейсемпе ҫеҫ мар, Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнчи тури чӑвашсен музейӗпе те паллашнӑ. Чи малтанах хӑнасене Етӗрнери таврапӗлӳпе ӳнер музейне кӑтартнӑ. Ун хыҫҫӑн Николай Мордвинов СССР халах артисчӗн тата Таланцев пиччӗшсен музей ҫурчӗсемпе паллаштарнӑ. Хӑнасене Вячеслав Еткер ӑстаҫӑ тунӑ кӳлепесем те кӑсӑклантарнӑ.
Экскурси программине вӗҫленӗ май туристсем Тури Ачак ялне ҫитсе курнӑ, кунти XIX ӗмӗрти хресчен хуҫалӑхӗн музейӗпе паллашнӑ. «Вирьял» халӑх ансамблӗ вара хӑнасене чӑваш юррисене шӑрантарса панӑ, сӑра мӗнле вӗретнине тата ӗлӗк пир мӗнле ҫапнине кӑтартса панӑ.
Наци телекуравӗн эфирӗнче паян «Учим чувашский» (чӑв. Чӑвашла вӗрентепӗр) телекӑларӑмӑн ҫӗнӗ сезонӗ уҫӑлмалла. Чӑваш Республикин информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗнӗ ярӑмра куракансем Мускавран Шупашкара килнӗ Андрейпе паллашӗҫ. Андрей вара иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗ патне хӑнана чӑваш чӗлхи вӗренме килнӗ. Иккӗмӗш сезон 6 кӑларӑмран тӑрӗ. Вӑл вӑхӑт хушшинче Андрей интереслӗ ҫынсемпе паллашӗ, ҫӗнӗ чӑваш сӑмахӗсене вӗренӗ, чӑваш чӗлхин ҫыру йӗркине ӑса хывӗ.
Ҫӗнӗ ярӑмри пӗрремӗш кӑларӑм эфира паян тухӗ, ӑна 20:30 вӑхӑтра курма май пулӗ.
Асилтеретпӗр, «Учим чувашский» кӑларӑма «Хавал» хастарсен пӗрлӗхӗпе Чӑваш наци телекуравӗ пӗрле хатӗрлеҫҫӗ, вӑл вӗсен пӗрлехи проекчӗ шутланать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ вилнӗ. | ||
| Чекушкин Владимир Иванович, чӑваш юрӑҫи, философи ӑслӑлӑхӗн докторӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |